Йӑлӑмра паянтан спорт туризмӗ енӗпе тренировкӑсем пуҫланнӑ. Унта пуҫтарӑннисем хӑйсен ӑсталӑхне ҫӗртмен 24-мӗшӗчченех туптӗҫ.
Вӗренӳпе тренировка пухӑвне пырса ҫитнисем Союзлӑ патшалӑхӑн турист слетне кайма хатӗрленеҫҫӗ. Мероприяти ҫӗртмен 27-мӗшӗнчен тытӑнса утӑн 2-мӗшӗччен пымалла. Вӑл Курск облаҫӗнче иртӗ.
Чӑваш Енӗн пӗрлештернӗ ушкӑнӗ Ҫӗнӗ Шупашкар, Канаш тата Шупашкар хулисенчи 12 туристран тӑрать. Вӗсене ӑсталӑха Ҫӗнӗ Шупашкарти А.И. Андрианов ячӗллӗ ача-пӑчапа ҫамрӑксен пултарулӑх центрӗн хушма вӗрентӗвӗн педагогӗ Андрей Ширшов хӑнӑхтарать.
Тренировка кунсерен иртмелле. Ун вӑхӑтӗнче туристсем тактикӑпа техника тата техника хӑнӑхтарӑвӗсене пурнӑҫлӗҫ. Физкультура занятийӗсем те пулӗҫ.
Паян, Раҫҫей кунӗнче, Ҫӗнӗ Шупашкарта пурте пӗрле хускану тунӑ. Уяв шӑпах ҫак мероприятирен пуҫланнӑ.
Ӑна спортра палӑрнӑ Алексей Германов ертсе пынӑ. Алексей — спорт аэробики енӗпе тӗнчен икӗ хут чемпионӗ. Мероприяти Ҫӗнтерӳ паркӗнче ирхи 8 сехет ҫурӑра пуҫланнӑ.
Алексей Германов каланӑ тӑрӑх, халӑх туслӑн пӗрле пухӑннӑ, пурте ун хыҫҫӑн хусканусене тунӑ. Спортсмен Ҫӗнӗ Шупашкар ҫыннисем туслӑ халӑх пулнине палӑртнӑ.
Ыран, ҫӗртме уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, Шупашкарта Раҫҫей кунне халалласа Атӑл урлӑ ишессипе тупӑшӗҫ. Спортсменсен 2 ҫухрӑм та 200 метр парӑнтарма тивӗ.
Анчах йӗркелӳҫӗсем халех асӑрхаттараҫҫӗ. Ӑмӑртӑва хутшӑнакан ҫыннӑн сивӗ шывра ишес енӗпе опыт пулмалла. Халӗ Атӑл шывӗ 15 градус таран кӑна ӑшӑннӑ вӗт.
Шупашкарта Раҫҫей кунӗнче кунсӑр пуҫне чылай мероприяти ирттерме палӑртнӑ. Тӗп уяв Хӗрлӗ тӳремре иртӗ. Каҫхи 5 сехетре акцисемпе конкурссем иртӗҫ. 18 сехетре концерт пуҫланать. Куракансен умне вӗрсе каламалли инструмент оркестрӗ, хор, ташӑ тата вокал ушкӑнӗсем тухӗҫ.
Йӗркелӳҫӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, уява 600 ытла артист тата волонтер хутшӑнӗ. Уявра ҫӗршыв гимнне пурте юрлӗҫ. Ҫав вӑхӑтра тӳпене ҫӗр-ҫӗр хӗрлӗ, кӑвак тата шурӑ хӑмпӑсем вӗҫтерӗҫ.
Ҫак канмалли кунсенче Вӑрмарта велоспорт-шоссе енӗпе республика шайӗнчи ӑмӑрту иртмелле.
Спортсменсем кашни хӑйшӗн ӑмӑртӗҫ. Вӗсене ҫула кура ҫичӗ ушкӑна пайлама йышӑннӑ. 2005 ҫулта ҫуралнӑ арҫын ачасемпе хӗрачасем пӗр ушкӑна кӗрӗҫ, 2003–2004-мӗш ҫулхисем — тепӗр ушкӑна. 2001–2002-мӗш ҫулхи хӗрупраҫпа яш-кӗрӗм хӑйсен хушшинче тупӑшмалла ярӑнӗҫ, 1999–2000-мӗш, 1997–1998-мӗш ҫулхисене каллех уйрӑмшар ушкӑна кӗртнӗ. 1996-мӗш ҫулта ҫуралнисене тата унран аслӑраххисене те велоспорт-шоссене кӗтеҫҫӗ. Ачасемпе ҫамрӑксем кӑна мар, аслисен те велосипед ҫине ларса тухма ирӗк пур. Арҫынсем валли, ав, ятарлӑ ушкӑн пӑхса хӑварнӑ.
Ӑмӑртӑва хутшӑнакансене 5, 10, 15, 20, 40, 80, 100 километра тупӑшмалла. Ҫӗртмен 13-мӗшӗнче кашни хӑйшӗн ӑмӑртӗ. Вырсарникун вӑйлисем ушкӑнпа тупӑшӗҫ. Велосипедҫӑсем Вӑрмар–Тӑвай ҫул ҫинче тупӑшӗҫ. Ӑмӑртӑва шӑматкун поселокри Спорт ҫурчӗ умӗнче 11 сехетре уҫмалла.
Патӑрьел районӗнче тутарсен наци уявне паллӑ тунӑ. Сапантуй Ыхраҫырминче иртнӗ. Унта тӗрлӗ наци ҫыннисем пухӑннӑ. 200 ытла ҫын уявра чун каниччен савӑннӑ.
Сапантуй программи вӑйӑсемпе, конкурссемпе, концертпа, спорт ӑмӑртӑвӗсемпе пуян пулнӑ. Яланхи пекех ирӗклӗ кӗрешӳ анлӑ иртнӗ. Ӑна тутарсем тутар-пушкӑрт кӗрешӗвӗн Чӑваш Енри федерацине йӗркеленӗ Небиулл Санзяпова халалланӑ. Вӑл — СССР спорт мастерӗ.
12 регионти сакӑр команда тӗп парнене — тихана — ҫӗнсе илессишӗн тупӑшнӑ. Чи вӑйли Шӑнкӑртамри Ринас Садаров пулнӑ. Ҫӗнӗ Шупашкарти лаша спорчӗн шкулӗн вӗренекенӗсем те куракансене тӗлӗнтернӗ.
Район администрацийӗн ял хуҫалӑх пайӗн пуҫлӑхӗ Мансур Калмыков кӑҫал ҫураки ӑнӑҫлӑ вӗҫленнине палӑртнӑ. Вӑл ял хуҫалӑхсенче ӗҫлекенсене ҫак ятпа саламласа малашне те ӑнӑҫусем тума вӑй-хӑват суннӑ.
Ҫӗртмен 6-мӗшӗнче Элӗк районӗнче Акатуй иртнӗ. Элӗксене ҫурхи ӗҫсене вӗҫленӗ ятпа саламламашкӑн тӗрлӗ тӳре-шара ҫитнӗ.
Район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Александр Куликов ҫуракине пӗтӗмлетнӗ. Малашне те ҫанӑ тавӑрса ӗҫлеме ӑнӑҫусем суннӑ.
«Раҫҫейри ял хуҫалӑх центрӗнче» ӗҫлекен Людмила Андреевӑна, «Новый путь» ЯХПКн тӗп бухгалтерне Алевтина Егоровӑна тата механизаторне Станислав Филиппова, Ульянов ячӗллӗ ЯХПК механизаторне Константин Порфирьева, район администрацийӗн ял хуҫалӑхӗпе экологи пайӗн пуҫлӑхне Анатолий Прохорова РФ Ял хуҫалӑх министерствин Хисеп грамотипе чысланӑ. «Новый путь» ЯХПКн водительне Валерий Васильева, машинист трактористне Николай Кузьмина, монтаж ӗҫӗсен мастерне Виталий Орлова, тӗп экономистне Светлана Андреевӑна ведомствӑн тав хучӗпе чысланӑ.
Маттуррисене чысланӑ хыҫҫӑн концерт пуҫланнӑ. Унтах алӗҫ куравӗсем ӗҫленӗ. Уявра пурте чӑваш наци апатне тутанма пултарнӑ.
Спорт лапамӗнче волейбол, бокс, шахмат, кире пуканне йӑтас енӗпе ӑмӑртусем иртнӗ.
Сӑнсем (98)
Велосипедпа ярӑнма юратакан Канашри ҫамрӑксем Хусанта иртнӗ велосипед каҫне хутшӑннӑ.
Ку хыпар пирки пӗлтернӗ май Канаш хула администрацийӗнче канашсем велочупупа ҫыхӑннӑ мероприятисемпе кӑсӑкланни пирки палӑртнӑ. Ҫӗнтерӳ кунне, Хула кунне халалласа велочупусем йӗркелесси ырӑ йӑлана кӗнӗ тесен те йӑнӑш мар. Муниципалитет шайӗнчисемсӗр пуҫне хастарсем республика тулашне те ҫитсе килеҫҫӗ. Ҫавӑн пек маттурсен шутӗнче — Сергей Макаров, Сергей Скворцов, Олег Мыльников, Владимир Шашков, Сергей Чернов, Юлия Чернова, Евгений Евдокимов тата ыттисем.
Канаш ҫамрӑкӗсем нумаях пулмасть, акӑ, Хусанти велосипед каҫне ҫитсе килнӗ. Ӑна Мускаври Сергей Никитин историк тата культуролог йӗркелет иккен. Каҫхи хулапа велосипедпа ярӑнас шухӑша хусансем те ырланӑ. Ӑна унта кӑҫалхипе иккӗмӗш хут йӗркеленӗ. Хулари хитре вырӑнсем пирки Бим-радиопа тӳрӗ эфирта каласа пынӑ. Хусанти велокаҫа 4 пинтен 8 пин таран (йыша тӗрлӗрен асӑнакан пур ) ҫын хутшӑннӑ теҫҫӗ.
Сӑнсем (27)
Ҫак кунсенче Чулхулара «Малта пыракан. XXI ӗмӗр» ятпа пӗтӗм Раҫҫейри VI конференци иртнӗ. Унта ҫӗршывра йӗркеленӗ «Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ пуҫлӑхӗ» тата «Хӗрарӑм — малта пыракан. XXI ӗмӗр» конкурссене пӗтӗмлетнӗ.
Конкурса Раҫҫейӗн хӗрарӑм-ертӳҫисен ассоциацийӗн тата Раҫҫей Федерацийӗн Федераци Пухӑвӗн Федераци Канашӗн хӳттипе йӗркеленӗ. Ӑмӑртӑвӑн тӗллевӗ шутне хӗрарӑм-пуҫлӑхсене палӑртса вӗсем ҫӗршывӑн тӗрлӗ сферине витӗм кӳнине уҫса парассине кӗртеҫҫӗ.
«Хӗрарӑм — малта пыракан. XXI ӗмӗр» номинацире республикӑн Спорт министерствин ача-пӑчапа ҫамрӑксен Олимп резервӗллӗ спорт 8-мӗш номерлӗ спорт шкулӗн пуҫлӑхӗ Алина Иванова, Раҫҫейӗн тава тивӗҫлӗ спорт маҫтӑрӗ ҫӗнтернӗ. Пӗтӗмпе конкурса 23 регионти тӗрлӗ сферӑра тӑрӑшакан 56 хӗрарӑм хутшӑннӑ.
Шупашкарти 4-мӗш лицейра Европа шайӗнчи физкультурӑпа сывлӑх комплексӗ тума палӑртнӑ. Строительство ӗҫӗ пуҫӑннӑ ӗнтӗ. Халӗ унта ҫӗр ӗҫӗпе аппаланаҫҫӗ. Строительство ӗҫне тытӑнма лаптӑксене ҫине тӑрса хатӗрлеҫҫӗ, ҫутӑ лампиием вырнаҫтараҫҫӗ.
Уҫӑ йышши комплекса ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ пуҫланнӑ вӑхӑта туса пӗтересшӗн. Кун пирки Шупашкар хула администрацийӗнчи тӳре-шара асӑннӑ влаҫ тытӑмӗн официаллӑ сайтӗнче хыпарланӑ.
Спорт объекчӗн хакӗ 30 миллион тенкӗрен иртет-мӗн. Ӑна «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти «Ача-пӑча спорчӗ» проекта пурнӑҫа кӗртнӗ май пуҫӑннӑ.
Стадионта чупмалли ҫулсем тӑвӗҫ, искусствӑлла газонлӑ футбол уйӗ пулӗ, куракансене лармалли трибунӑсем, спортсменсене салтӑнса тӑхӑнмалли хӑтлӑ пӳлӗмсем.
Кӗҫех Шупашкарти мӗнпур ача-пӑча пахчинче «Малышиада» спорт вӑййи иртмелле. Ун вӑхӑтӗнче 6–8 ҫулхи ачасем ӗҫпе хӳтӗлеве хатӗррин виҫине памалла. Чӑваш Енре ҫӗнӗ рекорда хатӗрленеҫҫӗ. Ӗҫпе хӳтӗлеве хатӗррине хулари тата республикӑри пин ытла арҫын ачапа хӗрача кӑтартса парӗҫ.
«Малышиадӑна» хатӗрленнӗ май республикӑн тӗп хулинчи 201-мӗш ача пахчинче Ҫӑмӑл атлетика енпе пӗчӗккисен вӑййи иртнӗ. Ӑна физкультура инструкторӗ Игорь Свинцов ертсе пынӑ. Свинцов Чӑваш Ен чысне Раҫҫейри тата Европӑри ӑмӑртусенче пӗрре кӑна мар хӳтӗленӗ май пултаруллисене пӗчӗкренех палӑртни пӗлтерӗшлине лайӑх ӑнланать тесе пӗлтереҫҫӗ Шупашкар хула администрацийӗн вӗренӳ управленийӗнче. Пӗчӗккисен вӑййинче мечӗк пемелле тупӑшнӑ, инҫӗшне сикнӗ, 30 метра чупнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.04.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 5 - 7 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| «Чебоксарская правда» хаҫатӑн пӗрремеш кӑларӑмӗ тухнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |