2008 ҫулта Пекинра иртнӗ Олимп вӑййисенче чӑрмавлӑ 3 пин метрлӑ дистанцире пирӗн ентеш Татьяна Архипова фниша тӑваттӑмӗш ҫитнӗ. Виҫҫӗмӗш вырӑна вара Раҫҫей спортсменки Екатерина Волкова йышӑннӑ. Анчах ӑна тӗрӗсленӗ те допинг пурри палӑрнӑ. Ҫавна май унӑн пӑхӑр медальне каялла илнӗ, наградӑна Татьяна Архиповӑна парӗҫ.
Пӗтӗм Раҫҫейри ҫӑмӑл атлетика федерацийӗн президенчӗ Дмитрий Шляхтин пӗлтернӗ тӑрӑх, Екатерина Волковӑн медалӗ килнӗ ӗнтӗ, Раҫҫейри Олимп комитечӗ ҫитес вӑхӑтра ӑна пирӗн ентеше парӗ.
Сӑмах май, Вӑрмар районӗнчи Карӑк Ҫырма ялӗнче ҫуралнӑ Татьяна Архиповӑн (хӗр чухнехи хушамачӗ – Петрова) ку пӑхӑр медаль – иккӗмӗш. Вӑл 2012 ҫулта Лондонра иртнӗ Олимп вӑййисенче те марафонра виҫҫӗмӗш пулнӑ.
«Юнармия» ача-пӑчапа ҫамрӑксен пӗтӗм ҫӗршыври юхӑмӗн 8 уйрӑмӗ ту хысакӗ ҫине улӑхассипе тупӑшнӑ. Республикӑри ҫак ӑмӑрту «Кошка» (чӑв. Кушак) центрта иртнӗ.
Тупӑшӑва Шупашкарти 18-мӗш шкулти, Ҫӗнӗ Шупашкарти Совет Союзӗн Геройӗн М.М. Кузнецов ячӗллӗ кадет лицейӗнчи, Канашри 6-мӗш шкулти, Элӗк районӗнчи Чӑваш Сурӑмӗнчи, Канаш районӗнчи Янкӑлч, Муркаш районӗнчи Мӑн Сӗнтӗрти, Ҫӗрпӳри 1-мӗш шкулти, Комсомольскинчи 2-мӗш шкулти ачасем хутшӑннӑ.
Унта 14 ҫултан пуҫласа 17-чченхи юнармеецсем тупӑшнӑ. Яшсемпе пикесенчен Комсомольскинчи Стас Курицынпа Эльза Кузнецова мала тухнӑ. Ушкӑнпа та Комсомольскинчи 2-мӗш шкул командине ҫитекен пулман, иккӗмӗш вырӑнта — Шупашкарти 18-мӗш шкул, виҫҫӗмӗшӗнче — Ҫӗрпӳри 1-мӗш шкул.
Чӑваш Енри спортсмен панкратион енӗпе иртнӗ ӑмӑртуран ылтӑн медальпе таврӑннӑ. Тупӑшу тӗнче шайӗнче иртнӗ.
Дмитрий Шмелев Шупашкарти 1-мӗш спорт шкулӗнче ӑсталӑхне туптать. Унччен вӑл Раҫҫей тата Европа ӑмӑртӑвӗсенче мала тухнӑ.
Тупӑшу ку эрнинче вӗҫленнӗ. Вӑл Сочи хулинче иртнӗ. Унта Беларуҫри, Украинӑри, Италири, Грецири, АПШри, Японири, Индири, Раҫҫейри 500 ытла спортсмен хутшӑннӑ. Раҫҫейре панкратион енӗпе кунашкал шайри ӑмӑрту пӗрремӗш хут иртнӗ.
Дмитрий Шмелев Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командинче тупӑшнӑ. Вӑл 16-17 ҫулсенчи кадетсен хушшинче ӑмӑртнӑ. Палӑртмалла: вӑл Александр Шмелев тренер патӗнче ӑсталӑхне туптать.
Алексей Германовпа Екатерина Алюнова спорт аэробики енӗпе иртнӗ Пӗтӗм Раҫҫейри ӑмӑртӑва хутшӑннӑ. Тупӑшу Омск хулинче юпа уйӑхӗн 17-20-мӗшӗсенче иртнӗ.
Алексейпа Екатерина Спорт аэробикин регионти председателӗ Оксана Дьячук патӗнче ӑсталӑхне туптаҫҫӗ. Пирӗн ентешсем Пӗтӗм Раҫҫейри ӑмӑртура лайӑх кӑтартусемпе палӑрнӑ. Вӗсем «Хутӑш мӑшӑр» категорире пьедесталӑн чи ҫӳлти картлашки ҫине хӑпарнӑ.
Халӗ Чӑваш Енри аэробистсен пысӑк ушкӑнӗ Казахстана, Алма-Атана, кайма хатӗрленет. Унта кӗҫех Пӗтӗм тӗнчери турнир иртӗ.
Ҫак кунсенче Шупашкарти «Спартак» спорт шкулӗнче кире пуканӗ йӑтакансен «Хыпар» хаҫат парнине ҫӗнсе илессишӗн пӗтӗм Раҫҫейри турнир пырать. Вӑл эрнекун уҫӑлнӑ, высарникун вӗҫленмелле.
Паянхи ӑмӑртура 85, 95 килограмлӑ тата 95 килограмран йывӑртарах виҫере ӑмӑртӗҫ, ҫавӑн пекех ветерансем кӗрешӗве тухӗҫ. Ӑмӑртӑвӑн виҫҫӗмӗш кунӗ 11 сехетре уҫӑлӗ.
Турнирта темле самант та пулнӑ: савӑнӑҫ та, ҫын курман чух ларса йӗни те. Помост ҫине тухсан вара спортсменсенчен нихӑшӗ те хӑйӗн-кӑмӑл туйӑмне ирӗке яман — ҫӗнтерӳ патне талпӑннӑ. Черчен пикесемпе яшсем, тӗреклӗ арҫынсемпе патвар хӗрарӑмсем те кире пуканне ҫӳлелле ҫӑмӑллӑн йӑтнине кӑтартаҫҫӗ.
Турнирта чи маттуррисем Раҫҫейӗн спорт маҫтӑрӗн ятне тивӗҫеҫҫӗ.
Шупашкар спортсменки йывӑр атлетика енӗпе иртнӗ Европа чемпионатӗнчен виҫӗ медальпе таврӑннӑ. Ӑмӑрту Албанири Дуррес хулинче иртет.
Пирӗн ентеш Александра Козлова 69 килограмм тайманнисен виҫе категорийӗнче ӑмӑртса виҫӗ медаль ҫӗнсе илнӗ. Иккӗшӗ – ылтӑн. Ку ҫитӗнӳ Александрӑшӑн хӑйӗншӗн те чи пысӑкки.
21 ҫулти Саша – Раҫҫейӗн тӗнче класлӑ спорт мастерӗ. Александра Козлова икӗ енлӗ кӗрешӳре 212 килограмм пухнӑ. Ҫапла вӑл пьедесталӑн чи ҫӳлти картлашки ҫине хӑпарнӑ. Иккӗмӗш вырӑна Украина спортсменки Ханна Панова йышӑннӑ, виҫҫӗмӗшне – Илья Хернандес.
Республикӑри Олимп резервӗн 10-мӗш спорт шкулӗн вӗренекенӗ Вера Лоткова Сербире иртнӗ тӗнче шайӗнчи ӑмӑртуран ылтӑн медальпе таврӑннӑ. Ӑмӑрту юпа уйӑхӗн 13–15-мӗшӗсенче Нови-Сад хулинче иртнӗ.
Тупӑшӑва 30 ҫӗршыври самбистсем килнӗ. Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командинче 40 спортсмен пулнӑ. Вӗсене Раҫҫей ӑмӑртӑвӗн пӗтӗмлетӗвӗпе килӗшӳллӗн суйланӑ.
Пирӗн ҫӗршывӑн команди 19 ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ. ЧР тава тивӗҫлӗ тренерӗ Сергей Пегасов патӗнче ӑсталӑхне туптакан Вера Лоткова 48 килограмм тайманнисен виҫе категорийӗнче малти вырӑна тухнӑ.
Маунтинбайк енӗпе Раҫҫей чемпионачӗ авӑн уйӑхӗн 29-мӗшӗнче пуҫланнӑ та юпан 1-мӗшӗнче вӗҫленнӗ. Вӑл Геленджикра иртнӗ.
Elimination дисциплина чи кӑсӑклисенчен пӗри шутланать. Унӑн ҫулӗ вӑрӑмах май, ҫавна май ҫынсем спортсменсем тупӑшнине лайӑх курма пултараҫҫӗ. Ку дисциплина – йывӑр, унта пӑрӑнчӑксем, тӑвайккисем нумай. Спортсменӑн велосипеда итлеттерме пӗлмелле.
Шӑпах ҫак йывӑр дисциплинӑра Ольга Терентьева чи лайӑх кӑтартупа палӑрнӑ. Ҫапла вӑл Раҫҫей кубокне ҫӗнсе илнӗ.
Сӑмах май, Ольга Терентьева ӑмӑртура Чӑваш Ен тата Питӗр чысне хӳтӗленӗ.
Нумаях пулмасть биатлон енӗпе Раҫҫей ӑмӑртӑвӗ иртнӗ. Унта юниорсем тупӑшнӑ. Чӑваш Ен чысне Светлана Соколова, Кристина Кротова, Александр Пашков хӳтӗленӗ.
Светлана Соколова 4,5 ҫухрӑмлӑ кросс-спринтра кӗмӗл медаль ҫӗнсе илнӗ. Вӑл Раҫҫей спорт мастерӗн нормативне пурнӑҫланӑ. Светлана 55 спортсмен хушшинче финиша иккӗмӗш ҫитнӗ. Вӑл Пермь крайӗнчи Валерия Васнецовӑна 28,4 ҫеккунт ҫеҫ выляса янӑ. Виҫҫӗмӗш вырӑна Мӑкшӑ Республикин спортсменки йышӑннӑ.
Светлана Соколова команда йышӗнче эстафетӑра тупӑшса кӗмӗл медале тивӗҫнӗ. Атӑлҫи федераци округӗн пӗрлештернӗ командине Светланӑсӑр пуҫне Мӑкшӑ Республикинчи Алена Юдина тата Анастасия Халиуллина кӗнӗ.
ЧР влаҫӗсен официаллӑ порталӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енри спортсмен хӑйне евӗр ӑмӑртура палӑрнӑ. 58 ҫулти арҫын 24 сехет чупса чи лайӑххи пулса тӑнӑ.
Василий Дюкин Канаш хулинче ҫуралса ӳснӗ. Вӑл Череповец хулинче иртнӗ ӑмӑртӑва хутшӑннӑ. Унта спортсменсем тӗрлӗ вӑхӑт чупнӑ: 1, 3, 6 тата 12 сехет. Теприсем 100 метра парӑнтарнӑ. Чи чӑтӑмлисем вара пӗр талӑк чупнӑ.
Пирӗн ентеш 24 сехет чупакансен йышӗнче чи маттурри пулнӑ. Вӑл пӗр талӑкра 184 ҫухрӑма парӑнтарнӑ. Ҫапла майпа вӑл пӗрремӗш вырӑн йышӑнса ылтӑн медале тивӗҫнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.04.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 5 - 7 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| «Чебоксарская правда» хаҫатӑн пӗрремеш кӑларӑмӗ тухнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |