Спорт
![]() Олимп резервӗсен 2-мӗш спорт шкулӗнче фристайл уйрӑмӗнче ӑсталӑхне туптакан Лана Прусакова тата Дмитрий Мулендеев каллех ҫитӗнӳпе савӑнтарнӑ. Вӗсем Польшӑра иртекен Европа Кубокӗнче ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ. Нарӑс уйӑхӗн 15-мӗшӗнче биг-эйр дисциплинӑпа ӑмӑрту иртнӗ. Дмитрий Мулендеев Швейцарири Эмиль Грабпа тата Финляндири Миик Виккипе тупӑшнӑ. Пирӗн ентеш вӗсене ҫӗнтерсе мала тухнӑ. Лана Прусакова вара чи лайӑх кӑтартупа палӑрнӑ: 168.34. Раҫҫей спортсменки Ксения Орлова тата Украинӑри Диана Дьякова призерсем пулса тӑнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |