Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче юпа уйӑхӗн 28-мӗшӗнчен пуҫласа чӳк уйӑхӗн 6-мӗшӗччен М.Д. Михайлов ячӗллӗ Пӗтӗм тӗнчери опера фестивалӗ иртӗ. Унта тӗрлӗ театр коллективӗнче тӑрӑшакан 170 ытла артист хутшӑнӗ.
Фестиваль Екатерина Иванова-Блинован «Сӑр чикки» оперӑпа уҫӑлӗ. Культура программинчи тепӗр премьера – М.М. Ипполитов-Ивановӑн «Ася» оперине ҫӗнетсе куракан патне ҫитерни. «Асьӑн» сцена ҫинчи ҫӗнӗ версине икӗ аслӑ шкул студенчӗсемпе преподавателӗсем «Росконцерт» организаци пулӑшнипе хатӗрленӗ. Ӑна юпа уйӑхӗн 29-мӗшӗнче курма май килӗ.
Куракансем гала-концерта уйрӑмах кӑмӑлланине кура ун пирки те каласа хӑварас килет. Концерт программине Екатерина Фенина, Иван Васильев, Дамир Закиров, Виктория Войтенкова, Михаил Журков, Алиса Шалгинова, Алексей Сазонов, Регина Рустамова тата Маргарита Финогентова хутшӑнӗҫ. Дирижёрӗ – Михаил Леонтьев.
К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче СССР халӑх артисткине, «Ылтӑн маска» наци премийӗн лауреатне Вера Кузьминана асра тытса «Ҫулталӑк сансӑр» асӑну каҫӗ иртӗ.
Пултаруллӑран та пултаруллӑ артистка ҫак тӗнчерен уйрӑлса кайнӑранпа юпа уйӑхӗн 22-мӗшӗнче ҫулталӑк ҫитет. Халӑх юратнӑ ӑстана халалланӑ астӑвӑм каҫӗ театрӑн кӑвак фойинче юпа уйӑхӗн 22-мӗшӗнче 13 сехет те 30 минутра пуҫланӗ.
Вера Кузьмина хӑйне тата хӑйӗн пурнӑҫне йӑлтах театра халалланӑ. Вӑл тӗрлӗ характерлӑ 100 ытла сӑнар калӑпланӑ.
Ҫум ҫумлама юратманран агроном пулма ӗмӗтленнӗ. Ҫакӑн пек каланӑ хӑйӗн пирки те чӑнласах, те шӳтлесе Чӑваш халӑх артисчӗ Сергей Иванов. Паян, юпа уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, унӑн 50 ҫулхине халалласа Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче пултарулӑх каҫӗ иртет.
Халӑх юратакан сцена ӑстин нумай енлӗ пултарулӑхне пӗри те тепри палӑртать. Унӑн алли те ылтӑн – тӗрлӗ ӗҫ тума ӑста: кирпӗч те хурать, пахчаҫӑ та вӑл, техникӑна та юратать.
Ят-сум пирки каласан, Сергей Иванова тӑван Тӑвай районӗн Хисеп кӗнекине те кӗртнӗ. Кун пирки паян пӗлтерчӗҫ.
Ыран, юпа уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, Чӑваш Республикин халӑх артисчӗ Сергей Иванов пултарулӑх каҫне йыхравлать. Халӑх юратакан сцена ӑстин каҫне ҫитсе курас текенсем, тӳрех палӑртар, питех йышлӑ. Онлайн-касса тӑрӑх хакласан, билетсен шучӗ икӗ алӑри пӳрнесемпе шутламалӑх тенӗ пек ҫеҫ тӑрса юлнӑ.
Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн артисчӗ Сергей Иванов 1972 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Тӑвай районӗнчи Тӑрмӑш ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Мускаври М.С. Щепкин ячӗлӗ Аслӑ театр училищинчен (институтӗнчен) вӗренсе тухнӑранпах театрта ӗҫлет.
СССР халӑх артисчӗ, Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн тӗп режиссёрӗ тата илемлӗх ертӳҫи Валерий Яковлев ачасемпе тӗл пулнӑ. Сумлӑ ҫынпа курнӑҫӑва Чӑваш Республикин ача-пӑчапа ҫамрӑксен библиотеки йӗркеленӗ. Тӗлпулӑва Чӑваш Енре кӑҫал иртекен паллӑ ентешсен ҫулталӑкне халалланӑ.
Валерий Яковлевпа тӗл пулма Шупашкарти 20-мӗш вӑтам шкулта тата Шупашкарти транспорт тата строительство технологийӗсен техникумӗнче вӗренекенсене йыхравланӑ.
К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн артистки Ирина Иванова Раҫҫейри театр ӗҫченӗсен «Лаборатория 40+» проектне хутшӑннӑ. Театр экспериментне сцена ҫине нумай ҫул тухакан опытлӑ ӑстасене йыхравланӑ.
Авӑн уйӑхӗн 17-18-мӗшӗсенче иртнӗ мероприяти вӑхӑтӗнче «НУТРО» документлӑ спектакль кӑтартнӑ. Спектакль режиссёрӗ – Дмитрий Крестьянкин, вӑл — инклюзивлӑ театр енӗпе паллӑ ӑста.
Спектакле малтанласа палӑртман. Сцена ҫине тухнӑ актёрсен пурнӑҫри хӑйсен историне каласа кӑтартма тивнӗ. Чӑваш актёрӗ кашни ачанах хӑйне юратнине туймалли пирки монолог вуланӑ.
Сцена ҫине Вологда, Воркута, Горно-Алтайск, Канск, Ҫӗнҫӗпӗр, Омск, Ӗренпур, Северодвинск, Сарапул, Тӗмен, Череповец, Улан-Удэ тата Якутск хулисенчи ӑстасем тухнӑ.
Ӗнер, авӑн уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, Киров облаҫӗнчи С.М. Киров ячӗллӗ драма театрӗ Шупашкара гастрольпе килсе ҫитнӗ. Вӗсем пирӗн патӑмӑрта авӑн уйӑхӗн 25-мӗшӗ таран пулӗҫ. Репертуара «Вишневый сад», «Детектор лжи», «Мама», «Осенняя кадриль», «Семейка Краузе» камитсене тата ачасемпе аслисем валли лартнӑ «Сказка о потерянном времени» юмаха кӗртнӗ. Спектакльсене Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн сцени ҫинче курма пулать.
Ҫав вӑхӑтрах Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗ Кироври куракансене хӑйӗн пултарулӑхӗпе паллаштарать. Репертуара тӗнче балечӗн вилӗмсӗр классикине, хальхи вӑхӑтри тата сӑнавлӑ хореографи ӗҫӗсене: «Спящая красавица» (П.И. Чайковский), «Вальпургиева ночь» (Ш. Гуно), «Кармен-сюита» (Ж. Бизе тата Р. Щедрин), «Жизель» (А. Адан), «Дон Кихот» (Л. Минкус) — кӗртнӗ.
Иртнӗ эрнере, авӑн уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче Чӑваш Республикин халӑх артистки Наталия Сергеева ӑсталӑх сехечӗ ирттернӗ.
Пӗтӗм Раҫҫейри «В первом ряду» (чӑв. Пӗрремӗш ретре) акцие хутшӑнса йӗркеленӗ мероприятие Шупашкарти 12-мӗш вӑтам шкулта тата Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институтӗнче вӗренекенсем пуҫтарӑннӑ.
Ҫамрӑксем чаршав хыҫӗнче мӗн пулса иртнипе паллашнӑ, паллӑ ӑстасемпе тӗл пулса калаҫнӑ. Кайран вӗсене М. Ладон «Айӑпсӑр чун» спектаклӗн репетицине кӑтартнӑ.
Чӑваш патшалӑх пукане театрӗн артисчӗсем паян, авӑн уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, Беларуҫ Республикине гастрольпе тухса кайнӑ. Брест хулинче «Белая Вежа» фестиваль иртӗ.
Пултарулӑх ушкӑнӗпе культура учрежденийӗн директорӗ Елизавета Абрамова та тухса кайнӑ.
Авӑн уйӑхӗн 9-16-мӗшӗсенче иртекен XXVI Пӗтӗм тӗнчери театр фестивальне драма, музыка, урамри театрсем хутшӑнӗҫ. Вӗсем 9 ҫӗршывран: Арменирен, Беларуҫран, Болгарирен, Грецирен, Данирен, Кӑркӑстанран, Польшӑран, Раҫҫейрен, Узбекистанран – пухӑнӗҫ.
Ӗнер, авӑн уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Аркадий Андреев 55 ҫул тултарнӑ.
Аркадий Андреев 1967 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Муркаш районӗнчи Панкли ялӗнче ҫуралнӑ. Артист пулас ӗмӗтпе ҫунатланнӑ ҫамрӑк 1993 ҫулта Мускаври М.С. Щепкин ячӗллӗ аслӗ театр училищине (институтне) вӗренме кӗнӗ.
Муркаш ҫӗрӗ ҫинче ҫуралса ӳснӗ маттур арӑн ҫутҫанталӑк панӑ илемӗ, Турӑ панӑ пултарулӑхӗ ҫулсем иртнӗҫемӗн тата та сарӑлса, анлӑланса пырать тейӗн. Унӑн илӗртӳллӗ сассине те куракансем килӗштереҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 1 - 3 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |