Паян Шупашкара «Счастливы вместе» (чӑв. Пӗрле телейлӗ) телесериалта Гена Букин сӑнарне калӑпланӑ артист килӗ.
Хула администрацийӗн культура тата туризма аталантарас енӗпе ӗҫлекен управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, Раҫҫейӗн кино актерӗ тата телеертӳҫӗ Виктор Логинов Ӳнер академийӗн журналистикӑпа телевидени уйрӑмӗнче вӗренекенсемпе 15 сехетре тӗл пулӗ. Артистпа курнӑҫӑва академи йӗркеленӗ.
Виктор Логинов Екатеринбургри патшалӑхӑн театр институтӗнче театрпа кино актёрӗн ӑсталӑхне алла илнӗ. Екатеринбургри академи драма театрӗнче тата Урал ҫыравҫисен Камера театрӗнче ӗҫленӗ. 2006 ҫулта Мускава «Счастливы вместе» телесериалта ӳкерӗнме тухса кайнӑ. Унта вӑл Гена Букин сӑнарне калӑпланӑ. Екатеринбургра ҫав сӑнара хисеп туса палӑк та лартнӑ.
Шупашкар районӗнчи Карачура ҫывӑхӗнче пулна авари тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе малалла тӗпчеҫҫӗ. Аса илтерер: авари 2018 ҫулхи юпа уйӑхӗн 11-мӗшӗнче пулнӑ. Самосвал Канашран Мускава кайма тухнӑ микроавтобус ҫине пырса кӗнӗ. Инкекре 11 ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Тепри пульницӑра сывлама пӑрахнӑ. Самосвал водителӗ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ, ӑна ун чухне 2 уйӑхлӑха арестленӗ.
Ҫак кунсенче водитель арестне тӑсас ыйтӑва суд ларӑвӗнче пӑхса тухнӑ. Нарӑс уйӑхӗн 21-мӗшӗнче постановлени кӑларнӑ: арҫыннӑн аресчӗ тепӗр 2 уйӑхлӑха тӑсӑлать. Хӑй водитель ӑнлантарнӑ тӑрӑх, вӑл умӗнчи машина тӑрук чарӑннӑран тормоз ҫине пуснӑ, ҫавна май йывӑр машина транспорт хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухса кайса микроавтобуспа ҫапӑннӑ.
ЧР прокуратурин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, аварире шар курнӑ ҫынсенчен, кӳнтеленсенчен ыйтса пӗлнӗ.
Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗ Тӗмен хулине гастрольпе тухса кайӗ. Чӑннипех те пултаруллӑ юрӑ-ташӑ ӑстисем унтисене пуш уйӑхӗн 15-16-мӗшӗсенче савӑнтарӗҫ. Ансамбль кӑҫал 95 ҫулхине палӑртӗ.
Ансамбль Василий Воробьев йӗркеленӗ рабочисемпе салтаксен хорӗпе Федор Павлов ушкӑнӗнчен 1924 ҫулта пуҫланса кайнӑ. Воробьевпа Павлов ертсе пыракан хор пӗрремӗш хут Мускава 1929 ҫулта тухса кайнӑ. Унтанпа ансамбль ҫӗршывӑн тӗрлӗ хулинчи кураканӑнне кӑна кӑна мар, чикӗ леш енчисен чунне те пайтах тыткӑнланӑ.
Чӑвашран тухнӑ офицерсен «Сыны Отечества» (чӑв. Тӑван ҫӗршыв ывӑлӗсем) Мускаври пӗрлешӗвӗ чылайранпа ӑнӑҫлӑ ӗҫлесе пырать. Ҫак организацие Владислав Ильин вице-адмирал ертсе пырать.
Ӗнер Владислав Ильин Чӑваш Ен Элтеперӗпе Михаил Игнатьевпа тӗл пулнӑ. Вӑл хӑйсен общество организацийӗ ҫак уйӑхӑн 15-мӗшӗнче отчетпа суйлав пухӑвӗ ирттерни ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Малашне пӗрлешӳ тата анлӑланӗ. Ҫакӑн пикри уставра пӑхса хӑварнӑ. «Сыны Отечества» (чӑв. Тӑван ҫӗршыв ывӑлӗсем) ушкӑнра чӑваш тымарӗллӗ ытти регион ҫыннсием те пулӗҫ. Тепӗр майлӑ каласан, пӗрлешӳ Мусква шайӗнчен тухса регионсен шайне сарӑлӗ.
Владислав Ильин, сӑмах май, Каҫал тӑрӑхӗнче ҫуралнӑ. Анчах кайран унтан куҫса кайнӑ.
Чӑваш патшалӑх академи симфони капеллин артисчӗ Андрей Макаров Ставропольте Гран-прие тивӗҫнӗ.
Асӑннӑ хулара нумаях пулмасть Патриотла юрӑсен «Солдатский конверт - 2019» (чӑв. Салтак конверчӗ - 2019) Пӗтӗм Раҫҫейри II фестиваль-конкурсӗ иртнӗ. Пултарулӑх ӑмӑртӑвне Ленинград блокадине сирнӗренпе 75 ҫул, Совет ҫарӗсене Афганистанран илсе тухнӑранпа 30 ҫул ҫитнине халалланӑ.
Конкурса Раҫҫейӗн 13 субъектӗнчи, ҫав шутра Мускаври, Санкт-Петербургри, Волгоградри, Севастопольти, Смоленскри, Ярославльти, Краснодарти, Аҫтӑрханти тата ытти хулари вокалистсем хутшӑннӑ.
Ҫӗнтерӳҫӗсене ҫулне кура виҫӗ ушкӑнра чысланӑ. Пирӗн ентешӗмӗр 25-35 ҫулхисен йышӗнче Гран-прие тивӗҫнӗ. Вӑл кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗнче Брестра иртекен Раҫҫейпе Беларуҫ Республикин пӗрлехи фестивальне хутшӑнӗ.
Паян ҫур ҫӗр иртни 2 сехет те 45 минутра Пӑрачкав районӗнче автобус ҫаврӑнса ӳкнӗ. Мускавран Чӗмпӗре кайма тухнӑ «Сетра» транспорт Мочкас ялӗнче кювета чӑмнӑ.
Салонра ҫав вӑхӑтра 20 пассажир пулнӑ. ШӖМ пӗлтернӗ тӑрӑх, 5 ҫын суранланнӑ, вӗсене вырӑнти пульницӑна илсе ҫитернӗ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, автобус водителӗ руле итлеттереймен. Халӗ Пӑрачкав районӗнчи полицейскисем ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ.
Аса илтерер: нумаях пулмасть Вӑрнар районӗнчи Нурӑс ялӗнчен Шупашкара кайма тухнӑ маршрутка та ҫаврӑнса ӳкнӗччӗ. Юрать, салонри пассажирсем аманман, вӗсенчен пӗри ҫеҫ кайран тухтӑрсенчен пулӑшу ыйтнӑ.
Cаккун пӑсса пассажирсене турттаракан водительсен машинисене конфискацилеме сӗнеҫҫӗ. Кун пирки ЧР транспорт министрӗ Сергей Яхатин прокуратурӑра иртнӗ канашлура пӗлтернӗ.
Кунашкал практика Краснодар крайӗнче пур. Унта унашкал ӗҫсем Аслӑ суд таранах ҫитеҫҫӗ. Палӑртмалла: саккуна пӑсса пасажирсене илсе ҫӳрекен водительсен транспортне КоАПӑн 14.1-мӗш статйипе килӗшӳллӗн (саккуна пӑсса услам йӗркелени) патшалӑх валли конфискацилеме юрать.
Кӑҫал кунашкал водительсен тӗлӗшпе 60 постановлени ҫырнӑ, административлӑ майпа явап тыттарнӑ. Вӗсем пассажирсене «Блаблакар» тата «Контактра» тупнӑ. Ытларахӑшӗ «Шупашкар – Мускав» маршрутпа ҫӳренӗ. Кунашкал водительсем рейс умӗн техосмотр тата медосмотр тухмасӑрах ҫула каяҫҫӗ.
Хальлӗхе ҫакнашкал водительсен машинине штрафстоянкӑна илсе кайнӑ 4 тӗслӗх пулнӑ. Унта транспорта постановлени кӑлариччен 2 уйӑх таран тытаҫҫӗ.
Нумаях пулмасть Мускаври «Эфир» арт-центрта кӗске метражлӑ темиҫе фильма кӑтартнӑ. Сумлӑ списока Елена Рябцева режиссерӑн «Юман» фильмӗ те лекнӗ.
Киноӗҫпе фильмра ӳкерӗннӗ Вероника Айги артист паллаштарнӑ. Вӑл — Геннадий Айхи хӗрӗ. Сӑмах май каласан, фильм валли кӗввине сӑвӑҫӑн ывӑлӗ Алексей хайланӑ.
Кӗске метражлӑ ӗҫе Муркаш районӗнче ӳкернӗ. Унта чӑваш сценин паллӑ ӑстисем Нина Яковлева, Иосиф Дмитриев та выляҫҫӗ. Елена Рябцева ӗҫне тӗрлӗ ҫӗршыв сцени ҫинчи фестивальсенче кӑтартма ӗлкӗрнӗ.
«Эфир» арт-центрти кинокурава Раҫҫейӗн халӑх артисчӗ Юрий Назаров тата Горький ячӗлле Мускаври художество академи театрӗн художество ертӳҫин ҫумӗ Захар Прилепин писатель, филолог, публицист та хутшӑннӑ.
Паян, нарӑс уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев Мускава кайнӑ. Вӑл унта «Усламӑн наци тӗллевӗсене ҫӗнсе илнинчи пӗлтерӗшӗ» форума хутшӑнӗ. Кун пирки ЧР влаҫ органӗсен сайтӗнче пӗлтернӗ.
Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, форума РФ президенчӗ Владимир Путин та килӗ. Унта пухӑннисем РФ президенчӗ «ҫу уйӑхӗсенчи хушусенче» лартнӑ наци тӗллевӗсене пурнӑҫланинче усламҫӑсем мӗнле витӗм кӳни пирки калаҫӗҫ.
Форумпа килӗшӳллӗн услама аталантарас тата инвестици климачӗ енӗпе тематика сессийӗсем те иртӗҫ. Ҫавӑн пекех «Усламӑн наци тӗллевӗсене пурнӑҫланинчи витӗмӗ» ятпа пленарлӑ лару та пулӗ.
Шупашкарта пурӑнакан Юлия Линберг «Пятница» телеканал эфирне тухакан «Пацанки-4» шоу кастингне хутшӑнать. Унӑн ҫамрӑксен кӑларӑмӗн ҫӑлтӑрӗ пулма майсем пур. Кун пирки «ПроГород Чебоксары» кӑларӑм хыпарлать.
Хайхи ҫӑлкуҫ пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫалхи ҫулла асӑннӑ проектӑн ҫӗнӗ сезонне кӑтартӗҫ. Хальхи вӑхӑтра Мускавра иртекен кастинга ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗнче пурӑнакан хӗрсем хутшӑнаҫҫӗ. Вӗсенчен пӗри — Шупашкарта пурӑнакан 29 ҫулти Юлия Линберг. Унӑн чун киленӗҫӗ те хӑйнеевӗрлӗ. Вӑл — ММА боецӗ. Профессипе вара — ӳкерӳ учителӗ. Аслӑ пӗлӗве Мускавра илнӗ.
«Пӗтӗм Раҫҫейри питӗ правур арҫынаппасене пуҫтарнӑ кунта. Телешоура вӗсене ырӑ енне улӑштарма палӑртнӑ. Ҫак хӗрсен наркотиксем, пирус тата эрех-сӑра пирки манма тивӗ», — палӑртнӑ Юлия Линберг.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.06.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 26 - 28 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Хальхи Вӑрнар районне кӗрекен Хапӑсра пӗрремӗш хут чиркӳре чӑвашла кӗлӗ тунӑ. | ||
| Рунгш Петр Андреевич, патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Яковлева Нина Михайловна, паллӑ чӑваш актриси ҫуралнӑ. | ||
| Вязов Валерий Иванович, агроном, юрист, патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| «Чувашия» пуйӑс пӗрремӗш хут ҫула тухнӑ. | ||
| Быков Александр Артемьевич, Мухтав орденӗн тулли кавалерӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |