Футбол енӗпе тӗнче чемпионачӗ малалла пырать. Паян пирӗн ҫӗршыв спортсменӗсем Испанипе вылӗҫ. Йышра чӑваш юнӗллӗ футболистсем пур. Ҫак хыпара Александр Белов журналист Фейсбукра иртнӗ уйӑхрах пӗлтернӗччӗ.
Калем ӑсти ҫырнӑ тӑрӑх, Сергей Игнашевич тата Артем Дзюба амӑшӗсем – чӑвашсем. Дзюба маларах Ҫӗрпӗве канма килсе ҫӳренӗ, унта футболистӑн тӑванӗсем пур иккен. Игнашевич Хӗрлӗ Чутай районӗнчи спорт шкулне бутсы ярса панӑ-мӗн. Александр Головинӑн аслашшӗ Елчӗк районӗнче ҫуралнӑ, Кемӗр облаҫне ӗҫлеме тухса кайса тӗпленнӗ.
Чӑваш Енпе ячӗсем ҫыхӑннӑ, ҫӗршыв шайӗнче вылянӑ футболистсем унччен те пулнӑ. Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ футбол командин вратарӗ пулнӑ Александр Филимонов Йошкар-Олара ҫуралнӑ пулин те (кун пирки ҫак йӗркесен авторӗ Википедире хыпарланине тупрӗ) хӑй вӑхӑтӗнче Шупашкарти «Сталь» ушкӑнра вылянӑ. Ҫӗмӗрлери Сергей Башкиров «Спартак» ушкӑнра вылянӑ, кайран Украина командисен тренерӗ пулнӑ. Александр Корченов футболист Шупашкарти «Энергире», Хусанти «Рубинта», кайран Узбекистанри «Пахтакорта» вылянӑ. 1979 ҫулта «Пахтакорта» ушкӑнпа авиакатастрофӑра вилнӗ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Шупашкарти Хӗрлӗ лапамра Пӗтӗм Раҫҫейри Олимп кунӗ иртӗ. Ӑна кӑҫал юпа уйӑхӗнче Аргентинӑри Буэнос-Айрес хулинче иртекен ҫамрӑксен Олимп вӑййисене халаллӗҫ.
14 сехетре республикӑри фитнес-аэробика федерацийӗ массӑллӑ зарядка ирттерӗ, кун хыҫҫӑн спорт ӑмӑртӑвӗсемпе ӑсталӑх класӗсем иртӗҫ. Программӑра – «Олимп мили» чупу, йӗлтӗрроллерпа, велосипедпа, роликлӑ конькипе чупасси. Ятарлӑ лапамсенче пӗр енлӗ кӗрешӳ, пилӗк енлӗ кӗрешӳ, баскетбол енӗпе ӑсталӑх класӗсем иртӗҫ. Сусӑр ҫынсем валли те бочче енӗпе турнир йӗркелӗҫ.
Палӑртмалла: ҫӗртмен 30-мӗшӗнче республикӑра Сывлӑхпа спорт кунӗ иртӗ. Ҫак кун вӑй-хал культурипе спорт учрежденийӗсем ҫынсене тӳлевсӗр йышӑнӗҫ. Спорт шкулӗсенче вара уҫӑ турнирсем, ӑсталӑх класӗсем, ӑмӑртусем иртӗҫ.
Елчӗк районӗнчи маттур хӗрача Европа шайӗнче палӑрнӑ. Анастасия Лапшина ирӗклӗ кӗрешӳ енӗпе иртнӗ Европа ӑмӑртӑвӗнче хӑйӗн виҫе категорийӗнче иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ.
Ӑмӑрту шкул ачисен хушшшинче Венгрири Дьере хулинче иртнӗ. Вӑл ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, вӗҫленнӗ. Настя Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ команди йышӗнче пулнӑ. Вӑл 39 килограмм тайманнисен виҫе категорийӗнче вӑй виҫнӗ. Настя финалта Украинӑри Ольга Падошика парӑнтарайман, ҫапла майпа вӑл иккӗмӗш пулнӑ.
Палӑртмалла: Анастасия Лапшина 15 ҫулта. Халӗ вӑл Олимп резервӗсен Шупашкарти училищинче вӗренет.
Чӑваш хӗрӗ Полина Петухова кикбоксинг енӗпе иртнӗ «BESTFIGHTER» тӗнче кубокӗнче ҫӗнтерӳҫӗ ятне тивӗҫнӗ. Ӑмӑрту ҫӗртме уйӑхӗн 14-17-мӗшӗсенче Италире иртнӗ. Кун пирки Чӑваш Енӗн спорт министерстви хыпарлать.
Шупашкарта пурӑнакан Полина Петухова 52 килограмчченхи виҫе категорийӗнче вӑй виҫнӗ. И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче пӗлӳ илекен пике ҫурма финалта Словакин паллӑ спортсменкине Моника Хохликовӑна парӑнтарнӑ. Финал ӑмӑртӑвӗнче вара Раҫҫейӗн тепӗр спортсменкине Кристина Исмаиловӑна ҫӗнтернӗ.
Чӑваш Енӗн спорт министерствинче палӑртнӑ тӑрӑх, тӗнче кубокӗнче 42 ҫӗршыври 2 пин ытла спортсмен ӑмӑртнӑ. Арҫынсемпе хӗрарӑмсем, юниорсемпе юниоркӑсем икӗ виҫе категорийӗнче тупӑшнӑ.
Темиҫе минут каялла Мускавра Раҫҫей футболисчӗсемпе Саудови Аравийӗн спортсменӗсен матчӗ вӗҫленчӗ. Пирӗн ҫӗршыв ушкӑнӗ тӑван ҫӗр ҫинче иртекен тӗнче чемпионатӗнче 5:0 шутпа ҫӗнтерчӗ.
80 пин ытла ҫынлӑ стадионта Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин та пурччӗ. Тӗнче чемпионачӗн пӗрремӗш матчне Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев та курма кайнӑ. ЧР влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, унта ӑна FIFA йӗркелӳ комитечӗ йыхравланипе кайнӑ.
«Лужники» стадиона пухӑннисем ҫеҫ мар, телекурав умне тата ятарлӑ лапамсене пуҫтарӑннисем те тӗнче пӗлтерӗшлӗ чемпионата пӑхнӑ. Шупашкарти пӗлӗшсем каланӑ тӑрӑх, республикӑн тӗп хулинче чемпионат хыҫҫӑн Раҫҫей ялавӗллӗ машинӑсем хаваслӑн кӑшкӑртса иртнӗ.
Ӗнер Шупашкарӑн Атӑл акваторийӗнче «SUPSPOTSerf парад» иртнӗ. Спорт мероприятине йӗркелеме Шупашкар хула администрацийӗ пулӑшнӑ.
Надежда Наумова инструктор ертсе пынипе спортсменсем старт йӗрӗнчен пуҫласа Атӑлӑн Шупашкар хулинчи Мускав районӗнчи ҫыран хӗррипе ӑмӑртнӑ. Ҫул ҫинче вӗсен сехет ытла иртнӗ.
Ҫанталӑк сулхӑннинчен те те, ҫумӑртан та, ҫил кастарнинчен те шикленмесӗр UP-хӑма ҫине 15 спортсмен тӑнӑ. Йышра Шупашкарти SUP-серферсем ҫеҫ мар, Сочи тата Мускав хулинчисем те пулнӑ. Парада хутшӑннисенчен чылайӑшӗ SUP-серфингпа ҫине тӑрсах аппаланаҫҫӗ иккен.
«SUP-серфинг эпӗ питӗ юрататӑп. Спортӑн ҫакна тӗсне эпир хӗрпе иксӗмӗр алла илетпӗр. SUP-парад Шупашкарта иртет тенине илтсен эпӗ те SUP-серферсен ретне тӑрас терӗм», – хавасланса каласа кӑтартнӑ парада хутшӑннисенчен пӗри, Владислав Григорьев.
Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Шупашкарти икӗ стадиона пӑхса ҫаврӑннӑ. Вӑл объектсене 2018 ҫулта футбол енӗпе иртекен пӗтӗм тӗнчери чемпионата хатӗрленмелли тренировка базисен малтанхи списокне кӗртнӗ.
Элтеперпе пӗрле стадионсене республикӑн физкультурӑпа спорт министрӗ Сергей Шелтуков ҫӳренӗ.
Министрпа республика ертӳҫи А.В. Игнатьев ячӗллӗ спорт хатӗрленӗвӗн центрӗн «Олимпийский» (чӑв. Олимп) тата Шупашкар хула администрацийӗн «Спартак» стадионӗсенче пулнӑ.
Паянхи куна стадионсене юсаса пӗтернӗ. Халӗ вӗсем тавралли территорие хӑтлӑх кӳреҫҫӗ.
Аса илтерер, чемпионат пирӗн ҫӗршывра ҫӗртме уйӑхӗн 14-мӗшӗнче пуҫланса утӑ уйӑхӗн 15-мӗшӗнче вӗҫленӗ. Унта тӗнчери 32 команда хутшӑнӗ. Вӗсен ӑмӑртӑвӗсем Раҫҫейри 11 хулара иртӗҫ.
Чӑваш Ен спортсменкине Татьяна Акимовӑна Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командине кӗртмен. Кун пирки ТАСС пӗлтерет.
Ҫапла, Татьяна ҫитес сезонра ӑмӑртусене хутшӑнаймӗ. Тен, куншӑн кулянмалли те ҫук, мӗншӗн тесен вӑл амӑшӗ пулма хатӗрленет.
Ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Раҫҫейри биатлонистсен пӗрлӗхӗ пӗрлештернӗ командӑн тӗп тата резерв йышне пичетленӗ. Хӗрарӑмсен ушкӑнӗнче Татьяна Акимова ҫук. Ҫавӑн пекех Ирина Услугинӑн ячӗ те курӑнмасть.
Чӑваш спортсменкисем ӑмӑртусене мӗншӗн хутшӑнманни пирки хальлӗхе халӑха пӗлтерме ыйтман-мӗн. Ҫапах спортменкӑсем ӑмӑртусене хутшӑнманнине ҫынсем ҫавах сисӗҫ, ыйтусем парӗҫ. Ҫавна май наци командин тренерӗ Виталий Норицын ку вӑрттӑнлӑха уҫнӑ: Татьяна та, Ирина та командӑна ача кӗтнине пула кӗмен, вӗсем декрет отпускне кайнӑ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Шупашкарти «Олимпийский» (чӑв. Олимп) стадионта велоспорт-шоссе енӗпе Чӑваш Енӗн чемпионачӗ тата первенстви иртӗ. Ун вӑхӑтӗнче критериум енӗпе тупӑшӗҫ.
Чемпионата тата первенствӑна Шупашкарти, Ҫӗнӗ Шупашкарти, Вӑрмар, Ҫӗрпӳ, Патӑрьел, Канаш, Сӗнтӗрвӑрри районӗсенчен спортсменсенчен пуҫтарӑнӗҫ. Чӑваш Енӗн Физкультурӑпа спорт министерствин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, 70 ытла ҫын пуҫтарӑнӗ.
Ӑмӑртӑва 15-16 ҫулсенчи хӗрсемпе каччӑсем, 17-18 ҫулсенчи юниорсемпе юниоркӑсем, арҫынсемпе хӗрарӑмсем хутшӑнӗҫ.
Спортсменсен 21-30 километр тӑршшӗне тупӑшма тивӗ.
Чемпионата хутшӑнакансене 10 сехет те 30 минутра регистрацилеме пуҫлӗҫ. Старта спортсменсем 11 сехетре тухӗҫ.
Чӑваш спортсменӗсем маунтинбайк енӗпе иртекен тӗнче кубокӗн черетлӗ тапхӑрне хутшӑнӗҫ. Кубокӑн виҫҫӗмӗш тапхӑрӗ Чехинчи Нове-Местӑра пулӗ. Ӑмӑрту ҫу уйӑхн 27-мӗшӗнче иртӗ.
Раҫҫейрен хутшӑнакан 10 спортсмен хушшинче Чӑваш Енрен те пур. Йышра — Олимп вӑййисен призерӗ, икӗ хут тӗнче чемпионки Ирина Калентьева, тӗнче чемпионачӗн, Тӗнче кубокӗн тапхӑрӗнчи андерсен (23 ҫула ҫитменнисене ҫапла калаҫҫӗ) йышӗнче палӑрнӑ Ольга Терентьева тата Руслан Боредский.
Рио-де-Жанейрора иртнӗ Олимп ваййине хутшӑннӑ чӑваш спортсменкине Ирина Калентьевӑна тата унӑн тренерне республика хыснинчен укҫа уйӑрса хавхалантарма йышӑннине Чӑваш халӑх сайчӗ хай вӑхӑтӗнче пӗлтернӗччӗ. Патӑрьел районӗнчи Нӑрваш Шӑхаль ялӗнче ҫуралса ӳснӗ спортсменка финиша ун чух 17-мӗш ҫитнӗччӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.04.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 5 - 7 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| «Чебоксарская правда» хаҫатӑн пӗрремеш кӑларӑмӗ тухнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |