К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш академи жрама театрӗ хӑйӗн куракансем валли «Хӗл Мучи патне хӑнана» музыкӑпа ташӑ программи хатӗрленӗ.
Ӑна культура учрежденийӗнче раштав уйӑхӗн 29 тата 30-мӗшӗсенче кӑтартнӑ. Унта ҫитсе курайманнисен пӑшӑрханма кирлӗ мар. Программӑпа тепре кӑрлач уйӑхӗн 6-мӗшӗнче паллашма май килӗ.
Курма пыракансем 19-мӗш ӗмӗрти чӑваш ялӗнче пулса курайӗҫ, спектакльсенчи вӑйӑ-ташӑ саманчӗсемпе киленейӗҫ.
Театр артисчӗсем Надежда Кузьмина, Александр Демидов, Григорий Федоров, Арсентий Димитриев, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Валерий Карпов, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Сергей Павлов, Евгений Урдюков, Василий Иванов, Кристина Иванова, Надежда Зубкова, Анна Кудряшова, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Александр Яковлев, Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн солисчӗ Василий Николаев илемлӗ юрӑсем парнелӗҫ.
Ҫак кунсенче республикӑри министерствӑсенче коллеги ларӑвӗсем иртеҫҫӗ. Ун пекки Культура министерствинче те пулнӑ. Ҫавӑнта Светлана Каликова министр иртнӗ ҫулхи ӗҫсене пӗтӗмлетнӗ, ӑнӑҫлӑ ӗҫленӗшӗн тав тунӑ.
Ларура хӑш-пӗр ҫынна ведомство наградисемпе чысланӑ. «Чӑваш Республиикн тава тивӗҫлӗ артисчӗ» ята Вырӑс драма театрӗн артистне Вера Боровковӑна тата Чӑваш патшалӑх академи дама театрӗн артистне Марина Яковлевӑна панӑ.
Чӑваш патшалӑх филрамонийӗнче тӗп инженерта тӑрӑшакан Александр Никитин тата Наци библиотекин пай заведующийӗ Луиза Федерова «Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» пулса тӑнӑ.
Ӗнер, раштав уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче Владимир Семенов артист «Театр – ман ӑраскал» моноспекакле хутшӑнчӗ.
Аса илтерер: театрти артистсен пурнӑҫӗпе тата пултарулӑхӗпе паллаштаракан моноспектакльсен ярӑмне Нина Григорьевӑпа уҫнӑччӗ, кайран Нина Яковлева пурнӑҫӗпе тата пултарулӑхӗпе паллаштарнӑччӗ.
Уйӑхра пӗрре ирттерекен ӗнерхи моноспектакльте театрти кӗҫӗн залри сцена ҫине Раҫҫей тава тивӗҫлӗ, Чӑваш Республикин халӑх артисчӗ Владимир Семёнов тухрӗ.
Сцена ӑсти Шупашкар районӗнчи (халӗ округ теҫҫӗ) Ҫӗньял-Покровски ялӗнчен. Ленинградри музыкӑпа кинематографи театрӗн институтне вӗренме илесси ҫинчен пӗлтерӗве курнӑ хыҫҫӑн вӑл артист пулас ӗмӗтпе ҫунатланса кайнӑ. Сумлӑ тӳресем ун чухне 3 хӗрпе 3 каччӑна суйласа илнӗ. Владимир Семёнов сумлӑ ҫав йыша лекнӗ.
«Сирӗн ума телейлӗ ҫын тӑрать», — тесе каларӗ хӑйӗн пирки арист. Вӑл юратнӑ ӗҫре тӑрӑшса ӗмӗрленӗшӗн тата мӑшӑӗпе ӑннишӗн те хӑйне ҫавӑн пеккисен йышне кӗртет.
Моноспектакль вӑхӑтӗнче артист тӗрлӗ ҫулта вылянӑ спектакльсенчи сыпӑксемпе паллашма май килчӗ, куракансем унран хӑйсене кӑсӑклантаракан ыйтусене уҫӑмлатма пултарчӗҫ.
Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн артисткине, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисткине Ирина Архиповна хисеплӗ ят панӑ. Паянтан, раштав уйӑхӗн 14-мӗшӗнчен, вӑл «Чӑваш Республикин халӑх артисчӗ» пулса тӑнӑ.
Сцена ӑсти Канаш районӗнчи Кӑшнаруй ялӗнче ҫуралнӑ.
Ирина Архиповӑна Ҫамрӑксен театрне ҫӳрекенсем аван пӗлеҫҫӗ, ӑна юратаҫҫӗ.
Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче икӗ кун хушши — раштав уйӑхӗн 11 тата 12-мӗшӗсенче — «Созвездие земляков» (чӑв. Ентешсем-ҫӑлтӑрсем) IV фестиваль иртнӗ.
Унта Чӑваш Енре ҫуралнӑ, хальхи вӑхӑтра ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗнче ӗҫлесе пурӑнакан маттур сцена ӑстисем пуҫарӑннӑ.
Мероприятие Чӑваш патшалӑх филармонийӗ, республикӑн Правительствипе Культура министерстви йӗркеленӗ.
Фестиваль хӑнисем хушшинче Ольга Кузьмина (скрипка), Людмила Фунтикова (виолончель), Михаил Наумов (бас) тата Виктор Иванов (виолончель) пулнӑ. Вӗсемпе пӗрле фестивалӗн пӗрремӗш каҫӗнче сцена ҫине Кирилл Бруховский-Васильев пианист тата Федор Волковпа Тимур Нардинов флейтистсем тухнӑ. Концерта Чӑваш патшалӑх академи симфони капелли илемлетнӗ.
Раштав уйӑхӗн 7-мӗшӗнче РСФСР халӑх артистки Нина Григорьева 85 ҫул тултарни, ҫав кун театрта артисткӑн пултарулӑх каҫӗ иртни ҫинчен эпир пӗлтернӗччӗ. Юбилей каҫӗнче Нина Григорьева «Анне» спектакльти тӗп сӑнара калӑпланӑ.
Ҫав каҫ артисткӑна саламлама пынисем хушшинче республикӑн культура министрӗ Светлана Каликова та пулнӑ. Чӑваш Енри Театр ӗҫченӗсен союзӗн председателӗ Сергей Павлов вара Нина Григорьева ҫав союза ертсе пынӑ ҫулсене аса илнӗ май вӑл вӑхӑтра 17 артиста хваттер илме пулӑшни ҫинчен палӑртса хӑварнӑ.
Паян, раштав уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, РСФСР, Чӑваш АССР халӑх артистки, Чӑваш АССРӗн Константин Иванов ячӗллӗ Патшалӑх премийӗн лауреачӗ, Ҫӗрпӳ районӗн хисеплӗ ҫынни Нина Григорьева 85 ҫул тултарнӑ. Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче ҫак самантра унӑн юбилей каҫӗ пырать.
Пулас артистка Ҫӗрпӳ районӗнчи Чиричкасси ялӗнче ҫуралнӑ. Ашшӗ малтанласа хирӗҫленӗ пулин те артист пулас ӗмӗтпе хавхаланса-ҫунатланса пурӑннӑскер Мускаври А.В. Луначарский ячӗллӗ театр искусствин институтне вӗренме кӗме пултарнӑ. 1961 ҫултанпа вӑл Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче ӗҫлет.
Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн спектаклӗ Мускавра иртнӗ «Золотой Витязь» XXI пӗтӗм тӗнчери форумӗнче диплома тивӗҫнӗ.
Унта чӑваш артисчӗсем «Шурҫамка» ӗҫе кӑтартнӑ. Ӑна Юхма Мишшин драми тӑрӑх Раҫҫей Федерацийӗн искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Борис Манджиев хатӗрленӗ.
Спектакле «Ҫынлӑха, ҫынпа ҫутҫанталӑк ҫураҫуллӑн пурӑннине аталантарнишӗн, Раҫҫей халӑхӗсен культура хӑйне евӗрлне упраса хӑварнишӗн» дипломпа чысланӑ. Тӗп сӑнарсене калӑпланӑ Сергей Никитинпа Антонина Казеевӑна чи лайӑх дуэт тесе йышӑннӑ. Повесть авторне Юхма Мишшине те палӑртса хӑварнӑ.
Хальхи вӑхӑта Мускаври ВДНХра «Раҫҫей» курав малалла ӗҫлет. «Чувашия Благодарит» (чӑв. Чӑваш Ен тав тӑвать) ят панӑ пирӗн республика экспозицине.
Чӑвашсем унта ытти пуянлӑхӑмӑрпа пӗрлех «Тухья» арт-объекта илсен кайнине Чӑваш халӑх сайчӗ унччен пӗлтернӗччӗ-ха. Хӗрсем пуҫа тӑхӑннӑ арт-объект ҫӳллӗшӗ — 6 метр. Ӑна алӑпа ӑсталанӑ, вӑл 217 ҫутӑ элементӗнчен тӑрать. Экспозицире мӗн пулса иртнине кура ҫутӑ тӗсӗ ылмашать.
Чӳк уйӑхӗн 16-мӗшӗнчен экспозиципе Чӑваш академи драма театрӗн артисчӗсем: Раҫҫей халӑх артистки Нина Яковлева, Чӑваш Республикин халӑх артисчӗсем Иван Иванов, Валентина Иванова, Геннадий Медведев тата Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн артисчӗ Василий Николаев паллаштарнӑ.
«Тӑванлӑх алтӑрне йӑтса» концерт хатӗрленӗ.
СССР халӑх артистки, ӗмӗрне Чӑваш академи драма театрӗн сцени ҫинче ирттернӗ Вера Кузьмина пурӑннӑ Шупашкар хулинчи Джержинский урамӗнчи 31-мӗш ҫурт ҫине асӑну хӑми вырнаҫтарнӑ. Асӑннӑ ҫуртра артистка ывӑлӗпе Атнер Хусанкайпа тата кинӗпе Гажидмапа 22 ҫул пурӑннӑ.
Аса илтерер: Вера Кузьмина – пирӗн республикӑри паллӑран та паллӑ артистка. Чӑваш драма театрӗнче вӑл 74 ҫул ӗҫленӗ, ҫав ҫулсенче 150 ытла сӑнара калӑпланӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (15.04.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Николай Карай, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Петров Пётр Варфоломеевич, чӑваш сӑрӑ ӑсти ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |