Чӑваш Енри тепӗр тӑватӑ спортсмен «РФ тава тивӗҫлӗ спорт мастерӗ» ята тивӗҫнӗ. Кун пирки РФ спорт министрӗ Виталий Мутко хушу алӑ пусса ҫирӗплетнӗ.
ЧР Спорт министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Республикинчен ҫав йыша Александр Новиков ҫӑмӑл атлет, Ришат Нигматуллин самбист кӗнӗ. Ҫавӑн пекех ку ята Павел Вязовпа Дмитрий Ефимов триатлонистсем тивӗҫнӗ.
Сӑмах май, кӑҫал Чӑваш Енри тепӗр тӑватӑ спортсмен сумлӑ ята илнӗ. Вӗсем «Тӗнче класлӑ спорт мастерӗ» ята тивӗҫнӗ.
Ҫак кунсенче Новосибирск хулинче биатлон енӗпе Раҫҫей Кубокӗ VII тапхӑрӗ пырать. Вӑл пуш уйӑхӗн 12-мӗшӗнче пуҫланнӑ, паян вӗҫленмелле. Ҫӗршыв шайӗнчи ӑмӑртӑва Чӑваш Енри тӑватӑ спортсмен хутшӑнать. Стартӑн пӗрремӗш кунӗнче спринтерсен ӑмӑртӑвӗнче Муркаш тӑрӑхӗнчен тухнӑ, Спортӑн хӗллехи енӗсен республикӑри центрӗнче хӑйӗн ӑсталӑхне туптакан Вячеслав Акимов ҫӗнтернӗ. 10 километра вӑл 24 минут та 54 ҫеккунтра ҫӗннӗ. Красноярск тӑрӑхӗнчи кӗмӗл призертан Сергей Корастылевран вӑл 11 ҫеккунт иртнӗ.
Спринта ҫӗршывӑн тӗрлӗ регионӗнчен пурӗ 70-е яхӑн спортсмен хутшӑннӑ. Чӑваш Енрен пурӗ тӑваттӑн тупӑшнӑ. Ҫавсенчен Павел Магазеев пиллӗкмӗш вырӑна тухнӑ, Павел Охотников финиша 25-мӗш ҫитнӗ, Евгений Петров — 29-мӗш.
Мускавра сётокан енӗпе ачасен хушшинче Пӗтӗм Раҫҫейри ӑмӑрту иртнӗ. Унта 41 регионти 1500 ытла спортсмен хутшӑннӑ.
Чӑваш Ен спортсменӗсем ӑнӑҫлӑ тупӑшнӑ. Арҫынсен кумитэ дисциплининче «Будокан» спорт клубӗн спортсменӗ Александр Аввакумов ҫӗнтернӗ. Ҫапла майпа вӑл Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командине кӗнӗ. Команда кӑҫалхи юпа уйӑхӗнче Грецире иртекен Европа чемпионатне хутшӑнӗ.
Александр кӗмӗл медаль хуҫи те пулса тӑнӑ. Ӑна вӑл командӑпа тупӑшса тивӗҫнӗ. Олег Тарашкинпа Владимир Тютин та Чӑваш Ен чысне хӳтӗленӗ.
Раҫҫейӗн ачасен пӗрлештернӗ командине Александр Максимов, Богдан Авдеев, Роман Владимиров тата Илья Тарасов кӗнӗ. Вӗсем Сербире иртекен ӑмӑртӑва хутшӑннӑ.
«Хавал» чӑвашсен халӑх пӗрлешӗвӗ юлашки ҫулсенче вӗҫӗмех чӑваш чӗлхине калаҫура вӗренмелли лагерь йӗркелет. Хастарсем кӑҫал та ӑна пухӗҫ. Хальхи, шучӗпе ҫиччӗмӗш, утӑ уйӑхӗн 3-10-мӗшӗнче «Сурские зори» (чӑв. Сӑр шурӑмпуҫӗ) кану базинче пуҫтарӑнӗ.
Лагере пухнин тӗллевне «Хавал» ҫулленхи тӗлпулусене йӑлана кӗртессипе ҫыхӑнтарать. Тӗлпулу тӗллевӗ вара, маларах палӑртрӑмӑр ӗнтӗ, ҫав вӑхӑтра чӑваш чӗлхине ҫине тӑрса тата хӑвӑрт ӑша хывасси. Тӑван халӑхӑмӑрӑн культурипе, историйӗпе, йӑла-йӗркипе паллаштарассине те тӗллев шутне кӗртеҫҫӗ.
Программа епле пулассине те халех палӑртнӑ. Чӑваш чӗлхи урокӗсене виҫӗ шайпа йӗркелесшӗн. Ачасемпе яш-кӗрӗмпе хӗр-упраҫ валли вӗренӳ вӑйӑ курсӗ евӗр те пулӗ. Чӗлхене преподавательсем хальхи вӑхӑтри меслетсемпе усӑ курса ӑша хывма пулӑшӗҫ. Наци тӗррипе, халӑх юррисемпе тата ташшисемпе ӑсталӑх класӗсем иртӗҫ. Вӗреннипе пӗрлех вӑхӑта спорт мероприятийӗсенче кӑсӑклӑ ирттерме май туса парӗҫ. Экскурсисем йӗркелеме те шантараҫҫӗ.
Лагере хутшӑнакансен йӗркелӳ тата чӗлхе взносӗ, пурӑннишӗн тата апат ҫинишӗн тӳлеме тивӗ.
Ҫак кунсенче Етӗрне районӗнчи Пӗрҫырланта районти тӗрлӗ ялсенчен пухӑннӑ 7 ушкӑн волейбол ӑмӑртӑвне хутшӑннӑ. Ку ӑмӑртусем кӑҫалхипе Чурпай ялӗнче пурӑннӑ Сергей Станиславович Григорьева асра тытса 3-мӗш хут иртнӗ.
Сергей Григорьев хӑй вӑхӑтӗнче вырӑнти Тимирязев ячӗллӗ колхоз ертӳҫи, унтан чылай вӑхӑт хушши Етӗрнери электрокомпани пуҫлӑхӗ пулса тӑрӑшнӑ. Халӑх ӑна темиҫе хутчен те район депутачӗ пулма суйланӑ. Депутат тивӗҫӗсене вӑл яланах чыслӑн пурнӑҫланӑ. Спорта юратакансем «Заря» (Шурӑмпуҫ") футбол команди йӗркелесен вӑл вӗсене куллен пулӑшма майсем тупма пултарнӑ, Пӗрҫырлан ял тӑрӑхӗнчи «Сӑрьен» тата «Илем» юрӑ ансамблӗсене те яланах спонсорла пулӑшу панӑ.
Пухӑннисем малтанах Сергей Григорьева ырӑ сӑмахсемпе аса илчӗҫ: Пӗрҫырлан ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Степанова Н.Ю, вырӑнти депутат Мурзин Николай Михайлович инженер, пӗрле ӳссе ҫитӗннӗ, афган вӑрҫине хутшӑннӑ Козлов Александр Владимирович пухӑннисене ӑмӑртура ӑнӑҫусем сунчӗҫ.
Ҫӗнтерӳҫӗ ятне кӑҫалхипе иккӗмӗш хутчен Асламасран килнӗ «Асламасы» волейбол команди ҫӗнсе илчӗ, куҫса ҫӳрекен кубока тивӗҫрӗ.
Пушӑн 4–8-мӗшӗсенче Свердловск облаҫӗнчи Новоуральск хулинче спорт туризмӗ енӗпе Раҫҫей чемпоначӗ иртнӗ. Чӑваш Ен чысне Андрей Львов, Сергей Кузнецов, Семен Машанов, Андрей Белов хӳтӗленӗ.
Чӑваш спортсменӗсен пухмачӗ пӗрремӗш кунранах пуянланма тытӑннӑ. Сергей Семенов пӗлтӗрхи пекех каллех ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ. Йӗлтӗр связкинче те чӑваш спортсменӗсене ҫитекенни пулман. Пӗлтӗрхи чемпионатра Сергей Кузнецов тата Андрей Львов пьедестал ҫине кӑшт ҫеҫ хӑпарайман. Кӑҫал вара вӗсем финиша пӗрремӗш ҫитнӗ.
Ушкӑн дистанцийӗ юлашки кунра иртнӗ. Унта та пирӗн ентешсем маттурлӑхӗпе палӑрнӑ: кӗмӗл медаль ҫӗнсе илнӗ.
Чӑваш Енри маттур биатлонистка Татьяна Акимова Норвегире иртнӗ тӗнче чемпионатне хутшӑннӑ. Вӑл пуш уйӑхӗн 9-мӗшӗнче иртнӗ.
Ӑмӑртура хӗрарӑмсем 15 ҫухрӑма чупса тупӑшнӑ. Чи маттурри Францири Мари Дорен-Абер пулнӑ. Шел те, Раҫҫей спортсменкисем пьедестал ҫине хӑпарайман.
Татьяна Акимова тӗнче чемпионатне пӗрремӗш хут хутшӑннине палӑртмалла. Вӑл ӑмӑртура виҫӗ хут тӗл лектереймен, ҫавӑнпа 39-мӗш вырӑн ҫеҫ йышӑннӑ.
Татьяна юлашки ҫаврӑмра ӳкнӗ. Пенӗ чухне вӑл тӗл лектереймен. Ҫакна вӑл ывӑннипе е психологипе ҫыхӑнтарнӑ.
Шупашкар районӗнчи Карачура ялӗнчи Алексей Дудкин йытӑ кӳлсе Пӗтӗм тӗнче шайӗнчи ӑмӑртӑва тухса кайнӑ.
«Волга Квест–2016» ят панӑ тупӑшу пуш уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Самар облаҫӗнчи Тольяттинче уҫӑлнӑ.
Карачурара ҫуралнӑ А. Дудкинӑн Раҫҫейри, Финляндинчи тата Польшӑри спортсменсемпе тата вӗсен тӑватӑ ураллӑ тусӗсемпе ӑмӑртма тивнӗ.
Паян спортсменсем тепӗр хутчен тупӑшӑва тухнӑ. Дистанцие чи малтанах Тӗменти Михаил Фатеев тухнӑ, ун хыҫҫан тепӗр 21 минту та 8 ҫеккунтран — Войтек Сигула поляк, вӗсем хыҫҫӑн Мускаври Вячеслав Демченко тата Чӑваш Енри Алексей Дудкин старта тӑнӑ. Спортсменсен 200 километр ытла тӑршшӗ инҫӗше ҫӗнмелле.
Хӑйне евӗр спорт тупӑшӑвне Тольяттинче уҫнӑ та йытӑ кӳлнӗ ҫынсем «Самар Луки» наци паркӗ тӑрӑх вирхӗнсе иртнӗ. Пӗтӗмпе 14 команда хутшӑннӑ ӑмӑртӑва. Кӑҫал ӑна иккӗмӗш хут йӗркеленӗ. Пӗрремӗш хут икӗ ҫул каялла, 2014-мӗшӗнче, ирттернӗ. Ун чух Германирен килнӗ Сильвия Футваенглер ҫӗнтернӗ.
Ҫак кунсенче Норвегин тӗп хулин пӗр районӗ шутланакан Холменколленра биатлон енӗпе тӗнче чемпионачӗ иртет. Унта пирӗн ҫӗршыв спортсменӗсем те хутшӑнаҫҫӗ. Раҫҫейӗн командине Чӑваш Енӗн биатлон шкулӗн воспитанникӗ Татьяна Акимова та лекнӗ.
Шел те, пирӗн спортсменсем (арҫынӗсем те, хӗрарӑмӗсем уйрӑмах) ҫӗнтерӳпе хальлӗхе савӑнтараймарӗҫ-ха. Биатлона кӑмӑллакансем арҫынсене шанчӗҫ те, анчах вӗсем те ҫӗнтерӳ пьедесталӗ ҫине лекеймерӗҫ.
Паян хӗрарӑмсем уйрӑм тупӑшура чупӗҫ. Раҫҫей комндине пиллӗкӗн кӗнӗ: ҫав шутра — Чӑвашри Татьяна Акимова та. Вӑл тӗнче чемпионачӗн дебютантки шутланать. Унсӑр пуҫне Екатерина Юрлова, Дарья Виролайнен, Екатерина Шумилова тата Анастасия Загоруйко тупӑшӗҫ. Трансляцие «Матч.ТВ» телеканал каҫхи 17 сехет те 30 минутра кӑтартӗ.
Шупашкарти кӳлмекре авточупӑвӑн финалӗ иртнӗ. Раҫҫей Кубокӗн пӗтӗмлетӳ тапхӑрӗ пуш уйӑхӗн 6-мӗшӗнче пулнӑ.
Авточупура Егор Санин тата Андрей Подролян ҫӗнтернӗ. Ҫанталӑка пула кӑштах улшӑнусем кӗртме тивнӗ. Малтанах 1400 класс валли чупу иртнӗ. Унтан 1600 класс валли масс-старт пулнӑ.
Ҫанталӑк ӑшӑ тӑнӑ май пӑр ҫинче кӳлленчӗксем пулнӑ, ҫавна май урапа айӗнчен сирпӗннӗ вӑл. Кунашкал ӑмӑрту куракансене питӗ килӗшнӗ.
1400 класра Егор Санин ҫӗнтернӗ. 1600 класс чупура вара Андрей Подолян мала тухнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.04.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| «Чебоксарская правда» хаҫатӑн пӗрремеш кӑларӑмӗ тухнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |