Паян Шупашкарти Элкер урамӗнче ачасен ӳнер академийӗ уҫӑлнӑ. Вӑл Шупашкарти ача-пӑчан 2-мӗш ӳнер шкулӗн балансӗ ҫинче пулӗ. Академи ҫуртӗнче малтан Федерацин суд приставӗсен Чӑваш Енри управленийӗ вырнаҫнӑ. Тата маларах вара ача пахчи пулнӑ.
Ача-пӑча академине уҫма Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев хутшӑннӑ. Ӑна-кӑна питех чухламан ачасем унран вӑл хӑш студине вырнаҫасшӑнни пирки чупса пырса ыйтнӑ. Республика ертӳҫи пӗчӗкскерсене кӳрентермен. Питех ыйтсан ҫырӑнма хирӗҫ мар тесе хуравланӑ.
Паян уҫӑлнӑ академире тӗрлӗ студи ӗҫлӗ. Тӗслӗхрен, хореографи ӑсталӑхне, бал ташшине хӑнӑхма май килӗ. Инженери, конструктор енӗпе те пултарулӑха аталантарма пулӑшӗҫ. Унтах — ал ӗҫ шкулӗсем.
Ӳнер академине уҫма 52 млн тенке хӑн уйӑрнӑ, вӗренӳ класӗсемпе залӗсене уҫма — тепӗр 13 миллион тенкӗ.
Чӑваш Енри 31 вӗрентекене ачасене Пӗтӗм Раҫҫейри олимпиадӑсене лайӑх хатӗрленӗшӗн хавхалантарӗҫ. Ку тӗллевпе 3 миллион та 550 пин тенкӗ уйӑрма палӑртнӑ. Вӗсен вӗрентекенӗсем ҫӗршыв шайӗнчи олимпиадӑсенче ҫӗнтерӳҫӗ, призер ячӗсене тивӗҫнӗ.
Ача пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ тӑк вӗрентекене 250 пин тенкӗ преми парӗҫ, иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗш вырӑнсемшӗн 150-шар пин тенкӗпе хавхалантарӗҫ. Призера икӗ вӗрентекен хатӗрленӗ пулсан вӗсене 75-шер пин тенкӗ парӗҫ.
Кӑҫал Шупашарти 5-мӗш гимнази педагогӗн Айрат Юрьевич Савинӑн (вӑл историпе обществознани предмечӗсене вӗрентет) вӗренекенӗ ҫеҫ олимпиадӑра пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ. 21 ача призер ятне тивӗҫнӗ.
Йӑлари хытӑ каяша турттарас йӗрке малашне улшӑнӗ. Ҫак ыйтӑва республикӑн Правительство ҫуртӗнче ӗнер иртнӗ канашлура сӳтсе явнӑ. Ӑна Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ертсе пынӑ.
Йӑлари хытӑ каяша турттарассипе ҫӗнӗ йӗрке ҫине куҫмалли хушу Мускавран килет. Килес ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗччен ҫӗршывӑн мӗнпур регионӗн ҫӗнӗлле ӗҫлеме тытӑнмалла.
Пире, ахаль ҫынсене, тӳрремӗнех пырса тивекен уйрӑмлӑх хака епле тӳлеттерессипе ҫыхӑннӑ. Паян эпир, хваттерсенче пурӑнакансем, йӑлари каяшшӑн хамӑр пурӑнакан лаптӑка кура тӳлетпӗр. Малашне килте миҫе ҫын пурӑннине шута илӗҫ.
Ҫакна та палӑртар: пӗр кубла метр каяш турттарса кайса тирпейлемепирӗн республикӑри тариф 442 тенкӗ те 22 пуспа танлашать, тоннӑшӑн — 4 пин те 138 тенкӗ те 64 пуспа.
Чылай та пулмасть пирӗн ҫӗршывра футбол чемпионачӗ иртрӗ. Ҫавӑн хыҫҫӑн Тутарстан Республикин ҫыхӑнупа информатизаци министрӗ анлӑ интервью панӑ. Вулатӑн та тӗлӗнетӗн. Унӑн сӑмахӗсемпе караслӑ ҫыхӑну ниепле те йӳнӗ пулма пултараймасть. Кама улталасшӑн вӑл, халӑха-и? Мӗншӗн пӗтӗм тӗнчипе ҫыхӑну йӳнӗ, пирӗн вара енчен те ылтӑн телефонсемпе калаҫатпӑр? Роуминг текен пулӑм ҫинчен ытти патшалӑхра пӗлмеҫҫӗ те, тесессӗн те юрать, ку вӑл пирӗн шухӑшласа кӑларнӑ япала. Ара, хӑть кӳршӗ яла шӑнкӑравла, хӑть Хабаровскине, уйрӑмлӑхӗ ҫук, бензин тӑкакласси ҫук. Анчах та чемпионат вӑхӑтӗнче ҫыхӑну питӗ пахалӑхлӑ пулчӗ тесе мӑнаҫланнӑ министр. Мӗншӗн пахалӑх мӗн-тӗр иртнӗ чухне кӑна паха пулмалла? Вӑл кашни кунхине паха пулма тивӗҫ мар-ши? Иккӗмӗш Кӗтерне патшара ларнӑ тапхӑрта Потёмкин текен кнеҫ пулнӑ, ятарласа ӑҫта мӗн-тӗр Иккӗмӗш Кӗтерне иртмелле-тӗк, урам тӑршшӗпе ӳкернӗ ҫуртсем, е вӑхӑтлӑха ӑсталанӑ ҫуртсем вырнаҫтарнӑ, халӑх пурӑнакан ҫуртсене пытарса.
Нумаях пулмасть Тутарстанра Анат Камӑра пурӑнакан арҫынна тытса чарнӑ. Вӑл Чӑваш Ен ҫыннине улталанӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Шупашкарта пурӑнакан 26 ҫулти арҫын тӗнче тетелӗн йӳнӗпе сутакан криптовалюта курнӑ. Хайхискер сутуҫа 300 пин тенкӗ куҫарса панӑ. Кун хыҫҫӑн лешӗ ҫыхӑнӑва тухма пӑрахнӑ.
Ҫак ӗҫе Тутарстанри Анат Камӑра пурӑнакан 41 ҫулти ҫын тума пултарнӑ. Ӑна килӗнчех тытса чарнӑ. Килне ухтарсан темиҫе телефон, сим-карта тупнӑ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Йӗпреҫ районне ҫул юсама панӑ укҫа ӑҫта кайса кӗнӗ? Пӗр ял тӑрӑхӗнче унпа тӗллевлӗ усӑ курманни тӑрӑ шыв ҫине тухнӑ.
Йӗпреҫ районӗн прокуратури вырӑнти хӑйтытӑмлӑх органӗсем ҫул-йӗр фончӗн укҫи-тенкипе мӗнле усӑ курнине тӗрӗсленӗ. Ҫав вӑхӑтра йӗркене пӑснӑ тӗслӗхе тупнӑ. 2017 ҫулта Пысӑк Упакасси ял тӑрӑхӗнче ку укҫапа тӗллевлӗ усӑ курман-мӗн.
Куншӑн ял тӑрӑхӗн администрацийӗн пуҫлӑхне административлӑ майпа явап тыттарнӑ. Ертӳҫӗ 30 пин тенкӗ штраф тӳленӗ.
Елчӗк районӗнчи Шӑмалак ялӗнче хӑйне евӗр йӗрке йышӑннине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ-ха. Ҫапла, кӑҫал унта пуҫласа ял кунне йӗркеленӗ. Анчах тепӗр ялсенчи пек ӗҫсе-ҫисе, юрӑ-ташӑ ӑстисен концертне пӑхнипех ҫырлахас темен: асӑнмалӑх мӗн те пулин хӑварас тенӗ.
Ялтан республикӑн тата ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесне сапалланнисенчен укҫа пухма йышӑннӑ. Ӑна вырӑнти хастарсенчен пӗри, Владислав Николаев журналист, шӳтлесерех «таркӑн налукӗ» тесе ҫырнӑ. Ҫав нухратпа, аса илтерер, яла кӗнӗ ҫӗрте хастарсем стела вырнаҫтарнӑ. Тепӗр паллӑ арт-объект — «Ман Шӑмалак» тесе ҫырса хуни. Пӗр енчен вӑл чӑвашла вуланать, тепӗр енчен — вырӑсла: «Шемалаково – любовь моя». Унӑн варрине чӑваш орнаменчӗллӗ чӗре вырнаҫтарнӑ.
Суд приставӗсен ҫынсен парӑмӗсене шыраса илес тесе темле пурлӑха та арестлеме тивет. Шупашкарти Мускав районӗнче пурӑнакан пӗр арҫын налуксемпе штрафсемшӗн, кивҫен илнишӗн 250 пин тенкӗ парӑма кӗрсе кайнӑ. Укҫана хӑй ирӗкӗпе тӳлеме те кӑмӑлӗ пулман ӗнтӗ, те «кӗмӗлӗ».
Суд приставӗсем те ахаль ӗҫлемеҫҫӗ — суд йышӑнӑвне пурнӑҫланишӗн парӑмлинчен шыраса илеҫҫӗ. Ҫапалма майпа арҫыннӑн приставсене те 19,5 пин тенкӗ тӳлемелле пулса тухнӑ.
Пӗр кунхине суд приставсем парӑмҫӑн парикмахерскине пурлӑх шыраса кайнӑ. Унти креслӑсене, ытти хатӗр-хӗтӗрне арестленӗ.
Усламҫӑн ӗҫ инструменчӗсӗр юлас килмен курӑнать — парӑма тӳлесе татнӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн ӑна суд приставӗсем арестленӗ пурлӑхне тавӑрса панӑ.
Шупашкарти нумай хваттерлӗ ҫуртсенчен пӗринче подъезд картлашкине юсанӑ. Ҫакӑн пирки Александр Белов журналист Фейсбукра пӗлтернӗ. «Строительсем кайрӗҫ. Урлӑ ҫыхнӑ хӑйӑва никам та салтакан ҫук, ҫуртра пурӑнакансем пандуспа ҫӳреҫҫӗ», — тесе ҫырнӑ вӑл. «Чарӑва пӑхӑнма хӑҫанччен чӑтӑмлӑх ҫитӗ-ши?» — йӗплесерех ҫавӑрттарнӑ пултаруллӑ калем ӑсти.
Ҫав хыпара сӳтсе явнӑ май Александр Белов тата тепӗр ҫӗнӗ хыпар пӗлтернӗ. Виҫӗ подъезд крыльцине юсанине управляющи компани 400 пин енкӗпе хакланӑ иккен. «Ҫуртра пурӑнакансем пӑлхав ҫӗкленӗ, анчах хӑю патне пырса тӗкӗнме хӑюлӑх ҫитереймеҫҫӗ», — ҫырнӑ журналист.
Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗн ывӑлӗ Тӑвай районӗн прокуратуринчен пулӑшу ыйтнӑ. Аслӑ Ҫӗнтерӳ пулнӑранпа 73 ҫул ҫитнӗ май кӑҫал ветерансене пӗр хутчен тӳлев панӑ. Анчах 90 ҫулти ветерана ку укҫа тивӗҫмен.
Ӑна списока та кӗртмен-мӗн. Пенси фончӗ ветеранӑн пӑснӑ прависене хӳтӗлеме хирӗҫленӗ. Прокуратура вара укҫана шыраса илме пулӑшнӑ. Ҫапла майпа кӑна ватӑскере 10 пин тенкӗ панӑ. Пенси фончӗн Тӑвай районӗнчи уйрӑмӗн пуҫлӑхне вара куншӑн явап тыттарнӑ.
Палӑртса хӑвармалла: ветеран вӑрҫӑра 1945 ҫулхи кӑрлач-авӑн уйӑхӗсенче ҫапӑҫнӑ. Эппин, вӑл ветерансен списокне кӗме тивӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -2 - -4 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Яков Ухсай, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |