Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -10.0 °C
Айван ҫыннӑн турти кӗске теҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Республикӑра: Палламан «савнине» пӗр кунра 31 пин тенкӗ куҫарса панӑ

Паллашу Ырӑ чунлӑ, ӗҫчен, ырӑ кӑмӑллӑ ял пурнӑҫне килӗштерекен хӗр упраҫпа Туран трекӗ ...
Паллашу Ҫемье ҫавӑрас тӗллевпе арҫынпа паллашатӑп ( ӗҫчен, начар привычкӑсӑр, пӗчӗк мар...
Ӗҫ Интернет лавккана аталантарас енӗпе партнет шыратӑп. Паллашу Zoom урлӑ.
Софья Савнеш 25.05.2019 13:24 | 439 хут пӑхнӑ
Республикӑра

Тӗнче тетелӗнче паллашни темле те ҫаврӑнса тухма пултарать. Шупашкарта пурӑнакан 32 ҫулти хӗрарӑм вара паллашу сайтӗнче вӑхӑта ирттермен, ун патне палламан арҫын хӑйех шӑнкӑравланӑ.

Пӗр уйӑх каялла ӑнсӑртран шӑнкӑравланӑ арҫынпа хайхискер тӑтӑшах калаҫма тытӑннӑ. Анчах лешӗ хӑйӗн пирки ытлашши нимӗн те каламан. Ҫакна ҫеҫ пӗлтернӗ: нумаях пулмасть ватӑ амӑшӗ патне килнӗ-мӗн. Хӗрарӑм 18 ҫул тултарман икӗ ачине пӗчченех ура ҫине тӑратнине пӗлсен укҫан пулӑшма шантарнӑ. Кӑштахран арҫын тӗл пулма сӗннӗ, хӗрарӑм килӗшнӗ.

Тӗлпулу кунӗнче «савни» ун патне килме тухсан инкеке лекнине шӑнкӑравласа пӗлтернӗ. ҪҪХПИ ӗҫченӗсенчен хӑтӑлма 5 пин тенкӗ кирлӗ имӗш. Тӗлпулӑва хатӗрленнӗ хӗрарӑм йӑлтах ӗненнӗ, укҫа куҫарса пама хӗрхенмен. Унтан арҫынна каллех укҫа кирлӗ пулнӑ, тепӗртакран – татах… Ҫапла икӗ ача амӑшӗ пӗр кунра палламанскере 31400 тенкӗ куҫарса панӑ.

Арҫын телефона тытма пӑрахсан тин хӗрарӑм шӑнман пӑр ҫине ларса юлнине ӑнланнӑ, полицие кайса пӗлтернӗ. Пакунлисем палӑртнӑ тӑрӑх, телефон номерне Ӗренпур облаҫӗнче регистрациленӗ.

#ҪҪХПИ, #полици, #ултавҫӑсем, #укҫа-тенкӗ

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Шупашкар ҫыннисене улталанӑ арҫынна Краснодар крайӗнче тытса чарнӑ
2019, 04, 09
Трактора туяниччен кайсах пӑхнӑ, анчах укҫине ултавҫа куҫарса панӑ
2019, 04, 11
Ют ҫӗршыв арҫыннипе паллашнӑ та 11 пин доллар куҫарса панӑ
2019, 04, 25
78-ти кинемей халӑх тетелӗнче ҫырӑнса ларса ултавҫӑ аллине лекнӗ
2019, 05, 16
Телевизор сутса 195 пин тенкӗ ҫухатнӑ
2019, 05, 19

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org