Болгарире армспорт енӗпе Европа чемпионачӗ пырать. София хулинче ҫӗртмен 1-7-мӗшӗсенче иртекен ӑмӑртӑва 21 ҫул тултарман юниорсем хутшӑнаҫҫӗ. Унта пирӗннисем те ӑнӑҫлӑ тупӑшаҫҫӗ.
Пирӗн спортсменка хӑйӗн виҫе категорийӗнче пӗрремӗш вырӑн ҫӗнсе илнӗ ӗнтӗ. Шупашкар районӗнчи «Улӑп» спорт шкулӗн инструкторӗ Юлия Долгова 60 килограмм тайман виҫе категорийӗнче ӑмӑртнӑ.
Сӑмах май, спортӑн кунашкал тӗсӗнче И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн студенчӗсем Эльмира Алеева, Олеся Игнатьева тата Мария Бахтерова Раҫҫей чемпионачӗсене малти вырӑнсене ҫӗнсе илнӗ пулнӑ.
Чӑваш Енри виҫӗ спортсмен 2016 ҫулта Рио-де-Жанейрӑра иртекен Олимп вӑййисене хатӗрленме пуҫлӗҫ. Вӗсем Раҫҫейӗн ирӗклӗ кӗрешӳ енӗпе пӗрлештернӗ командине кӗме пултарӗҫ.
Олимп вӑййисене Надежда Федорова, Вероника Чумикова тата Наталья Гольц хутшӑнма пултарӗҫ. Раҫҫейӗн хӗрарӑмсен пӗрлештернӗ командин тренерӗ Юрий Шахмурадов каланӑ тӑрӑх, хальлӗхе командӑна 18 ҫынна кӗртнӗ. Унта кӗнисем спортсменсен, тренер штабӗн тивӗҫӗсемпе прависем пирки калакан килӗшӗве алӑ пуснӑ.
2015 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 7-12-мӗшӗсенче Лас-Вегасра иртекен тӗнче чемпионатӗнче чи лайӑх ултӑ кӗрешӳҫӗ лицензи ҫӗнсе илӗҫ. Иккӗмӗш тапхӑрта континент суйлав турӗсем пулӗҫ. Унти финалистсем хӑйсен пӗрлештернӗ командисем валли Олимп вӑййисене хутшӑнмашкӑн путевкӑсем ҫӗнсе илӗҫ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, Пӗтӗм тӗнчери ачасене хӳтӗлемелли кун, Шупашкарта шӑпӑрлансем ирхине хускану тӑвӗҫ. «Сывӑ ачасем — телейлӗ ашшӗ-амӑшӗ» ятпа иртӗ вӑл.
Мероприяти Хӗрлӗ тӳремре ирхи 10 сехетре пуҫланӑ. Шупашкар хула администрацийӗнчен пӗлтернӗ тӑрӑх, унта 10 пин ытла ҫын хутшӑнмалла. Вӗсен йышӗнче ача пахчине ҫӳрекенсем, педагогсем, ашшӗ-амӑшӗсем пулмалла.
Уява республикӑри фитнес-аэробика федерацийӗн председателӗ Оксана Вербина ертсе пырӗ.
Ачасем флешмоба хатӗрленме тытӑннӑ ӗнтӗ. Шупашкарти ача пахчисенче репетицисем пуҫланнӑ. Вӗсем валли хусканусене маларах хатӗрленӗ.
Аса илтермешкӗн: ачасен хусканӑвӗ пӗрремӗш хут пӗлтӗр иртнӗ. Унта 15 пин ҫын хутшӑннӑ. Кунашкал мероприятие ирттермешкӗн аслисен хусканӑвӗ хавхалантарнӑ. Ун чухне вӑл Гиннесс рекорчӗсен Раҫҫейри тата Европӑри кӗнекисене кӗнӗччӗ.
Улатӑрта ҫуралса ӳснӗ Евгения Шелгунова Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командине кӗрсе Европа вӑййисене хутшӑнӗ, Чӑваш Ен чысне хӳтӗлӗ. Унта тӗнчери 50 ҫӗршывран 6 пин ытла спортсмен хутшӑнмалла.
Евгения Шелгунова ӑмӑртура Чӑваш Ен чысне кӑна мар, Мускав облаҫӗнне те хӳтӗлӗ. Европа вӑййисем Баку хулинче ҫӗртме уйӑхӗн 13-28-мӗшӗсенче иртӗҫ.
Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командин йышӗнче унта 367 спортсмен хутшӑнмалла. Вӗсенчен виҫҫӗшӗ – паралимпиеецсем.
Бакура иртекен ӑмӑртура спортсменсем спортӑн 19 тӗсӗнче вӑй виҫӗҫ. Вӗсенчен 16-шӗ – Олимп шайӗнчисем. 11-шӗ вара – 2016 ҫулта Рио-де-Жанейрора иртекен ҫуллахи Олимп вӑййисем валли суйламаллисем. Спортсменсем пӗтӗмпе 253 комплект наградӑсемшӗн тупӑшӗҫ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Шупашкарта «Чебоксары-Арена» пӑр керменне официаллӑ майпа уҫӗҫ. Ҫавна май пысӑк концерт пулӗ, республикӑн тӗп хулине вырӑнти ҫӑлтӑрсемпе тӗнчипе паллӑ ҫынсем килӗҫ.
Мероприяти ҫӗртмен 3-мӗшӗнче 18 сехетре пуҫланӗ. Малтан официаллӑ пайӗ иртӗ. Пӑр керменне килнисем конькипе эрешлесе ярӑнакансене, хоккеистсене, шорт-трекерсене, эстрада ушкӑнӗсене, спортсменсен парадне курма пултарӗҫ.
Иккӗмӗш пайӗ тата интереслӗрех пуласса шантараҫҫӗ. «Алиса в Стране чудес на льду» пӑр шоуне тӗнчипе паллӑ фигуристсем хутшӑнӗҫ: Ирина Слуцкая тата Елена Бережная.
Унта билетпа ҫеҫ кӗртӗҫ. Вӗсене Шупашкарта «Ачасен тӗнчи» лавккара, «Мега Моллта», Суту-илӳ ҫуртӗнче 500 тенкӗпе туянма пулать.
Чӑваш Енри чи лайӑх туристсем Сарӑту облаҫӗнчи иртекен «Туриадӑна» каяҫҫӗ. Унта Атӑлҫи федераци округӗнчи 14 регионтан килеҫҫӗ. Пӗтӗмпе — 700 ытла ҫын.
Пирӗн республика чысне «Туриадӑра» Шупашкарти, Ҫӗнӗ Шупашкарти, Канашри тата Ҫӗрпӳ районӗнчи шкул ачисемпе студентсем хӳтӗлӗҫ. Ҫамрӑксем палаткӑсене вырнаҫнӑ. Вӗсем патне Сарӑту облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗ килнӗ.
«Туриадӑра» пирӗннисем хӑйсене лайӑх енчен ҫеҫ кӑтартаҫҫӗ. Пӗрремӗш вӑйӑсенче Чӑваш Ен турисчӗсем иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ. Пӗлтӗр вара пӗрремӗш пулнӑ.
Слет виҫӗ куна тӑсӑлать. Ҫав вӑхӑтра спортсменсем тӗрлӗ ӑмӑртура хӑйсене тӗрӗслеҫҫӗ.
Чӑваш Республики халӑха спорта явӑҫтарас енӗпе ҫӗршывра виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑннине ЧР Спорт министерстви пӗлтерет.
Кун пирки РФ Спорт министерстви ҫумӗнчи общество канашӗн ларӑвӗнче министр ҫумӗ Павел Колобков пӗлтернӗ. Вӑл 2020 ҫул тӗлне Раҫҫейри ҫынсен 40 проценчӗ сывӑ пурнӑҫ йӗркине пӑхӑнма тытӑнассине пӗлтернӗ. Пӗлтӗрхи пӗтӗмлетӳ тӑрӑх, ку кӑтартӑва Краснодар крайӗ ҫитнӗ. Унти халӑхӑн 41,2 проценчӗ спортпа туслӑ.
Малтисен йышне ҫавӑн пекех Мари Эл кӗнӗ. Унта ҫынсен 39 проценчӗ сывӑ пурнӑҫ йӗркине пӑхӑнать. Чӑваш Ен вара виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑннӑ. Пирӗн республикӑра халӑхӑн 37,4 проценчӗ спортпа туслӑ.
Ларура спорта явӑҫни социаллӑ ыйтусене татса пама пулӑшнине палӑртнӑ. Вӑтамран илсен пулсан, спортпа туслӑ ҫын ҫулталӑкне 2,5 кун сахалрах чирленӗ. Ҫапла майпа патшалӑхӑн 25 миллиард тенки перекетленнӗ.
Мас-рестлинг — Якути халӑхӗсен наци спорчӗн тӗсӗ. Ӑна Пӗтӗм Раҫҫейри реестра 2003 ҫулта кӗртнӗ. Кӑҫал нарӑс уйӑхӗнче Виталий Мутко вӑл Пӗтӗм Раҫҫей статусӗллӗ пулнине ҫирӗплетекен хушӑва алӑ пуснӑ.
Мас-рестлинга Раҫҫей субъекчӗсенче аталантарас тӗллевпе ҫу уйӑхӗн 3-7-мӗшӗсенче Адлерта спорт менеджерӗсем, тренерсем, судьясем валли семинарсем иртнӗ.
Чӑваш Енрен унта «Энергия» спорт шкулӗнче армспорт уйрӑмӗнче ӑсталӑхне туптакан Олеся Игнатьева пулнӑ. Турнирта вӑл пиллӗкмӗш вырӑн йышӑннӑ. Нерюнгри Татьяна Григорь чемпионка пулса тӑнӑ.
Олеся Игнатьева Чаваш Енре мас-рестлинг енӗпе пӗрремӗш специалист пулса тӑнӑ. Тупӑшу хыҫҫӑн вӗренӳ занятийӗсене пӗтӗмлетнӗ. Семинара хутшӑннисене сертификатсем панӑ.
Чӑваш Енре ҫитес вӑхӑтра масс-рестлинг енӗпе ӑмӑрту йӗркелеме палӑртаҫҫӗ. Малтан вӑл Республика кунне уявланӑ май Канаш районӗнче иртӗ.
Сӑмах май, мас-рестлинг — патака туртни. Икӗ ҫын пӗр-пӗрне хирӗҫ лараҫҫӗ те урипе хӑма ҫине тайӑнаҫҫӗ. Патака икӗ алӑпа тытаҫҫӗ. Ӑна хӑшӗ хӑйӗн патне туртса илет — ҫавӑ ҫӗнтерет.
Ҫу уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Раҫҫей Федерарцийӗн Спорт министерствин коллегийӗн анлӑ ларӑвне хутшӑннӑ. Унта пӗтӗм Раҫҫейри «Ӗҫпе хӳтӗлеве — хатӗр!» (ГТО) комплекса ӗҫе кӗртес ыйтусене тишкернӗ.
Тӗп доклада Раҫҫей спорт министрӗ Виталий Мутко тунӑ. Вӑл ҫӗршывра ӖХХ комплексӗ ҫӗнӗрен вӑй илме пуҫланӑранпа ҫулталӑк иртнине палӑртнӑ май ҫак вӑхӑтра сахал мар ӗҫ туса ирттернине пӗлтернӗ.
Виталий Мутко квалификациллӗ кадрсем (специалистсем, тӳресем) хатӗрлес енӗпе ӗҫлемелле, медицина тӗлӗшӗнчен тивӗҫтермелле тесе шухӑшлать иккен.
ГТО комплексӗ ҫӗршывра физкультурӑпа спорт аталанӑвне пулӑшма тивӗҫлӗ. Ҫакӑнта регионсен тӳпи пысӑк. Виталий Мутко тӗслӗхшӗн Чӑваш Республикине асӑннӑ. Юлашки ҫулсенче пирӗн патра спорт объекчӗсем сахал мар тунӑ, вӗсемпе тухӑҫлӑ усӑ кураҫҫӗ.
Шупашкарта ҫӑмӑл атлетика енӗпе иртекен Европа команда чемпионачӗ пуҫланиччен шутлӑ кунсем ҫеҫ юлчӗҫ. 38 кун кӑна. Ӑмӑртӑва ҫӑмӑл атлетсем кӑна мар хатӗрленеҫҫӗ-мӗн.
Михаил Игнатьев чемпионат вӑхӑтӗнче республикӑна килмешкӗн Олимп вӑййисен икӗ хут чемпионкине Елена Исинбаевӑна официаллӑ мелпе чӗннӗ.
«Чӑваш Ен» Патшалӑх телерадиокомпанийӗн спорт корреспонденчӗ Вячеслав Ильин Мускавра унпа тӗл пулнӑ.
— Эпир Мускавра ҫӑмӑл атлетика енӗпе иртнӗ тӗнче чемпионатӗнче лайӑх тупӑшрӑмӑр. Сочире пулнӑ хӗллехи Олимп вӑййисенче ҫӗнтертӗмӗр. Халӗ Шупашкарта Рио-де-Жанейрӑра иртекен Олимп вӑййисене хатӗрленӗпӗр, — тенӗ Елена Исинбаева спортсменка.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.04.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 5 - 7 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| «Чебоксарская правда» хаҫатӑн пӗрремеш кӑларӑмӗ тухнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |