Шупашкарти мӑшӑр «Пятница!» телеканалпа пыракан «Тӑватӑ туй» проекта хутшӑнассине Чӑваш халӑх сайчӗ ӗнер пӗлтернӗччӗ. Чӑн та, Чӑваш Енри Софья ятлӑ хӗре (вӑл ял хӗрӗ иккен) тата Мускавран ун патне ҫураҫма персе ҫитнӗ Дениса ӗнер 19 сехетре эфира тухнӑ телекӑларӑмра кӑтартрӗҫ.
Пирӗн ентешсен туйӗ ҫутҫанталӑкра иртрӗ. Мӑшӑрланма вӗсем 500 пин тенкӗ тӑкакланӑ. Проекта хутшӑнакан пӗр мӑшӑр туй ирттерме, сӑмах май, 2 миллион тенкӗ кӑларса хунӑ. Ют хуларан килнӗ, конкурса хутшӑнакан хӗрсем Софья туйне тиркесе калаҫрӗҫ. Пӗрне унӑн платйи килӗшмен иккен, теприне — ӗҫме-ҫиме. Каччине хурлакан та пулчӗ, туя саманчӗсене пӑрахӑҫлама хӑтланни те. Проектри икӗ хӗр туя тиркесе пӑрахса кайрӗҫ.
Апла пулсан та Софьяпа Денис иккӗмӗш вырӑн йышӑнчӗҫ. Анчах вӗсем телекӑларӑмӑн романтика ҫул ҫӳревне каяймӗҫ. Ку парне мала тухакан мӑшӑра лекет.
Йӗпреҫ районӗнчи Березовка яялӗнче пурӑнакансем Йӗпреҫе илсе ҫитерекен ҫул питӗ япӑх лару-тӑрура пулни пирки пӗлтерсе РФ Президенчӗ патне петици ҫырни ҫинчен сайтра хыпарланӑччӗ. Шӑтӑк-путӑклӑ ҫула 2019 ҫулта юсама пуҫлӗҫ ахӑртнех. Кун пирки ЧР Транспорт министерствин сайтӗнче пӗлтернӗ.
Хальлӗхе ӑна мӗнле укҫапа тӑвас ыйтӑва сӳтсе яваҫҫӗ. Ӑна ахаль кӑна юсанипе ҫырлахма ҫук, вӑл 1-2 ҫултан каллех арканӗ. Ҫула тӗплӗн юсамалла, ку вара ҫӗннине сарнипе танах.
Аса илтерер: петицие йӗреҫсем Change.org сайтра вырнаҫтарнӑ. 20 ҫухрӑм ҫула 10 ҫул ытла юсаман. Автобус икӗ рейс тӑвать, анчах хӑш чухне вӑл та килмест. Таксистсем вара 1000 тенкӗ ыйтаҫҫӗ.
РФ Следстви комитечӗ килсӗр-ҫуртсӑр ҫынсене хӳтлӗх паракан центрӑн экс-директорӗ тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе тишкерсе пӗтернӗ. 49 ҫулти Андрей Мякишева сӗтев илнӗшӗн, должноҫӗпе ытлашши усӑ курнӑшӑн айӑпласшӑн. Вӑл ҫаксене 2015-2017 ҫулсенче тунӑ.
Следовательсем палӑртнӑ тӑрӑх, экс-директор 5 ӗҫченрен укҫа ыйтнӑ, ӗҫрен кӑларассипе хӑратнӑ. Лешсем ӑна 200 пин тенкӗ ытла тыттарнӑ. Тепӗр 8 ӗҫчене вӑл вӑхӑтӑн-вӑхӑтӑн ӗҫе килме ирӗк панӑ, куншӑн хайхискер 400 пин тенке яхӑн илнӗ.
Кунсӑр пуҫне экс-директор центр валли туяннӑ телевизора хӑйӗн валли илнӗ. Следовательсем ӑна ухтару чухне тупнӑ.
Айӑпланакан экс-директора арестленӗ. Унӑн иномаркине, Севастопольте ҫӗр лаптӑкне, Шупашкарти куҫман пурлӑхне, укҫине, ювелир япалисене те арестленӗ.
Пуҫиле ӗҫе Шупашкарти Калинин районӗн судне ярса панӑ.
Чӑваш Енӗн тӗп хулине Шупашкара тата Муркаш районӗнчи Юнкӑ ял тӑрӑхне Мускав преми парать.
Республикӑн тӗп хулине 2,28 млн тенкӗ уйӑрма йышӑннӑ, Юнкӑ ял тӑрӑхне — 720 пин тенкӗ.
Шупашкар хула администрацийӗн пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак икӗ муниципалитет «Лучшая муниципальная практика» (чӑв. Чи лайӑх муниципалитет практики) Пӗтӗм Раҫҫейри конкурсра ҫӗнтернӗ. Кун пирки авӑн уйӑхӗн вӗҫӗнче паллӑ пулнӑччӗ. Шупашкар конкурса хулари Мускав районӗнчи Атӑл ҫыранне хӑтлӑх кӗртнине кӑтартакан проектпа хутшӑннӑ.
Ҫӗнтерӳҫӗ муниципалитетсене укҫан хавхалантарасси ҫинчен калакан йышӑнӑва юпа уйӑхӗн 24-мӗшӗнче ала пуснӑ. Ӗҫлӗ хута юпа уйӑхӗн 27-мӗшӗнче РФ Правительствин сайтӗнче вырнаҫтарнӑ.
Чӑваш Енре пурӑнакансем, ҫав шутра ял ҫыннисем те, йӑлари хытӑ каясшӑн малашне укҫа тӳлеме пуҫлӗҫ. Пӗр ҫын пуҫне 75 тенке яхӑн кӑларса хума тытӑнӑпӑр. Хулари е район центрӗсенчи хваттерсенче тӗпленнисем унччен те тӳленӗ-ха. Анчах ҫын пуҫне мар. Хваттер лаптӑкне кура.
Чӑваш Енӗн строительство министрӗ пулнӑ Владимир Михайлова ӗнер ӗҫрен хӑтарнине йӑлари хытӑ каяшсене турттарас енӗпе ҫыхӑннӑ ыйтусем республикӑра татӑлса пӗтменнипе сӑлтавлакансем те пур. Чӑваш парламенчӗн депутачӗ, «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» партин пайташӗ Игорь Моляков каяша турттарасси ҫинчен ял ҫыннисемпе килӗшӳ туманнине палӑртнине «Правда ПФО» тӗнче тетелӗнчи хаҫат хыпарланинче тӗрӗсси пурах. Шупашкар районӗнчи Янӑш ял тӑрӑхӗнче, сӑмахран, йӑлари хытӑ каяша турттарма пуҫланӑ. Вӑл тӑрӑхрисем каланӑ тӑрӑх, юпа уйӑхӗнче икӗ хутчен тиесе кайнӑ. Анчах килӗшӗве чылайӑшӗ алӑ пусман. Тӗрӗсрех каласан, алӑ пусма сӗнмен. Хӑшӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, килсерен 75 тенке яхӑн тӳлемелле. Апла пулсан ку ыйтӑва вырӑнсенче уҫӑмлатса пӗтерменни, чӑн та, сисӗнет.
Шӑмӑршӑ районӗнчи хӗрарӑма 2008 ҫултах амӑшӗн прависӗр хӑварнӑ. Унӑн икӗ хӗрӗ ашшӗпе пурӑнаҫҫӗ. 33-ри амӑшӗ вӗсемшӗн алимент тӳлемен. Парӑм 1,3 милион тенке ҫитнӗ.
Суд ӑна алимент тӳлемелле тунӑ. Анчах хӗрарӑм пӗр пус та паман, ӗҫе вырнаҫма та шутламан. Алиментҫӑ ниҫта та ӗҫлемест, ӗҫлев центрӗнче шутра тӑмасть пулсан вӑл алимента Раҫҫейри вӑтам ӗҫ укҫи чухлӗ тӳлет. Ҫак хӗрарӑмӑн 10 ҫулта 1 миллион та 290 пин тенкӗ парӑм пухӑннӑ.
Амӑшӗ суд сакки ҫине ларнӑ. Приговорпа килӗшӳллӗн, унӑн 4 уйӑх тӳрленмелли ӗҫре тӑрӑшмалла. Шалӑвӗн 5 процентне патшалӑх валли тытса юлӗҫ.
Ача пахчисенче хушма вырӑнсем тӑвасшӑн. Ҫавна май укҫа-тенке резерв фондӗнчен уйӑрма палӑртнӑ. Распоряжение ЧР Правительствин председателӗ Иван Моторин алӑ пуснӑ, документа ЧР влаҫ органӗсен сайтӗнче вырнаҫтарнӑ.
Кӑҫал резерв фондӗнчи укҫан тепӗр пайне ЧР Вӗренӳ министерствине уйӑрса пама йышӑннӑ. Пӗтӗмпе – 20 миллион та 524 пин тенкӗ. Ку нухратпа вӗренӳ организацийӗсенче 2 уйӑхран пуҫласа 3 ҫулти ачасем валли вырӑнсем тӑвӗҫ.
Палӑртмалла: ку тӗллевпе резерв фондӗнчен унччен 69 миллион та 753 пин тенкӗ уйӑрнӑ.
Кӑҫал ҫулла ҫумӑр ытлах ҫумарӗ. Ҫавна май республикӑри хӑш-пӗр районта типӗ ҫанталӑк тӑчӗ, пахча ҫимӗҫ, тыр-пул лайӑх ӳсмерӗ. Паллах, ку аграрисемшӗн – тӑкак.
РФ Ял хуҫалӑх министрӗ Чӑваш Енри аграрисене типӗ ҫанталӑк кӳнӗ тӑкака шутланӑ – 69,7 миллион тенкӗ. 7,59 пин гектар ҫинчи ял хуҫалӑх культури тӗп пулнӑ.
РФ Ял хуҫалӑх министерстви аграрисене компенсаци тӳлемелли постановлени проектне РФ Правительствине пӑхса тухма панӑ. Ӑна ырланӑ хыҫҫӑн аграрисене компенсаци тӳлӗҫ.
Шупашкарта пурӑнакан 23 ҫулти хӗр кредит илес тенӗ. Ҫавӑнпа вӑл тӗнче тетелӗнче банк сайчӗсенче онлайн-заявкӑсем хӑварнӑ.
Пӗррехинче ун патне палламан ҫын шӑнкӑравланӑ та 900 пин тенкӗ кредит 7 ҫуллӑха илме май пурри пирки пӗлтернӗ. Анчах малтан банк ыйтнине тивӗҫтермелле-мӗн.
Малтан банк «ӗҫченӗсем» счет уҫма тесе пикерен 9 пин тенкӗ ыйтнӑ, унтан страховкӑшӑн 23 пин тенкӗ кирлӗ пулнӑ. Каярахпа условисем улшӑнсах пынӑ. Ҫапла майпа Шупашкар хӗрӗ ултавҫӑсене 97 пин тенкӗ ытла куҫарса панӑ.
Лешсем документсене курьер урлӑ ҫитерме шантарнӑ. Анчах кунсем иртнӗ – нимӗн те килмен. Хӗр банка шӑнкӑрлавама шухӑшланӑ, лешсем телефонне сӳнтернӗ пулнӑ. Ҫакӑн хыҫҫӑн кӑна пике ултавҫӑсен серепине ҫакланнине ӑнланнӑ, кун пирки полицие пӗлтернӗ. Халӗ кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарас ыйтӑва пӑхса тухаҫҫӗ.
Ача пахчишӗн тӳлев нумайран та 31 процент ӳсӗ. Проект постановленине паян ЧР Министрсен Кабинечӗ ирттернӗ ларура ырланӑ.
Ача ушкӑна 3-5 сехет ҫӳрет тӗк ашшӗ-амӑшӗн кунне 71 тенкӗ (унччен 54 тенкӗ пулнӑ) тӳлемелле. 8-10 сехетшӗн тӳлев 93 тенкӗрен 123-е ҫитӗ. Шӑпӑрлан ача пахчинче кунӗпех пулӗ тӗк 150 тенкӗ кӑларса хумалла. Ку, унчченхипе танлаштарсан, 35 тенкӗ нумайрах. Ача талӑкӗпех юлсан 158 тенкӗ тӳлемелле (унччен 120 тенкӗ пулнӑ).
Ашшӗ-амӑшӗ тӳленӗ укҫан пысӑк пайӗ ачасене ҫитернӗ ҫӗре тӑкакланать. Унчченхи тӳлев шӑпӑрлансене ҫителӗклӗ ҫитерме май паман, ҫавӑнпа ӑна хӑпартма йышӑннӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -2 - -4 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Хирпӳ Григорий Яковлевич, паллӑ чӑваш композиторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Алка Александр Егорович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ, критикӗ ҫуралнӑ. | ||
| Малышев Юрий Александрович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Васильев Анатолий Андреевич, Чӑваш АССРӗн ял хуҫалӑх министрӗ (1968–1975) пулнӑ патшалӑх ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |