Паян Каҫал ҫӗрӗ ҫинче ентешлӗх кунӗ иртнӗ. Комсомольскисем уява ҫӗршыври Кино ҫулталӑкне тата Чӑваш Енри Ӗҫ ҫыннин ҫулталӑкне хупнине халалласа ирттернӗ. Мероприяти районти Тӗп клуб тытӑмӗн концерт залӗнче иртнӗ.
Каҫал тӑрӑхӗнчисем тата хаклӑ хӑнасем Комсомольскине ирхи тӑхӑр сехете пырса ҫитнӗ. 9 сехет те 30 минутра вӗсем шкул ачисемпе тӗл пулнӑ. 11 сехетре Мухтав монуменчӗ патне чечек кӑшӑлӗ хунӑ.
Спортпа туслисене каҫалсем 11 сехет те 30 минутра вӑрман хӗрринчи йӗлтӗр йӗрӗ ҫине йыхравланӑ. Футбол кӑмӑллакансем те хӑйсем валли чун канӑҫӗ тупнӑ. Вӗсене «Кӗтне» физкультурӑпа сывлӑх комплексӗнчи футзала 12 сехет те 15 минутра пуҫтарнӑ. «Кӗтнери» тепӗр залта волейбол та вылянӑ.
Мероприятин савӑнӑҫлӑ уявне Тӗп клуб тытӑмӗн залӗнче ирттернӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта паян авиацин генерал-лейтенанчӗн, Раҫҫей Геройӗн Николай Гавриловӑн парнисене ҫӗнсе илессишӗн Ирӗклӗ майпа кӗрешекенсен пӗтӗм Раҫҫейри ӑмӑртӑвӗ пуҫланнӑ.
Ҫулсерен иртекен тупӑшӑва, ӑна ача-пӑчапа ҫамрӑксен 3-мӗш спорт шкулӗнче йӗркеленӗ, ҫӗршывӑн вунӑ регионӗнчи тата Чӑваш Енӗн хулисемпе районӗсенчи спортсменсем пырса ҫитнӗ.
Ӑмӑртӑва хутшӑнакан 100-е яхӑн спортсмен 8 комплект медальшӗн вӑй виҫӗ. Хӑйсен йывӑрӑшне кура вӗсене 57, 61, 65, 70, 74, 86,97, 125 килограмчченхисем ҫине уйӑрнӑ.
Паян, ирхи 10 сехетрен пуҫласа 18 сехетчен, малтанхи тата йӑпатмӑш ӑмӑртусем иртнӗ. Ыран ирхине, 10 сехетрен пуҫласа 13 сехетчен, бронза медале выляттарӗҫ. Турнира савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура 13 сехетре уҫнӑ хыҫҫӑн ылтӑн медальшӗн кӗрешӗве тухӗҫ.
Биатлон енӗпе иртекен тӗнче кубокӗн виҫҫӗмӗш тапхӑрӗнче чӑваш биатлон шкулӗн воспитанници Татьяна Акимова икккӗмӗш хут пьедестал ҫине хӑпарӗ. Халӗ кӑна, темиҫе минут каялла, финиша вӑл виҫҫӗмӗш ҫитрӗ.
Пӗлтерер, ҫак самантра биатлонистсем пасьютра (хӑваласа ҫитмелле) 10 километра тупӑшаҫҫӗ. Старта пӗрремӗш тӑнӑ Татьяна Акимова выртса пенӗ чухне пӗрремӗш ҫаврӑмра мишене пӗр хутчен лектереймерӗ. Кайран вӑл кашнинчех тӗл пеме пултарчӗ.
Татьяна Акимова финиша виҫҫӗмӗш ҫитрӗ. Пӗрремӗш вырӑна хрантсус спортсменки Анаис Шевалье (пенӗ чухне вӑл пӗр хутчен йӑнӑшрӗ) тухрӗ, иккӗмӗшне — Итали биатлонистки Доротея Вирер. Пирӗн Татьяна Акимована Америка спортсменки Сьюзен Данкли хӑваласа ҫитет пуль тесе шикленни тӳрре килмерӗ.
Ӗнерхи спринтра Татьяна Акимова Тӗнче кубокӗнче пуҫласа ылтӑн медале тивӗҫрӗ.
Татьяна Акимова биатлонистка пирӗн ентеш иккенне республикӑра пӗлмен ҫын ҫук тесен те тӗрӗс пулать пуль. Ҫак енӗпе Тӗнче кубокӗнче тупӑшакансем хушшинче Раҫҫей биатлонисткисем ӑмӑртнине пӗрре мар хумханса тинкернӗ спорта юратакансем. Паян вара чехсен Нове-Место хулинчен савӑнӑҫлӑ хыпар ҫитрӗ: ҫак Тӗнче кубокӗн виҫҫӗмӗш этапӗнче Татьяна ылтӑн медале тивӗҫнӗ! Каламасӑрах паллӑ, ку питӗ пысӑк ҫитӗнӳ!
7,5 км тӑршшӗ дистанцие спортсменка пӗтӗм мишеньсене тӗл лектерсе 21 минут та 1,8 ҫеккунт хушшинче тухма пултарнӑ.
Уншӑн ҫак ылтӑн медаль — Тӗнче кубокӗнчи пӗрремӗш пысӑк ҫитӗнӳ.
Иккӗмӗш вырӑнта — Франци спортсменки Анаис Шевалье (2,4 ҫеккунт кая юлнӑ; 0), виҫӗмӗшӗ — Сьюзен Данкли американка (+3,2; 0).
Раҫҫей ушкӑнне кӗрекен ытти хӗрсем: Ольга Подчуфарова (+1.18,9; 1) 31-мӗш вырӑнта, Анастасия Загоруйко (+1.19,3; 1) — 32-мӗш, Светлана Слепцова (2.00,6; 3) — 47-мӗш, Екатерина Глазырина (1.38,3; 2) — 63-мӗш.
Малашне те ӑнӑҫу сунатпӑр сана, ентешӗмӗр!
Чӑваш Ен «Шелковый путь – 2017» (чӑв. Пурҫӑн ҫулӗ—2017) пӗтӗм тӗнчери раллине хатӗрленет. Вӑл утӑ уйӑхӗн 7-мӗшӗнчен пуҫласа 22-мӗшӗччен Мускав – Астана (Казахстан) – Сиань (Китай) маршрутпа иртмелле.
Республикӑн Правительствин ҫуртӗнче паян ку ыйтупа канашлу иртнӗ Иван Моторин премьер-министр ертсе пынӑ мероприятие Пӗтӗм тӗнчери ӑмӑртусене ирттерекен дирекцин, влаҫ органӗсен тата йӗрке хуралҫисем пуҫтарӑннӑ.
2009 ҫултанпа йӗркелекен ралли ун чухне Раҫҫей, Казахстан тата Туркменистан урлӑ выртнӑ. Кӑҫал пуҫласа вӑл Китая ҫитмелле. Ҫапла ралли пӗр маршрутпа мӗнпур Евразие пӗрлештерӗ. Вӑл Шупашкар урлӑ та кайӗ. Автомобильсем пирӗн патра ҫӗр каҫма чарӑнӗҫ. Аэропорт патӗнче вӗсем валли палаткӑсенчен вӑхӑтлӑх уйлӑх (бивуак) хатӗрлӗҫ.
Нумаях пулмасть Етӗрне районӗнчи Урпаш шкулӗнче вӗреннӗ Ксюша Максимова районти ӑмӑртӑва хутшӑннӑ чухне комӑна кӗрсе ӳкни, вӑл 10 уйӑх выртнӑ хыҫҫӑн вилни пирки пӗлтернӗччӗ.
РФ спорт министрӗ Виталий Мутко ачасем вӑй-хал культурин урокӗнче час-часах вилнин сӑлтавне уҫӑмлатма хушнӑ. Юлашки темиҫе уйӑхра кунашкал тӗслӗх тӑтӑшах пулнӑ-мӗн. Ксюша Максимова та, ав, спорт ӑмӑртӑвӗнче хӑйне япӑх туйнӑ, кайран комӑра выртнӑ.
Юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа чӳкӗн 15-мӗшӗччен Раҫҫейре вӑй-хал культурин урокӗнче 9 ача вилнӗ: Пушкӑртстанра, Кемӗр тата Владимир облаҫӗнче, Мускав ҫывӑхӗнче. Чылай тӗслӗхре тухтӑрсен йӑнӑшӗ пур: вӗсем урока каймашкӑн ача мӗнле ушкӑна кӗнине тӗрӗс мар палӑртнӑ. Е ашшӗ-амӑшӗ ачин чир-чӗрӗ пирки пӗлтермест.
Мутко ку тӗлӗшпе нарӑс уйӑхӗн 1-мӗшӗччен тишкерӳ тума хушу панӑ.
Комсмольски районӗнчи Ҫӗнӗ Мӑрат шкулӗнче Раҫҫей паттӑрӗсене, вӑрҫӑра пуҫ хунисене чысласа волейбол турнирӗ иртнӗ. Шкул директорӗ Альберт Борисов спортсменсене ӑнӑҫу суннӑ май тӑван ҫӗшыва хӳтӗлесе хӑйсен пурнӑҫне шеллемен паттӑрсене аса илнӗ. Шкул каччисем — ҫамрӑк гвардеецсемпе активистсем — ялти палӑк умне асӑнса гирлянда хучӗҫ.
Турнирта 4 ушкӑн вӑй виҫнӗ: хӗрсен тата каччӑсен, вӗрентекенсен тата ачасен ашшӗ-амӑшӗсен. Тупӑшура чи вӑйлисем каччӑсем пулнӑ. Иккӗмӗш вырӑна хӗрсен ушкӑнӗ ҫӗнсе илнӗ. Вӗрентекенсем те ачасенчен кая юлман, 3-мӗш вырӑна тивӗҫнӗ.
Турнир вӗҫленсен шкул директорӗ хастарлӑхшӑн пурне те тав тунӑ, парнесемпе тата грамотӑсемпе чысланӑ, малашне те автилӑ пулма чӗнсе каланӑ.
Пирӗн ентешӗмӗр, чӑваш биатлон шкулӗн воспитанници Татьяна Акимова асӑннӑ спорт енӗпе иртекен Тӗнче кубокӗн виҫҫӗмӗш тупхӑрне те хутшӑнӗ.
Виҫҫӗмӗш тапхӑр Чех Республикинче раштав уйӑхӗн 15–18-мӗшӗсенче иртмелле. Хӗрарӑмсенчен унта пирӗн ентешӗмӗрсӗр пуҫне Ольга Подчуфарова, Екатерина Глазырина, Анастасия Загоруйко, Светлана Слепцова хутшӑнмалла. Арҫынсенчен Раҫҫейӗн тренер йышӗ Антон Шипулина, Антон Бабикова, Максим Цветкова, Матвей Елисеева, Евгений Гараничева тата Дмитрий Малышкӑна кӗртнӗ.
Хальлӗхе чи пысӑк очколлисем — 288 баллӑ Мартен Фуркад хрантсус тата 277 очколлӑ Лаура Дальмайер нимӗҫ. Раҫҫей спортсменӗсенчен очко шучӗпе Антон Шипулин — 173 балпа виҫҫӗмӗш вырӑнта, 86 очколлӑ Екатерина Глазырина — 24-мӗш.
Ҫак кунсенче «Звезда» телеканалпа «Фетисов» ток-шоура (ӑна Вячеслав Фетисов пысӑк титуллӑ спортсмен, хоккеист ертсе пырать) Улатӑрти япӑха тухнӑ хоккей лапамӗ пирки сюжет кӑтартнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Студие РФ Патшалӑх Думин депутатне Леонид Черкесова та чӗннӗччӗ. Унта вӑл Улатӑрта темиҫе хут та пулнине, анчах ку ыйту пирки пуҫласа илтнине пӗлтернӗ.
Чӑн та, вырӑнтисем пӗлтернӗ тӑрӑх, хулара коньки ҫине тӑрас тесен те ярӑнма вырӑн тупаймӑн. Хоккей аталанӑвӗшӗн чунне ырттаракансем хула пуҫлӑхӗсем патне кайнӑ. Анчах вӗсене унта нимпе те лӑплантарайман, мӗншӗн тесен лару-тӑру кӑткӑс. «Паян е ҫӗннине мӗн те пулин тумалла, е пуррине аталантармалла», — ҫынсене хула администрацийӗнче ҫапларах хуравланӑ.
Телекӑларӑма хутшӑннисем вырӑнти тӳре-шараран тӗлӗннине палӑртнӑ. «Спорт кайсан спорт мӗнпе кӗрешет, пирӗн ачасем патне ҫавӑ — сиенлӗ йӑла-йӗрке — килет», — тесе пӗтӗмлетнӗ вӗсем.
Телекӑларӑма хутшӑннӑ РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Леонид Черкесов депутат республикӑн спорт министрӗпе ку ыйтӑва сӳтсе явма шантарнӑ.
Раштавӑн 9–10-мӗшӗсенче Шупашкарта Чӑваш Ен Элтеперӗн Михаил Игнатьевӑн парнисене ҫӗнсе илессишӗн хӗрарӑмсем ирӗклӗ майпа кӗрешрӗҫ. Ӑмӑртӑвӑн юлашки кунӗнче Раҫҫейӗн спорт кӗрешӗвӗн федерацийӗн вице-президенчӗ Омар Муртузалиев пирӗн республика Элтеперӗпе Михаил Игнатьевпа тӗл пулнӑ. Вӑл та Шупашкара Ирӗклӗ майпа кӗрешекен хӗрарӑмсен Раҫҫейри уҫӑ кубокне килнӗ.
Элтеперпе спорт кӗрешӗвӗ федерацийӗн вице-президенчӗ пирӗн тӑрӑхра хӗрарӑмсен ирӗклӗ майпа кӗрешессине малалла аталантарасси пирки калаҫнӑ. Михаил Игнатьев Омар Муртузалиева Чӑваш Ене тимлӗх уйӑрнӑшӑн тав тунӑ. Элтепер палӑртнӑ тӑрӑх, ҫавӑн пек ҫӳллӗ шайри ӑмӑртусем ирттерни регионӑн ӗҫлӗ климатне те, кунта пурӑнакансен социаллӑ кӑмӑл-туйӑмне те витӗм кӳрет. Омар Муртузалиев вара регион ертӳҫи ҫамрӑк, спортпа туслӑ, яштака пулни республикӑна спорт енчен аталантарма никӗc хывать тесе шухӑшлать иккен. Унтан вӑл пирӗн тӑрӑхра хӗрарӑмсем ирӗклӗ майпа кӗрешессине ытларах аталантарас шухӑшлине палӑртса хӑварнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.04.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| «Чебоксарская правда» хаҫатӑн пӗрремеш кӑларӑмӗ тухнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |