Культура
![]() Ҫамрӑксен театрӗн Фейсбукри страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк Иртнӗ эрнере Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче наци театрӗсен «Атӑлҫи юмахӗ» регионсем хушшинчи IV фестивалӗ иртрӗ. Ӑна чӳк уйӑхӗн 20-мӗшӗнче хупнӑ. Ҫав кун «Улах» этно-тӗлпулу йӗркеленӗ. Мероприятие асӑннӑ фестивале пуҫарса янӑ мухтавлӑ Иосиф Дмитриева халалланӑ. Унта паллӑ режиссёра аса илнӗ, ҫавӑн пекех фестиваль ҫӗнтерӳҫисене чысланӑ. Фестивалӗн ятарлӑ дипломне ҫамрӑксен театрӗн ӗҫӗ те тивӗҫнӗ. Дипломпа «Юность на семи ветрах» спектакле «чи лайӑх актёр ансамблӗшӗн» чысланӑ. Ҫак театрӑн артистне Антонина Казеевӑна «Юность на семи ветрах» спектакльти Матрешкина Марианна сӑнарӗшӗн «Чи лайӑх хӗрарӑм сӑнарӗ» номинацире палӑртнӑ. «Чи лайӑх ҫивӗч пьеса» тесе Александр Пӑртта пьесипе лартнӑ «Юность на семи ветрах» спектакле йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |