Ӗнер Шупашкар районӗнче «Сурхури чупӑвӗ–2016» йӑлана кӗнӗ тупӑшу уҫӑлнӑ. Автомобиль тупӑшӑвне республикӑн Физкультурӑпа спорт министерстви тата Шупашкар район администрацийӗ ирттернӗ.
Урапасен тупӑшӑвне официаллӑ майпа ӗнер 10 сехет те 30 минутра уҫнӑ. Ӑмӑрту 11 сехетре пуҫланнӑ. Паян та ӑмӑрту малалла тӑсӑлӗ. хальхинче спортсменсем 12 сехетре старта тухӗҫ. Вӗсен 1200 метрлӑ трассӑна ҫӗнмелле. Тупӑшакансене пилӗк ушкӑна пайланӑ. Ӑмӑрту Ҫырмапуҫ ялӗ ҫывӑхӗнчи лапамра иртет.
Сӑмах май каласан, халӑх тетелӗсенчен пӗринче ӑмӑртура инкек пулни пирки те пӗлтерчӗҫ. Тупӑшакан урапасенчен пӗри тӳре ҫине пырса кӗнӗ-мӗн, лешне тухтӑрсем васкавлӑ пулӑшу кӳнӗ пулать. Анчах халӑх тетелӗнче каярах тӳре суранланманни пирки ҫырчӗҫ.
Пӗлтӗр Хӑвӑрт утакансен тӗнче чемпионатне — вӑл кӑҫалхи ҫу уйӑхӗн 7–8-мӗшӗсенче пулмаллаччӗ — ирттерес вырӑна улӑштарасси ҫинчен пӗлтернӗччӗ. Сӑлтавӗ никама пӑхӑнман WADA агентство тӗпчев ирттернӗ хыҫҫӑн тухнӑ допинг скандалӗпе ҫыхӑннӑччӗ. 2015 ҫулхи чӳкӗн 14-мӗшӗнче иртнӗ IAAF ларӑвӗнче Раҫҫей спортсменӗсене тӗнче чемпионачӗсене хутшӑнма чарнисӗр пуҫне пирӗн патшалӑхри икӗ чемпионата та ирттерме чарчӗҫ: маларах палӑртнӑ Шупашкарти мероприятие тата Хусанти ҫамрӑксен ҫӑмӑл атлетикӑн тӗнче чемпионатне.
Пӗтӗм тӗнчери ҫӑмӑл атлетика федерацийӗн (IAAF) пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх хӑвӑрт утакансен тӗнче чемпионатне ирттермелли вырӑна Рима куҫарма шут тунӑ. Ку сасӑлав ирттернӗ хыҫҫӑн палӑрнӑ. Чемпионачӗ вара маларах палӑртнӑ пекех ҫу уйӑхӗн 7–8-мӗшӗсенче иртӗ. Ҫавӑн пекех Хусан ҫухатнӑ ҫамрӑксен чемпионачӗ валли те тепӗр вырӑн тупнӑ — вӑл Польшӑра вырнаҫнӑ Пӑткоҫ (Быдгощ) хулинче иртӗ.
Каласа хӑварас пулать, Шупашкар вырӑнне урӑххине суйланӑ чухне тепӗр темиҫе хулана та тӑратнӑ пулнӑ — Гуаякиль (Эквадор), Кейӳ (Украина), Монтерей (Мексика). Римшӑн 9 сасӑ пулнӑ, ытти хуласемшӗн — тӑватшар.
Кӑрлач уйӑхӗн 6-мӗшӗнче Элӗк районӗнче вӗренӳ тытӑмӗнче ӗҫлекенсен хушшинче футзал енӗпе ӑмӑрту иртнӗ. Унта хӗрарӑмсен 8 команди хутшӑннӑ.
Этемлӗхӗн черчен пайӗ ӑмӑртура маттурлӑхӗпе палӑрнӑ. Кашни командах ҫӗнтерӳ патне талпӑннӑ. Ӑмӑртӑвӑн пӗрремӗш минутӗнченех хӗрӳ тупӑшу пуҫланнӑ.
Ӑмӑртура ҫӗнтерӳҫӗ ятне чи маттуррисем тивӗҫнӗ. Вӗсем — Ураскилтри шкул команди. Ҫурмафиналта Мӑн Выла шкулӗн командипе Тавӑт шкулӗ вылянӑ, пӗрремӗшӗсем 1:0 шутпа ҫӗнтернӗ. Ураскилтсем вара юнтапасемпе выляса 2 очко пухса ҫӗнтернӗ. Унтан виҫҫӗмӗш вырӑншӑн юнтапасемпе тавӑтсем вылянӑ. Тавӑтсем пӗр очко ытларах пухнӑ.
Кӑрлачӑн 6-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта кӗрешӳ енӗпе Пӗтӗм тӗнчери «Чемпионсен хӗллехи кубокӗ» иртнӗ. Ӑна «Чӑваш Енре канма вӑхӑт» проектпа килӗшӳллӗн йӗркеленӗ
Олимп резервӗсен ачасемпе ҫамрӑксен 3-мӗш спорт шкулӗнче иртнӗ мероприятие сумлӑ хӑнасем хутшӑннӑ: ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Сергей Михеев, ЧР спорт министрӗ Сергей Шелтуков, Ҫӗнӗ Шупашкар хула пуҫлӑхӗ Олег Матвеев, хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Олег Бирюков, «Любэ» ушкӑнӑн бас-гитарисчӗ Павел Усанов (вӑл Ҫӗнӗ Шупашкарта ҫуралса ӳснӗ) тата ыттисем.
Турнирта сакӑр тупӑшу пулнӑ. Унта Чулхула, Хусан, Чӗмпӗр, Раҫҫейӗн ытти хулисенчи спортсменсем вӑй виҫнӗ.
Ҫулсеренех республикӑри ял-хулисенче вырнаҫнӑ бассейнсене, спорт лапамӗсене, тренажер залӗсене тата катокӗсене пӗр-пӗр кун укҫасӑрах кӗртеҫҫӗ. Вӑл кунсене Спортпа сывлӑх кунӗсем ят панӑ.
Кӑҫал та, 2016 ҫулта, унашкал кунсем пулӗҫ. Енчен те ытти кунсенче республика тата муниципалитет шайӗнчи спорт ҫурчӗсене укҫа тӳлесе кӗмелле пулсан уйӑхра пӗр кун вӗсен алӑкӗсем пурин валли те уҫӑлӗҫ.
Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗ палӑртнӑ тӑрӑх Спортпа сывлӑх кунӗсем 2016 ҫулта ҫак кунсене лекӗҫ: кӑрлачӑн 9-мӗшӗ, нарӑсӑн 20-мӗшӗ, пуш уйӑхӗн 19-мӗшӗ, ака уйӑхӗн 23-мӗшӗ (ку вӑхӑталла чылай каток ӗҫлеме пӑрахӗ ӗнтӗ), ҫу уйӑхӗн 21-мӗшӗ, ҫӗртмен 18-мӗшӗ, утӑн 16-мӗшӗ, ҫурлан 13-мӗшӗ, авӑнӑн 24-мӗшӗ, юпан 22-мӗшӗ, чӳкӗн 19-мӗшӗ, раштавӑн 10-мӗшӗ. Ҫак кашни кун шӑматкуна лекет.
Аса илтеретпӗр, Спортпа сывлӑх кунӗсем пирӗн республикӑра 2014 ҫултанпа иртеҫҫӗ. Ӑна ирттересси Михаил Игнатьевӑн хушӑвӗпе килӗшӳллӗн пулса пырать.
Кӑрлачӑн 4-мӗшӗнче Етӗрне районӗнчи Пӗрҫырланти Культура ҫуртӗнче Етӗрне хулинчи, Муркаш тата Хӗрлӗ Чутай районӗнчен килнӗ шахмат ӑстисем тупӑшрӗҫ.
20 шахмастист хӑйсен ӑсталӑхӗпе палӑрчӗҫ. Йывӑр кӗрешӳре малти вырӑна Хӗрлӗ Чутай районӗнчен килнӗ Александр Альгешкин йышӑннӑ. Иккӗмӗш вырӑнта — Охандеров Николай, виҫҫӗмӗш вырӑнта — Семенов Александр.
Ҫӗнтерӳҫӗсене Хисеп хучӗпе тата пылак парнепе чысларӗҫ.
Ӗнер Вӑрнар районӗнче Федор Соколова асӑнса сӗтелҫи теннисла выляссипе черетлӗ хутчен турнир иртнӗ. Ӑна вӑрнарсем ҫулсерен, кӑрлачӑн 4-мӗшӗнче, йӗркелеҫҫӗ.
Федор Соколов Вӑрнар районӗнчи Ярмушкӑра ҫуралнӑ. Спорта районта тата республикӑра аталантарас тесе сахал мар мероприяти ирттернӗ. Сӗтелҫи теннисла выляссипе вӑл темиҫе хутчен те район чемпионачӗ пулса тӑнӑ. Республикӑри ӑмӑртусенче те яланах палӑрнӑ. Пурнӑҫран вӑл 57-е ҫитсен, 2002-мӗш ҫулта, уйрӑлнӑ.
12 ҫул хушшинче турнир вӑйланнӑҫемӗн вӑйланса пынине пӗлтереҫҫӗ. Вырӑнтисем каланӑ тӑрӑх, унта хутшӑнакансен йышӗ те хушӑнса пырать. Ӗнерхи те, ав, вӑрнарсене кӑна мар, Шупашкарпа Ҫӗмӗрле хулисенчи спортсменсене те пухнӑ. Вылякансем хушшинче Упамса ялӗнче ҫуралнӑ, Камчаткӑра пурӑнакан Александр Осипов офицер та пулнӑ.
Кӑрлачӑн 3-мӗшӗнче Элӗкре Хӗл мучи парнисене ҫӗнсе илессишӗн ӑмӑрту иртнӗ. Вӑл «Хӗлхем» вӑй-хал культурипе спорт комплексӗнче иртнӗ.
Вырӑнти спортсменсемпе тупӑшма кӳршӗ районсенчен те килнӗ. Ӑмӑрту ӳсӗме кура виҫӗ ушкӑнра иртнӗ. Зал хуҫисем ытларах медаль ҫӗнсе илнӗ. Ураскилт тата Тавӑт шкулӗнче вӗренекенсем, Муркаш районӗн спортсменӗсем темиҫе медаль ҫӗнсе илнӗ.
Ҫӗнтерӳҫӗсен йышӗнче Ураскилтри Даниил Алексеев, Муркашри Игорь Белов, Тавӑтри Даниил Никифоров, Элӗкри Александра Александрова тата Карина Киселева, Ураскилтри Татьяна Краснова тата ыттисем пулнӑ.
Ҫак кунсенче Етӗрне районӗнчи «Присурье» (чӑв. Сӑрҫум) спорт комплексӗн 4-мӗш хутӗнче ирӗклӗ мелпе кӗрешекенсенсен тата теннис залӗ уҫӑлнӑ. Ӑна уҫнӑ ҫӗре Етӗрне хулин пуҫлӑхӗ Фоланин В.И., Етӗрне районӗн вӗрентӳ пуҫлӑхӗ Филимонов А.А., районти пуху депутачӗсем Матвеев А.Н. тата Мешков С.В. хутшӑннӑ. Ку зал Етӗрне район депутачӗ Матвеев А.Н. пулӑшнипе уҫӑлнӑ. Мешков С.В. ачасене кӗрешмелли хатӗрсем тата мечӗксем парнеленӗ.
Матвеев Александр Николаевича Етӗрне район администрацин Хисеп хучӗпе тата Чӑваш Республикин физкультурӑпа спорт Министерствин Тав хучӗпе чысланӑ.
Спорта юратакансем ирӗклӗ мелпе кӗрешекенсем хушшинче иртнӗ турнира курса савӑннӑ, ҫӗнтерӳҫӗсем Хӗл Мучи парнине тивӗҫнӗ.
Сӑнсем (23)
Ҫак кунсенче Ҫӗмӗрле хулинче ҫамрӑк гимнасткӑсем хӑйсен пултарулӑхӗпе паллаштарчӗҫ. Етӗрне, Ҫӗмӗрле, Ҫӗрпӳ хулисенчен тата Кӳкеҫ поселокӗнчен пуҫтарӑннӑ 4–10 ҫулхи ачасем халлӗхе гимнастикӑра пӗрремӗш утӑмсем ҫеҫ тӑваҫҫӗ пулин те ҫапах вӗсен пултарулӑхӗ куракансене савӑнтарчӗ.
Уяв хыҫҫӑн Хӗл Мучи пурне те саламласа парнесемпе чысларӗ.
Сӑнсем (19)
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.04.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| «Чебоксарская правда» хаҫатӑн пӗрремеш кӑларӑмӗ тухнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |