Чӑваш Енри Етӗрне районӗнче ҫуралса ӳснӗ Наталья Пучкова ҫӑмӑл атлетка ют ҫӗршывсенчи стартсенче нейтраллӑ ялавпа тупӑшасшӑн. Ҫакӑн пирки Чӑваш Енӗн Спорт министерстви пӗлтерет.
Вӑрӑм инҫӗше чупассипе ӑста Наталья Пучкова Японире, Лос-Анджелесра, Германинче иртнӗ халӑхсем хушшинчи марафонсенче темиҫе хут та палӑрнӑ.
Иртнӗ уйӑх вӗҫӗнче ӑна тата Чӑваш Енри тепӗр сакӑр спорстмена спорт маҫтӑрӗн ятне панине эпир пӗлтернӗччӗ. Наталья Пучкована тӗнче класлӑ спорт маҫтӑрӗ пулса тӑнӑччӗ.
Ҫывӑх вӑхӑтра чӑваш спортсменки тӗнче шайӗнчи ӑмӑртусене нейтраллӑ ялавпа каясшӑн. Ҫапла туни вӑл Раҫҫее юратманнипе ҫыхӑнман. 2016 ҫулхи раштав уйӑхӗнче Пӗтӗм тӗнчери ҫӑмӑл атлетика федерацийӗ Раҫҫейри ҫӑмӑл атлетсене нейтраллӑ статуспа ҫеҫ ӑмӑртма ирӗк панӑ. Ирӗк панӑ ҫак вӑхӑт Наталья Пучкован тата ытти спорстменӑн иртнӗ ҫулхи раштав уйӑхӗнче вӗҫленнӗ. Ҫавна май спортсменка Ҫӑмӑл атлетикӑн пӗтӗм тӗнчери федерацине тата тепӗр вӑхӑт нейтраллӑ майпа хутшӑнтарма ыйтса ҫырнӑ.