Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.0 °C
Ӑсмассерен аш турамӗ лекмест.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Пӑтӑрмахсем: Спорт комплексне ӗҫлеме чарнӑ

Паллашу Чӑваш чӗлхине якатас тӗллевпе Чӗмпӗрте пурӑнакан, ман ҫулсӗне ҫывӑх ҫынсемпе пал...
Туянатӑп Ашмаринӑн 17 том куҫару кӗнекисене шыратӑп.
Сутатӑп Ӑшӑ матрас сутатӑп. Германире кӑларнӑ. Гаранти 5 ҫул. Хакӗ 2500 тенкӗ.
Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Таисия Ташней 15.04.2020 18:01 | 400 хут пӑхнӑ
Пӑтӑрмахсем

Ҫӗнӗ Шупашкарта спорт комплексне ӗҫлеме чарнӑ. Унти «Солнечный» комплекс республикӑра санитарипе эпидемиологи лару-тӑрӑвӗ япӑхнине пӑхмасӑрах ӗҫленӗ. Аса илтерер: кӑшӑлвирус сарӑлнӑ саманара чылай предприяти-организацие хупрӗҫ. Вӗсенче халӑх йышлӑ пухӑннӑран чир сарӑлас хӑрушлӑх пысӑк тесе шухӑшлаҫҫӗ.

Ҫӗнӗ Шупашкарти спорткомплекса тӗрӗслевҫӗсем ака уйӑхӗн 9-мӗшӗнче пырса кӗнӗ. Унта спорт вӑййи иртнӗ. Пурӗ 10 ҫын ытла пухӑннӑ. Саккуна административлӑ майпа пӑсни ҫинчен протокол ҫырнӑ, ӑна суда ярса панӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн Ҫӗнӗ Шупашкарти спорт комплексне суд ӗҫлеме чарнӑ. Яланлӑха мар. 22 кунлӑха. Эпидемиологи тӑрӑмӗ япӑхнӑ вӑхӑтлӑха. Спорткомплекса суд приставӗсем пырса кӗнӗ, алӑксене хупса хунӑ.

#сывлӑх, #кӑшӑлвирус, #Ҫӗнӗ Шупашкар, #спорт

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Кӑшӑлвируспа чирлисен шучӗ ултта ҫитнӗ
2020, 04, 06
Чӑваш Енри икӗ ача кӑшӑлвируспа чирлет
2020, 04, 09
Чӑваш Ене маска кӳрсе килнӗ
2020, 04, 09
Аслӑк ҫинчен ӳкнӗ
2020, 04, 10
Карантинтисене карас ҫыхӑнӑвӗпе тивӗҫтернӗ
2020, 04, 14

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org