Чӑваш Енӗн биатлон шкулӗн воспитанникӗ Павел Магазеев Молдави чысне хӳтӗлет. П. Магазеев биатлонист хӑйӗн пултарулӑхне Шупашкарти ача-пӑчапа ҫамрӑксен 2-мӗш спорт шкулӗнче малтанласа туптанӑ.
Спортӑн ҫак енне кӑмӑллакансем Павел Магазеев Раҫҫей шайӗнчи ӑмӑртусене хутшӑннине пӗлеҫҫӗ-ха. Анчах вӑл ҫӗршывӑн пӗрлештернӗ командин йышӗнче Европа е тӗнче шайӗнчи ӑмӑртусене хутшӑнман. Спортсменӑн пурнӑҫӗ тренертан та нумай килни вӑрттӑнлӑх мар ӗнтӗ. 30 ҫулти Павел Магазеев темиҫе ҫул каялла юниорсем хушшинче тӗнче тата Европа чемпионӗ пулнӑ.
Халӗ пирӗн ентешӗмӗр Молдавин пӗрлештернӗ командин чысне хӳтӗлет. Польшӑра ҫуллахи биатлон енӗпе иртнӗ уҫӑ чемпионатри спринтра Павел Магазеев бронза медале ҫӗнсе илнӗ.
Чӑваш Енӗн биатлон шкулӗн воспитанникӗн Павел Магазеевӑн ашшӗ Михаил Александрович иртнӗ ӗмӗрӗн 70-80-мӗш ҫулӗсенче «Урожай» спорт обществин пайташӗ пулнӑ.
Паян, ҫурла уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, Шупашкарти тӗп пляжра триатлон енӗпе Раҫҫей чемпионачӗпе ӑмӑртӑвӗ уҫӑлнӑ. Унта ҫӗршывӑн 12 регионӗнчен 200 ытла спортсмен пуҫтарӑннӑ.
Спортсменсем акватлон енӗпе ӑмӑртнӑ май ишсе тата чупса тупӑшнӑ. Арҫынсемпе хӗрарӑмсем, юниорсемпе юниоркӑсем хушшинче медальсен 10 комплектне выляттарнӑ.
Унта тӗрлӗ шайри тӳре-шара та хутшӑннӑ. Спортсменсене Раҫҫейӗн триатлонӑн пӗрлештерни командин аслӑ тренерӗ Андрей Гудалов саламланӑ. Вӑл Раҫҫейӗн аслӑ юхан шывӗ – Атӑл – хӗрринче кун пек ӑмӑрту иртни вырӑнлине палӑртнӑ.
Триатлона хутшӑнакансем малтан 2,5 километр чупса, унтан 1 километр ишсе, кӑштахран каллех 2,5 километр чупса ӑмӑртнӑ.
Раҫҫейӗн спорт мастерӗ ята тата Пӗтӗм Раҫҫей категорийӗнчи судья ята тивӗҫнисене те паян чысланӑ.
Чылай та пулмасть пирӗн ҫӗршывра футбол чемпионачӗ иртрӗ. Ҫавӑн хыҫҫӑн Тутарстан Республикин ҫыхӑнупа информатизаци министрӗ анлӑ интервью панӑ. Вулатӑн та тӗлӗнетӗн. Унӑн сӑмахӗсемпе караслӑ ҫыхӑну ниепле те йӳнӗ пулма пултараймасть. Кама улталасшӑн вӑл, халӑха-и? Мӗншӗн пӗтӗм тӗнчипе ҫыхӑну йӳнӗ, пирӗн вара енчен те ылтӑн телефонсемпе калаҫатпӑр? Роуминг текен пулӑм ҫинчен ытти патшалӑхра пӗлмеҫҫӗ те, тесессӗн те юрать, ку вӑл пирӗн шухӑшласа кӑларнӑ япала. Ара, хӑть кӳршӗ яла шӑнкӑравла, хӑть Хабаровскине, уйрӑмлӑхӗ ҫук, бензин тӑкакласси ҫук. Анчах та чемпионат вӑхӑтӗнче ҫыхӑну питӗ пахалӑхлӑ пулчӗ тесе мӑнаҫланнӑ министр. Мӗншӗн пахалӑх мӗн-тӗр иртнӗ чухне кӑна паха пулмалла? Вӑл кашни кунхине паха пулма тивӗҫ мар-ши? Иккӗмӗш Кӗтерне патшара ларнӑ тапхӑрта Потёмкин текен кнеҫ пулнӑ, ятарласа ӑҫта мӗн-тӗр Иккӗмӗш Кӗтерне иртмелле-тӗк, урам тӑршшӗпе ӳкернӗ ҫуртсем, е вӑхӑтлӑха ӑсталанӑ ҫуртсем вырнаҫтарнӑ, халӑх пурӑнакан ҫуртсене пытарса.
Тӗлӗнмелле хӑватлӑ ҫак ҫынсем Казахстанӑн тӗп хулинчен, Астанаран, ҫула тухнӑ. Куҫ курманнисенчен йӗркеленнӗ велочупуҫасемпе мӑшӑррӑн ҫула тухнӑ. Пӗтӗмпе вӗсен 5 пин километра хыҫа хӑвармалла, 6 ҫӗршыв урлӑ иртсе 30 хулара пулмалла, Европӑпа Азине ҫыхӑнтармалла.
Ҫӗркаҫ спорстменсем Чӑваш Ене килсе ҫитнӗ. Кунта пӗр каҫ выртнӑ хыҫҫӑн хастарсем ирех ҫула тухнӑ. Казахстанран Раҫҫее ҫитнӗскерсем ҫывӑх кунсенче Беларуҫ, Польша, Германи ҫӗршывӗсенче пулӗҫ, унтан Францие ҫитӗҫ.
Казахстанри велосипедистсем пуҫласа 2016 ҫулта ҫул ҫӳрев йӗркеленӗ. Пӗлтӗр Кӑркӑстанри Иссык-куль хӗррине кайнӑ. Сывӑ пурнӑҫ йӗркине тытса пыраканскерсем халӑхра велоспорта, сусӑрсен хушшинче спорт ӑмӑртӑвӗсене тата Паралимпиадӑна сарасшӑн.
Шупашкар 549-мӗш ҫуралнӑ кунне паллӑ тунӑ май хулара ҫӗрлехи велочупу йӗркелеме палӑртнӑ. Кун пирки Шупашкар хула администрацийӗн вӑй-хал культурипе спорт управленийӗ пӗлтерет.
Велочупу ҫурла уйӑхӗн 18-мӗшӗнче 22 сехетре Хӗрлӗ лапамра старт илӗ. Маршрут ҫапларах: К.Маркс урамӗ – Ленин проспекчӗ – Хула ҫум вокзал урамӗ – Ленин проспекчӗ – К.Маркс урамӗ. Пӗтӗмпе – 9 ҫухрӑм. Финиш - Хӗрлӗ лапамра. «Чӑваш Ен» хӑна ҫурчӗ умӗнче тата Чапаев скверӗнче пип-стоп пулӗ.
Ӑмӑртӑва хутшӑнас килет-и? Чи кирли – велосипед тата хунар пулччӑр. Ҫук тӑк велосипеда финиш патӗнче те проката илме май пур.
Сӑмах май, кунашкал велочупу 2015, 2016 ҫулсенче иртнӗ, ун чухне унта 1500 ытла ҫын хутшӑннӑ.
Чӑваш Енри икӗ пике, иккӗшӗ те спортсменка, иккӗшӗ те ирӗклӗ мелпе кӗрешекенскерсем, Смоленскран ылтӑн медальпе таврӑннӑ.
Ҫурла уйӑхӗн 11-12-мӗшӗнче маларах эпир асӑннӑ хулара ирӗклӗ майпа кӗрешекенсен Раҫҫей чемпионачӗ иртнӗ. Унта Чӑваш Енрен ултӑ спортсмен тухса кайнӑ. Хӑйсен виҫе категорийӗсенче Вероника Чумиковӑпа Мария Кузнецова ылтӑн медале тивӗҫнӗ.
Чӑваш Енӗн Физкультурӑпа спорт министерствин пресс-службинче пӗлтернӗ тарӑх, ӑмӑртӑва ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗнчи 130-а яхӑн спортсмен пырса ҫитнӗ.
58 килограмчченхи виҫере Вероника Чумикова Кемӗр облаҫӗн хӗрне Зельфира Садраддиновӑна ҫӗнтерсе ылтӑн медале тивӗҫнӗ.Тутарстанри Светлана Липатова ку виҫере — виҫҫӗмӗш. 65 килограмчченхи виҫере Мария Кузнецова бурят хӗрне Анна Щербаковӑна ҫӗнтернӗ.
Паян, ҫурла уйӑхӗн 11-мӗшӗнче, физкультурниксем хӑйсен уявне палӑртаҫҫӗ. Ҫав ятпа районсемпе хуласенче тӗрлӗ мероприяти иртӗ. Вӑрнар поселокӗнче бассейн уҫӑлмалла.
Чӑваш Енӗн Спорт министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, спорт сооруженине Вӑрнарти хутӑш препаратсен савучӗ (ертӳҫи — Владимир Свешников) хута янӑ. Вӑл фирма «Август» предприятин филиалӗ шутланать.
Спорт сооруженийӗ 3,6 пин тӑваткал метр лаптӑк йышӑнать. Унта 25 метр тӑршшӗ бассейн, ишекенсем валли ултӑ ҫул пӑхса хӑварнӑ. Пӗчӗккисене ишме вӗрентмешкӗн уйрӑм вырӑн пур. Тата — салтӑнса тӑхӑнмалли пӳлӗмсем, душ кӗмелли, тренажер залӗ.
«Август» фирмӑн Вӑрнарти филиалӗ 2014 ҫулта поселокра фитнес-зал уҫнӑччӗ, 2016 ҫулта — парк, 2017-мӗшӗнче — стадиона юсаса ҫӗнетме укҫа уйӑрнӑ.
Ҫамрӑк спортсменсем хӑш аслӑ шкула вӗренме кӗнине пӗлес килет-и? Лана Прусакова фристайлистка тата Кристина Кускова йӗлтӗрҫӗ И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУна вӗренме кӗнӗ.
Икӗ спортменка та Олимп резервӗсен 2-мӗш спорт шкулӗнче ӑсталӑхне туптаҫҫӗ. Лана журналистка пуласшӑн ахӑртнех – вырӑс тата чӑваш филологийӗпе журналистика факультетне «Журналистика» енӗпе вӗренме кӗнӗ. Кристина вара ют чӗлхесен факультетӗнче «Лингвистика» енӗпе ӑс пухӗ. Вӗсем иккӗшӗ те аслӑ шкула тӳлевсӗр вӗренме кӗнӗ.
Лана та, Кристина та – Раҫҫей спорт мастерӗсем, ҫӗршывӑн пӗрлештернӗ командине кӗнӗ.
Пирӗн республикӑра ял уявӗсене пухӑнасси юлашки ҫулсенче хытах йӑлана кӗчӗ. Ҫак мероприятине тӗрлӗ ҫӗрте тӗрлӗ шайра йӗркелеҫҫӗ. Пӗрисем хӑйсен ял ҫыннисене сума сунине, ятлӑ-сумлисене хисеп тунине палӑртма тӑрӑшаҫҫӗ. Теприсенче килсерен пухнӑ укҫа-тенкӗпе така туянса ӑна пусса шӳрпе пӗҫернипе, вӑрӑм сӗтел хушшине ларса ӗҫсе ҫинипе, концерт пекки лартнипех ҫырлахаҫҫӗ.
Хӗрлӗ Чутай районӗнчи ялсенче те ял кунӗсем ирттернӗ. Нумаях пулмасть унти темиҫе ял тӑрӑхӗнче: Атнар ял тӑрӑхӗнчи Атнарта, Йӳҫпан ял тӑрӑхӗнчи Турханта, Кивӗ Атикасси ял тӑрӑхӗнчи Чурпайӗнче, Мӑн Этмен ял тӑрӑхӗнчи Уйпуҫра, Ҫӗн Ирчемесра, Малиновкӑра уявсене пухӑннӑ. Вӗсене сӑнлакан сӑн ӳкерчӗксенчен пӗринче (ӑна район администрацийӗн сайтӗнче куртӑмӑр) ҫынсем ҫутӑ юпине спорт инвентарӗ вырӑнне усӑ курнине асӑрхарӑмӑр. Ку вӑл ялсенче спорт хатӗрӗсем хӗсӗккине палӑртакан пулӑм-тӑр...
Питӗрте «Ҫурҫӗр тӗп хули» ҫурмамарафон иртнӗ. Унта пирӗн ентешсем Татьяна Архипова тата Алина Прокопьева хутшӑннӑ. Спортсменсем 21 ҫухрӑм та 100 метра парӑнтарнӑ.
Вӑрмар хӗрӗ Татьяна Архипова ҫӗнтерӳҫӗ ятне тивӗҫнӗ. Вӑл Чӑваш Ен чысне хӳтӗленӗ тепӗр спортменкӑран Алина Прокопьеӑран финиша 3 минут маларах ҫитнӗ.
Арҫынсен ушкӑнӗнче Хусанти спортсмен Степан Киселев ҫӗнтернӗ. Палӑртмалла: Татьяна Архипова пӗтӗмӗшле зачетра улттӑмӗш вырӑн йышӑннӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.04.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 5 - 7 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| «Чебоксарская правда» хаҫатӑн пӗрремеш кӑларӑмӗ тухнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |