«Этническая Чувашия» (чӑв. Этнос Чӑваш Енӗ) туризм кластерне Чӑваш Енӗн резерв фондӗнчен укҫа уйӑрма йышӑннӑ. Ҫакӑн ҫинчен калакан ӗҫлӗ хута ЧР влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче ҫӗртме уйӑхӗн 29-мӗшӗнче вырнаҫтарнӑ. 431-мӗш номерлӗ йышӑнӑва республикӑн Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫи Иван Моторин алӑ пуснӑ.
Нухрата «Туризм енӗпе ӗҫлекен федераци агентстви умӗнчи тивӗҫе пурнӑҫлама» уйӑрассине палӑртнӑ. Кирлӗ ҫӗре укҫа республикӑн Культура, наци ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерстви урлӑ ҫитӗ.
Ӗҫлӗ хута тишкерсен тупра кластерӑн Шупашкар районӗнчи «Ясна» комплексӗн транспорт инфраструктурине аталантарма кайӗ. Тата тӗрӗсрех каласан, асӑннӑ ӗҫпе ҫыхӑннӑ проектпа смета документацине ҫӗнетме. Ҫакӑн валли хыснаран 198,21 пин уйӑрӗҫ.
Патӑрьел районӗнчи Турхан ялӗнче Алексей Кокелӗн музей ҫуртне хӑтлалатасшӑн. Ку тӗллевпе кӑҫал 1 миллион та 941 пин тенкӗ уйӑрма палӑртнӑ. Ҫавна май электронлӑ аукцион ирттерӗҫ.
Аукцион ҫӗнтерӳҫин утӑ уйӑхӗн 31-мӗшӗччен музей ҫурчӗн территорине, йывӑҫ ҫурт лараканскере, хӑтлӑлатмалла. Ҫак пӳртре Алексей Кокель ҫуралса ӳснӗ, кунта унӑн ачалӑхӗ иртнӗ.
Ҫурт ҫывӑхӗнче йывӑҫсем лартӗҫ, курӑк акӗҫ, клумба йӗркелӗҫ, 8 сак, 4 ҫӳп-ҫап контейнерӗ лартӗҫ, ҫутӑ йӗркелӗҫ. Территорие хӑтлӑлатас ӗҫ ҫитес ҫул та малалла пырӗ. Ҫитес вӑхӑтра часавай ҫӗклеме, палӑк лартма, картина галерейи йӗркелеме, канмалли вырӑн тума палӑртнӑ. Музей ҫурта вара ҫӗнетсе шаларах кӗртсе лартма палӑртнӑ. Пӳрт умӗнче ултӑ вырӑнлӑ парковка пулӗ, ун хыҫӗнче – икӗ биотуралет.
Атӑл леш енчи поселоксене газ кӗртес енӗпе тинех ӗҫлеме тытӑннӑ. Унта пурӑнакансем ҫакна темиҫе ҫул кӗтнӗ.
Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков Атӑл леш енчи поселоксене газ кӗртес ыйтӑва ҫӗртмен 15-мӗшӗнче пӑхса тухнӑ. 2020 ҫулччен вӗҫлеме палӑртнӑ ӗҫ тӗлӗшпе килӗшӳ тунӑ ӗнтӗ. Сосновкӑри проект тата документаци ӗҫӗсене тумашкӑн 4,6 миллион тенкӗ уйӑрнӑ.
Подрядчик газопроводӑн пулас трассине пӑхса тухнӑ. Специалистсем Октябрьски, Первомайски, Пролетарски, Ҫурҫӗр поселокӗсене тата Санатори урамне газ пӑрӑхӗсем ҫитессе ҫирӗплетеҫҫӗ. Ҫакна 2019 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗччен тума палӑртнӑ.
РФ Президенчӗпе Владимир Путинпа «тӳрӗ лини» иртнӗ хыҫҫӑн «Чӑваш Енри ипотека корпорацийӗ» ипотека кредичӗн ставкине пӗчӗклетме йышӑннӑ. Эппин, ҫӗршыв ертӳҫи чӗнсе каланине шута илнӗ.
Халӗ хута каякан ҫурт-йӗре илмелли ипотека 8,75 процентран пуҫланать. Хатӗр ҫуртра хваттер туянма вара 9 процентлӑ ипотека илме май пур. Нумай ачаллӑ ҫемьесем валли вара – 8,5 процент.
Чӑваш Енре «Патшалӑх пулӑшу паракан ҫемье ипотеки» те ӗҫлет. Ку – иккӗмӗш е виҫҫӗмӗш ача ҫуралнӑ ҫемьесем валли. Ку программӑпа ипотекӑна 6 процентпа илме пулать.
Сӑмах май, ЧР Строительство министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал 4 уйӑхра республикӑра 5771 ипотека илнӗ. Пӗтӗмӗшле сумма – 8,7 миллиард тенкӗ.
Шупашкарти тӗплӗ строительство управленийӗ Эльгер урамӗнчи 18-мӗш ҫурта аукциона тӑратнӑ. Икӗ хутлӑскерте нумай функциллӗ центр тӑвасшӑн.
Ҫурта юсамашкӑн республика тата хула хыснисенчен укҫа-тенкӗ уйӑрӗҫ. 26 миллион та 887 пин те 760 тенкӗ тӑракан объекта кӑҫалхи чӳк уйӑхӗн 15-мӗшӗччен хатӗрлесе ҫитермелле.
Хальлӗхе ҫак ҫуртра пӗтӗмӗшле практика тухтӑрӗн офисӗ, виҫӗ аптека, почта тата мастерскойсем вырнаҫнӑ.
Аукциона заявкӑсене ҫӗртме уйӑхӗн 25-мӗшӗччен йышӑнӗҫ. Электронлӑ аукцион ҫӗртмен 29-мӗшӗнче иртӗ.
Муркаш районӗ Пӗтӗм Раҫҫейри «Лучшее муниципальное образование России в сфере управления общественными финансами» (чӑв. Халӑх укҫи-тенкипе хуҫаланассипе Раҫҫейри чи лайӑх муниципалитет) XI конкурсра виҫҫӗмӗш степеньлӗ диплома тивӗҫнӗ.
Кӑҫалхи конкурса ҫӗршывӑн 59 регионӗнчен 229 заявка тӑратнӑ. Вӗсенчен 104-шӗ хуласенчен ҫитнӗ, 125-шӗ — районсенчен.
Конкурса хутшӑнакансене 69 енпе хакланӑ тесе пӗлтереҫҫӗ Муркаш район администрацийӗн пресс-службинче. Ҫав шутра — хысна тупӑшӗпе, тӑкакӗсемпе тата муниципалитет харпӑрлӑхӗпе епле усӑ курнине те, кадрсене кура та.
Пӗлтӗр те муркашсем укҫа-тенкӗпе хуҫаланма пӗлни тӑрӑх республикӑра чи лайӑх ушкӑна кӗнӗ – район ҫав енӗпе лайӑх ӗҫлесе пынине палӑртнӑ.
«РИА Рейтинг» сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, Раҫҫейре ҫемьесем мӗнле пурӑннине тишкерсе танлаштарӑм хатӗрленӗ. Чӑваш Ен унта пилӗк йӗрке хӑпарнӑ.
Пӗлтӗр пирӗн республика 65-мӗш вырӑнта пулнӑ, кӑҫал вара 5 йӗрке ҫӳлерех йышӑннӑ.
Танлаштарӑма мӗне тӗпе хурса хатӗрленӗ-ха? Калӑпӑр, ҫемье шалу илет, ҫав укҫапа пурӑнма кирлӗ япаласене туянать. Кун хыҫҫӑн мӗн чухлӗ нухрат юлнине шута илсе хакланӑ та ҫемьесен пурнӑҫне.
Чӑваш Енри пӗр ачаллӑ ҫемьере кирлӗ япаласене туяннӑ хыҫҫӑн вӑтамран 22 пин те 225 тенкӗ юлать-мӗн. Икӗ ачаллисен сахалрах – 13 пин те 530 тенкӗ. Атӑлҫи федераци округӗнчи пирӗн регион 10-мӗш вырӑн йышӑнать.
Ҫынсен правине хӳтӗлекен Европӑри суд Чӑваш Ен арҫыннине майлӑ пулнӑ. Вунӑ ҫул каялла пакунлисем кӳрентернӗ этем тӗрӗслӗх шыраса Страсбурга ҫитнӗ. Юридици енчен ӑна Алексей Глухов юрист пулӑшнӑ.
«Зона права» (чӑв. Право зони) юридици организацийӗпе ӗҫлекен Алексей Глухов пӗлтерни тӑрӑх «Интерфакс» информаци агентсви хыпарланӑ. Этем правине хӳтӗлекен суд йышӑнӑвне Страсбургри суд хӑйӗн сайтӗнче паян вырнаҫтарнӑ иккен.
Асӑннӑ суд енсене мирлӗ килӗшу тума сӗннӗ имӗш. Унти тӳресем 7100 еврӑпа калаҫса татӑлма ыйтнӑ. Анчах Раҫҫей правительстви шар курнӑ арҫынна хай вӑхӑтӗнче 20 пин тенкӗ тӳленипе ҫырлахасшӑн пулнине журналистсене Алексей Глухов пӗлтернӗ.
Иванов хушаматлӑ арҫынна 2007 ҫулта Ҫӗнӗ Шупашкарти милицин 1-мӗш номерлӗ участокри пунктне тытса кайнӑ. Унта хайхине милици капитанӗ темиҫе хутчен ҫапнӑ. Шар курнӑ арҫыннӑн хӑрах хӑлхи илтми пулнӑ. Пакунлине 2008 ҫулта виҫӗ ҫуллӑха хупса хунӑ.
Чӑваш Енри почтальонсем коммуналлӑ пулӑшу тата ытти тӳлев укҫине ҫынсенчен киле пырсах йышӑнаҫҫӗ. Мобильлӗ тӳлевпе касса терминалӗсене хальлӗхе 200 почтальона валеҫсе панӑ.
Мобильлӗ терминал урлӑ тӳлени почта уйрӑмне ҫӳренинчен нимпе те уйрӑлса тӑмасть. Укҫана почтальон вырӑнтах илет, ҫавна ӗнентерекен касса чекне алла тыттарать.
Терминалсем пулӑшнипе коммуналлӑ пулӑшушӑн (ҫутӑшӑн, газшӑн т.ыт.те) ҫеҫ мар, «Ростелекомпа» та, налукпа та, ҫул-йӗр инспекторӗсене тӳлемелли штрафсемпе те татӑлма пулать. Квитанци йышӑннишӗн хушма тӳлев виҫи 5 тенкӗпе танлашать.
Почтӑн хӑйӗн банк та пур, ҫыхӑну уйрӑмӗсенче тӗрлӗ тавар та сутаҫҫӗ, посылкӑсемпе тӗрлӗ бандероль те йышӑнаҫҫӗ, хаҫат-журнал та валеҫеҫҫӗ.
Транспортӑн пӗрлехи карттине Перекет банкӗнче онлайн майпа укҫа хума пӑрахтарни пирки унччен сайтра хыпарланӑччӗ. Ҫак кунсенче сервис каллех ӗҫлеме тытӑннӑ. Малашне карточка ҫине электронлӑ енчӗк урлӑ та, Перекет банкӗнче онлайн майпа та укҫа хума май пулӗ.
Аса илтерер: кӑҫал нарӑс уйӑхӗнче сервиса тест режимӗнче ӗҫлеттерме тытӑннӑ, анчах укҫа пур чухне те карточка ҫине куҫман. Халӗ ҫитменлӗхсене пӗтернине ӗнентереҫҫӗ, халӗ ку мелпе карточка хуҫисен 98,5 проценчӗ усӑ курать-мӗн.
Ҫапах укҫа тӳрех куҫмасан та пултарать, ҫак ӗҫ 48 сехет те пурнӑҫланать-мӗн. Харпӑр кабинетра укҫа куҫни карточкӑпа транспортра тӳлемесӗр те курӑнмасть-мӗн.
Онлайн майпа укҫа хунӑ чухне пӑтӑрмах сиксе тухрӗ тӗк 36-33-30 номерпе шӑнкӑравламалла е transkarta@bk.ru почта ҫине ҫыру ямалла.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -2 - -4 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Яков Ухсай, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |