Спорт
![]() Татьяна Акимова. Ruspekh.ru сӑн ӳкерчӗкӗ Австринчи Пиллерзееталь айлӑмӗнче ҫар ҫыннисен йӗлтӗр ӑмӑртӑвӗ енӗпе ыран тӗнчери 54-мӗш чемпионачӗ иртӗ. Унта пирӗн Чӑваш Енри Татьяна Акимова та хутшӑнӗ. Аса илтерер, Кӑнтӑр Корейӑри хӗллехи Олимп вӑййисене хутшӑннӑ ентешӗмӗр кайран 2017-2018 ҫулсенчи Тӗнче кубокӗн виҫӗ тапхӑрне сиктерчӗ. Финлядинчи Контиолахтине юриех кайманнине, Норвегинчи Ослона ҫитме ӗмӗтленнине Татьяна Инстаграмра та ҫырчӗ-ха. Чӑваш биатлонистки ун чух чирлесе ӳкнӗ. Унта вӑл ҫӗршыв командине ӑнӑҫу суннӑччӗ. Татьяна Акимова Тӗнче кубокӗн Тӗменти иртнӗ тӑххӑрмӗш тапхӑрне те хутшӑнмарӗ. Sports.ru сайтра ака уйӑхн 1-мӗшӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, Раҫҫей биатлонисчӗсенчен Австрири ӑмӑртӑва Антон Бабиков, Максим Цветков, Ульяна Кайшева тата Петр Пащенко хутшӑнӗ. | ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментари:
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |
Тен, çапла калĕç:"Мускав облаçĕн тата Алттай крайĕн чысĕсене хÿтĕлет".