Чӑваш Республикин халӑх артисчӗ, Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ артистки Любовь Федорова кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗн 12-мӗшӗнче 70 ҫул тултарать.
Любовь Владимировна Шупашкар районӗнчи Лапсар ялӗнче ҫуралнӑ. 1972 ҫулта Ленинградри А.Н. Островский ячӗллӗ театр, музыка тата кинематографи институтӗнчен вӗренсе тухнӑ. Ҫав ҫулах К.В. Иванов ячӗллӗ патшалӑх академи драма театрӗнче ӗҫлеме пуҫланӑ. Артистка унта 49 ҫула яхӑн тӑрӑшать.
Чӑваш культурипе ӳнер аталанӑвне пысӑк тӳпе хывнӑшӑн 1988 ҫулта ӑна «Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ артисчӗ», 1996 ҫулта «Чӑваш Республикин халӑх артисчӗ», 2005 ҫулта «Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ» хисеплӗ ятсем панӑ.
Любовь Федорован юбилей каҫӗ кӑрлач уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче иртӗ. Мероприяти 18 сехетре пуҫланӗ.
Ӗнер, кӑрлач уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, Раҫҫей тата Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки, Чӑваш Ен Патшалӑх премийӗн лауреачӗ, балет сценин чӑн-чӑн ҫутӑ ҫӑлтӑрӗ Ольга Серегина хӑйӗн юбилейне паллӑ тунӑ.
Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, Серегина пилӗк теҫеткене яхӑн спектакльсемпе концерт программисене илемлетет, классика балечӗн асамлӑхӗпе килентерет.
Ольга Витальевна 1975 ҫулта Ленинградри А.Я. Ваганова ячӗллӗ академи хореографи училищинчен вӗренсе тухнӑ. Ҫав ҫулах Шупашкарти оперӑпа театрӗн балет труппинче ӗҫлеме тытӑннӑ.
Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ кӑҫал туса ирттермелли плансене палӑртнӑ.
Культура учрежденийӗн директорӗ Елена Николаева пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫалхи ҫулталӑк юбилейсемпе пуян. Чӑваш АССР искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, актриса, режиссер, педагог, РСФСР культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Зоя Ярдыкова ҫуралнӑранпа кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗн 5-мӗшӗнче 100 ҫул ҫитӗ. Пуш уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Раҫҫей Федерацийӗн халӑх артисчӗ, Чӑваш Республикин халӑх артисчӗ Василий Павлов 70 ҫулхине уявлӗ, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ пуш уйӑхӗн 8-мӗшӗнче 60 ҫул тултарӗ, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки Светлана Дмитриева ҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗнче — 50 ҫул.
Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн солисчӗ, Коми Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Михаил Журков «GoodWin Art» (чӑв. Ҫӗнтерӳ ӳнерӗ) III пӗтӗм тӗнчери музыка конкурсӗнче пӗрремӗш премие тивӗҫнӗ.
Конкурса Македонири, Беларуҫ Республикинчи тата хамӑр ҫӗршыври нумай хулари (Мускав, Санкт-Петербург, Челепир, Екатеринбург, Симферополь, Чулхула, Ярославль, Барнаул, Тольятти, Самара, Ҫӗнӗ Уренгой, Сочи, Тула, Кострома, Йошкар-Ола) артистсем хутшӑннӑ.
Вӗсене Гнесинсем ячӗллӗ Раҫҫей музыка академийӗн профессорӗсемпе вокал преподавателӗсем Екатерина Стародубровская, Ксения Шапиро, Владимир Бурлаков хакланӑ.
Чӑваш халӑх артисчӗ Иван Иванов паян 65 ҫул тултарнӑ. Вӑл 1955 ҫулхи раштав уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Карапаш ялӗнче ҫуралнӑ. Мускаври М.С. Щепкин ячӗллӗ Аслӑ театр училищинче вӗренсе тухнӑранпа вӑл сцена ҫинче ӗҫлет.
Марина Карягина тележурналист юбиляра халалласа хатӗрленӗ телесюжетра пӗлтернӗ тӑрӑх, «тӗп хуларан
ҫемье пуҫӗпе пӗр ача ашшӗ тата коммунист пулса таврӑннӑ». уншӑн театр кил, кил - театр. ачасем театрта, арӑм мӑн хырӑмах вылятчӗ. ватӑлнӑҫем театр ӗҫӗ-эхӗлӗ
«Кунӗн-ҫӗрӗн театр ӗҫӗпе кӑна пурӑнатпӑр. Ватӑлнӑҫемӗн театр ӗҫӗ-хӗлӗ сивӗнсе пырать пуль чунра тенӗччӗ — сивӗнмест», — тенӗ вӑл тележурналистпа калаҫнӑ май. «Мана, ухмах Ивана, ӗҫ кӑна памалла, хӑть те мӗнле ӗҫ кӑна. Эпӗ ниҫта кайса кӗреймесӗр ӗҫлетӗп», — пытарман вӑл.
Тата хӑйне «ҫӗр хурчӗ пек ҫынсем килӗшнине» пӗлтернӗ. Артист пулса выляс килменнине, режиссер пулма ӗмӗтленнине пытарман. Халӗ вӑл аслӑ шкулта вӗренекенсене те вӗрентет.
Чӑваш патшалӑх филармони артисчӗсем Чӑваш патшалӑх автономийӗ 100 ҫул тултарнине халалласа «Пӗрле» клип ӳкернӗ. Ӑнӑ Ютуб каналта https://youtu.be/e5swZFPuxc8 курма пулать.
Нумай пулмасть хатӗрленӗ клипра филармонин «Ҫеҫпӗл» ансамблӗ тата «Nota G» ташӑ ушкӑнӗ ӳкерӗннӗ.
«Пӗрле» юрра эпир пурте аван пӗлекен пултарулӑх ушкӑнӗ ҫырнӑ. Сӑвви — Борис Чиндыковӑн, кӗвви — Чӑваш Республикин искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗн Николай Казаковӑн. Пултаруллӑ ҫак икӗ ҫын унччен те сахал мар хитре юрӑ хайланӑ. Чӑваш Республикин патшалӑх премийӗн лауреачӗ, драматург тата поэт Борис Чиндыков «Нарспи» мюзикл либреттине те ҫырнӑччӗ.
Паян Чӑваш наци музейӗнче мода историкӗн, Пӗрремӗш каналпа кӑтартакан «Модный приговор» кӑларӑма ертсе пыракан Александр Васильевӑн «Мода кӗвви» куравӗ уҫӑлнӑ.
Александр Васильевӑн «Мода кӗвви» куравӗ халиччен ҫӗршывӑн тӗрлӗ хулине ҫитнӗ. Кураври тумтире ятлӑ-сумлӑ Алла Пугачева, Тамара Гвердцители, Аида Ведищева, Валентина Толкунова, Лайма Вайкуле, Лолита Милявская, Вера Брежнева, Ани Лорак, Кристина Орбакайте тата ытти артист валли ҫӗленӗ.
Курав 50 экспозицирен тӑрать. Вӗсен кашнин хӑйӗн историйӗ.
Чӑваш Енри артистсем хӗвеллӗ Грузие юрӑ саламӗ ӑсатнӑ.
Аса илтерер: чӳк уйӑхӗнче Грузири
«Bravo Metekhi» ушкӑн «Вӗҫ-вӗҫ, куккук» юрра ҫырса илнине Инстаграмра вырнаҫтарнӑччӗ. Вӑл унтан тӗнче тетелӗнчи тӗрлӗ ушкӑна, тӗрлӗ ҫын страницине, сарӑлчӗ. Грузинсем шӑрантарнине чӑвашсем ӑшшӑн йышӑнчӗҫ, вӗсене тав туса ҫырчӗҫ.
«Вӗҫ, вӗҫ, куккук» юрра пирӗн халӑх питӗ юратать, ӑна эпир пурте пӗлекен мухтавлӑ чӑваш ывӑлӗ Андриян Николаев космонавт та килӗштернӗ.
«Article» вокал ушкӑнӗ (вӑл та арҫынсенчен тӑрать) Вахтанг Кикабидзен «Чито-гврито» юррине (пирӗнтен чылайӑшӗ ӑна «Мимино» фильм тӑрӑх пӗлет) шӑрантарнӑ.
Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ Йошкар-Оларан таврӑннӑ. Унта вӑл гастрольпе пулнӑ.
Иртнӗ канмалли кунсенче артистсем ҫармӑссене хӑйсен пултарулӑхӗпе паллаштарнӑ. Вӗсем Мари Элти ҫамрӑксен театрӗнче шӑматкун кӑнтӑрла «Снежная королева» (0+), каҫхине «Поллианна» (12+) спектакльсем кӑтартнӑ.
Чӑваш артисчӗсене курма халӑх йышлӑ пуҫтарӑннӑ.
«Тавах Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн артисчӗсене тав», – тав туса ҫырнӑ «Полианна» спектакле пӑхнӑ хыҫҫӑн ҫармӑссен театрӗн сайтӗнче.
Вырсарникун кӑнтӑрла «Елка и Белка» (0+) юмах кӑтартнӑ. Вӑл ачасене те, аслисене те килӗшнӗ. «Малашне те килӗр!», – тесе йыхравланӑ вырӑнтисем.
Ҫитесю канмалли кунсенче, раштав уйӑхӗн 12 тата 13-мӗшӗсенче, Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче Козьмодемьянскра пулӗҫ.
Паян К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче РСФСР халӑх артистки, Чӑваш АССР халӑх артистки, Вӑрмар районӗн хисеплӗ ҫынни Нина Яковлева ҫуралнӑранпа 80 ҫул ҫитнине халалласа юбилей каҫӗ иртет.
Унта Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев хутшӑннӑ. Халӑх юратакан ӑстана вӑл Чӑваш Республикин Хисеп грамотипе наградӑланӑ. Халӑх артисткине чыслама РФ Патшалӑх Думин депутачӗсем Анатолий Аксаков, Леонид Черкесов тата ыттисем те хутшӑннӑ. Вӗсем те Нина Михайловнӑн пултарулӑхне капашсӑр пысӑка хурса хакланӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (16.08.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Цаплина Раиса Ионовна, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Лукоянов Геральд Васильевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Ильин Александр Моисеевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Кривов Тимофей Степанович, паллӑ патшалӑх ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |