Вӑрмар районӗнче усламҫӑ автобус водительне ӗҫ укҫи тӳлемен. Парӑм самаях пухӑннӑ: 143 пин тенкӗ. Кун пирки ЧР прокуратури пӗлтерет.
Прокуратура тӗрӗслев хыҫҫӑн акӑ мӗн палӑртнӑ: усламҫӑ пассажирсене илсе ҫӳрекен автобус водительне 2017 ҫулхи ака уйӑхӗнчен пуҫласа авӑн уйӑхӗччен ӗҫ укҫи – пӗтӗмпе 143 пин тенкӗ – тӳлемен. Кунсӑр пуҫне усӑ курман отпускшӑн 11 пин тенкӗ ытла паман.
Усламҫӑ тӗлӗшпе икӗ уйӑх ытла шалу тӳлеменшӗн пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ӗҫе мӗнле тӗпченине Вӑрмар районӗн прокуратури тӗрӗслесе тӑрать.
Нарӑс уйӑхӗн 6-мӗшӗнче Шупашкар районӗнче килсӗр-ҫуртсӑр ҫын 73 ҫулти арҫын патне пынӑ та вак укҫа ыйтнӑ. Лешӗ хирӗҫлемен – кӗсйинчен кӑларса панӑ. Вӑл ӑна унччен те пӗрре мар пулӑшнӑ.
Ҫав вӑхӑтра килсӗр ҫын арҫыннӑн кӗсйинче хутлӑ укҫа пулнине асӑрханӑ. Хайхискер ӑна куҫ хывнӑ, вак укҫа панӑшӑн арҫынна тав туса ыталаса илнӗ те хутлисене йӑкӑртнӑ. Ҫапла майпа вӑл ырӑ ҫыннӑн кӗсйинчен 4 пин тенкӗ кӑларса илнӗ.
Йӗрке хуралҫисем вӑрра часах тытса чарнӑ. Полици уйрӑмне илсе ҫитернӗ чухне бомж самаях ӳсӗр пулнӑ. Паллӑ ӗнтӗ: вӑрланӑ укҫапа вӑл лавккана кӗрсе эрех тата ҫимелли туяннӑ.
Нарӑс уйӑхӗн 6-мӗшӗнче Чӑваш Енри ҪҪХПИ ӗҫченӗсем М-7 ҫулпа утакан арҫынна тумӗ ҫумне светоотражатель ҫирӗплетменшӗн чарнӑ. Хайхискер Удмурт Республикин ҫынни-мӗн, Чулхуларан килелле ҫуранах утать.
Арҫын Дзержинск хулинче стройкӑра ӗҫленӗ, анчах ӑна шалу тӳлемен. Ҫавӑнпа вӑл киле, Удмурт Республикине, ҫуранах утнӑ. Хӑш чухне, телее, ҫула май каякан водительсем лартса кайнӑ.
Укҫа-тенкӗ ҫуккипе арҫын апатланайман та. Ҫитменнине, вӑл шӑнса хытнӑ. «Службӑра мӗн кӑна курмастпӑр… Выҫӑ тата шӑнса хытнӑ. Укҫа пухрӑмӑр, ҫимелӗх патӑмӑр, транспортпа Хусана лартса ятӑмӑр», - ҫапла ҫырнӑ Патшалӑх автоинспекцийӗн Инстаграмри страницинче.
ЧР прокуратури тата Федерацин хӑрушсӑрлӑх службин управленийӗ Шупашкарти биатлон центрне тунӑ чухне хысна укҫипе мӗнле усӑ курнине тӗрӗсленӗ. Тӗрӗслев ЧР Спорт министерствинче иртнӗ. Прокуратура пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, спорт инвентарӗ тата ытти хатӗр-хӗтӗре туянмашкӑн уйӑрнӑ 34,3 миллион тенке вӑрлани ҫиеле тухнӑ.
Прокуратура ыйтнипе спорт министрӗн пӗрремӗш экс-ҫумӗ тата «Алза» тулли мар яваплӑ общество ертӳҫи тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫсем пуҫарнӑ. Палӑртмалла: министрӑн экс-ҫумне Алексей Яковлева унччен те явап тыттарнӑ. Ун чухне вӑл «Шурӑ чулсем» вӑй-хал культурипе сывлӑха ҫирӗплетмелли центра, мунтинбайк центрне тунӑ чухне укҫа тӑкакланӑшӑн тата биатлон комплексӗ умӗнче йывӑҫсене каснӑшӑн суд сакки ҫине лекнӗ. Куншӑн ӑна колоние 3,5 ҫуллӑха ӑсатнӑ, халӗ вӑл унта ларать.
«Алза» директорне Сергей Лаврентьева кӑрлач уйӑхӗн 23-мӗшӗнче тытса чарнӑ, халӗ вӑл килти арестра ларать.
Шупашкарти Ленин районӗн сучӗн йышӑнӑвӗпе килӗшӳллӗн 70 пин тенкӗ парӑма кӗнӗ арҫынна хваттертен кӑларса янӑ, уншӑн ӑна пӳлӗм уйӑрса панӑ. Кун пирки «ПроГород Чебоксары» кӑларӑм хыпарлать.
Хайхи ҫӑлкуҫ пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗлтӗр ҫулла Шупашкарти ҫурт-йӗр фончӗн управленийӗ хваттершӗн ултӑ уйӑх пачах тӳлемен ҫак арҫынна хваттертен кӑларса яма ыйтса тавӑҫ тӑратнӑ. Иртнӗ ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче суд пулнӑ, 70 пин тенкӗ парӑма татмасан ӑна хваттерсӗр хӑварассине пӗлтернӗ. Анчах арҫын ҫакна та шута хуман — пӗр пусне те тӳлемен. Ҫавна май кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗн 28-мӗшӗнче суд арҫынпа тунӑ килӗшӗве татма, хӑйне вара 40,2 тӑваткал метр калӑпӑшлӑ хваттертен кӑларса ярса 10,2 тӑваткал метрлӑ пӳлӗмпе тивӗҫтерме йышӑннӑ.
Кӑрлач уйӑхӗн 31-мӗшӗнче Ҫӗмӗрлере васкавлӑ медпулӑшу подстанцине официаллӑ майпа уҫнӑ. Халӗ вӑл ҫӗнелнӗ, унта юсав ӗҫӗсем ирттернӗ.
Подстанцие 2003 ҫулта хӑпартнӑ, унтанпа халь тин юсав тунӑ. Унччен шалти ӗҫсене ҫеҫ пурнӑҫлакаланӑ. Пӗлтӗр икӗ хутра та пӳлӗмсене ҫӗнетнӗ. Кунсӑр пуҫне алӑк блокӗсене ҫӗнетнӗ, электропралуксене, сантехникӑна улӑтарнӑ, картлашкана та юсанӑ. Ку тӗллевпе республика хыснинчен 2,5 миллион тенкӗ уйӑрнӑ.
Ку кӑна мар, кӑҫал подстанцири бригадӑсене планшетпа тивӗҫтерӗҫ. Ҫапла майа вӗсем пациентсен карттине, усӑ курнӑ эмелсене электронлӑ майпа ҫырӗҫ. Ҫапла майпа тухтӑрсен вӑхӑчӗ те перекетленӗ.
Чӑваш Енри арҫын лайӑх ӗҫ шыраса ултавҫӑсен аллине лекнӗ. 36 ҫултискер машиниста ӗҫе илесси пирки ҫырнӑ пӗлтерӗве курнӑ та кӑтартнӑ номерпе шӑнкӑравланӑ. Телефона «ӗҫе вырнаҫтаракан уйрӑмӑн пуҫлӑхӗ» тытнӑ.
Хайхискер ӗҫе илмелли условисемпе паллаштарнӑ: документсен копине электронлӑ почтӑна ярса памалла тата смолетпа Сургута вӗҫмешкӗн 7 пин тенкӗ куҫармалла. Ӗҫе вырнаҫма ӗмӗтленнӗ арҫын япӑххи пирки шутламан та – йӑлтах пурнӑҫланӑ.
Анчах 7 пин тенкӗ куҫарса парсанах «ӗҫе вырнаҫтаракан пай пуҫлӑхӗ» ҫухалнӑ. Халӗ полицейскисем ултавҫа тупса палӑртас тӗллевпе ӗҫлеҫҫӗ.
Чӑваш Енри ял хуҫалӑх тӗллевӗллӗ ҫӗрсене акшар ҫӑнӑхӗпе пуянлатма шухӑшлаҫҫӗ. Республикӑн Ял хуҫалӑх министерствин инноваци, отрасль аталанӑвӗн тата ҫӗр ӗҫӗн пайӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, 935 пин гектар ҫӗртен 220 пин гектар лаптӑкӗ ҫинче ҫӗр йӳҫекленсе кайнӑ. 2019-2023 ҫулсенче 10-шар пин гектар ҫӗре акшар ҫӑнӑхӗпе пуянлатма палӑртаҫҫӗ.
Ял хуҫалӑх ҫӗрне акшар ҫӑнӑхӗпе пуянлатас ыйтӑва нумаях пулмасть Раҫҫейӗн Ял хуҫӑлӑх министерствинче министрӑн пӗрремӗш ҫумӗ Джамбулат Хатуов ертсе пынӑ канашлура тишкернӗ. Ҫӗршыв шайӗнче ҫак енӗпе ятарлӑ саккун проекчӗ хатӗрленӗ. Министрӑн пӗрремӗш ҫумӗ палӑртнӑ тӑрӑх, ҫӗр йӳҫеклӗхӗпе чӗрӗк ӗмӗр ӗнтӗ кӗрешмен. Акшар ҫӑнӑхӗ сапса тӑкакланнине патшалӑх 30 процентне, Инҫет Хӗветухӑҫӗнич регионсенчи хуҫалӑхсене вара ҫурри таран саплаштарма шухӑшлать.
Чӑваш Енри Гостехнадзорӑн Вӑрмар тата Куславкка районӗсенчи инспекцийӗн пуҫлӑхӗн сехрине хытах хӑпартнӑ. Анчах, Турра шӗкӗр, пуҫиле ӗҫрен унӑн пӑрӑнма май килнӗ.
РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, пуҫиле ӗҫе чарса лартнӑ. Асӑннӑ ведомствӑн пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫав ҫын унччен судпа айӑпланман, пысӑках мар преступлени тунӑ, ҫавна май уголовлӑ право мери йышӑннипе ҫырлахнӑ. Пуҫлӑха 40 пин тенкӗлӗх суд штрафӗ хурса панӑ.
Пӑтӑрмахӗ пӗр ҫынна тракторист-машинист удостворенине вӗренмесӗрех тыттарнине пула сиксе тухнӑ. Ку вӑл пӗлтӗрхи ҫу уйӑхӗн 18-мӗшӗнче пулнӑ. Экзамен тыттаракан хута Гостехнадзор инспекцийӗн пуҫлӑхӗ хайхи ҫын экзамен тытнӑ евӗр шӑрҫаласа хунӑ. Унтан ӑна тракторист-машинист удостоверенине тыттарнӑ. Халӗ ҫав хута леш ҫынран туртса илнӗ ӗнтӗ.
Пысӑк процентлӑ пӗчӗк укҫа паракан кредит организацийӗсемпе ҫыхланмалла маррине темле асӑрхаттарсан та ҫынсем авӑра ҫакланаҫҫӗ. Шупашкарта пурӑнакан П. хушаматлӑ хӗрарӑмпа унӑн хӗрӗ те ҫавӑн пеккисенчен пӗринче, «Деньги сейчас» ятлинче, 2017 ҫулта ҫулта 40 пин тенкӗ илнӗ. Илме илнӗ те, анчах тӳлесе татма май килмен.
Хӗрарӑмсем укҫана тӳлементен вӗсен парӑмне кредит учрежденийӗ «Инкас Коллект» текен тулли мар явапла обществӑна шыраса илме шаннӑ. 2018 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 16-мӗшӗнче хайхин ӗҫченӗсем парӑлисем патне персе ҫитнӗ. Йӗркене пӑхӑнсан вӗсен хӑйсенпе паллаштармалла, мӗн калаҫнине диктофонпа ҫырса илмелле, ҫырса илесси пирки систермелле.
Парӑма шыраса илме пынисенчен пӗри ҫеҫ хӑйӗнпе паллаштарнӑ иккен, хваттерте калаҫнине те ҫырса илмен. Коллектор агентствине ЧР Арбитраж судӗнче тишкерсе 100 пин тенкӗлӗх штрафлама йышӑннӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -2 - -4 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Хирпӳ Григорий Яковлевич, паллӑ чӑваш композиторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Алка Александр Егорович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ, критикӗ ҫуралнӑ. | ||
| Малышев Юрий Александрович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Васильев Анатолий Андреевич, Чӑваш АССРӗн ял хуҫалӑх министрӗ (1968–1975) пулнӑ патшалӑх ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |