Ҫак уйӑх пуҫламӑшӗнче Хабаровск хулинче самбо енӗпе Раҫҫей чемпионачӗ иртнӗ. Спортӑн ҫак енӗпе хӑйсен вӑйне кӑтартма унта мӗнпур регионтан пин ытла спортсмен пухӑннӑ.
Чӑваш Енӗн самбисчӗсем те ӑмӑртӑва ӑнӑҫлӑ хутшӑннӑ. 68 килограмм виҫеллисен хушшинче Александр Бондарев бронза медале тивӗҫнӗ, 52 килограмлӑ хӗрарӑмсен хушшинче кӗрешнӗ Вера Лоткова та чӑннипех палӑрнӑ: вӑл та бронза медаль ҫӗнсе илнӗ.
Чӑваш Енӗн Спорт министерствин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫалхи маттурсем пӗлтӗр те ӑнӑҫлӑ кӗрешнӗ. Раҫҫейӗн кубокӗнче Александр Бондарев 68 килограмлӑ виҫере ҫӗнтернӗ. Вера Лоткова ун чухне 48 килограмлӑ виҫере кӗрешнӗ, ентешӗмӗр юниорсен тӗнче ӑмӑртӑвӗнче тата Европа кубокӗнче мала тухнӑ.
Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев республикӑри тӗрлӗ отрасльте ӗҫлекенсене наградӑласси ҫинчен хушу кӑларнӑ. Документа ЧР влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче ӗнер вырнаҫтарнӑ.
Патшалӑх наградине тивӗҫнӗ ҫынсем хушшинче икӗ спортсмен пур. Иккӗшӗ те кӑҫал Кӑнтӑр Корейӑри Пхенчхан хулинче иртнӗ Хӗллехи Олимп вӑййине хутшӑннӑ. Чӑваш халӑх сайтне вулакансем ӑнланчӗҫ пулӗ ӗнтӗ, кунта сӑмах Татьяна Акимовӑпа Лана Прусакова пирки пырать. Вӗсенчен пӗри — биатлонистка, тепри — фристайлистка. Вӗсене Чӑваш Енӗн Патшалӑх грамотипе наградӑлама йышӑннӑ.
Татьяна Акимова пирки каласан, ҫак уйӑхӑн пуҫламӑшӗнче Финляндире иртекен биатлон енӗпе 2017—2018 ҫулсенчи Тӗнче кубокӗн черетлӗ, ҫиччӗмӗш, тапхӑрне вӑл хутшӑнмӗ.
Чӑваш Енӗн йывӑр атлетика федерацийӗн президентне Геннадий Иванова «Раҫҫейӗн тава тивӗҫлӗ тренерӗ» хисеплӗ ят панӑ.
Геннадий Геннадьевич Чӑваш Енӗн физкультурӑпа спортӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ шутланать. Вӑл — аслӑ класлӑ тӳре тата тӗнче категориллӗ тӳре те. 1993 ҫултанпа йывӑр атлетика енӗпе республика федерацие ертсе пырать. Паян вӑл Чӑваш Енӗн пӗрлештернӗ ушкӑнӗсене спорт енӗпе хатӗрлекен центрта йывӑр атлетика енӗпе тренерта тӑрӑшать.
Чӑваш Енӗн Спорт министерствинче Геннадий Ивановӑн йывӑр атлетикӑри тӳпине пысӑка хурса хаклаҫҫӗ. Геннадий Иванов ертсе пынипе Наталья Хлёсткина Европа чемпионки ята икӗ хутчен тивӗҫнӗ. Тӗнче шайӗнчи ӑмӑртусенче палӑрнӑ Ирина Баймулкина, Александр Мышов, Александра Козлова, Яна Мохина тата ыттисем те Геннадий Геннадьевич патӗнче ӑсталӑха туптанӑ.
Ҫак уйӑхӑн пуҫламӑшӗнче Финляндири Контиолахти поселокӗнче биатлон енӗпе 2017—2018 ҫулсенчи Тӗнче кубокӗн черетлӗ, ҫиччӗмӗш, тапхӑрӗ пуҫланассине эпир пӗлтернӗччӗ. Маларах эпир унта пирӗн ентешӗмӗр Татьяна Акимова хутшӑнма пултарассине систернӗччӗ. Анчах Татьяна Акимова Финляндине каймӗ.
Хӗрарӑмсенчен Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ ушкӑнне Екатерина Юрлова-Перхт, Дарья Виролайнен, Ульяна Кайшева, Виктория Сливко тата Светлана Миронова кӗнӗ. Контиолахтинче биатлонистсем тӑватӑ енпе: спринтра, хутӑш эстафетӑра, сингл-микстра тата масс-стартра — тупӑшӗҫ. Ҫакна sportbox.ru сайтра ҫырнӑ. Хӗрарӑмсен пӗрлештернӗ ушкӑнӗн аслӑ тренерӗ Татьяна Акимова хӑйне кантарма ыйтнине пӗлтернӗ.
Кӑҫалхи ҫулла Шупашкар хулинче футбол мечӗкӗ тата футболҫӑ евӗр чечек кӳлеписем нумай пулӗҫ. Ҫулла республикӑн тӗп хулине епле капӑрлатма шухӑшланипе «Зеленстрой» предприяти пуҫлӑхӗ Олег Скворцов хула администрацийӗнче паян иртнӗ планеркӑра паллаштарнӑ.
Олег Скворцов каланӑ тӑрӑх, Шупашкара чечекпе илемлетнӗ чух пирӗн ҫӗршывра кӑҫал Футбол енӗпе иртекен тӗнче чемпионатне тӗпе хурӗҫ. Аса илтерер, ӑмӑртусем ҫӗртме уйӑхӗн 14-мӗшӗнчен пуҫласа утӑ уйӑхӗн 15-мӗшӗччен пымалла.
Футболҫӑ, ӑмӑртӑвӑн талисманӗ Забивака кашкӑр евӗр топиар-кӳлепесем вырнаҫтарӗҫ. Хӗрлӗ лапама, Юханшыв портне, ҫул ҫаврӑмӗсене, спорт учрежленийӗсен умӗсене те чемпионат сӗмне кӗртӗҫ.
«Хула пурӑнакансен ӑмӑрту пынине туймалла», – тенӗ хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков.
Шӑчӑпа ҫӳллӗшне сикекен Анжелика Сидорова ҫӑмӑл атлетика енӗпе Британири Бирмингем хулинче иртекен тӗнче чемпионатне хутшӑнать. Ӑмӑрту паян пуҫланнӑ, пуш уйӑхӗн 4-мӗшӗнче вӗҫленӗ.
Мускавра ҫуралнӑ хӗр Чӑваш Ен тата Мускав чысне хӳтӗлет. Ҫуркуннен малтанхи уйӑхӗнчи старта Раҫҫейӗн ҫичӗ спортсменӗ тухать. Хӗллехи Олимп вӑййинчи евӗрех ӑмӑртӑва вӗсем нейтраллӑ ялавпа хутшӑнӗҫ. Тӗнче чемпионатне Анжеликӑн «Юность Москвы» обществӑри Светлана Абрамова тренерне те хутшӑнма ирӗк панӑ.
Эрне каялла Анжелика Сидорова Раҫҫейӗн хӗллехи чемпионатӗнче Европӑри чи лайӑх, тӗнчери иккӗмӗш кӑтартупа палӑрнӑ. Кун пирки Чӑваш Енӗн спорт министерствин пресс-служби ӗнер хыпарланӑ. Пирӗн ентеш 4,87 метра сикнӗ.
Ҫитес уйӑхӑн 8-мӗшӗнче Финляндири Контиолахти поселокӗнче биатлон енӗпе 2017—2018 ҫулсенчи Тӗнче кубокӗн черетлӗ, ҫиччӗмӗш, тапхӑрӗ пуҫланӗ. Унта Раҫҫей команди хутшӑнассине ӗнер «Спорт-Экспресс» кӑларӑм пӗлтернӗ. Вӑл хыпарта пирӗннисенчен кам каяссине пӗлтерменччӗ-ха. Ҫав вӑхӑтрах Тӗнче кубокӗн черетлӗ тапхӑрне хатӗрленме ҫак спортсменсене кӗртни паллӑ: хӗрарӑмсенчен — Татьяна Акимовӑна, Ульяна Кайшевӑна, Екатерина Юрлова-Перхта, Дарья Виролайнена, Виктория Сливкона, Светлана Мироновӑна; арҫынсенчен — Антон Бабикова, Матвей Елисеева, Евгений Гараничева, Александр Логинова, Антон Шипулина, Максим Цветкова.
Аса илтерер, Чӑваш Енри Татьяна Акимова Кӑнтӑр Корейӑри хӗллехи Олимп вӑййине хутшӑнчӗ.
Шупашкарти кӳлмекре авточупу иртӗ. Кун пирки ЧР Спорт министерствин сайтӗнче пӗлтернӗ.
Спортӑн ҫак тӗсне кӑмӑллакансем кӳлмеке нарӑс уйӑхӗн 25-мӗшӗнче пухӑнӗҫ. Ӑмӑртӑва 11 сехетре савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫӗҫ, старта 11 сехет ҫурӑра тухӗҫ.
Тупӑшӑва ахаль сериллӗ автомобильсем хутшӑнма пултараҫҫӗ. Малтанхи тӳлев – 3 пин тенкӗ. Студентсем валли – 1500 тенкӗ.
Тепӗр эрнерен, пуш уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, пӑр ҫинчи авточупу енӗпе Раҫҫей Кубкӗн финалӗ иртӗ.
Паян, нарӑс 22-мӗшӗнче, Шупашкарти чукун ҫул ваксалӗнче Раҫҫей чысне хӗллехи Олимп вӑййисенче хӳтӗленӗ Татьяна Акимовӑна Чӑваш Енӗн спорт министерствин ӗҫченӗсем, тренерсем, тӑванӗсемпе ҫывӑх ҫыннисем кӗтсе илнӗ.
«Кашни спортсмен Олимп вӑййисене хутшӑнма ӗмӗтленет. Телее, ӑнтӑлни пурнӑҫланчӗ. Ӑмӑртусем кӑмӑл-туйӑма ҫирӗплетрӗҫ. Хама халӗ хӑюллӑрах туятӑп. Кӑҫалхи вӑйӑсем урӑхларах иртрӗҫ пулин те эпир пӗтӗм вӑйран тупӑшрӑмӑр, мӗн пултарнӑ таран кӗрешрӗмӗр», — чунне уҫнӑ Татьяна Акимова пуйӑсран ансанах.
Палӑртса хӑвармалла, спортсменка килӗнче вӑрах вӑхӑт пулмӗ, кӗҫех тӗнче кубокӗн чететлӗ тапхӑрне хутшанӗ. Вӑл пуш уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Финляндире пуҫланӗ. Пуш уйӑхӗн 22-25-мӗшӗсенче вара тӗнче кубокӗн 9-мӗш тапхӑрӗ Тӗмен хулинче иртмелле.
Паян Шупашкарти чукун ҫул вокзалӗнче Кӑтӑр Корейӑри Хӗллехи Олимп вӑййине хутшӑннӑ Лана Прусаковӑна сумлӑ йышпа кӗтсе илнӗ.
Аса илтерер, Ҫӗнӗ Шупашкар пики унта финала лекеймерӗ. Квалификаци суйлавӗнче трюк тунӑ чух йӑнӑшнине кура вӑл 14-мӗш вырӑн йышӑнчӗ. Финала чи вӑйлӑ 12 фристайлисткӑна суйласа илчӗҫ.
Паян Шупашкарти чукун ҫул вокзалне хӑйне кӗтсе илме пухӑннӑ тӳре-шарапа журналиста вӑл йӑнӑшнишӗн куляннине пӗлтернӗ. Пирӗн ҫӗршывран спортӑн ҫак енӗпе тата тепӗр спортсмен, Анастасия Таталина, хутшӑннӑччӗ. Саккӑрмӗш кӑтартупа вӑл финала кӗрейрӗ.
Ентешӗмӗр хӑйӗн пултарулӑхне Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ тренерӗ, Чӑваш Енӗн фристайл федерацийӗн ертӳҫи Никита Васильев патӗнче туптать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.04.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 5 - 7 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| «Чебоксарская правда» хаҫатӑн пӗрремеш кӑларӑмӗ тухнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |