Нарӑс уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Пӗтӗм Раҫҫейри «Йӗлтӗр йӗрӗ» спорт уявӗ иртнӗ. Кӑҫал, пӗлтӗрхи пекех, Шупашкарта вӑл аэропорт ҫывӑхӗнче йӗркеленнӗ. Хальхинче спорт уявне 13,5 пин ытла ҫын хутшӑннӑ.
Чи малтан VIP-чупу пулнӑ. Унтан ыттисем старта тухнӑ. Финиша ҫитичченех вӗсемпе пӗрле хаски йытӑсем чупнӑ.
Спорта юратакансем 3, 5 тата 10 ҫухрӑмлӑ дистанцисене парӑнтарнӑ. Чи аслӑ тата чи кӗҫӗн спортсменсем те парнеллӗ пулнӑ. Кӑҫал чи аслисем 84-ри Леонид Никифоровпа Вера Орлова пулнӑ. Чи пӗчӗкки вара — Шупашкарти 144-мӗш ача пахчине ҫӳрекен Дарья Иванова. Вӑл 2,5 ҫулта кӑна.
Сӑмах май, кӑҫал пирӗн республикӑра «Йӗлтӗр йӗрӗ» старта пӗтӗмпе 60 пин ытла ҫын тухнӑ.
Паян, нарӑс уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, Австрири Хохфильценра биатлон енӗпе Тӗнче чемпионачӗ иртнӗ. Унта пирӗн ентеш Татьяна Акимова ӑмӑртнӑ.
Шел те, Татьяна хальхинче малти вырӑна йышӑнайман. Вӑл ӑмӑртура финиша 18-мӗш ҫитнӗ.
Пирӗн ентеш пӑшалтан персе виҫӗ йӑнӑш туни ура хунӑ. Спортсменсем тӑватӑ хутчен пенӗ: иккӗ выртса тата иккӗ тӑрса. Старта Раҫҫей командинчен пӗтӗмпе тӑватӑ спортсмен тухнӑ. Вӗсем 10 ҫухрӑма парӑнтарнӑ.
Раҫҫей спортсменкисенчен чи лайӑх кӑтартупа Ирина Старых палӑрнӑ. Вӑл финиша тӑваттӑмӗш ҫитнӗ. Унтан — Татьяна Акимова. Светлана Слепцова — 24-мӗш, Ирина Услугина 39-мӗш пулнӑ.
Республикӑра шӑматкунсерен сывлӑх кунне тӑвасси йӑлана кӗнӗ. Черетлӗ уяв нарӑс уйӑхӗн 18-мӗшӗнче пулӗ.
ЧР Спорт министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак кун республикӑра пурӑнакансем спорткомплекссене тӳлевсӗрех кайма пултараҫҫӗ. Ун чухне бассейнсем, спорт лапамӗсем, тренажер залӗсем, катоксем тӳлевсӗрех ӗҫлӗҫ.
Анчах пур спорткомплекса та тӳлевсӗр кӗртмеҫҫӗ. Списокпа ЧР Спорт министерствин сайтӗнче паллашма пулать.
Аса илтерер: Чӑваш Енре спорт кунӗсене 2013 ҫултанпа ирттереҫҫӗ. 2014 ҫулта кунашкал акцие кашни уйӑхрах йӗркелеме тытӑннӑ.
Куславкка районӗнче урана ҫӑматӑ тӑхӑнса пӑр ҫине тухаҫҫӗ. Район администрацийӗн сайтӗнче хыпарланӑ тӑрӑх, конькисӗр хоккей выляс йӑла вӗсем патӗнче аталанса пырать. Ҫӑматӑ ал-урана, кӗлеткен ытти пайне сиен кӳменрен спортсменсем хӳтӗленмелли тӗрлӗ хатӗр тӑхӑнмаҫҫӗ. Спорт ӑмӑртӑвне хутшӑнакансем — Куславкка районӗнчи шкулсенче вӗренекенсем.
Нарӑсӑн 8-мӗшӗнче Кунерти вӑтам шкулта зонӑри вӑйӑ иртнӗ. Унта Кӗнерти ачасемсӗр пуҫне Ҫӗнӗ Тӗрлемесри, Кармӑшри шкулсенчен пухӑннисем вылянӑ. Ҫӗнӗ тӗрлемессем пуринчен маттур пулнӑ.
Нарӑсӑн 16-мӗшӗнче зонӑри икӗ вӑйӑ иртмелле. Ун чух Энтри Пасар, Куснар, Кӗҫӗн Карач, Елчӗк шкулӗсенче вӗренекенсем пӑр ҫине тухӗҫ. Нарӑсӑн 25-мӗшӗнче район центрӗнчи «Атӑл» комплексра вӑйӑн иккӗмӗш тапхӑрне пухӑнӗҫ: унта тӗп кубокшӑн кӗрешӗҫ.
Австринчи Хохфильценра биатлон енӗпе тӗнче чемпионачӗ иртнӗ. Ӑмӑртӑва хутӑш эстафета уҫнӑ.
Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командине Татьяна Акимова та кӗнӗ. Вӑл ӑмӑртӑва хатӗрленни пирки пӗлтернӗччӗ. Татьяна хутӑш эстафетӑра чупнӑ. Унӑн кӑтартӑвӗпе пирӗн ҫӗршыв команди виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑннӑ.
Старта пӗрлештернӗ 25 команда тухнӑ. Хӗрарӑмсем 6-шар ҫухрӑм чупнӑ. Арҫынсем вара 7 ҫухрӑма парӑнтарнӑ. Раҫҫей команди тӑваттӑмӗш номерпе пулнӑ.
Пирӗн Татьяна Ольга Подчуфарова хыҫҫӑн чупнӑ. Вӑл пӑшалтан персе пӗр хутчен йӑнӑшнӑ. Татьяна «Матч ТВ» корреспондентне ӑна ӑмӑрту килӗшнине пӗлтернӗ.
Нумаях пулмасть Шупашкарта «КЭС-баскет» ятпа шкулти баскетбол лигин регионти тапхӑрӗ иртнӗ. Ҫавна май «Ҫӑлтӑрсен матчне» йӗркеленӗ. Унта «Бывшие школьники» (чӑв. Ӗнерхи шкул ачисем) тата сезонти чи вӑйлӑ вӑйӑҫӑсем пуҫтарӑннӑ.
«Ӗнерхи шкул ачисен» ушкӑнне Чӑваш Енӗн Правительствин пуҫлӑхӗ Иван Моторин ертсе пынӑ. VIP-дружинӑна ҫавӑн пекех физкультура тата спорт министрӗ Сергей Шелтуков, унӑн ҫумӗ Игорь Головин, Шупашкар хулин физкультура управленийӗн пуҫлӑхӗ Александр Малов, тата ыттисем кӗнӗ. «Ҫӑлтӑрсен» ушкӑнӗнче баскетбол енӗпе СССР тава тивӗҫлӗ спорт маҫтӑрӗ, 1992 ҫулхи Олимп чемпионки Светлана Антипова тата хальхи вӑхӑтри ӑста баскетболистсем вылянӑ. Вӑйӑ VIP-команда 38:37 шутпа ҫӗнтернипе вӗҫленнӗ.
Ӗнер Швецири Сандвикен хулинче Раҫсей тата Швецин командисем мечӗкпе хоккейла выляса тупӑшрӗҫ. Шел те, пирӗн ҫӗршыв спортсменӗсемшӗн финалти вӑйӑ ӑнӑҫлах вӗҫленмерӗ: вӗсем 3:4 шутпа выляса ячӗҫ.
Хоккеистсемшӗн савӑнма, вӗсен вӑййипе киленме пынисене финалта ҫӗнтерейменни кӑна мар, Раҫҫей гимне юрлама микрофон тытса тухнӑ хӗр юрӑ сӑмахне манни те пӑшӑрхантарчӗ. Кун пек пӑтӑрмахпа кӑмӑлсӑрланса вӗсем тарӑхнине палӑртмалла шӑхӑрма тытӑнчӗҫ.
Спорт ӑмӑртӑвӗсенче гимна е капелла юрлакаланине пӗлетпӗр-ха. Музыкӑсӑр шӑрантарнипе такӑнчӗ пуль тесе тӳрре кӑларма ҫапах та йывӑртарах. Ҫӗршывӑн гимне янӑратма алла микрофон тытнӑ ҫыннӑн яваплӑха туймаллах-ҫке. Ҫитменнине тата хӗрӗн юрлас пултарулӑхӗ те ҫукраххӑн туйӑнчӗ.
Нарӑс уйӑхӗн 11 тата 12-мӗшӗсенче Чӑваш Енре Пӗтӗм Раҫҫейри хӗллехи спорт тӗсӗсен кунне ирттерӗҫ. Уявӑн тӗп лапамӗ «Олимпийский» стадионти каток пулӗ. Унта нарӑс уйӑхӗн 12-мӗшӗнче 16 сехет ҫурӑра спорт уявӗ иртӗ. Унпа килӗшӳллӗн хӗллехи спорт тӗсӗсемпе ӑсталӑх класӗсем иртӗҫ. Вӗсене паллӑ спортсменсем ертсе пырӗҫ.
Ӑсталӑх класӗсем хыҫҫӑн фейерверк ярӗҫ, пӑр ҫинче ташӑ каҫӗ иртӗ. Унтах ҫынсем конькипе ярӑнӗҫ.
Нарӑсӑн 11-мӗшӗнче вара Олимп резервӗсен 2-мӗш спорт шкулӗнче «Шупашкарти электроаппарат савучӗн» йӗлтӗр эстафети иртӗ. «Вертикаль» ту йӗлтӗр спорчӗн центрӗнче ҫынсем ярӑнӗҫ.
Сӑмах май, кунашкал спорт мероприятийӗ пирӗн республикӑра виҫҫӗмӗш хут иртет. Ӑна пӗрремӗш хутчен 2014 ҫулти Олимп вӑййисене халалласа йӗркеленӗ.
Нарӑс уйӑхӗн 9–19-мӗшӗсенче биатлон енӗпе Тӗнче чемпионачӗ иртмелле. Унта Раҫҫейрен 14 спортсмен хутшӑнӗ.
Австрири Хохфильцена 8 биатлонист тата 6 биатлонистка кайӗҫ. Сумлӑ йышра Антон Бабиков, Алексей Волков, Евгений Гараничев, Матвей Елисеев, Александр Логинов, Дмитрий Малышко, Максим Цветков, Антон Шипулин тата Дарья Виролайнен, Екатерина Глазырина, Ольга Подчуфарова, Светлана Слепцова, Ирина Старых, Татьяна Акимова пулӗ.
Ҫапла-ҫапла, пирӗн ентешӗмӗр те пысӑк шайри ӑмӑртура Лаура Далмайер, Габриэла Коукалова, Кайса Макаряйнен, Мари Дорэн Абер, Доротея Вирер, Франциска Хильдебранд, Жюстин Бреза, Ева Пускарчикова, Анаис Шевалье пек спортсменкӑсемпе тупӑшӗ. 2016 ҫулхи Тӗнче кубокӗнче вӑл ылтӑн медале ҫӗнсе илнӗччӗ.
Сӑмах май, кӑҫалхи нарӑсӑн 1-мӗшӗ тӗлне Раҫҫейӗн биатлонисчӗсен пӗрлешӗвӗ пичетленнӗ танлаштарӑмра Татьяна Акимован — 1136 очко. Иккӗмӗш вырӑнти Светлана Слепцовӑн — 694 очко, виҫҫӗмӗш картлашкари Дарья Виролайненӑн — 692.
Нарӑс уйӑхӗнче Раҫҫейре йӑлана кӗнӗ «Йӗлтӗр йӗрӗ» иртет. Кӑҫалхипе вӑл 35-мӗш хут йӗркеленӗ.
Анлӑ спорт мероприятине ирттерме Чӑваш Ен те хатӗрленет. Кӑҫал вӑл нарӑс уйӑхӗн 11-мӗшӗнче иртӗ. Шупашкарта кӑҫал та, пӗлтӗрхи пекех, вӑл аэропорт ҫывӑхӗнче пулӗ.
Яланхи пекех ӑмӑрту VIP-чупуран пуҫланӗ. Тӳре-шара йӗлтӗрпе 2017 метр ярӑнӗ. Унтан пӗтӗмӗшле старт пуҫланӗ. Унта 3 ҫухрӑм чупӗҫ. Кун хыҫҫӑн 5 тата 10 ҫухрӑмлӑ дистанцисене парӑнтарӗҫ.
«Йӗлтӗр йӗрӗ» 12 сехетре пуҫланӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.04.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| «Чебоксарская правда» хаҫатӑн пӗрремеш кӑларӑмӗ тухнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |