Раҫҫейри антидопинг агентстви чӑваш спортсменки Ирина Юманова допингпа усӑ курманнине тинех ҫирӗплетнӗ.
Аса илтерер, пысӑк ҫитӗнӳсем тунӑ спортсменка допингпа усӑ курнӑ тесе 2014 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче пӗлтернӗччӗ, ҫавна май ӑна ӑмӑртусене хутшӑнма чарнӑччӗ. Ӗҫе 2012 тата 2014 ҫулсенчи гематологи кӑтартӑвӗсен пӗтӗмлетӗвне кура пуҫарнӑ. Анализсене черетлӗ хут тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн вара Ирина допингпа вуҫех айкашманни ҫирӗпленнӗ, юн кӑтартӑвӗсем япӑххи допингпа пачах ҫыхӑнман.
Палӑртса хӑвармалла, Ирина Юманова — 2012 ҫулхи Тӗнче кубокӗн ҫӗнтерӳҫи, 2013 ҫулта иртнӗ Универсиадӑн кӗмӗл призерӗ. Ӑмӑртусене хутшӑнма чарсан хастар спортсменка 2016 ҫулхи ака уйӑхӗнче урӑх спорта куҫрӗ, хӑйӗн ӑсталӑхне марафонсенче тата ҫурмамарафонсенче кӑтартма пуҫларӗ.
Кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗн 9-мӗшӗнчен пуҫласа 15-мӗшӗччен Кӑнтӑр Корейӑри Пхенчхан хулинче иртекен хӗллехи Олимп вӑййисенче Чӑваш Ен ятне икӗ спортсмен хӳтӗлӗ.
Официаллӑ ҫӑлкуҫсем пӗлтернӗ тӑрӑх, ку хутӗнче Олимп вӑййисене хутшӑнма тӗнчере ят-сум ҫӗнсе илнӗ Татьяна Акимова биатлонистка вӗҫӗ. Унсӑр пуҫне биатлон ӑмӑртӑвӗсене Ульяна Кайшева, Антон Бабиков тата Матвей Елисеев хутшӑнӗҫ. Раҫҫейрен чи йышлӑн вара фристайлистсем ӑмӑртӗҫ. Пурӗ — 22 спортсмен. Вӗсен йышӗнче — Чӑваш Еншӗн вӑй виҫекен Лана Прусакова.
Палӑртса хӑвармалла, хӗллехи Олимп вӑййисене хутшӑнакансен списокне Раҫҫейри 169 спортсмен кӗнӗ, вӗсем Олимпиада медалӗсене ҫӗнсе илессишӗн спортӑн 15 тӗсӗнче ӑмӑртӗҫ. Анчах пирӗн спортсменсен Раҫҫей ялавне вӗлкӗштерме май пулмӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта 2000-мӗш ҫулта ҫуралнӑ, Ҫамрӑксен 2016 ҫулхи Хӗллехи Олимп вӑййинче ҫӗнтернӗ, Раҫҫейӗн темиҫе хут чемпионки, Раҫҫейӗн спорт маҫтӑрӗ, 17-ри Лана Прусакова слоупстайл енӗпе иртекен Тӗнче кубокӗн V тапхӑрӗнче ӗнер финала лекнӗ. Америкӑри Лейк-Плэсид ялӗнче пыракан ӑмӑртӑвӑн квалификаци тапхӑрӗнче вӑл ҫиччӗмӗш вырӑн йышӑннӑ. Анчах финалта, шел те, ентешӗмӗр ҫӗнтереймен.
Йӗлтӗр акробатики енӗпе Лана Прусакова квалификаци суйлавӗнче 87,66 балл пухнӑ. Ытти фристайлисткӑпа танлаштарсан ҫакӑ — чи лайӑх кӑтарту. Тӗнче кубокӗн пӗтӗмӗшле зачетӗнче Лана Прусакова хальлӗхе 11-мӗш вырӑн йышӑнать.
Фристайлист-арҫынсенчен Тӗнче кубокӗн V тапхӑрӗнче Раҫҫей спортсменӗ Максим Буров мала тухнӑ. Вӑл «Хрусталь глобуса» ҫӗнсе илнӗ.
Паян биатлон енӗпе Тӗнче кубокӗн 6-мӗш тапхӑрӗ масс-стартпа вӗҫленчӗ. Маларах хӗрарӑмсем старта тухрӗҫ, хальтерех кӑна арҫынсем чупрӗҫ.
Италири Антхольц провинцийӗнче иртекен черетлӗ тапхӑрӑн юлашки ӑмӑртӑвне пирӗн ентешӗмӗр Татьяна Акимовӑ лекеймӗ тесе эпир паян ирпе пӗлтернӗччӗ те, анчах чӑваш биатлонистки унта ӑмӑртрӗ-ӑмӑртрех.
Аса илтерер, Тӗнче кубокӗнче топ-25-е лекнисем тата кубокӑн черетлӗ тапхӑрӗнче нумай очко пухнӑ 5 спортсмен ҫеҫ масс-стартра тупӑшайраҫҫӗ. Татьяна пӗтӗмӗшле зачетра 28-мӗш ҫеҫ пулин те малти виҫҫӗшӗ ӑмӑртманнине пула масс-старта лекрӗ. Анчах вӑл пӗрремӗш хут выртса пенӗ чухнех виҫӗ хутчен йӑнӑшса кая юлса кайрӗ. Кайран та ӑнмарӗ ӑна. Пӗрремӗш хут тӑрса пенӗ чух ҫеҫ пуринче те тӗл лектерчӗ вӑл. «Дистанцирен тухмалла ҫеҫ», — пӗр-икӗ хут ҫапла каларӗ Дмитрий Губерниев комментатор. Пирӗн ентешӗмӗр пӗрех парӑнмарӗ, пӗрремӗш пыракан спортсменкӑран 6 минут ытла юлнине, пуринчен кайран ҫитессине пӑхмасӑрах чӑн-чӑн спортсмен евӗр финиша чупрӗ.
Масс-стартра Раҫҫей хӗрӗсем пулнӑ икӗ спортсменка малти икӗ вырӑна йышӑннине палӑртма кӑмӑллӑ: Беларуҫри Дарья Домрачева — пӗремӗш, Антон Шипулин аппӑшӗ, икӗ ача амӑшӗ, Словак республикинче пурӑнакан Анастасия Кузьмина — иккӗмӗш.
Биатлона юратакансем ҫак кунсенче Италири Антхольц провинцийӗнче иртекен Тӗнче кубокӗн 6-мӗш тапхӑрне телеэкран умӗнчен пӑрӑнмасӑр пӑхаҫҫӗ. Ӗнер арҫын тата хӗрарӑм биатлонистсем пасьютра (старта спринт хыҫҫӑнхи кӑтарту тӑрӑх тӗрлӗ вӑхӑтра тухса пӗр-пӗрне хӑваласа ҫитмелле тупӑшни) ӑмӑртрӗҫ. Тӗнче кубокӗнче топ-25-е лекнисем тата кубокӑн черетлӗ тапхӑрӗнче нумай очко пухнӑ 5 спортсмен масс-стартра тупӑшаҫҫӗ.
Пирӗн ентешӗмӗр Татьяна Акимова та унта лекнӗ. Пенӗ чухне вӑл ӗнер пӗтӗмпе 5 хутчен тӗл лектереймерӗ, ҫав шутран иккӗшӗнче выртса пенӗ чух йӑнӑшрӗ. Тӗнче кубокӗн пӗтӗмӗшле зачетӗнче Татьяна Акимова 28-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Хӗрарӑмсен ӑмӑртӑвӗ 14 сехет те 20 минутра пуҫланӗ.
Шупашкарти Роман Ефимов Ухӑран перессипе иртнӗ хӗллехи Раҫҫей кубокӗнче «кӗмӗл» медаль ҫӗнсе илнӗ. Унта 30 ытла регионти 73 спортсмен хутшӑннӑ.
17-ри маттур каччи кӑрлачӑн 10-мӗшӗнче пуҫланнӑ ӑмӑртӑвӑн паянхи кунӗнче лайӑх пенипе палӑрнӑ.
Кӑрлач уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Романӑн Ухӑҫӑсен пӗтӗм тӗнчери турнирне хутшӑнма тивӗ. Тепӗр виҫӗ кунтан Раҫҫейӗн чемпионачӗпе первенстви иртӗ. Унта вӑл каясси хальлӗхе паллӑ мар, мӗншӗн тесен республикӑн Спорт министерстви кун пирки пӗлтермен.
Роман Ефимов Ирина Солдатова ячӗллӗ сӗтелҫи теннис тата ухӑран перессипе ӑсталӑха туптаттаракан олимп резервӗн шкулӗнче вӗренет. Унӑн тренерӗ — Максим Яриков.
Роман Ефимов – ухӑран перессипе Раҫҫей спорт мастерӗ.
Ыран, кӑрлач уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, самбо енӗпе тӗнче чемпионкин Эдера Лаврентьевӑн 23 ҫул тултармаллаччӗ. Шел те, спортсменка хӑйӗн ҫуралнӑ кунне кӗтсе илеймен, вӑл инкеке пула вилнӗ.
Раштав уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Эдерӑна пульницӑна ӑсатнӑ. Тухтӑрсем унӑн пурнӑҫӗшӗн кӗрешнӗ, анчах спортменкӑна ҫӑлма май килмен. Раштав уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Эдера Лаврентьева сывлама чарӑннӑ.
Эдера – самбо енӗпе Раҫҫей спорт мастерӗ, Раҫҫей ӑмӑртӑвӗсен ҫӗнтерӳҫи. Вӑл 2012 тата 2014 ҫулсенче самбо енӗпе иртнӗ тӗнче ӑмӑртӑвӗнче те мала тухнӑ.
Йӗпреҫ районӗнчи Пучинкесем ял халӑxӗн тата спонсорсен укҫипе хоккей курупки туса лартнӑ. Ӑна ӗнер, кӑрлач уйӑxӗн 5-мӗшӗнче, савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура хута янӑ.
Янтӑ спорт объектне уҫма тӳpe-шара та пынӑ. Вӗceн йышӗнче Йӗпреҫ район администрацийӗн пуҫлӑxӗ Сергей Горбунов, Пучинке ял хутлӑxӗн пуҫлӑxӗ Николай Федоров пулнӑ.
Сергей Горбунов cӑмах илнӗ май хоккей курупки ҫaк вӑййа юратакансемпе сывӑ пурнӑҫ йӗркине кӑмӑллакан ял ҫыннисемшӗн Раштав парни пулнине палӑpтнӑ.
Палӑpтса хӑвармалла, ӗнерех Пучинке ял хутлӑxӗн пуҫлӑxӗн парнисене ҫӗнсе илессишӗн турнир иртнӗ. Унта Пучинкесен «Ҫамрӑклӑx» команди ҫӗнтернӗ. Сергей Сергеев чи ӑcта вӑйӑҫӑ ятне тивӗҫнӗ, Кирилл Краснов вара чи маттур хапхаҫӑ пулса тӑнӑ.
Халӗ хулара та, ялсенче те ик туяпа ҫӳрекенсене курма пулать. Скандинавсен уттине кӑмӑллакансене Шупашкар хула администрацийӗ ятарлӑ ӑмӑpту йӗркелеcе пама йышӑннӑ. Вӑл тӗп хулари Мускав ҫыранӗн хӗppинче кӑpлач уйӑxӗн 8-мӗшӗнче фестиваль хурӑмлӑ иртӗ. Скандинавла утса ӑмӑртакансене чейпе сӑйлама та палӑpтнӑ.
Хула администрацийӗcӗp пуҫне фестивале йӗpкелеме Травматологи, ортопедипе эндопротезировани центрӗ тата Скандинавсен уттине кӑмӑллакансен ассоциацийӗн вырӑc департаменчӗ хутшӑнаҫҫӗ. Тӗpӗc утма сертификат илнӗ инструкторсем Наталия Безлюдная, Инна Киселёва, Игорь Малышев тата Алла Белогорская вӗрентӗҫ. Вӗсем ӑсталӑх класӗ ирттерме палӑpтнӑ.
Программӑpa ҫырнӑ тӑpӑx, ӑмӑpтӑва хутшӑнакансене спорт фестивалӗн йӗpкелӳҫисем ирхи 10 сехетре К. Иванов скверӗнчи шурӑ чӑpӑш патӗнче кӗтеҫҫӗ.
Ӗнер, кӑрлач уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, Ҫӗрпӳ районӗнче мотоциклистсем тупӑшнӑ. Мотокросс валли ятарлӑ ҫул хатӗрленӗ.
Ӑмӑрту кӑҫалхипе пӗрремӗш хут мар ӗнтӗ иртет.
Хӗллехи мотокроса тӗрлӗ регионти: Самар, Чӗмпӗр, Киров облаҫӗсенчи, Тутарстанри, Мари Элти, Мӑкшӑ Республикинчи тата Чӑваш Енри тӑватӑ ытла теҫетке спортсмен хутшӑннӑ. Вӗсем тимӗр ута пӑрлӑ ҫул ҫинче те ҫӑмӑллӑн парӑнтарма пултарнине кӑтартса панӑ.
Мотокросс ветеранӗсем те, куракансем те ӑмӑртупа чунтан киленнине, тупӑшу илемлӗ те асра юлмалла иртнине палӑртнӑ.
Сӑмах май, ӗнерпе паян пирӗн республикӑра спортпа туслӑ ҫемьесемпе ветерансен йӗлтӗр ӑмӑртӑвӗ иртмеллеччӗ. Анчах йӗлтӗр ҫулӗ пӑрлаккине кура ӑна каярах йӗркелӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.04.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 5 - 7 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| «Чебоксарская правда» хаҫатӑн пӗрремеш кӑларӑмӗ тухнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |