Чӑваш Енри икӗ спорстмен ҫак кунсенче Австрире иртекен ӑмӑртӑва хутшӑнать. Вӗсем — слоуп-стайл енӗпе Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командин пайташӗсем Лана Прусакова тата Дмитрий Мулендеев. Ҫамрӑксем 2018/2019 ҫулсенчи Тӗнче кубокӗн пӗрремӗш тапхӑрне хутшӑнаҫҫӗ. Ӑмӑрту чӳк уйӑхӗн 22-24-мӗшӗсенче Австрири Штубай ту ҫинчи курортра иртет.
Ӑмӑртӑва кайиччен пирӗн ентешӗмӗрсем асӑннӑ тӑрӑхри трасса ҫинче тренировкӑсем ирттернӗ. Лана Прусаковӑпа Дмитрий Мулендеевсӑр пуҫне Раҫҫей командинче — Егор Гамзиков, Дмитрий Макаров, Анастасия Таталина тата Михаил Тихомиров. Вӗсем те Австрири ӑмӑртӑва хутшӑнаҫҫӗ.
Раҫҫейӗн фристайл командинче слоуп-стайл енӗпе аслӑ тренер пулса Чӑваш Енре фристайл ӑсталӑхне илнӗ Никита Васильев тӑрӑшать.
2019 ҫулта Чӑваш Енре вӗренекенсен хушшинче IX ҫуллахи Спартакиада пулӗ. Пирӗн республикӑра финал тупӑшӑвӗ спортӑн ҫичӗ тӗсӗпе иртӗ. Ҫамрӑксем маунтинбайк, ҫӑмӑл атлетика, сӗтелҫи теннис, триатлон, самбо, тхэквандо-ВТФ, шахмат енӗпе ӑмӑртӗҫ.
Палӑртмалла: Пӗтӗм Раҫҫейри ҫуллахи спартакиадӑна 2013 ҫултанпа ирттерме тытӑннӑ, ӑна икӗ ҫулта пӗр хутчен йӗркелеҫҫӗ. Ӑмӑрту спортӑн 42 тӗсӗпе виҫӗ тапхӑрпа иртет. 17-18 ҫулсенчи ҫамрӑксем финала лекес тесе малтан регион тата федераци тапхӑрӗсенче тупӑшаҫҫӗ.
ЧР Спорт министерстви палӑртнӑ тӑрӑх, финала пӗтӗмпе Раҫҫейри 18 пин ытла спортсмен хутшӑнать.
Спорт кӗрешӗвӗн ӑстисем: Чӑваш Енри Евгения Захарченкӑпа Мария Кузнецова — тӗнче шайӗнчи ӑмӑртӑва тухса кайнӑ. Вӗсем 23 ҫулчченхи ҫамрӑксем хушшинче иртекен юниорсен чемпионатне хутшӑнӗҫ. Унта ҫул тытиччен хӗрсем тренировкӑсене Мускав облаҫӗнчи «Озеро круглое» (чӑв. Ҫавра кӳлӗ) базӑра ирттернӗ. Паян хӗрсем Румынин тӗп хулине, Бухареста, самолетпа вӗҫсе кайнӑ.
Чӑваш Енӗн Физкультурӑпа спорт министертсивн пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, тӗнче шайӗнчи ӑмӑрту Румынин тӗп хулинче чӳк уйӑхӗн 12-18-мӗшӗсенче иртӗ. Раҫҫейрен унта 10 хӗр хутшӑнать. Ҫав сумлӑ йыша Чӑваш Енри икӗ пике кӗнӗ: Евгения Захарченко тата Мария Кузнецова. Евгения 72 килограмчченхи виҫере кӗрешӗ, Мария – 65 килограмчченхинче.
Чӳкӗн 2-4-мӗшӗсенче Италири Римра ICO Тӗнче чемпионачӗ иртнӗ. Унта Чӑваш Енри ҫичӗ спортсмен хутшӑннӑ. Ӑмӑртӑва 37 ҫӗршыври 1000 ытла кикбоксер ҫитнӗ.
Пирӗннисем Римра ӑнӑҫлӑ ӑмӑртнӑ: ҫиччӗшӗ те тӑван тӑрӑха медальпе таврӑннӑ. Роман Плотников – ылтӑн, Никита Александров – ылтӑн, Эдуард Кудрявцев – ылӑн, Геннадий Дмитриев – ылтӑн, Николай Баканов – пӑхӑр, Александр Салахутдинов – ылтӑн, Алексей Соловьев ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ.
Чемпионсене ылтӑн медальсӗр пуҫне Тӗнче чемпионачӗн пиҫиххипе те чысланӑ.
Чӑваш Енри тӗрмесенчен пӗринче, сипленсе юсанмалли 7-мӗш учрежденире, айӑплав вӑхӑтне ирттерекен хӗрарӑмсене йогӑна хӑнӑхтараҫҫӗ. Тата тӗрӗсрех каласан, унти «Аврора» реабилитаци центрӗнчисене ҫав ӑсталӑха хӑнӑхтараҫҫӗ.
Айӑпланнӑ хӗрарӑмсемпе йога занятине ирттермелли пирки учрежденин психологӗсем шухӑшласа кӑларнӑ иккен. Вӗсем вара ӑсчахсем каланине ӑша хывнӑ. Эрех ӗҫекен, наркотикпа айкашакан ҫынсен савӑнмалли клеткӑсем йӗркеленме пӑрахаҫҫӗ иккен. Ҫавна май этем сиенлӗ йӑлапа хавасланма ҫеҫ пултарать. Йога савӑнӑҫшӑн явапла клеткӑсене йӗркелет-мӗн. Унпа туслашсан организма ҫӗнӗрен хӑват кӗрет теҫҫӗ. Хӗрарӑмсемпе занятисене малашне те ирттерме палӑртаҫҫӗ. Йога усси сисӗнет тесе ӗнентереҫҫӗ.
Пӗтӗм Раҫҫейри ҫӑмӑл атлетика федерацийӗн президиумӗ Раҫҫей чемпионатне ӑҫта ирттерессине палӑртнӑ. Ӑна Шупашкарта йӗркеленӗ.
Ҫӑмӑл атлетика енӗпе Раҫҫей чемпионачӗ 100-мӗш хутчен иртӗ. Ӑна ӑҫта ирттерессине халӗ татӑклӑн татса панӑ. Пӗтӗм Раҫҫейри ҫӑмӑл атлетика федерацийӗн президиумӗ икӗ хула хушшинче суйланӑ: Шупашкар тата Хусан.
Чемпионат ҫитес ҫул утӑ уйӑхӗн 24-27-мӗшӗсенче иртӗ. Сӑмах май, иртнӗ эрнере ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев Чӑваш Енӗн заявкине 90 процент ырланине пӗлтернӗ. Ку ҫитес ҫул Шупашкар 550 ҫулхи юбилейне паллӑ тунипе те ҫыхӑннӑ.
Ҫак кунсенче, юпа уйӑхӗн 20-27-мӗшӗсенче, Польшӑри Замосць хулинче юниорсемпе 23 ҫула ҫитичченхи ҫамрӑксен йывӑр атлетика енӗпе Европа чемпионачӗ иртет. Унта хутшӑнакан Раҫҫей командине Чӑваш Енрен тӑватӑ спортсмен лекнӗ. Вӗсем пурте — Валериан Соколов олимп чемпионӗ ячӗллӗ Шупашкарти спорт шкулӗн воспитанникӗсем: тӗнче класлӑ спорт мастерӗсем Ирина Баймулкина, Яна Мохина, Александра Козлова тата Раҫҫейӗн спорт мастерӗ Наталия Шайманова.
Ӑмӑртӑвӑн пӗрремӗш кунӗсенчех Чӑваш Ен хӗрӗсем хӑйсене тивӗҫлипе кӑтартнӑ. Вӗсем кӗмӗл тата бронза медальсене ҫӗнсе илнӗ. 23 ҫулчченхи ҫамрӑксем хушшинче 48 килограмчченхи виҫере Яна Мохина кӗмӗле тивӗҫнӗ, 53 килограмчченхи виҫере — Ирина Баймулкина бронзӑна.
Паян Чӑваш Енри тӳре-шара: ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсенче ӗҫлекенсем тата рйаонсемпе хуласен администрацийӗсен пуҫлӑхӗсем ирхи тренировкӑна тухнӑ. Вӗсем Шупашкара, Атӑлӑн Мускав районӗнчи ҫыранӗ хӗррине, пухӑннӑ. Пӗрисем велосипедпа ярӑннӑ, теприсем скандинави мелӗпе утнӑ, виҫҫӗмӗшӗсем чупнӑ, тӑваттӑмӗшӗсем йӗлтӗр роллерӗ ҫине тӑнӑ. Сӑмах май, Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев куна спортпа ҫыхӑннӑ хӑнӑхтарусенчен пуҫлани вӑрттӑнлӑх мар. Ӗҫе те хӑш чухне вӑл йӗлтӗрпе ҫӳрет, Ҫӗнӗ Шупашкара ӗҫлӗ инспекцие те велосипедпа кайнӑччӗ.
Аса илтерер, Чӑваш Енри предприяти-организацисенче, учрежденисенче корпоратив спортне сарасшӑннине эпир пӗлтернӗччӗ. Тӳре-шаран ҫак енӗпе тӗслӗх кӑтартмаллине Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Правительство ҫуртӗнче министрсемпе ытти тӳре-шарапа ирттернӗ канашлусенчен палӑртнӑччӗ.
Чӑваш Енри спортсменкӑсем ӑмӑртуран ылтӑн тата кӗмӗл медальсемпе таврӑннӑ. Ӗнер Анастасия Кирилловӑпа Регина Миндубаевӑна Шупашкарта кӗтсе илнӗ.
Хӗрсем самбо енӗпе кӗрешнӗ. Ӑмӑрту юпа уйӑхӗн 12-14-мӗшӗсенче Тбилисире иртнӗ. Анастасийӑпа Регина Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командине кӗнӗ. Тупӑшура 30 ҫӗршыври 250 ытла спортсмен кӗрешнӗ.
Регина 68 килограмм тайман виҫе категорийӗнче кӗмӗл медале тивӗҫнӗ. Анастасия вара хӑйӗн виҫинче ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ.
Палӑртмалла: хӗрсем Олимп резервӗсен 10-мӗш спорт шкулӗнче Сергей Пегасов тренер патӗнче ӑсталӑхне туптаҫҫӗ.
Чӑваш Енри предприяти-организацисенче, учрежденисенче зарядка тутарма пуҫласшӑн. Тӗрӗсрех каласан, зарядка пулӗ-и вӑл е спортӑн урӑх тӗсӗ-и — пӗрех. Чи кирли — ҫынсене сывӑ пурнӑҫ йӗркипе туслаштарасшӑн.
Корпоратив спортне сарасси пирки Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ӗнер Правительство ҫуртӗнче министрсемпе ытти тӳре-шарапа ирттернӗ тунтикунхи канашлура палӑртнӑ.
Республика ертӳҫи сывӑ пурнӑҫ йӑли-йӗркине халӑхра ытларах сармалла тесе шухӑшлать. Влаҫрисен, предприяти-организаци ертӳҫисен ку енӗпе тӗслӗх кӑтартмалла тесе каланӑ.
«Эпир массӑллӑ ӑмӑртусем ирттеретпӗр-ха. Спортпа ялан туслисен йышӗ енчен пирӗн кӑтарту начра мар пулин те ҫак йышпа эпӗ кӑмӑлсӑр. Спорт объекчӗсем нумай турӑмӑр. Всем валли 7 миллиард тенке яхӑн укҫа хыврӑмӑр. Анчах вӗсен 10-15 проценчӗпе ҫеҫ усӑ кураҫҫӗ», — тенӗ Элтепер.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.04.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 5 - 7 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| «Чебоксарская правда» хаҫатӑн пӗрремеш кӑларӑмӗ тухнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |