Ҫак кунсенче Норвегин тӗп хулин пӗр районӗ шутланакан Холменколленра биатлон енӗпе тӗнче чемпионачӗ иртет. Унта пирӗн ҫӗршыв спортсменӗсем те хутшӑнаҫҫӗ. Раҫҫейӗн командине Чӑваш Енӗн биатлон шкулӗн воспитанникӗ Татьяна Акимова та лекнӗ.
Шел те, пирӗн спортсменсем (арҫынӗсем те, хӗрарӑмӗсем уйрӑмах) ҫӗнтерӳпе хальлӗхе савӑнтараймарӗҫ-ха. Биатлона кӑмӑллакансем арҫынсене шанчӗҫ те, анчах вӗсем те ҫӗнтерӳ пьедесталӗ ҫине лекеймерӗҫ.
Паян хӗрарӑмсем уйрӑм тупӑшура чупӗҫ. Раҫҫей комндине пиллӗкӗн кӗнӗ: ҫав шутра — Чӑвашри Татьяна Акимова та. Вӑл тӗнче чемпионачӗн дебютантки шутланать. Унсӑр пуҫне Екатерина Юрлова, Дарья Виролайнен, Екатерина Шумилова тата Анастасия Загоруйко тупӑшӗҫ. Трансляцие «Матч.ТВ» телеканал каҫхи 17 сехет те 30 минутра кӑтартӗ.