Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.0 °C
Пӗччен йывӑҫ час тӳнет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Спорт: Клавдия Афанасьева 50 ҫухрӑма хӑвӑрт утса рекорд лартнӑ

Паллашу Ырӑ кӑмӑллӑ, ӗҫрен хӑраман, пӗрле пурнӗҫ тӑршшӗпе утма, çемье щавăрма, ачу-пăча ...
Сутатӑп Сумалли качака сутатӑп, Перре пӑрамланӑ
Сутатӑп Йывăçран тунă çурт сутатăп. Столовăпа котельня - кирпӗчрен. Крыша - ҫӗнӗ. Етӗрне...
Софья Савнеш 15.06.2019 20:54 | 158 хут пӑхнӑ
Спорт

Чӑваш Ен спортсменки ҫӗршывра чи маттурри пулнӑ. Клавдия Афанасьева Раҫҫей чемпионатӗнче 50 ҫухрӑма ытти спортсменран чи малтан парӑнтарнӑ. Вӑл ҫак вӑрӑм дистанцие 3 сехет те 57 минут та 7 ҫеккунтра утса тухнӑ. Унччен, пуш уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, кун вӑрӑмӑш дистанцие Китай спортсменки Лю Хун 3 сехет те 59 минут та 15 ҫеккунтра парӑнтарса тӗнче рекордне ҫӗнетнӗ.

Пирӗн ентеш вара хальхине ку рекорда ҫӗнетнӗ. Анчах Пӗтӗм Раҫҫейри ҫӑмӑл атлетика федерацийӗ дисквалификациленӗ май ку рекорда пӑрахӑҫланӑ. Шупашкарти садион тӗнче шайӗнчи сертификаци витӗр тухман-мӗн. Ют ҫӗршыври тӗнче шайлӑ судьясене вара халӗ Раҫҫей турнирӗнче ӗҫлеме чарнӑ.

#спорт, #Шупашкар

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/57752
 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Сусӑр ачасем ӑмӑртнине депутат та пӑхнӑ
2019, 02, 26
Скандинави уттин фестивалӗ иртӗ
2019, 05, 17
Шупашкарта велопарад пӗрремӗш хут иртӗ
2019, 05, 20
Шупашкарта Раҫҫей чемпионачӗ иртӗ
2019, 06, 05
«Спартак» комплекс хупӑнать
2019, 06, 10

Комментари:

Agabazar // 3887.51.3318
2019-06-16 17:29
Agabazar
Километр е çухрăм?

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org