Куславккара пурӑнакан 29 ҫулти арҫын ку таранччен машинӑпа пӗр шикленмесӗр, чип-чипер ҫӳренӗ. Ҫул ҫинче ҪҪХПИ ӗҫченӗсене курсан сехри те хӑпман-ши? Ара, унӑн водитель прави суя пулнӑ.
Ӑна арҫын пӗлтӗр ҫӗртме уйӑхӗнче Мытищи хулинче 50 пин тенкӗпе туяннӑ. Кӑҫал утӑ уйӑхӗн 5-мӗшӗнче ӑна ҪҪХПИ ӗҫченӗсем ҫул ҫинче чарнӑ, документсене тӗрӗсленӗ. Шӑп ҫавӑн чухне унӑн прави суя пулни тӑрӑ шыв ҫине тухнӑ.
Халӗ Куславкка арҫыннин судра явап тытма тивӗ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ӗҫе миравай судра пӑхса тухӗҫ.
Куншӑн 80 пин тенкӗ е ҫур ҫул укҫа ӗҫлесе илнӗ чухлӗ штраф тӳлеттерме, 480 сехет таран ӗҫлеттерме, тӳрленмелли ӗҫе 2 ҫул таран яма е ҫур ҫул таран арестлеме пултараҫҫӗ. Автошкулта экзамен тытмасӑрах янтӑ документпа ҫӳреме лайӑх пуль-ха та, анчах вӗренӗн те вӗҫӗ пур – явап татма тиветех.
Сингапурта пурӑнакансене ҫӗршыв аталанӑвне тӳпе хывнӑшӑн 511 миллион доллар валеҫесшӗн. Пӗр хутчен памалли тӳлеве ҫӗршыв хыснинче пӑхса хунӑ. Вӑл мӗнле пуласси ҫынсен тупӑш виҫинчен килӗ.
Калӑпӑр, ҫын 2017 ҫулта 28 пин доллартан ытларах ӗҫлесе илмен. Вӑл 300 доллар тӳлев илӗ. Енчен те тупӑш 100 пин доллартан иртмен-тӗк 200 доллар парӗҫ. Кунран ытларах ӗҫлесе илнисене вара 100 доллар тӳлӗҫ.
Ку тӳлеве ҫул ҫитнӗ пур ҫын та тивӗҫӗ. Пӗтӗмпе — 2,8 миллион ҫын. Сингапурта вара 5,97 миллион ҫын пурӑнать.
Палӑртмалла: ҫӑк ҫӗршывра пӗлтӗр экономика палӑртнинчен 3,6 процент ытларах ӳснӗ. Ҫынсен вӑтам ӗҫ укҫи те 5,3 процент хӑпарнӑ. 2010 ҫултанпа кусем — чи пысӑк кӑтартусем.
Шупашкарта пурӑнакан 30 ҫулти хӗрарӑмӑн укҫи ахаль те пулнӑ пуль-ха. Ҫапах вӑл тӗнче тетелӗнче ӗҫлесе илме тӗллевленнӗ.
Вӑл тӗнче тетелӗнче ӗҫ шыранӑ. Унпа темӗнле фирма ҫынни ҫыхӑннӑ, ставкӑсен проценчӗсемпе укҫа ӗҫлесе илме сӗннӗ. Анчах тӳлевсӗр сыр шӑши тапкӑчӗнче кӑна пур теҫҫӗ. Ку тӗслӗхре те ҫапла пулса тухнӑ.
Хайхи арҫын тӗнче тетелӗ урлӑ ӗҫлес тесен регистрациленмеллине, укҫа хывмаллине пӗлтернӗ. Ҫамрӑк хӗрарӑм килӗшнӗ – лешӗн счечӗ ҫине темиҫе хутчен те укҫа куҫарнӑ. Хайхискер япӑххи пирки шутламан-тӑр - 300 пин тенкӗ куҫарнӑ.
Тепӗртакран хӗрарӑма укҫана тавӑрса пама хирӗҫленӗ. Ҫавӑн чухне тин унӑн сехри хӑпнӑ, пӗтӗмпех полицие пӗлтернӗ. Халӗ йӗрке хуралҫисем оперативлӑ шырав мероприятийӗсем ирттереҫҫӗ.
Шупашкарти Мускав кӗперне юсаса ҫӗнетесси малалла пырать. Объекта икӗ тапхӑрпа юсаса ҫӗнетме йышӑннӑччӗ. Пӗлтӗр Республика кунӗнче ӑна савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑччӗ. Анчах вӑйлӑ ҫумӑр вӑхӑтӗнче асфальт ҫав кунах вырӑнтан хускалнӑччӗ. Чӑваш Енӗн транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министрӗ Владимир Иванов Фейсбукра ун чух ӑнлантарнӑ тӑрӑх, асфальта малтанхи кун ҫеҫ хурса пӗтернӗ. Ҫӗнӗскер хытса ӗлкӗреймен, киввипе ҫӗннине сыпӑнтарнӑ ҫӗрте асфальт хускалнӑ. Ӑна ҫийӗнчех юсанӑ.
Кӗпере юсаса ҫӗнетес иккӗмӗш тапхӑр кӗҫех вӗҫленмелле. Михаил Игнатьев Элтепер Шупашкарти объектсенче пулнӑ, кӗпер юсакансен ӗҫӗпе те вӑл паллашнӑ. ЧР влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче ҫырнӑ тӑрӑх, объекта чӳк уйӑхӗн 27-мӗшӗнче хута ярасшӑн.
Чӑваш Енӗн Раҫҫей Президенчӗ ҫумӗнчи полномочиллӗ представителӗ пулнӑ Леонид Волкова кӑштах айӑпсӑр тесе йышӑннине, ун хыҫҫӑнах ӑна тытса чарнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ.
Паян Чӑваш Енӗн Аслӑ сучӗ Волковпа ҫыхӑннӑ ӗҫе пӑхса тухнӑ. Унта пирвайхи инстанцири суд экс-полпреда следстви изоляторне хупмалла тунине тишкернӗ. ЧР Аслӑ сучӗ унчченхи суд йышӑнӑвӗпе килӗшнӗ. Ҫапла вара Леонид Волкова следстви изоляторӗнче тытӗҫ.
Леонид Волкова хӑйне хӑй преми парса хыснана тӑкак кӳнӗ тесе айӑпласшӑн. Тӑкака вӑл, Александр Белов журналист пӗлтернӗ тӑрӑх, тахҫанах саплаштарнӑ. Унтан та ытларах — айӑплав енӗ палӑртнӑ суммӑран ытларах та тавӑрса панӑ. Апла пулин те Леонид Волковпа ҫыхӑннӑ пӑтӑрмах паян та вӗҫленмен-ха...
Чӑваш Енри юбилейсем ҫӗршывшӑн пӗлтерӗшлӗ. Ҫак шухӑша республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче палӑртнӑ. Унта сӑмах 2019 ҫулта Шупашкарӑн 550 ҫулхине, 2020 ҫулта Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнине халалланӑ юбилейсем пирки пырать.
Палла кунсене уявлама РФ Президенчӗ ятарлӑ хушу кӑларнӑ. Ҫакна Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев юбилейсене хатӗрленмелли тата йӗркелемелли ӗҫ ушкӑнӗн ӗнер иртнӗ ларӑвӗнче пӗлтернӗ.
Хыснаран уйӑракан укҫан (унӑн виҫине кӑтартнине курмарӑмӑр) пысӑк пайне историлле ҫуртсене хӑтлӑх кӳме тата юсаса ҫӗнетме ярӗҫ. Юхӑнса та ишӗлсе ларакан объектсене пӗтермелле, ҫул хӗррисене ҫуп-ҫапран, хуҫӑлса ӳкнӗ йывӑҫсенчен тасатмалла.
Ларӑва районсемпе хула администрацийӗсен пуҫлӑхӗсем те видеоконференцҫыхӑну мелӗпе хутшӑннӑ та, вӗсене райцентрсен сӑнне ылмаштарма тата уява хатӗрлентермелли мероприятисене халӑха явӑҫтарма хушнӑ.
Нумай хваттерлӗ ҫуртсене пӗр стильпе капӑрлатмалла. Пуҫаруллӑ бюджетировани мелӗпе (ансатрах каласан, тӑкаксен пӗр пайне халӑх шучӗпе саплаштарни) анлӑ усӑ курмаллине палӑртнӑ.
2013 ҫулта Шупашкарта пурӑнакан ҫемьесене виҫҫӗмӗш тата ун хыҫҫӑнхи ача ҫуралнӑшӑн Муркаш районӗнчи Катикасси ялӗ ҫывӑхӗнче ҫӗр лаптӑкӗ панӑ. Унта пӗтӗмпе 535 лаптӑк уйӑрнӑ. Анчах ҫав вырӑнта электричество та, шыв та, канализаци те, газ та ҫук.
Ку ыйтӑва кӑҫал ҫӗртме уйӑхӗнче ҫӗкленӗ. Кун пирки Чӑваш халӑх сайтӗнче те хыпарланӑччӗ. ЧР Аслӑ сучӗ Шупашкар хула администрацине ҫемьесем валли уйӑрнӑ лапӑксем патне 10 уйӑхра инженери инфратытӑмне илсе ҫитермелле тесе йышӑннӑ.
Паян патшалӑх закупкисен сайтӗнче унта шыв илсе ҫитермешкӗн аукцион ирттересси пирки пӗлтернӗ. Килӗшӗвӗн малтанхи хакӗ – 3 990 071 тенкӗ. Аукциона заявкӑсене юпа уйӑхӗн 12-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ. Подрядчике юпан 18-мӗшӗнче палӑртӗҫ. Ӗҫе килӗшӳ тунӑ хыҫҫӑн 400 кунра вӗҫлемелле.
Улатӑрта индустри паркӗ хута ярасшӑн. Ун патне ҫитмелли ҫулсен строительстви валли тендер пур ӗнтӗ. Ӑна патшалӑх закупкисен сайтӗнче вырнаҫтарнӑ. Кун валли укҫа та уйӑрнӑ: республика тата ҫӗршыв хыснисенчен пӗтӗмпе 27,5 миллион тенкӗ пама йышӑннӑ.
Техника заданийӗпе килӗшӳллӗн, парк патне пымалли ҫулсене Вӗрене урамӗ ҫумӗпе тӑвӗҫ. Ку ӗҫе кам пуҫӑнасси аукцион хыҫҫӑн паллӑ пулӗ. Вӑл юпа уйӑхӗн 15-мӗшӗнче иртӗ.
Аукцион ирттерсен ӗҫе пуҫӑнӗҫ. Вӑл икӗ тапхӑрпа иртӗ, 2019 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 30-мӗшӗччен вӗҫленмӗ.
Улатӑри ҫӗнӗ индустри паркӗнчи лапамра промышленноҫ предприятийӗсем вырнаҫӗҫ.
Шупашкарта нумай профильлӗ поликлиника ҫӗкленет. Ленин проспектӗнче вырнаҫнӑскере кӑҫал кӗркунне хута ямалла. Ҫакӑ ӗнер Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев тата республикӑн сывлӑх сыхлав министрӗ Владимир Викторов строительсельство объекчӗпе паллашнӑ хыҫҫӑ палӑрнӑ.
«Хула варринче поликлиника кирлӗ тесе Шупашкарта пурӑнакансем темиҫе хут та ыйтнӑччӗ. Эпир вӗсен сӗнӗвне шута илтӗмӗр, халӗ кунта нумай профильлӗ ҫӗнӗ поликлиника ҫӗкленет. Ӑна тумашкӑн республика бюджетӗнчен 746,6 миллион тенкӗ уйӑрнӑ», — пӗлтернӗ Михаил Игнатьев журналистсене.
Ҫӗнӗ больницӑра хӑвӑрт пулӑшу кӳрекен уйрӑм, клиникӑпа диагностика пӳлӗмӗсем, гинекологи уйрӑмӗпе хӗрарӑмсен консультацийӗ, 35 вырӑнлӑх кӑнтӑрлахи стационар пулӗ, тӗрлӗ специалист йышӑнӗ.
«Ҫӗнӗ хула» микрорайонта шкул хута яма палӑртнӑ. Тӗплӗ юсав управленийӗ патшалӑх закупкисен сайтӗнче аукцион ирттересси пирки пӗлтернӗ.
Ахӑртнех, ҫӗнӗ пӗлӳ ҫурчӗ Шупашкарти шкулсен йышӗнче чи пысӑкки пулӗ. Унта 1600 ача ҫӳрӗ. Ҫурт виҫӗ хутлӑ пулӗ, тӑватӑ блокран тӑрӗ. Пӗрремӗш блок – пуҫламӑш классен, унта уйрӑм алӑкран кӗрӗҫ. Иккӗмӗш блокра вӑтам тата аслӑ классем вӗренӗҫ, апатлану блокӗ, акт залӗ вырнаҫӗҫ. Виҫҫӗмӗш блокра музей, архив тата скульптура мастерскойӗ пулӗҫ. Тӑваттӑмӗш блокра спортзал, пӗчӗк тата пысӑк бассейнсем, хывса тӑхӑнмалли пӳлӗм, душевой тата туалет, гимнастика залӗ вырнаҫӗҫ.
Заявкӑсене юпа уйӑхӗн 5-мӗшӗччен йышӑнӗҫ, аукцион юпан 12-мӗшӗнче иртӗ. Килӗшӗвӗн малтанхи хакӗ – 878 910 840 тенкӗ. Шкула 2020 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗччен туса пӗтересшӗн.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.03.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 744 - 746 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Логинов Алексей Романович, Совет Союзӗн Паттӑрӗ ҫуралнӑ. | ||
| Брусова Галина Фёдоровна, педагогика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |