К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн артистки Ирина Иванова Раҫҫейри театр ӗҫченӗсен «Лаборатория 40+» проектне хутшӑннӑ. Театр экспериментне сцена ҫине нумай ҫул тухакан опытлӑ ӑстасене йыхравланӑ.
Авӑн уйӑхӗн 17-18-мӗшӗсенче иртнӗ мероприяти вӑхӑтӗнче «НУТРО» документлӑ спектакль кӑтартнӑ. Спектакль режиссёрӗ – Дмитрий Крестьянкин, вӑл — инклюзивлӑ театр енӗпе паллӑ ӑста.
Спектакле малтанласа палӑртман. Сцена ҫине тухнӑ актёрсен пурнӑҫри хӑйсен историне каласа кӑтартма тивнӗ. Чӑваш актёрӗ кашни ачанах хӑйне юратнине туймалли пирки монолог вуланӑ.
Сцена ҫине Вологда, Воркута, Горно-Алтайск, Канск, Ҫӗнҫӗпӗр, Омск, Ӗренпур, Северодвинск, Сарапул, Тӗмен, Череповец, Улан-Удэ тата Якутск хулисенчи ӑстасем тухнӑ.
Ӗнер, авӑн уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, Киров облаҫӗнчи С.М. Киров ячӗллӗ драма театрӗ Шупашкара гастрольпе килсе ҫитнӗ. Вӗсем пирӗн патӑмӑрта авӑн уйӑхӗн 25-мӗшӗ таран пулӗҫ. Репертуара «Вишневый сад», «Детектор лжи», «Мама», «Осенняя кадриль», «Семейка Краузе» камитсене тата ачасемпе аслисем валли лартнӑ «Сказка о потерянном времени» юмаха кӗртнӗ. Спектакльсене Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн сцени ҫинче курма пулать.
Ҫав вӑхӑтрах Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗ Кироври куракансене хӑйӗн пултарулӑхӗпе паллаштарать. Репертуара тӗнче балечӗн вилӗмсӗр классикине, хальхи вӑхӑтри тата сӑнавлӑ хореографи ӗҫӗсене: «Спящая красавица» (П.И. Чайковский), «Вальпургиева ночь» (Ш. Гуно), «Кармен-сюита» (Ж. Бизе тата Р. Щедрин), «Жизель» (А. Адан), «Дон Кихот» (Л. Минкус) — кӗртнӗ.
Иртнӗ эрнере, авӑн уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче Чӑваш Республикин халӑх артистки Наталия Сергеева ӑсталӑх сехечӗ ирттернӗ.
Пӗтӗм Раҫҫейри «В первом ряду» (чӑв. Пӗрремӗш ретре) акцие хутшӑнса йӗркеленӗ мероприятие Шупашкарти 12-мӗш вӑтам шкулта тата Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институтӗнче вӗренекенсем пуҫтарӑннӑ.
Ҫамрӑксем чаршав хыҫӗнче мӗн пулса иртнипе паллашнӑ, паллӑ ӑстасемпе тӗл пулса калаҫнӑ. Кайран вӗсене М. Ладон «Айӑпсӑр чун» спектаклӗн репетицине кӑтартнӑ.
Чӑваш патшалӑх пукане театрӗн артисчӗсем паян, авӑн уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, Беларуҫ Республикине гастрольпе тухса кайнӑ. Брест хулинче «Белая Вежа» фестиваль иртӗ.
Пултарулӑх ушкӑнӗпе культура учрежденийӗн директорӗ Елизавета Абрамова та тухса кайнӑ.
Авӑн уйӑхӗн 9-16-мӗшӗсенче иртекен XXVI Пӗтӗм тӗнчери театр фестивальне драма, музыка, урамри театрсем хутшӑнӗҫ. Вӗсем 9 ҫӗршывран: Арменирен, Беларуҫран, Болгарирен, Грецирен, Данирен, Кӑркӑстанран, Польшӑран, Раҫҫейрен, Узбекистанран – пухӑнӗҫ.
Ӗнер, авӑн уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Аркадий Андреев 55 ҫул тултарнӑ.
Аркадий Андреев 1967 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Муркаш районӗнчи Панкли ялӗнче ҫуралнӑ. Артист пулас ӗмӗтпе ҫунатланнӑ ҫамрӑк 1993 ҫулта Мускаври М.С. Щепкин ячӗллӗ аслӗ театр училищине (институтне) вӗренме кӗнӗ.
Муркаш ҫӗрӗ ҫинче ҫуралса ӳснӗ маттур арӑн ҫутҫанталӑк панӑ илемӗ, Турӑ панӑ пултарулӑхӗ ҫулсем иртнӗҫемӗн тата та сарӑлса, анлӑланса пырать тейӗн. Унӑн илӗртӳллӗ сассине те куракансем килӗштереҫҫӗ.
К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ куракансене черетлӗ, 105-мӗш, сезонта ҫӗнӗ ӗҫсемпе кӗтсе илме хатӗрленет.
Хальхи вӑхӑтра унта Вера Панова пьеси тӑрӑх хатӗрлекен «Уйрӑлу каҫӗ» спектакль-мюзикл репетицийӗ пырать.
Ҫавӑн пекех «Мӑнаккасем» камите лартассипе тимлеҫҫӗ. Александр Коровкин театрпа кино актерӗн тата драматургӑн «Тетки» пьесине чӑвашла куҫарнӑ. Куракансем валли ун тӑрӑх хаваслӑ спектакль хатӗрлеҫҫӗ.
Александр Островскийӗн «Последняя жертва» пьесине те лартӗҫ.
Унсӑр пуҫне театрта «Фольклортан пуҫласа джазчен» (ку вӑл ҫирӗплетнӗ ят мар, ӗҫ варианчӗ) спектакль-концертпа ӗҫлеҫҫӗ.
Шупашкарта 22 ҫулти хӗр ҫухалнӑ. Вӑл – артистка. Балерина.
Театрта ӗҫлекен хӗре волонтёрсем те, йӗрке хуралҫисем те шыраҫҫӗ. Балеринӑна шырани пирки «Лиза Алерт» ушкӑн пӗлтернӗ.
Милана Ишуткина балерина ҫурла уйӑхӗн 16-мӗшӗнче ирпе ӗҫе кайма тухнӑ, анчах унта вӑл ҫитеймен.
Хӗр хура майка, тӗксӗм кӑвак джинс шорты тӑхӑннӑ, урине – сандали. Хӑй вӑл хура сумкӑпа пулнӑ.
К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн артистки, режиссёрӗ Наталья Сергеева «Чӑваш Республикин халӑх артисчӗ» ята тивӗҫнӗ. Хушӑва республика Элтеперӗ Олег Николаев ӗнер, утӑ уйӑхӗн 28-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ.
Наталья Сергеева Шупашкар районӗнчи Шинер Тӑрӑн ялӗнче 1971 ҫулхи юпа уйӑхӗн 4-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Ашшӗ — инженер-механик, амӑшӗ — медсестра. Вӑл вара, Наталья, пачах урӑх ҫулпа каяс тенӗ. Мускаври Щепикин ячӗллӗ театр училищине вӗренме кӗнӗ.
Темиҫе ҫул каяллахи интервьюра Наталья Алексеевна пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл — ҫемьеллӗ, икӗ ывӑл амӑшӗ. Шупашкар урамӗсенче хӑйне ҫынсем палласа илнине те пытарман.
Чӑваш Енре наука, литература тата ӳнер енӗпе тӑрӑшакан, асӑннӑ отрасльсенче никӗс пӗлтерӗшлӗ тӗпчевсем тата пысӑк пахалӑхлӑ произведенисем хайланӑ ҫынсем патшалӑх стипендине илсе тӑрӗҫ. Вӗсене ҫулталӑк хушши уйӑхсерен 5-шер пин тенкӗ парса тӑрӗҫ.
Списокра — пурӗ 15 ҫын. Ҫавсен шутӗнче Александр Федосеев тата Владислав Николаев Николаев художниксем, Ф.П. Павлов ячӗллӗ Шупашкарти музыка училищин (техникумӗн) преподавателӗ Людмила Петухова, И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн профессорӗ Людмила Кузнецова, Чӑваш патшалӑх пукане театрӗн артисчӗ Алина Каликова тата ыттисем пур.
Ҫӗртме уйӑхӗн 18-мӗшӗнче ҫӗршывӑн тӗп хулинче, Мускавра, иртекен Акатуя Чӑваш Енри артистсем те хутшӑнӗҫ.
Уяв Ҫӗнӗ Басманнӑй урамри 4-мӗш ҫуртӑн 1-мӗш строенийӗнче (унта ҫитес тесен «Красные ворота» метрора тухмалла) 11 сехетрен 17 сехетчен пырӗ.
Уяв программине Мускавра пурӑнакан артистсем: Валерий Иванов, Елена Соловьева, Григорий Вакку, Ирина Шоркина, Алена Савельева, Валентина Попова, Ирина Музыкантова, Ксения Гришина, Ольга Абрамейцева, Виталий Воронов — илем кӳрӗҫ. Чӑваш Енрен Акатуя Алина Варна, Сергей Лекерев, Тамара Ишмуратова, Валентина Семенова, Олег Залогин пырса ҫитӗҫ.
Коллективсенчен Мускаври сцена ҫине ҫӗршывӑн тӗп хулинчи «Атӑл» хор, «Ентеш» тата «Шевле» ансамбльсем, Чӗмпӗртен «Укӑлча» коллектив, Шупашкартан «Хӗлхем» тата «Азамат» ушкӑнсем тухӗҫ.
Мускаври чӑвашсен уявне Якут Республикинчен, Пушкӑртстанран тата Удмурт Республикинчен хӑнасем пырса ҫитӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (15.06.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Ҫеҫпӗл Мишши, паллӑ чӑваш сӑвӑҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
| Абашев Владимир Никифорович, чӑваш литература тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Алка Александр Егорович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ, критикӗ вилнӗ. | ||
| Шемекеев Виталий Дмитриевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |