Ҫу уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Раҫҫей банкӗ Футбол енӗпе иртекен тӗнче чемпионатне халалласа укҫа кӑларнӑ. Вӑл — полимертан. Банкнота номиналӗ – 100 тенкӗ. Тираж 20 миллиона яхӑн экземпляр тесе пӗлтереҫҫӗ.
Ҫӗнӗ укҫа кӑвакрах симӗс тӗслӗ. Укҫан пиччен енче пултаруллӑ вратарьсем пек пулма ӗмӗтленекен арҫын ача. Тӳнтер енче — ҫӗр чӑмӑрӗ евӗр футбол мечӗкӗ. Ун ҫинче Раҫҫей картти курӑнать. Футбола юратакансене Раҫҫей ялавӗн тӗсӗпе сӑнланӑ тата тӗнче чемпионачӗ иртекен хуласене асӑнса кайнӑ.
Футбол енӗпе тӗнче чемпионачӗ ҫӗртме уйӑхӗн 14-мӗшӗнчен пуҫласа утӑ уйӑхӗн 15-мӗшӗччен Мускав, Питӗр, Калининград, Волгоград, Хусан, Чулхула, Самар, Саранск, Дон ҫинчи Ростов, Екатеринбург тата Сочи хулисенче иртӗ.
Шупашкарти Мускав кӗперне тӑвакансене пуш уйӑхӗнчен подрядчик ӗҫ укҫи тӳлемест. Рабочисем забастовкӑна тухнӑ.
«Ака уйӑхӗнче пире шалу тӳлемен. Пуш уйӑхӗшӗн ҫуррине панӑ, кун хыҫҫӑн шантарса ҫеҫ пурӑнаҫҫӗ. Пирӗн ҫемьесем пур. Пирӗн мӗнле пурӑнмалла?» - тенӗ рабочи «Про Город» корреспондентне.
Паян 20 ытла ҫын ӗҫе тухман, забастовка тунӑ. Хӑшӗ-пӗри ҫапах ӗҫе пикеннӗ. Сӑмах май, кӗпере Мускаври «Пеликсер» тулли мар яваплӑ общество тӑвать.
Ҫынсене укҫа хӑҫан парассине подрядчик татӑклӑн калаймасть. Ҫакна вӑл федераци укҫи ҫуккипе сӑлтавлать.
Хӗрлӗ Чутайӗнчи культура ҫуртӗнче кинозал тӑвассипе ӗҫлеҫҫӗ. Район администрацийӗн культура, туризм тата архив ӗҫӗн пайӗн пуҫлӑхӗ Александр Самсонов вырӑнти «Пирӗн пурнӑҫ» хаҫатра ҫырса кӑтартнӑ тӑрӑх, асӑннӑ ӗҫ валли 5 миллион тенкӗ уйӑрнӑ.
Хальхи вӑхӑтаилсен Хусанти подряд организацийӗ кинозала 15 колонка килсе вырнаҫтарнӑ. Залта пысӑк экран пулӗ, ӑна валли кӑшкарне хатӗрленӗ. Ҫитес вӑхӑтра 350 ҫӗнӗ кресло вырнаҫтарӗҫ. Унччен залта пулнӑ пукансене ялсенчи культура ҫурчӗсене парӗҫ.
Икӗ миллион тенкӗ тӑракан кинопроектор вырнаҫтарма ятарлӑ пӳлӗм хатӗрленӗ, ӑна культура ҫурчӗн ӗҫченӗсем юсанӑ. Ҫавӑн пекех билетсем сутмалли хальхи йышши оборудованиллӗ пӳлӗм те пулӗ.
Ҫӗнӗ кинозалта пӗрремӗш фильма кӑҫалхи раштавӑн 1-мӗшӗччен кӑтартмалла. Александр самсонов шухӑшланӑ тарӑх, ӗҫе иртерех вӗҫлесе ҫурла уйӑхенчех кӑтартма пуҫласшӑн.
Ҫу уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Шупашкарта пурӑнакан 48 ҫулти арҫын полицирен пулӑшу ыйтнӑ. Унӑн хӗрӗ ултавҫӑсен аллине лекнӗ.
Шкул ачи халӑх тетелӗнче экзаменсен хатӗр хуравӗсене сутни пирки вуласа пӗлнӗ. Анчах вӗсене илес тесен хупӑ ушкӑна укҫалла кӗмелле пулнӑ. Куншӑн 6 пин тенкӗ тӳлеме ыйтнӑ.
Хайхискер палламан ҫынсене укҫана куҫарса панӑ. Кунпа та лӑпланман ултавҫӑсем, тӗрлӗ сӑлтав тупса каллех укҫа куҫарттарнӑ. Ҫапла майпа вӑл вӗсене 64 пин тенке яхӑн куҫарса панӑ. Апла пулин те хӗр хупӑ ушкӑна кӗрсе экзаменсен хуравӗсемпе паллашайман.
Халӗ полицейскисем ҫав ҫынсене шыраҫҫӗ.
Ӗнер Чӑваш Енӗн Правительство ҫуртӗнче газ укҫипе парӑмлисем пирки черетлӗ хутчен калаҫнӑ. Канашлӑва Михаил Игнатьев Элтепер ертсе пынӑ. Унта пысӑк парӑм пухӑнса кайнӑ район администрацийӗсен пуҫлӑхӗсене йыхравланӑ, «Газпром межрегионгаз Чебоксары» предприяти пуҫлӑхӗ Кияметдин Мифтахутдинов хутшӑннӑ.
Муниципалитетсен газ парӑмӗ хальхи вӑхӑтра 1 млрд 465 млн тенке ҫитсе кайнӑ. Иртнӗ ҫулхи ҫав вӑхӑтринчен ку вӑл 37,2% нумайрах. Уйрӑмах пысӑк парӑмлисем — Шупашкар, Ҫӗмӗрле, Улатӑр хулисем тата Вӑрнар районӗ.
Кияметдин Мифтахутдинов ӗнентернӗ тӑрӑх, районсемпе хуласен пуҫлӑхӗсемпе парӑм пирки пӗрре ҫеҫ мар калаҫнӑ, ыйтӑва татмалли мелсене сӳтсе явнӑ. Апла пулин те хӑш-пӗр ҫӗрте лару-тӑру ҫивӗчленсе пырать имӗш.
Элтепер управляющи компанисене те ӳпкеленӗ. Вӑл шухӑшланӑ тӑрӑх, хайхисем укҫа пухаҫҫӗ, анчах газовиксемпе татӑлма васкамаҫҫӗ.
Йӗпреҫ район администрацийӗн сайтӗнче ку хыпара иртнӗ уйӑхӑн 19-мӗшӗнчех пичетленӗ-ха. Ӑна Киров ял тӑрӑхӗн сайтӗнче те вырнаҫтарнӑ. Хуйхӑллӑ хыпар «Актуаллӑ» баннерта тӑнӑран пирӗн куҫ тӗлне лекрӗ.
Кӑҫалхи ака уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Йӗпреҫри Васильевсен пӳрчӗ ҫуннӑ. Арӑмӗпе упӑшки Йӗпреҫ тата Вӑрнар районӗсенчи ҫар ӗҫ комиссариатӗнче ӗҫлеҫҫӗ иккен. Ачисем вак-ши е ӳссе ҫитнӗ-ши — кӗске хыпарта ӑна пӗлтерсе тӑман.
Вӑрӑран юлать тесе ваттисем тӗрӗсех каланӑ. Пушар, шел те, йӑлтах тӗп тӑвать. Инкекри ҫемьене пулӑшма ыйтса ҫырнӑ.
Укҫа куҫармашкӑн банк карттисен номерӗсене те кӑтартнӑ: «ВТБ 24» кредит учрежденийӗнче уҫнӑ карттӑ номерӗ — 5368 2900 1562 4572; Перекет банкӗнчи карттӑ номерӗ — 5469 7500 1086 2970.
Чӑваш Енре ҫынсене ӗҫ укҫи тӳлес енӗпе лару-тӑру лайӑхах мар. Паянхи кун тӗлне парӑм 28,5 миллион тенкӗпе танлашать.
Кӑтарту савӑнтармасть. Ку – Атӑл тӑрӑхӗнчи япӑххи. Ҫитменнине, республикӑра ӗҫ укҫи парӑмӗ чакмасть, ӳссех пырать. Ака уйӑхӗнченпе парӑм 1,6 процент ӳснӗ.
Танлаштармашкӑн: Мӑкшӑ Республикинче ӗҫ укҫин официаллӑ парӑмӗ 300 пин тенкӗ ҫеҫ. Пирӗн республика вара ку енӗпе япӑххисен йышӗнче.
Чӑваш Ен Правительствинчи канашлура ӗҫ укҫин парӑмне пӗчӗклетессине тӑтӑшах сӳтсе яваҫҫӗ. Анчах официаллӑ статистика ҫакӑн усси пуррине ҫирӗплетмест-ха.
2018 ҫулхи пуш уйӑхӗнчен пуҫласа амӑшӗн капиталне Патшалӑх услугисен порталӗнче харпӑр кабинетра электронлӑ информаци евӗр илме май пур. Чӑваш Енре те ку документа ҫакӑн пек майпа илме пуҫланӑ. Хальлӗхе ҫакна кашни ҫын хӑйӗн ирӗкӗпе пурнӑҫлама пултарать.
Документа пенси фончӗн сайтӗнче харпӑр кабинетра хатӗрлемелле. Тӳре-шара кунашкал мелӗн икӗ паха ен пур тесе ӗнентереҫҫӗ. Пӗрремӗшӗ – пенси фондне каймалла мар, иккӗмӗшӗ – документ ҫухалмасть, лӳчӗркенмест.
Ҫак мелпе Чӑваш Енре чи малтан Улатӑр районӗнчи Григорьевсен ҫемйи усӑ курнӑ. Аса илтерер: амӑшӗн капиталӗ халӗ 453 пин те 26 тенкӗпе таншалать. Унпа ҫурт туянма, ачасене вӗрентме, сусӑр шӑпӑрлансене сиплеме, амӑшӗн пухӑнакан пенсине хывма ирӗк параҫҫӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта Вексельберг теплица хута яни пирки сайтра унччен пӗлтернӗччӗ. Кӑҫалхи кӗркунне унта пахча ҫимӗҫ ӳстерме тытӑнмалла.
Анчах малтан теплица комплексӗ патне асфальт сармалла. Ҫула вара республика хуснинчи укҫа-тенкӗпе тӑвӗҫ. «Чӑваш Енре промышленноҫ тата инвестици ӗҫӗн аталанӑвӗн фончӗ» АУ «Ҫӗнӗ Шупашкар» теплица комплексӗ» патне ҫул хывмашкӑн электронлӑ аукцион ирттересси пирки пӗлтернӗ.
Ку тӗллевпе республика хыснинчен 27 миллион та 795 пин тенкӗ уйӑрма хатӗр. Ҫул 962 метр тӑршшӗ, 6 метр сарлакӑш пулӗ. Ҫавӑн пекех теплица комплексне шывпа тивӗҫтермешкӗн 9 миллион та 100 пин тенкӗ тӑкаклӗҫ.
Ҫӗрпӳ хулинчи «Южный» (чӑв. Кӑнтӑр) микрорайонта шкул тума пуҫланӑччӗ. Республика Правительствин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, строительство ӗҫне пӗлтӗрех вӗҫленӗ. Тата тӗрӗсрех каласан, объекта 2017 ҫулхи раштав уйӑхӗн 28-мӗшӗнче хута янӑ. Анчах тавралӑха хӑтлӑх кӗртес ӗҫе, оборудовани кӳрсе килессине ҫуркуннене хӑварнӑ.
Пурнӑҫланӑ ӗҫсене тӳлеме республика хыснинче кӑҫал 53,2 млн тенкӗ пӑхса хӑварнӑ.
Виҫӗ хутлӑ шкулта пӗр сменӑра 1000 ача вӗренӗ. Ӑна хута ярсан Ҫӗрпӳри ачасем икӗ сменӑпа вӗренме пӑрахӗҫ. Хальхи вӑхӑтра иккӗмӗш сменӑна ҫӳрекен 301 ача пӗрремӗш сменӑра вӗренме пуҫлӗ. Ҫакӑ вӗсемшӗн те, вӗрентекенсемшӗн меллӗ пулӗ.
Шкула хӑтлӑх кӳресси епле шайра пулнине паян Иван Моторин премьер-министр хакланӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 761 - 763 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Яков Ухсай, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |