Сарӑту хулинче Пӗтӗм Раҫҫейри ял спорчӗн вӑййисем иртнӗ. Спортсменсем шыв йӑтас, ӗне сумалли аппарта сӳтсе пуҫтарас тата ытти енӗпе ӑмӑртнӑ. Ӑмӑртӑва Раҫҫейри тӗрлӗ регионтан 2 пин яхӑн ҫын килнӗ. Вӗсенчен 39-шӗ — Чӑваш Енрисем.
Тупӑшура спортӑн хӑйне евӗр 17 тӗсӗнче вӑй виҫнӗ. Чӑваш Ен ҫыннисем 11 тӗсре ӑмӑртнӑ. Олеся Игнатьева кунашкал ӑмӑртӑва виҫӗ хутчен хутшӑннӑ. Палӑртма кӑмӑллӑ: вӑл яланах малтисен ретӗнче пулнӑ.
Сарӑтури уйсемпе стадионсенче доярсемпе механизаторсем, ҫӑмӑл атлетсем те вӑй виҫнӗ. Регионсен ушкӑнӗнче Чӑваш Ен команди виҫҫӗмӗш пулнӑ. Пӗтӗмӗшле зачетра вара — улттӑмӗш.
Ӑмӑртӑва ҫемьепе каякансем те пулнӑ. Наталья, Сергей тата Софья Калитовсем спортсӑр хӑйсен пурнӑҫне курмаҫҫӗ. Ачисене те вӗсем спортпа туслаштараҫҫӗ.
Ӑмӑртӑва кайнӑ спортсменсене ЧР Спорт тата Ял хуҫалӑх министерствисем парнесемпе хавхалантарнӑ. Тепӗр кӗтмен парнепе те савӑнтарнӑ: спортсменсем Атӑл тӑрӑх теплоходпа ярӑнӗҫ.
Допинга хирӗҫ пӗтӗм тӗнчери агентствин никама пӑхӑнман комиссийӗ допинг тупса палӑртнӑ Раҫҫейри 11 футболист хушаматне ятарлӑ списока кӗртнӗ. Канада ҫынни Ричард Макларен ертсе пыракан комисси палӑртнӑ списокра Шупашкарта ҫуралнӑ, Мускаври "Измайлово" футбол клубӗн вратарӗн Камела Алекссеван хушамачӗ те пур.
Раҫҫейӗн юниорсен тата ҫамрӑксен пӗрлештернӗ командисен йышӗнче вылякан 19 ҫулти спортсменкӑсӑр пуҫне йышра Руслан Камболов, Павел Соломатин, Иван Князев, Сергей Евтушенко, Егор Генералов, Сергей Петров, Илья Зуев, Михаил Мищенко, Егор Никулин, Екатерина Маслак пур.
Камила Алексеевӑна 2015 ҫулхи пуш уйӑхӗн 23-мӗшӗнче икӗ ҫуллӑха дисквалификациленӗ. Ҫав вӑхӑтра вӑл вӑйӑсене хутшӑнаймӗ.
Шупашкарӑн халӗ хӑйӗн хоккей команди пур. Команда ытти хула спортсменӗсемпе ӑмӑртма тытӑнӗ.
Хоккеистсем командӑна «Шупашкар» ят панӑ. Спортсменсем логотиппа формӑна та суйланӑ. Форма ҫине чӑваш пӑхаттирне Улӑпа сӑнланӑ.
Халапа тӗпе хурса суйланӑ ӑна. Унпа килӗшӳллӗн, шӑпах Улӑп Шупашкара йӗркеленӗ. Вӑл Атӑл хӗррине канма ларнӑ. Тӑнӑ чухне ҫӗре чавсаланнӑ. Унта йӗр юлнӑ, кайран ҫӑлкуҫсем тапма тытӑннӑ, унтан вӗсем юханшывсем пулса тӑнӑ. Вӗсен хӗрринче хула йӗркеленме пуҫланӑ.
«Шупашкар» команда паян 18 сехет ҫурӑра Мӑкшӑ Республикин командипе вылӗ, ыран – Ҫырчаллӑ спортсменӗсемпе. Вырсарникун малти вырӑнсемшӗн кӗрешӗҫ.
Даурен Куруглиев — Чӑваш Енри паллӑ спортсмен. Вӑл тӗнче шайӗнчи ӑмӑртусене хутшӑнса малти вырӑнсене йышӑнать. Даурен — ирӗклӗ кӗрешӳҫӗ.
Нумаях пулмасть РФ спорт министрӗ Виталий Мутко Даурен Куруглиева «Тӗнче класлӑ Раҫҫей спорт мастерӗ» ята парас тӗлӗшпе постановление алӑ пуснӑ.
Даурен Олимп резервӗсен Ҫӗнӗ Шупашкарти училищинче, Олимп резервӗсен ачасемпе ҫамрӑксен 3-мӗш спорт шкулӗнче ӑсталӑхне туптать.
Сӑмах май, ҫулталӑк пуҫланнӑранпа «Тӗнче класлӑ Раҫҫей спорт местерӗ» ята Чӑваш Енри икӗ спортсмен тивӗҫнӗ. Тепӗр 15-шне Раҫҫей спорт мастерӗн ятне панӑ.
Рио-де-Жанейрӑра Олимп вӑййисем пуҫланиччен вӑхӑт нумаях юлмарӗ. Допинг харкашӑвӗ спортсменсен кӑмӑлне пусарчӗ, ҫапах вӗсем ку ыйтӑва татса парасса юлашки кунччен шанчӗҫ.
Раҫҫей спортсменӗсене Олимпиадӑра хутшӑнма ирӗк панӑ. Анчах пурне те мар. Ҫӑмӑл атлетсем унта каяймӗҫ. Унччен допинг ӑша янипе ҫакланнӑ спортсменсем те Рио-де-Жанейрӑна вӗҫмӗҫ.
РФ спорт министрӗ Виталий Мутко каланӑ тӑрӑх, паянхи кун тӗлне Раҫҫейри 272 спортсмена Олимп вӑййисене хутшӑнма ирӗк панӑ.
Чӑваш Енрен унта тӑваттӑн кайӗҫ. Дарья Спиридонова гимнастка тӗп ӑмӑртусенче тупӑшӗ. Вячеслав Поляшовпа Евгения Шелгунова — резервра. Ирина Калентьева маунтинбайк енӗпе ӑмӑртӗ.
Чӑваш Енри 6 ҫӑмӑл атлет та Олимп вӑййисене кайма пултарнӑ. Анчах Раҫҫейри ҫӑмӑл атлетсемшӗн, Дарья Клишинӑсӑр пуҫне, ӑмӑрту пуҫланмасӑрах вӗҫленнӗ.
Утӑ уйӑхӗн 31-мӗшӗнче Сӗнтӗрвӑрри районӗнче Атӑл урлӑ ишсе каҫасси енӗпе ӑмӑрту иртӗ. Ӑна сумлӑ ентеше Андриян Николаев космонавта халаллӗҫ.
Ку ӑмӑрту вӑй-хал культурин кунӗ ячӗпе те иртӗ. Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, старт Атӑл леш енче пулӗ. Ишевҫӗсен финишӗ — Сӗнтӗрвӑрри хулинчи пляжра.
Ӑмӑртура ҫӑлавҫӑсем, васкавлӑ медпулӑшу пулӗҫ, тем пулас тӑк пулӑшӗҫ. Тупӑшӑва ятарласа хатӗрленнӗ спортсменсем хутшӑнӗҫ. Терапевт ишме ирӗк панӑ справка пулсан лайӑхрах. Ҫавӑн пекех вӗсен инҫе дистанцисене ишнӗ опыт та пулмалла.
Сӑмах май, Андриян Николаев космонавт Атӑла пӗрре мар ишсе каҫнӑ.
Шупашкарта маунтинбайк центрӗ уҫӑлсан Раҫҫей чемпионачӗ старт илнӗ. Спортсменсем кросс-кантри дисциплинӑра ӑмӑртнӑ.
Чӑваш велочупуҫи Ирина Калентьева, Патӑрьел районӗнчи Нӑрваш Шӑхаль ялӗнче ҫуралса ӳснӗскер, чемпион ятне 13-мӗш хут тивӗҫнӗ. Ирина Пекинра иртнӗ Олимп вӑййисен призерӗ те.
Спортсменка Чӑвашра маунтинбайк центрӗ уҫӑлнӑшӑн савӑнать. Унччен вӗсем путвалта тренировкӑсем ирттернӗ.
Хӗрарӑмсен «элитинче» 19 спортсменка тупӑшнӑ. Пирвайхи 150 метрта ҫеҫ пурте пӗр тан пынӑ. Кайран Ирина Калентьева мала кайнӑ. Вӑл 5 ҫаврӑма 1 сехет те 17 минутра парӑнтарнӑ. Финиша пуринчен те малтан, самай маларах, ҫитнӗ.
Арҫынсен йышӗнче вара Тимофей Иванов пӗрремӗш пулнӑ. Тупӑшу вӗҫленнӗ кӑна — Пӗтӗм тӗнчери Олимп комитечӗ Раҫҫей спортсменӗсене Олимп вӑййисене хутшӑнма ирӗк панине пӗлнӗ. Мӗн тери савӑнӑҫ пулнӑ ку вӗсемшӗн.
Олимпиадӑра кросс-кантри дисциплинӑра хӗрарӑмсем – ҫурлан 20-мӗшӗнче, арҫынсем 21-мӗшӗнче тупӑшӗҫ.
Утӑ уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Шупашкарта маунтинбайк енӗпе олимпиецсене хатӗрлекен регион шайӗнчи центр хута кайнӑ.
Ӑна уҫма тӗрлӗ шайри тӳре-шара: Чӑваш Ен Элтеперӗнчен Михаил Игнатьевран пуҫласа РФ Патшалӑх Думин Вӗренӳ енӗпе ӗҫлекен комитечӗн ертӳҫин ҫумӗ Алена Аршинова таранах хутшӑннӑ. Спортсменсем те, паллах, пулнӑ. Хӗрлӗ хӑйӑва касма маунтинбайк енӗпе тӗнчен икӗ хут чемпионки Ирина Калентьева, маунтинбайк енӗпе Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командин тӗп тренерӗ Вячеслав Устинович та ҫитнӗ.
Тин ҫеҫ уҫнӑ маунтинбайк центрӗнче хальхи йышши тренажерсем вырнаҫтарнӑ. Вӗсемпе спортсменсем кӑна мар, спорта юратакансем те усӑ курма пултараҫҫӗ тесе ӗнентереҫҫӗ.
Утӑ уйӑхӗн 23–24-мӗшӗсенче вара пирӗн республикӑра велоспорт енӗпе Раҫҫей чемпионачӗ иртнӗ.
Паян телекуравпа акӑ мӗн пӗлтернӗ: Пӗтӗм тӗнчери Олимп комитечӗ Раҫҫей спортсменӗсене Рио-де-Жанейрӑра иртекен Олимп вӑййисене хутшӑнма ирӗк панӑ. Кун пирки Тина Канделаки хӑйӗн Твиттерӗнче те пӗлтернӗ.
Анчах Рио-де Жанейрӑра иртекен Олимп вӑййисене пур спортсмен та хутшӑнаймӗ. Унта каякан спортсменсен списокне каярах пӗлтерӗҫ. Олимп комитечӗ кашни спортсменӑн допинг историне пӑхса тухӗ. Унччен спортсмен допинг ӑша янипе лекнӗ пулсан вӑл Рио-де-Жанерӑра иртекен Олимп вӑййисене каяймӗ.
Аса илтерер: допинг шӑв-шавӗ кӑҫалхи ҫу уйӑхӗнче ҫӗкленнӗ. Олимп вӑййисем вара Рио-де-Жанейрӑра ҫурла уйӑхӗн 5-мӗшӗнче пуҫланӗҫ.
Чӑваш Енре ҫуралса ӳснӗ, спортри пуҫламӑш утӑмӗсене, хӑшӗсем — ҫитӗнӗвӗсене те, кунта тунӑ маттурсем хальхи вӑхӑтра ют регионсен чысне хӳтӗленине, халӗ вӗсенчен хӑшӗсем Рио-де-Жанейрӑра ҫитес уйӑхра иртекен Олимп вӑййисене урӑх регионсен ялавӗпе хутшӑнма ӗмӗтленнине эпир пӗлтернӗччӗ.
Аса илтеретпӗр, чӑваш ҫӗрӗнчен тухса урӑх регионта тӗпленнӗ ултӑ ҫӑмӑл атлет Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командине кӗнӗччӗ. Йыша Мӑкшӑ Республикинчи Светлана Васильева, Мускаври Марина Пандакова тата Анжелика Сидорова, Мускав облаҫӗнчи Татьяна Архипова тата Алина Прокопьева, Крымри Вера Ребрик лекнӗччӗ. Анчах вӗсем тата Раҫҫейри ҫӑмӑл атлетсем Олимп вӑййисене ахӑртнех хутшӑнаймӗҫ. Ӗнер иртнӗ Спортӑн арбитраж судӗнче Раҫҫейри ҫӑмӑл атлетсене Олимпиадӑна кӗртмелли йышӑну кӑларман.
Вырсарникун Олимпиадӑн пӗтӗм тӗнчери комитечӗ хӑйӗн татӑклӑ сӑмахне калӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.04.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| «Чебоксарская правда» хаҫатӑн пӗрремеш кӑларӑмӗ тухнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |