Раштав уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче Мускавра хусканупа тӗрев енчен сусӑр спортсменсен хушшинче спартакиада иртнӗ. Унта 14-18 ҫулсенчи ҫамрӑксем хутшӑннӑ. Пирӗн республикӑран ӑмӑртӑва ултӑ спортсмен кайнӑ. Палӑртма кӑмӑллӑ: вӗсем Мускавран пилӗк медальпе таврӑннӑ. Вӗсенчен виҫҫӗшӗ – «ылтӑн».
Раҫҫейри 10 регионтан пухӑннӑ 150 ытла спортсмен спортӑн темиҫе тӗсӗнче тупӑшнӑ: бочча, шахмат, дартс, армспорт. Пирӗн пилӗк ентеш боччӑра вӑй виҫнӗ. Янислава Васильева кӗмел медаль ҫӗнсе илнӗ. Алсу Фасхутдинова вара ҫак ӑмӑртурах пӑхӑр медале тивӗҫнӗ.
Ҫӗмӗрлере ӳснӗ спортсмен Вадим Лабутов вара дартсра – ылтӑн медаль, армспортра икӗ ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ.
Паян, раштав уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, ҫӑмӑл атлетика енӗпе тӗнче класлӑ СССР спорт мастерӗ, Чӑваш Республикин физкультурӑпа спорт тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Фаина Краснова 60 ҫул тултарать. Вӑл Патӑрьел районӗнчи Тикеш ялӗнче ҫуралнӑ.
Паллӑ спортсменка юбилейӗ тӗлне Патӑрьел районӗнчи тӗп вулавӑш «Фаина Краснова» буклет хатӗрленӗ. Унта спортсменӑн кӗске биографине, спортри ҫитӗнӗвӗсене, сӑн ӳкерчӗкӗсене, унпа паллаштаракан статьясене кӗртнӗ.
Фаина Краснова энергетика техникумӗнче тата Волгоградри патшалӑхӑн физкультура институтӗнче вӗреннӗ. Институт пӗтернӗ хыҫҫӑн Шупашкарти 1-мӗш клиника пульницинче инструктор-методист пулса ӗҫлеме тытӑннӑ.
Фаина Краснова — спортсмен, спорт мастерӗ (1978) тата тӗнче класлӑ СССР спорт мастерӗ (1979). Марафон чупӑвӗ енӗпе иртнӗ РСФСР хутшӑннӑ. Раҫҫейӗн сакӑр хут призерӗ, тӑватӑ хут чемпионки.
Раҫҫей спортсменӗсем ҫитес ҫул иртекен Олимп вӑййисене хутшӑнӗҫ-и? Ӗнер Пӗтӗм тӗнчери олимп комитечӗ ҫак ыйтӑва татса панӑ. Шел те, комитет пирӗн спортсменсене хӗллехи Олимп вӑййисене хутшӑнма ирӗк паман. Эппин, чӑвашсем те унта каяймӗҫ.
Комитетӑн ӗҫ тӑвакан комитечӗн ларӑвӗ Лозаннӑра иртнӗ. Ҫапах допингпа усӑ курман спортсенене ӑмӑртӑва хутшӑнма ирӗк панӑ, анчах нейтраллӑ ялавпа кӑна. Олимп вӑййисене чӑваш спортсменӗсем те кайма пултарнӑ. Сӑмахран, унта хутшӑнма Татьяна Акимова биатлонистка хатӗрленнӗ.
Аса илтерер: хӗллехи Олимп вӑййисем Кӑнтӑр Корейӑри Пхенчханра иртӗҫ.
Ӗнер «Шупашкар Арена» пӑр керменте Чӑваш Ен Элтеперӗн парнисемшӗн хӗрарӑмсем ирӗклӗ майпа кӗрешнӗ. Раҫҫей кубокӗн шайӗнчи ӑмӑртӑва хутшӑнакансен республика ертӳҫи Михаил Игнатьев саламланӑ. Уҫӑ мелпе йӗркеленӗскере Эстонирен, Казахстанран, Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсенчен, Монголинчен, Испанирен тата хамӑр ҫӗршывран пуҫтарӑннӑ 147 спортсмен, вӗсенчен ҫиччӗшӗ — хамӑр республикӑран, хутшӑннӑ. Вӗсем 8 ушкӑнра кӗрешнӗ.
Элтепер ҫак кунсенче ҫеҫ Шупашкарта Ирӗклӗ мелпе кӗрешекен хӗрарӑмсен тӗнче кубокӗ пысӑк шайра иртнине аса илтернӗ.
58 килограмчченхи виҫере ӑмӑртса бронза медале Шупашкарти 5-мӗш спорт шкулӗнче вӗренекен, И.Я. Яковлев ячӗллӗ ЧППУри физкультура факульетчӗн студентки, Ҫӗрпӳ район хӗрӗ Анастасия Яковлева тивӗҫнӗ. Канаш районӗнче ҫуралнӑ Надежда Федорова 48 килограмлӑ виҫере кӗмӗл медальлӗ пулнӑ. Канаш районӗнчи Шӑхасанта ҫуралнӑ, халӗ Брянск тӑрӑхӗнче пурӑнакан Алина Морева та виҫҫӗмӗш вырӑна тухнӑ.
«Матч ТВ» федераци каналӗпе Раҫҫейри Паралимп комитечӗн «Пурнӑҫа таврӑнни» преми чыславне кӑтартнӑ. Ҫӗнӗ Шупашкарти вӑй-хал культурин вӗрентекенӗ унӑн лауреачӗ пулса тӑнӑ.
Мероприятире паралимп спортне аталантарассишӗн нумай тӑрӑшакан ҫынсене чысланӑ. «Личный пример» номинацире Андрей Михайлов ҫӗнтернӗ. Вӑл Раҫҫейри хусканупа тӗрев енчен сусӑр ҫӑмӑл атлетсен командин тренерӗ. Ҫавӑн пекех Ҫӗнӗ Шупашкарти ачасемпе ҫамрӑксен 2-мӗш спорт шкулӗнче ӗҫлет.
Андрей Михайлов – Раҫҫей Федерацийӗн вӑй-хал культурипе спорт отличникӗ, Раҫҫейри пӗтӗмӗшле пӗлӗвӗн хисеплӗ ӗҫченӗ.
Паян Шупашкарта ирӗклӗ мелпе кӗрешекен хӗрарӑм-ҫӗнтерӳҫӗсене палӑртӗҫ.
Тӗнче кубокӗ ӗнер, раштав уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, Шупашкарти Пӑр керменӗнче савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫӑлнӑ.
Ӑмӑртӑва Японирен, Китайран, АПШран, Азербайджанран, Монголирен, Швецирен, Украинӑран тата Раҫҫейрен пӗрлештернӗ ушкӑнсем килсе ҫитнӗ.
Чӑваш Енре пурӑнакансен ячӗпе Михаил Игнатьев Элтепер саламланӑ. «Пире тӗнчери чи чаплӑ та сумлӑ, паллӑ, вӑйлӑ спортсменсене кӗтсе илме шаннӑ. Ҫакӑ чӑннипех те пысӑк чыс пирӗншӗн. Паянхи пурнӑҫ таппинче патшалӑх политики спорт аталантӑр тесе чӑннипех те курӑмлӑ ӗҫсем туса пыни куҫкӗретех, условисем ҫителӗклӗ», — тенӗ республика ертӳҫи.
Тӗнчери кӗрешӳҫӗсен федерацийӗн вице-президенчӗ Наталья Ярыгина хӑйӗн саламӗнче республика ертӳлӗхне мухтаса тав сӑмахӗсем каланӑ тесе хыпарланӑ ЧР влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче.
Ҫак кунсенче биатлон енӗпе тӗнче кубокӗн пӗрремӗш тапхӑрӗ пырать. Вӑл Швецинчи Эстерсунд хулинче иртет.
Ӗнер хӗрарӑмсем 7,5 километра чупрӗҫ. Спринта Раҫҫейӗн спортсменкисенчен 16-мӗш номерпе йӗлтӗр йӗрӗ ҫине пирӗн ентеш, Татьяна Акимова, тухрӗ. Виктория Сливко 37-мӗш, Дарья Виролайнен 51-мӗш, Екатерина Юрлова 72-мӗш, Светлана Миронова 104-мӗш номерпе старта тӑчӗҫ.
Ӑмӑртӑва комментарилекен Дмитрий Губерниев Татьяна Акимова Чӑваш Енре биатлон центрне тума май килменнишӗн пӑшӑрханса калаҫнине тӳрӗ эфирта пӗлтерчӗ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, Инстаграмра тата ытти халӑх тетелӗнче ун патне ачасем: «Дима пичче, пулӑшӑр», — тесе ҫыраҫҫӗ-мӗн. Телеертӳҫӗ укҫа-тенкӗ хӗсӗк пулсан та центр тума май тупма ачасен ячӗпе республика ертӳҫине: «Ертӳҫӗ пичче, пулӑшӑр тархасшӑн тетпӗр», — тесе каларӗ.
Паян Австрири Штубайра фристайл енӗпе квалификаци ӑмӑртӑвӗсем иртнӗ. Ӑна Фристайл енӗпе иртекен тӗнче кубокӗн 2-мӗш тапхӑрӗ май йӗркеленӗ. 13 сехетри ӑмӑртӑва хӗрарӑмсем слоупстайл дисциплинче хутшӑннӑ.
Старта Раҫҫейри икӗ спортсмен: Мускаври Анастасия Таталина тата Ҫӗнӗ Шупашкарти Лана Прусакова — тухнӑ.
Ҫуркунне Чӑваш халӑх сайчӗ пуш уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, Чӗлепи облаҫӗнчи Миассе хулинче слоуп-стайл енӗпе Раҫҫей кубокӗн пӗтӗмлетӳ тапхӑрӗ вӗҫленнине, пирӗн ентеш унта лайӑх кӑтартупа палӑрнине пӗлтернӗччӗ.
Чӳк уйӑхӗн 15-17-мӗшӗсенче Кӑнтӑр Корейӑри Сеулта кирек пуканӗ йӑтассипе тӗнче ӑмӑртӑвӗ иртнӗ. Шупашкарти «Энергия» спорт шкулӗнче ӑсталӑхне туптакан спортсменсем, Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх академийӗн студенчӗсем Алексей Иванов тата Анастасия Александрова унта лайӑх кӑтартупа палӑрнӑ.
Алексей Иванов 32 килограмм таякан кирек пуканне 114 хутчен тӗртнӗ, 193 хутчен сулласа ҫӗкленӗ. Ҫапла майпа вӑл ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ. Кунсӑр пуҫне пирӗн ентеш юниорсен хушшинче тӗнчен икӗ рекордне ҫӗнетнӗ.
Анастасия Александрова та пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ. Вӑл 24 килограмлӑ кире пуканне 145 хутчен ҫӗкленӗ. Настя кунашкал кӑтартушӑн савӑннӑ, анчах вӑл кунпа кӑмӑллах юлман.
Раштав уйӑхӗнче Шупашкарти «Шупашкар-Арена» пӑр керменӗнче хӗрарӑмсен хушшинче ирӗклӗ кӗрешӳ енӗпе Тӗнче кубокӗ иртет. Унта Японири, Китайри, АПШри, Азербайджанри, Монголири, Швецири, Украинӑри, Раҫҫейри спортсенсем хутшӑнӗҫ.
Ӑмӑртуччен вӑхӑт нумаях юлмарӗ. Раҫҫейри спорт кӗрешӗвӗн федерацийӗ ҫӗнтерӳҫем валли хӑйне евер парне хатӗрленӗ: пӑхӑртан тунӑ статуэтка тата мрамортан хатӗрленӗ матрӳшке. Матрӳшке ӑшӗнче – спортсменсен сӑнӗ. Унта Алена Карташовӑпа Марина Шишкинӑна курма пулать.
Раҫҫейри спорт кӗрешӗвӗн федерацийӗ мӗншӗн шӑпах матрӳшке хатӗрленӗ-ха? Вӑл Раҫҫейпе тачӑ ҫыхӑннӑ. Эппин, ҫӗнтерӳҫӗ-спортсменсем хӑйсемпе пеӗле пирӗн ҫӗршывӑн пӗр пӗчӗк пайне илсе кайӗҫ. Федераци ҫак матрӳшкене ҫур ҫул хатӗрленӗ.
Сӑмах май, 2015 ҫулта Питӗрте хӗрарӑмсен хушшинче ирӗклӗ кӗрешӳ енӗпе иртнӗ Тӗнче кубокӗнче те матрӳшке тӗп паллӑ пулнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.04.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 5 - 7 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| «Чебоксарская правда» хаҫатӑн пӗрремеш кӑларӑмӗ тухнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |