Ӗнер каҫхи 10 сехет те 20 минутра Канаш районӗнчи Кармами Выҫӑлкки ялӗ тӗлӗнчи чукун ҫул урлӑ каҫмалли вырӑнта «Мерседес» машинӑна Мускавран Хусана каякан пуйӑс ҫапса кайнӑ.
Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, 20 ҫулхи водитель машина чукун ҫул ҫинче лакса ларнине ӗнентернӗ. Ун урлӑ вӑл семафорӑн асӑрхаттаракан ҫути чӗрӗличченех каҫма тӑнӑ имӗш. Путса ларнӑ машинӑна ытти водительпе пӗрле кӑларма хӑтланнӑ иккен, анчах чукун ҫул ҫинчен куҫарса ӗлкӗреймен. Инкекре ҫынсем аманман.
Машина ҫине пырса кӗнине пула пуйӑсӑн вӑхӑтлӑха чарӑнма тивнӗ. Вӑл 22 сехет те 43 минутра хускалса кайнӑ.
Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, инкекӗн тӗп сӑлтавне специалистсем палӑртӗҫ.
Паян пирӗн республикӑра асар-писер ҫил-тӑман алхаснӑран Шупашкарти аэропортри самолетсем те вӑхӑтра вӗҫеймен. Аэропортӑн Инстаграмри аккаунтӗнче рейссем тытӑнса тӑрассине кӑнтӑрлачченех пӗлтернӗ-ха. Ҫав хыпара вулакансенсен пӗри Мускавран килекен самолетӑн Чулхулара анса ларма тивнине пӗлтернӗ. «Халӗ Шупашкара килетпӗр», — тенӗ вӑл. Паллах, самолетпа мар.
Ирхи 9 сехет те 20 минутра Мускаври Шереметьево аэропорта вӗҫсе каймалли самолет, тӗслӗхрен, халӗ те хускалайман. Шупашкарти аэропортран рейс 16 сехетсӗр те каяймассине, анчах ун чух та шанчӑклӑ пулассине татса калайман.
Мӗн тӑвӑн, васкакансен васкамалла пулӗ те, анчах васкакан вакка сикет тесе каланине те асра тытма тивет. Ҫутҫанталӑкӑн хайӗн саккунӗ...
Йӗпреҫ районӗнчи Тымар поселокӗнче пурӑнакан 48 ҫулти арҫын саккуна пӑсса Мускава тухса кайнӑ. 2017 ҫулта ун тӗлӗшпе 8 ҫуллӑха административлӑ надзор йышӑннӑ. Вӑл унччен преступлени тунӑ пулнӑ, ӑна тӗрмене хупнӑ.
Анчах йӗплӗ пралук леш енчен тухсан, 2018 ҫулхи чӳк-раштав уйӑхӗсенче, хайхи арҫын район территорийӗнчен Мускава тухса кайнӑ. Унӑн ҫакна тума юраман.
Ҫак арҫына суд тунӑ. Судья арҫын айӑпне йышӑннине, унччен те преступлени тунине шута илнӗ, ӑна ҫирӗп режимлӑ колоние 6 ҫуллӑха ӑсатнӑ.
Йывӑр атлетика енӗпе пултарулӑхне пуҫласа Чӑваш Енре туптанӑ Александр Адикин Мускавра юниорсен хушшинче иртнӗ Раҫҫей ӑмӑртӑвӗнче виҫӗ медале тивӗҫнӗ.
Раҫҫейӗн спорт мастерӗ хӑйӗн пултарулӑхне Геннадий Иванов тренер патӗнче аталантарать. Паян каччӑ Чӑваш Енпе Мускав чысне хӳтӗлет.
Юниорсен Раҫҫей шайӗнчи ӑмӑртӑвӗнче вӑл помост ҫине 67 килограмчченхи виҫере тухнӑ. 19-20 ҫулсенчи ҫамрӑксен хушшинче вӑл икӗ кӗмӗл, пӗр бронза медальсене тивӗҫнӗ.
Сӑмах май, 2015 ҫултах Александр Адикин (ун чухне вӑл 16 ҫулат ҫеҫ пулнӑ) шкул ачисен Раҫҫей спартакиадинче ҫӗнтерӳҫӗ пулса тӑнӑ. Краснодар крайӗнчи Сукко поселокӗнче иртнӗ финалта вӑл 50 килограмлӑ спортсменсен ушкӑнӗнче чи нумай очко пухма пултарнӑ.
Чӑваш Енри предприятисенче ӗҫлекенсен квалификацине ӳстерме Мускав укҫа парӗ. Ку хута РФ Правительствин сайтӗнче вырнаҫтарнӑ.
Ӗнер йышӑннӑ документра каланӑ тӑрӑх, бюджет мар трансферта ҫӗршыври 31 субъекта уйӑрса парӗҫ. Кун валли федераци хыснинче 1,525 миллиард тенкӗ пӑхса хӑварнӑ. Ҫав тупра предприятисенчи ӗҫченсен квалификацине ӳстерме тата вӗсене пӗр-пӗр професси ӑсталӑхне илме ҫӗнӗрен вӗрентсе кӑларма тӑкакланмалла. Кӑҫал уйӑракан патшалӑх пулӑшӑвӗ ҫӗршыври 18 пин ытларах ҫынна ҫитмелле.
Чӑваш Ене Мускавран ҫав тӗллевпе 26,5 миллион тенкӗ уйӑрма йышӑннӑ. Вӑл кӗмӗл пулӑшнипе пирӗн тӑрӑхри ӗҫченсем те хӑйсен квалификацине ӳстерме, паянхи ӗҫ рынокӗ ыйтакан профессие алла илме пултарӗҫ.
Шупашкар хули Крыма ҫитме йӳнӗ хуласен списокне лекнӗ. Ку хыпара «Новости» информагентство Aviasales сайт хыпарлани тӑрӑх пӗлтернӗ. Юлашкинчен асӑнни авиабилетсен хакне пӗр ҫӗре пухакан ҫӑлкуҫсенчен пӗри шутланать.
Крым ҫур утравӗ ҫине самолетпа вӗҫсе кайма Сочинчен тата Дон ҫинчи Ростовран уйрӑмах йӳнӗ ларать. Кайса килме унтисен 5 пинтен те сахалрах тӳлемелле. Мускавран кайса килме 6 пин тенкӗ кирлӗ.
Шупашкар хуличен те хаклӑ тӳлемеле мар. Крыма кайса килмелли вӑтам хак 7800 тенкӗпе танлашать иккен. Симферополе Шупашкартан каяс текенсен Мускав урлӑ ҫӳреме тивет. Чӑваш Енрен те авиарейссем пур-ха. Крыма самолетсем ҫӗртме уйӑхӗнче ҫеҫ вӗҫме тытӑнаҫҫӗ. Хак вӑтамран 11 пинпе танлашать.
Шупашкарти электромеханика колледжӗн вӗрентекенӗ Марина Ситникова Мускавран ҫӗнтерӳпе таврӑннӑ. Вӑл Пӗтӗм Раҫҫейри «Манӑн чи лайӑх урок» конкурса хутшӑннӑ.
Конкурс Мускавра нарӑс уйӑхӗн 22-28-мӗшӗсенче иртнӗ. Унта ҫӗршыври 90 яхӑн педагог хӑйӗн ӑсталӑхне тӗрӗсленӗ. Чӑваш Ен чысне педагогика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, Шупашкарти электромеханика колледжӗн математика вӗрентекенӗ Марина Ситникова хӳтӗленӗ.
Пирӗн ентеш 90 вӗрентекене парӑнтарса 1-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Ӑна мала тухнӑшӑн «Вӗренӳре ӗҫленӗшӗн» медальпе чысланӑ.
Улатӑрти биолог Виктория Штратникова НТВ телеканалпа пыракан «Своя игра» кӑларӑма хутшӑннӑ. Вӑййа ертсе пыракан ҫак хӗрарӑма астуса юлнӑ: вӑл 5 ҫул каялла кӑларӑма пӗчӗк ачипе килнӗ пулнӑ. Унӑн мӑшӑрӗ те ҫак вӑййа хутшӑннӑ.
Хальхинче Виктория Питӗрти инженерпа тата Мускаври юристпа тупӑшнӑ. Пӗрремӗш раундра пирӗн ентеш вӗсенчен пӗринчен кӑна кая пынӑ, 1400 очко пухнӑ. Иккӗмӗш раундра вӑл ва-банк вылянӑ, ҫапла вӑл очкосене икӗ хутчен нумайлатнӑ. Кайран тепӗр 40 балл хушӑннӑ. Пирӗн ентеш пӗрре те йӑнӑш хуравламан.
Виктория вӑйӑра Питӗрти инженертан иртсе кайнӑ, анчах Мускав юристне ҫитеймен. Ҫапла вӑл иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ.
Шупашкарта пуш уйӑхӗн 15-18-мӗшӗсенче хор музыкин черетлӗ уявӗ иртет. Ача-пӑчапа ҫамрӑксен пӗтӗм Раҫҫейри V (Пӗтӗм тӗнчери I) «Жавронок» (чӑв. Тӑри) хор конкурсӗ Ф.М. Лукин ячӗпе хисепленет. Ӑна хальхипе пиллӗкмӗш хут йӗркелеҫҫӗ. Икӗ ҫулта пӗрре пулакансксер вӑхӑтӗнче арҫын ачасен хорӗсем кӑҫал пуҫласа ӑмӑртӗҫ.
Конкурса паян 16 сехет те 30 минутра Шупашкарти «Салют» культура керменӗнче уҫнӑ.
Пултарулӑх ӑмӑртӑвне кӑҫал 50 ытла ушкӑн хутшӑнмалла. Вӗсен ӳсӗмӗ те тӗрлӗрен: 4 ҫултан пуҫласа 30 ҫулччен. Мускаври, Хусанти, Чӗмпӗрти, Ӗпхӳри, Ижевскри, Йошкар-Олари, Тольяттинчи, Кироври хорсем ҫитме шантарнӑ. Концерт программине Нигерипе Казахстанри артистсем пуянлатмалла.
Хор ушкӑнӗсене хак паракан тӳресен ертӳҫи — РФ искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Раҫҫей халӑх артисчӗ Морис Яклашкин.
«Краски Чувашии» (чӑв. Чӑваш Ен сӑрӗсем). Ҫакӑн пек конкурс РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Алёна Аршинова пуҫарнипе иртет. Ӑмӑртӑва Чӑваш Ен культурин хайне майлӑ пурлӑх тата ӑс-хакӑл культурине упраса хӑварас тата сарас тӗллевпе ирттернине пӗлтернӗ.
Конкурса ирттерме Мускаври, Питӗрти, Ленинград облаҫӗнчи чӑвашсен наципе культура автономийӗсем, Мускав хулин Хӗвеланӑҫ округӗнчи тӗп вулавӑш тытӑмӗ, Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗ, Шупашкарти вулавӑшсен пӗрлешӗвӗ пулӑшӗҫ.
Конкурс номинацийӗсем ҫапларах: художество пултарулӑхӗ, вокалпа инструмент пултарулӑхӗ, ташӑ пултарулӑхӗ, сӑнӳкерчӗксем, методика шутласа кӑларни.
Конкурс виҫӗ тапхӑрпа иртӗ. Финалистсене Чӑваш Республикин кунӗ умӗн палӑртӗҫ. Конкурс сайтӗнче
https://kraski-chuvashii.ru мӗнпур условипе тӗплӗнрех паллашма май пур.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (10.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 6 - 8 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мӗтри Ваҫлейӗ, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Кӗҫтӳк Кольцов, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Куснар-Иванов Станислав Александрович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Якимов Сергей Александрович, агроном, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ агрономӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |