Шупашкарти аслӑ шкулсенчен пӗринче вӗренекен студентка кире пуканӗ йӑтассипе тӗнче чемпионӗ пулса тӑнӑ.
Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх академийӗнче виҫҫӗмӗш курсра вӗренекен Анастасия Александрова Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командин йышӗпе тӗнчери чемпионата тата тӗнче первенствине хутшӑннӑ. Асӑннӑ аслӑ шкултан ушкӑнра ҫавӑн пекех Алексей Иванов тата Александр Павлов пулнӑ.
Юпа уйӑхӗн 25-мӗшӗнчен пуҫласа 30-мӗшӗ таран пыракан чемпионат Казахстанри Актобе хулинче иртет.
Ял хуҫалӑх академийӗнчи экономика факультетӗнче вӗренекен Анастасия Александрова 68 килограмчченхи юниорсем хушшинче ҫӗнтернӗ. 24 килограмм таякан пукана хӗр 134 хутчен ҫӗкленӗ. Студенткӑна ку ӑсталӑха Борис Глинкин тренер хӑнӑхтарать.
2018 ҫулта Раҫҫейре футбол енӗпе тӗнче чемпионачӗ иртӗ. Ку мероприятие ирттермешкӗн тӗплӗн хатӗрленеҫҫӗ. Тӗнче чемпионачӗн паллине тӗнче тетелӗнче сасӑлав мелӗпе суйланӑ. Унта 1 миллион ытла ҫын хутшӑннӑ.
Пӗтӗмлетӗве Пӗрремӗш калалпа тӳрӗ эфирта тунӑ. Ун чухне футбол чемпионачӗн палли мӗн пулассине каланӑ. Ытларахӑшӗ Кашкӑршӑн сасӑланӑ, ҫавӑнпа вӑл ҫӗнтернӗ.
Тӗнче чемпионачӗн палли Забивака ятлӑ пулӗ. Кун пирки «Раҫҫей – 2018» йӗркелӳ комитечӗн пуҫлӑхӗ Виталий Мутко пӗлтернӗ.
Сӑмах май, сасӑлав 1 уйӑх каялла старт илнӗ. Ҫынсем виҫӗ чӗрчуншӑн – Тигршӑн, Кушак аҫишӗн тата Кашкӑршӑн – сасӑлама пултарнӑ.
Кӑсалхи раштав уйӑхӗн 9–11-мешӗсенче Шупашкарта Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн Михаил Игнатьевӑн парнисене ҫӗнсе илессишӗн хӗрарӑм-кӗрешӳҫӗсен уҫӑ ӑмӑртӑвне пуҫтарӑнмалла. Сӑмах май каласан, пӗлтӗр те ӑна ҫав кунсенчех ирттернӗччӗ.
Нумаях пулмасть Мускавра РФ спорт кӗрешӗвӗн федерацийӗнче йӗркелӳ комитечӗн ларӑвӗ иртнӗ. Ӑна федерацин вице-президенчӗ Омар Мурузалиев ертсе пынӑ. Хатӗрленӳ ыйтӑвӗсене сӳтсе явма республикӑн правительствинчен спорт министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ Алексей Яковлев хутшӑннӑ.
Михаил Игнатьевӑн парнисене ҫенсе илессишӗн кӗрешме килӗшекен хӗрарӑмсене хавхалантарма парне фондне 80 пин доллара яхӑн пӑхса хӑварнӑ. Вӑй виҫекенсен ӑмӑртӑвӗ «Шупашкар Арена» пӑр керменӗнчи хӑтлӑ залра иртмелле.
Чӑваш Енри виҫӗ самбистка ҫамрӑксен тӗнчери ӑмӑртӑвӗнчен ылтӑн медальсемпе килнӗ. Румынире иртнӗ тупӑшӑва 30 ҫӗршыври 374 спортсмен хутшӑннӑ.
Олимп резервӗсен ачасемпе ҫамрӑксен 10-мӗш спорт шкулӗнче ӑсталӑхне туптакан Вера Лоткова, Наталия Степанова тата Регина Миндубаева пухмача медальсемпе пуянлатнӑ. Пӗрремӗш кунхинех пирӗн ҫӗршыв пухмачӗ 11 ылтӑн медальпе тулнӑ. Кунашкал медале Регина Миндубаева та ҫӗнсе илнӗ.
Иккӗмӗш кунхине кавир ҫине Наталия Степанова тухнӑ. Вӑл 48 килограмм тайман виҫе категорийӗнче пьедесталӑн ҫӳлти картлашки ҫине хӑпарнӑ. Вера Лоткова та ҫак виҫе категорийӗнче ҫӗнтернӗ.
Палӑртса хӑвармалла: пирӗн виҫӗ спортсменка та Сергей Пегасов тренер патӗнче ӑсталӑхне туптаҫҫӗ.
Лозаннӑри спорт арбитраж сучӗ Раҫҫейри темиҫе спортсмена дисквалификациленӗ. Вӗсен йышӗнче пирӗн ентеш те пур.
Суд йышӑнӑвӗпе килӗшӳллӗн, Раҫҫейри хӑвӑрт утакан пилӗк спортсмена дисквалификациленӗ: Иван Носкова, Михаил Рыжова, Денис Стрелкова, Эльмира Алембековӑна тата Вера Соколовӑна.
Мӗншӗн? Вӗсем антидопинг йӗркине пӑхӑнман тесе ҫирӗплетнӗ. Вӗсен юнӗнче мельдони тупман, анчах эритропоэтин тесчӗ «+» паллӑпа ҫирӗпленнӗ.
Ҫапла майпа пирӗн ентешӗн Вера Соколовӑн дисквалификацийӗ кӑҫалхи утӑ уйӑхӗн 15-мӗшӗнчен пуҫланать. 2015 ҫулхи ҫӗртмен 2-мӗшӗнчен пуҫласа 2016 ҫулхи утӑн 15-мӗшӗччен тунӑ ҫитӗнӗвӗсене пӑрахӑҫланӑ.
Вера Соколова хӑй айӑплӑ маррине ӗнентерме тӑрӑшнӑ, тепӗр хутчен проба илме ыйтнӑ. Анчах суд пӗрех ун майлӑ йышӑну туман.
Раҫҫейре 2018 ҫулта футбол енӗпе тӗнче чемпионачӗ иртет. Ку пулӑма кӗтсе илмешкӗн Шупашкар та хатӗрленет.
Чемпионат пуҫланиччен Шупашкарти «Спартак» стадиона юсаса ҫӗнетӗҫ. FIFA ыйтнипе, футбол уйне пысӑклатӗҫ. Малтанах ҫиелти тӑпрана илӗҫ, унтан дренаж хурӗҫ. Газон курӑкне ҫитес ҫуркунне акӗҫ.
Вылямалли ҫӗнӗ уй, хывӑнса тӑхӑнмалли пӳлӗм, конференц-зал пулӗ. Стадиона тӗпрен ҫӗнетӗҫ. Унта пӗр команда тренировкӑсем ирттерӗ. Ку пӗтӗмпе 134 миллион тенке кайса ларӗ. 2016 ҫул валли 44 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Ку — федераци хыснинчи укҫа. Муниципалитет хыснинчен 11 миллион тенкӗ панӑ.
Ӗҫӗ пурнӑҫлаканӗ паллӑ ӗнтӗ. Вӑл — Трест-11. Ҫавӑн пекех проектпа килӗшӳллӗн тӗрлӗ мероприяти ирттерме пӳлӗмсем тӑвӗҫ. Медицина тата массаж тумалли пӳлӗмсем те пулӗҫ. «Спартака» ҫитес ҫулхи утӑ уйӑхӗччен туса пӗтерме палӑртнӑ.
Чӑваш Енӗн тӳре-шари унччен те хоккейла вылятчӗ. Республикӑн правительствинче ӗҫлекенсем Патшалӑх Канашӗн депутачӗсемпе пӑр ҫинче тӗл пулатчӗҫ. Иртнӗ уйӑхра чӑваш парламентне депутатсене ҫӗнӗрен суйланӑ хыҫҫӑн та хоккей выляма пӑрахман. Ӗнер пуҫласа клюшка тата шайба йӑтса пӑр ҫине тухнӑ.
Юлташла матча Чӑваш Енӗн Элтеперӗ Михаил Игнатьев, ЧР Патшалӑх Канашӗн экс-ертӳҫи, халӗ депутачӗ Юрий Попов та унчченхиллех тухнӑ. Депутатсемпе тӳре-шара командисем Чӑваш Енӗн Спорт министерствин «Чебоксары Арена» (чӑв. Шупашкар Арена) пӑр керменӗнче тӗл пулнӑ.
Михаил Игнатьев Элтепер шучӗпе Патшалӑх Канашӗн ҫӗнӗ йышӗ спортпа тата туслӑрах. Спорт вара пӗрлештерет, сывлӑхлӑ пулма пулӑшать, талпӑнма хистет, вӑй-хал парать.
Рио-де-Жанейрора иртнӗ Олимп ваййине хутшӑннӑ чӑваш спортсменкине Ирина Калентьевӑна тата унӑн тренерне республика хыснинчен укҫа уйӑрса хавхалантарма йышӑннӑ. Хушӑва паян Чӑваш Ен Правительствин пуҫлӑхӗ Иван Моторин алӑ пуснӑ.
Аса илтеретпӗр, Патӑрьел районӗнчи Нӑрваш Шӑхаль ялӗнче ҫуралса ӳснӗ спортсменка финиша 17-мӗш ҫитнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ.
Ирина Калентьева юлашки вӑхӑтра Мӑкшӑ Республикин чысне хӳтӗлесе пурӑнчӗ. Асӑннӑ республикӑри Олимп резервӗн шкулӗнче вӗренекен велочупуҫӑсемпе тӗл пулнӑ чух Ирина Калентьева тӑван тӑрӑхне кӳренсе калаҫнӑ. Тӗнче кубокне пилӗк хутчен ҫӗнсе илнӗ, тӗнче чемпионатӗнче икӗ хутчен мала тухнӑ, 2008 ҫулхи Олимп ваййинче бронза медале тивӗҫнӗ спортсмен Чӑваш Еншӗн 20 ҫул ытла ӑмӑртӑва хутшӑннине аса илнӗ май: «Официаллӑ ҫынсенчен мана пӗр ҫын та Риори Олимпиада умӗн ӑнӑҫу сунмарӗ», — тенӗччӗ.
Маларах асӑннӑ хушура Олимпиадӑна хутшӑннӑ Ирина Калентьевана 50 пин тенкӗ, унӑн тренерне Алексей Семенова 25 пин тенкӗ уйӑрма йышӑннӑ.
Паян, юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, Шупашкарта Пӗтӗм Раҫҫейри утмалли куна паллӑ тунӑ. Спорта юратакансем хулари тӗп урамсемпе утнӑ. Ку мероприятине ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев та хутшӑннӑ.
Ку уява йӑлана кӗнӗ акципе пӗрлештернӗ. Пӗтӗм тӗнчери ваттисен кунӗнче ветерансем сывлӑхне ҫирӗплетсе утнӑ тата ҫынсем тухтӑрпа уҫӑлма тухнӑ.
Пӗтӗм Раҫҫейри утмалли куна Олимп чемпионки Елена Николаева та хутшӑннӑ. Спортсменкӑн шухӑшӗпе, утасси — спортӑн чи ҫӑмӑл тӗсӗ. «Олимп медалӗ патне эпӗ нумай талпӑннӑ. 30 ҫулта Олимп чемпионки пулса тӑтӑм! Паянхи кун та утатӑп, сывӑ пурнӑҫ йӗркине пӑхӑнатӑп», — тенӗ Елена Николаева.
Рио-де-Жанейрора иртнӗ Олимп ваййине чӑваш спортсменки Ирина Калентьева хутшӑннине, маунтинбайк енӗпе иртнӗ ӑмӑртура вӑл 17-мӗш вырӑн йышӑннине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ.
Патӑрьел районӗнчи Нӑрваш Шӑхаль ялӗнче ҫуралса ӳснӗ спортсменка юлашки вӑхӑтра Мӑкшӑ Республикин чысне хӳтӗлесе пурӑнать.
Асӑннӑ республикӑри Олимп резервӗн шкулӗнче вӗренекен велочупуҫӑсемпе тӗл пулнӑ чух Ирина Калентьева тӑван тӑрӑхне кӳренсе калаҫни сисӗннӗ.
Тӗнче кубокне пилӗк хутчен ҫӗнсе илнӗ, тӗнче чемпионатӗнче икӗ хутчен мала тухнӑ, 2008 ҫулхи Олимп ваййинче бронза медале тивӗҫнӗ спортсмен Чӑваш Еншӗн 20 ҫул ытла ӑмӑртӑва хутшӑннине аса илнӗ май: «Официаллӑ ҫынсенчен мана пӗр ҫын та Риори Олимпиада умӗн ӑнӑҫу сунмарӗ», — тенӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.04.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| «Чебоксарская правда» хаҫатӑн пӗрремеш кӑларӑмӗ тухнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |