Италире биатлон енӗпе Тӗнче кубокӗ иртет. Унта пирӗн ентеш Татьяна Акимова та хутшӑннӑ. Антхольц хулинче иртнӗ ӑмӑртура чӑваш спортсменки финиша пиллӗкмӗш ҫитнӗ.
Малти вырӑна Германин пӗрлештернӗ команди йышӑннӑ. Палӑртма кӑмӑллӑ: Раҫҫей биатлонисткисем пӑшалтан лайӑх пенӗ, пӗр штраф та илмен.
Татьяна Акимова тупӑшура йӗлтӗр туййине хуҫнӑ. Ҫул пӑрӑннӑ ҫӗрте шуҫлак пулнӑ. Ҫавна май Татьяна сетка ҫине кӗрсе кайнӑ. Вӑл ӳкнӗ, йӗлтӗре сеткӑран нумай вӑхӑт кӑларайман. Кайран каллех шуҫса кайнӑ, йӗлтӗр каллех ҫыхланса ларнӑ. Ҫапла вӑл нумай вӑхӑта сая янӑ. Кайран ӑна ытлашши вӑрӑм туя панӑ.
Кӑрлач уйӑхӗн 12–14-мӗшӗсенче Францири Фонт Ромео курортӗнче фристайлӑн слоуп-стайл дисциплини енӗпе Тӗнче кубокӗн пӗрремӗш тапхӑрӗ иртнӗ. Унта пирӗн ентешсем Лана Прусакова тата Дмитрий Мулендеев хутшӑннӑ.
Арҫынсен тупӑшӑвӗнче Раҫҫей спортсменӗсенчен нихӑшӗ те квалификацие пурнӑҫлайман. Краснодар крайӗнчи Денис Некрасов — 28-мӗш, Чӑваш Енри Дмитрий Мулендеев 33-мӗш пулнӑ.
Хӗрарӑмсен тупӑшӑвӗ пынӑ кун вара ҫанталӑк япӑх тӑнӑ. Ҫакӑ та квалификацие пурнӑҫлама чӑрмантарнӑ ахӑртнех. Раҫҫей спортсменӗсенчен чи лайӑххи пулса Лана Прусакова 1-мӗш вырӑн йышӑннӑ.
Тӗнче кубокӗн тепӗр тапхӑрӗ кӑрлач уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Италири Зайзер-Альмӑра иртӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта ЧР Элтеперӗн Кубокне ҫӗнсе илессишӗн ҫӑмӑл атлетика енӗпе ӑмӑрту иртнӗ. Чӑваш Ен спортсменӗсем унта икӗ ылтӑн, пӗр кӗмӗл, виҫӗ пӑхӑр медальсем ҫӗнсе илнӗ.
Ӑмӑрту кӑрлач уйӑхӗн 14-мӗшӗнче пулнӑ. Тӗрлӗ регионтан килнӗ спортсменсем Олимп резервӗсен Ҫӗнӗ Шупашкарти 3-мӗш спорт шкулӗнче ӑмӑртнӑ. Михаил Игнатьев старт панӑ.
Кунашкал ӑмӑрту кӑҫалхипе 19-мӗш хут иртнӗ. 2013 ҫултанпа турнира Раҫҫей шайӗнче ирттереҫҫӗ. Пӗлтӗртенпе вара — Раҫҫей Гран-прин тапхӑрӗсенчен пӗри.
Анжелика Сидорова Элтепер Кубокне ҫӗнсе илнӗ. Вӑл Мускав тата Чӑваш Ен чысне хӳтӗленӗ. Ольга Муллинӑпа Ангелина Краснова иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗш вырӑнсене йышӑннӑ.
Екатерина Ишова 3 пин метра чупса ҫӗнтернӗ. Кӗмӗл медале Анна Ильина тивӗҫнӗ. Владимир Попов, Диана Политова, Кирилл Григорьев пӑхӑр медальсем илнӗ.
Патӑрьел районӗнчи Кӗҫӗн Патӑрьелте йӗлтӗр трассине ҫутатмалла тунӑ. 800 метр тӑршшӗ ҫав ҫула савӑнӑҫлӑ лару-тӑрурах уҫнӑ. Унта Чӑваш Енӗн физкультурӑпа спорт министрӗ Сергей Шелтуков, Патӑрьел район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Рудольф Селиванов тата спортсменсем хутшӑннӑ.
Йӗлтӗр трассисене республикӑри ытти территорире те йӗркеленине палӑртмалла. Ӗнер «Про город» интернет-хаҫатра ҫырнӑ тӑрӑх, ҫутатса тӑракан ҫулсене Канаш тата Комсомольски районӗсенче те уҫнӑ. Кӑрлачӑн 21-мӗшӗнче ун пекки Муркаш районӗнче ӗҫлесе кайӗ. Ҫывӑх вӑхӑтра республикӑра та ун пек трасса уҫма палӑртаҫҫӗ.
Сӑмах май, ӗнер Республикӑри олимп резервӗн 2-мӗш спорт шкулӗнче йӗлтӗрпе тупӑшассипе ӑмӑрту иртнӗ. Вӑл вӑхӑтра тӗрлӗ ҫулхисем тӗрлӗ дистанцие чупассипе ӑмӑртнӑ.
Вырӑнтан тапранман каска ҫӗрет тенӗ ваттисем. Шупашкар районӗнчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен центрӑн стационарлӑ уйрӑмӗсенче ку каларӑша асра ҫирӗп тытаҫҫӗ. Тӑван-пӗтенӗн, ачи-пӑчин хӳтлӗхӗсӗр юлнӑ кинеми-мучисене пӑхакансем вӗсен хырӑмӗ тутӑ та пӳрчӗ ӑшӑ пултӑр тенипех ҫырлахмаҫҫӗ.
Ваттисен ҫуртне лекнисене пурнӑҫпа тан уттарма тӑрӑшнипех пӗрлех сывӑ пурнӑҫ йӑли-йӗркипе туслаштарма ӑнтӑлаҫҫӗ. Ҫак тӗллевпе культурӑпа сиплев, арт-терапи тата реабилитаци канӑвӗ те йӗркелеҫҫӗ. Сывлӑха хавшатас мар тесе ирсерен зарядка тутараҫҫӗ, скандинави утти мелӗпе уҫӑлма, хӗлле йӗлтӗрпе ярӑнма
илсе тухаҫҫӗ. Выртан каска мӑкланнӑ, ҫӳрен каска якалнӑ тесе ахальтен каламаннине кинеми-мучисем хайсем курса-туйса ӗненеҫҫӗ.
«Моя империя» журнал редакторӗ Сергей Суслин Чӑваш Ен Элтеперне Михаил Игнатьева республика Правительствин ӗҫ-хӗлӗ пирки активлӑ ҫырни каласа кӑтартнӑ. Хаҫатҫӑ регион ертӳҫине журналта ура ҫинче ҫирӗп тӑракан предприяти-организаци ӗҫне, пултаруллӑ ҫынсемпе «республика паттӑрӗсене» хастар ҫутатнине пӗлтернӗ.
Михаил Игнатьев Элтепере Сергей Суслин 55 ҫулхи юбилейпе те саламланӑ, «республика ӑнӑҫлӑхӗшӗн» тухӑҫлӑ ӗҫлеме ырӑ суннӑ.
Республика ертӳҫи хаҫатҫӑна спорт темине, ҫав шутра хоккей пирки сӑмах пынӑ, анлӑлатма сӗннӗ. Элтепер шучӗпе, хоккей пӗрлӗхлӗ пулма хӑнӑхтарать, ҫӗнтерӳ патне туртӑнтарать, патриотизм туйӑмне ҫуратать. Сӑмах май, Сергей Суслин Чӑваш Енре шайбӑпа хоккей выляма пуҫлани килес ҫул 60 ҫул ҫитнине пӗлтернӗ.
Улатӑр районӗнче вӑй-хал культурипе сывлӑх тата спортпа массӑллӑ ӗҫе чи лайӑх йӗркеленине палӑртма смотр-конкурс ирттернӗ. Иртнӗ ҫулхи ӗҫ кӑтартӑвне тишкерсен вӗренӳ учрежденийӗсенчен Чуварлей (директорӗ — А.Ю. Смирнов, физкультура учителӗ — В.Н. Ванюхин) тата Ахматовӑри (директорӗ — Т.В. Емельянова, физкультура учителӗ — А.Н. Карпов) шкулсем мала тухнӑ. Первомайскинчи шкул та (директорӗ — Г.Н. Белоусова, физкультура учителӗ — Л.Н. Кулюкина) лайӑххипе палӑрнӑ.
Ял тӑрӑхӗсенчен Стемас (ял тӑрӑхне М.С. Душев ертсе пырать) ял тӑрӑхӗ пӗрремӗш вырӑна тухнӑ. Иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗшне Чуварлей (Н.В. Климкин) тата Кивӗ Эйпеҫ (В.П. Казанцев) ял тӑрӑхӗсем пайланӑ. Вӗсенче те физкультурӑпа спорт ӗҫне лайӑх йӗркеленӗ.
Кӑрлач уйӑхӗн 6-мӗшӗнче Германири Оберхов хулинче биатлон енӗпе Тӗнче кубокӗ иртнӗ. Спринт ӑмӑртӑвне нумаях пулмасть ҫитӗнӳ хыҫҫӑн ҫитӗнӳ тунӑ Татьяна Акимова та хутшӑннӑ.
Хальхинче пирӗн ентеш 14-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Ку — Раҫҫей спортсменкисен хушшинчи чи лайӑх кӑтарту. Ӑмӑртура Чехи спортсменки Габриэла Коукалова ҫӗнтернӗ. Унтан финала Финлянди биатлонистки Кайса Мякяряйнен ҫитнӗ. Виҫҫӗмӗш вырӑна Францири Мари Дорен-Абер йышӑннӑ.
Хальхи ӑмӑртура Татьяна Акимова пӗр хутчен ҫеҫ йӑнӑшнӑ, ҫавӑнпа вӑл ҫӗнтерӳҫӗрен 1 минут та 22 ҫеккунт каярах юлнӑ. Вӑл 14-мӗш вырӑн йышӑнса турнир зачетӗнче 9-мӗш вырӑнтан 7-мӗшне куҫнӑ.
Спорт ветеранӗсемпе сывӑ пурнӑҫ йӗркине юратакансем ӗнер Чӑваш Ен Элтеперӗн парнисене ҫӗнсе илессишӗн йӗлме йӗлтӗр йӗрӗ ҫине тухнӑ. Ӑмӑрту Спортӑн хӗллехи енӗсен центрӗн йӗлтӗр базинче иртнӗ.
Республика ертӳҫи Михаил Игнатьев ӑмӑрту йӗркелесси йӑлана кӗнине палӑртнӑ май вӑл тахҫантанпах кӗтнӗ спорт уявӗ пулнине асӑнса хӑварнӑ. Ун пек тупӑшусем ҫамрӑксене те спортпа туслаштарма пулӑшаҫҫӗ тесе шухӑшлать Элтепер. «Лыжник» (чӑв. Йӗлтӗрҫӗ) спорт клубӗн ертӳҫи Олег Сапожников республика ертӳҫисене спорт ветеранӗсене пур енлӗн пулӑшнишӗн тав тунӑ. Йӗлтӗр спорчӗ енӗпе СССР спорт маҫтӑрӗ, ветерансем хушшинче тӗнче чемпионки Наталья Кузьмина хӗллехи спорт ӑмӑртӑвӗсене ҫулсерен йышлӑнрах хутшӑннине палӑртнӑ.
Чӑн та, кӑҫалхи ӑмӑртӑва хутшӑннӑ 104 арҫынпа 34 хӗрарӑм хушшинче Чӑваш Енри йӗлтӗрҫӗсемсӗр пуҫне Мари Элтан, Чӗмпӗр облаҫӗнчен, Мускав хулинчен килнӗ спортсменсем те пулнӑ.
Нумаях пулмасть Елчӗк районӗнчи Элпуҫ ялӗнче «Кармал» спорт клубӗнче ӑсталӑхне туптакансем валли ҫӗнӗ спортзал уҫӑлнӑ. Ку ял ҫыннисемшӗн чӑн-чӑн парне пулнӑ.
Зал пысӑках мар. Ҫапах унта кӗрешмелли кавир, теннис вылямалли сӗтел, темиҫе тренажер вырнаҫтарнӑ. Спортзала савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ. Унта ял ҫыннисем те пухӑннӑ.
Ял халӑхне ЧР спорт министрӗ Сергей Шелтуков саламланӑ. Спорт кӗрешӗвӗн федерацийӗн президенчӗ Алексей Лапшин та унта ҫитнӗ.
Ҫав кун ялта чӑн-чӑн уяв пулнӑ. Чӑваш эстрада артисчӗсем концерт лартнӑ, тӗрлӗ ӑмӑрту иртнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.04.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| «Чебоксарская правда» хаҫатӑн пӗрремеш кӑларӑмӗ тухнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |