Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +10.3 °C
Тимӗре хӗрнӗ чух туптаҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Культура

Культура
Чӑваш академи драма театрӗн сӑнӳкерчӗкӗ
Чӑваш академи драма театрӗн сӑнӳкерчӗкӗ

К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче 108-мӗш сезон «Нарспи» спектакльпе хупӑннӑ. Апла пулин те унта ҫу каҫипех кӑсӑклӑ мероприятисем иртӗҫ. Театрта черетлӗ сезон хупӑннӑ кун, ав, сӑмахран, «Юратнӑ Чӑваш Енӗм» живопиҫпе скульптура куравӗ уҫӑлнӑ. Унта культура ӗҫченӗсем, художниксем тата куракансем пухӑннӑ.

Курава уҫма республикӑн культура министрӗн ҫумӗ Георгий Богуславский хутшӑннӑ. Вӑл театр ертӳҫисене ырласа мухтанӑ, курав театр ӳнерӗпе килӗшсе тӑнине палӑртса хӑварнӑ.

Чӑваш Енри Художниксен союзӗн председателӗ Наталия Соловьева кун пек пулӑм театршӑн та, художниксемшӗн те пӗлтерӗшлӗ тесе каланӑ.

Театрта уҫӑлнӑ куравра пурӗ 25 ытла художник ӗҫӗпе паллашма пулать.

 

Чӑвашлӑх
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Утӑ уйӑхӗн 8-мӗшӗнче республикӑн Наци вулавӑшӗнче «Арча» проект ӗҫлесе кайнине пӗлтернӗ.

Ӑна уҫма видеоҫыхӑну мелӗпе Хӗрлӗ Чутай районӗнчи тӗп вулавӑшран Чӑваш Енӗн культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ Татьяна Казакова, Хӗрлӗ Чутай тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Иван Михопаров, Алексий Бортсурманский ыркӑмӑллӑх фончӗн президенчӗ Александрина Вигилянская хутшӑннӑ. Вӗсем вулавӑшсене ҫӗнӗ проекта ӑнӑҫлӑн пурнӑҫа кӗртме суннӑ. Вӑл проекта йӑлана кӗнӗ ӑс-хакӑл пуянлӑхне упраса хӑварма тата ҫирӗплетме шухӑшласа кӑларнӑ.

Онлайн мелпе мероприятие ҫавӑн пекех Красноармейски тата Шӑмӑршӑ районӗсенчи тӗп вулавӑшсем, Ҫӗмӗрле районӗнчи Хутарти вулавӑшсем хутшӑннӑ. Вӗсем хӑйсем туса ирттерме палӑртнӑ ӗҫсемпе паллаштарнӑ.

 

Культура
 cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енре автоклубсем ялсем тӑрӑх концертпа ҫӳреҫҫӗ. Иртнӗ эрнере ҫеҫ 8 автоклуб 21 ялта пулнӑ. Республикӑн Культура министерствинче ӗнентернӗ тӑрӑх, концертсене 3 пине яхӑн ҫын курнӑ имӗш.

Сӗнтӗрвӑрри районӗнче автоклуб тӳрех сакӑр яла ҫитнӗ. Ҫатракассинчи клубри «Салам» ушкӑн куракансене уйрӑмах килӗшнӗ-мӗн.

Канаш тӑрӑхӗнче «Пинер» фольклор коллективӗ (ертӳҫи – Чӑваш Республикӑн культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Александр Никоноров) куракансене «Тӑван ялӑм, савнӑ ялӑм» программӑпа савӑнтарнӑ. Коллектив халӑх юррисене те, автор юррисене те шӑрантарнӑ. Вырӑсла та, чӑвашла та.

Хӗрлӗ Чутай районӗнче автоклуб виҫӗ ялта пулнӑ.

Муркаш районӗнче Ильинка тӑрӑхӗнчи икӗ ялта концерт кӑтартнӑ. Ял ҫыннисем автоклубсене ӑшшӑн йышӑнаҫҫӗ.

 

Культура
«Чӑваш Ен» ПТРК тунӑ видео скринӗ
«Чӑваш Ен» ПТРК тунӑ видео скринӗ

Шупашкар хулинчи Лакрей вӑрманӗнче «Пеледыш пайрем» наци уявӗ иртнӗ. Унта мари ҫыннисем пухӑннӑ. Ку уява ҫурхи ӗҫсем вӗҫленсен паллӑ тӑваҫҫӗ. Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, ҫӗртме уйӑхӗнче.

Пирӗн республикӑра ҫак халӑх ҫыннисем сахал мар. Нумайӑшӗ кӳршӗ Мари Эл республикинчен пирӗн пата вӗренме е ӗҫлеме килет, теприсем ҫемье ҫавӑрса кунтах тӗпленеҫҫӗ. Надежда Шуйцевӑпа та ҫапла пулса тухнӑ ав. Вӑл 27 ҫул каялла качча тухнӑ та кунта тӗпленнӗ, ҫапах тӑван тӑрӑхӗ, Мари Эл, пирки манмасть.

Палӑртса хӑварар: официаллӑ даннӑйсем тӑрӑх, пирӗн республикӑра 3 пине яхӑн мари ҫынни пурӑнать.

 

Культура
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Улатӑр хулинче пурӑнакан пӗртӑвансем «Эпир хуласене хӗвелпе тултаратпӑр!» гитара юррин фестивалӗнче тӗп парнене тивӗҫнӗ.

Сӑмах – Вячеслав тата Юрий Ситниковсем пирки. Вӗсем «Чӑвашэнерго» организацире ӗҫлеҫҫӗ. Конкурсра вара энергетиксем тупӑшнӑ. Пӗтӗмпе унта Раҫҫейри ҫичӗ регионти специалистсем хутшӑннӑ.

Ситниковсем сцена ҫине «Все будет хорошо!» (чӑв. «Йӑлтах лайӑх пулать!») юрӑпа тухнӑ. Ӑна вӗсем хӑйсем ҫырнӑ. Жюри пайташӗсене пирӗн ентешсен юрри килӗшнӗ. Ҫапла вӗсем пӗрремӗш вырӑна тухнӑ.

Тӗп парне гитара пулнӑ. Ӑна ҫӗнтерӳҫӗсене «Россети Волга» тӗп директорӗ Александр Гаврилов панӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-194537172_30041
 

Персона
Чӑваш Енӗн Культура министерствин сӑнӳкерчӗкӗ
Чӑваш Енӗн Культура министерствин сӑнӳкерчӗкӗ

Александр Насекин художника патшалӑх премийӗ пама йышӑннӑ.

Чӑваш Ен Элтеперӗн хушӑвӗпе Раҫҫейри художниксен союзӗн членне Александр Насекина литературӑпа ӳнер енӗпе 2025 ҫулшӑн патшалӑх премийӗ пама йышӑннӑ. Кун пек чыса пултарулӑх ҫынни «Сувары» (чӑв. Суварсем) ярӑмпа ӗҫсем хатӗрленӗшӗн тивӗҫнӗ.

Александр Насекинӑн графика ӗҫӗсен ярӑмӗ иртнипе паянхи куна ҫыхӑнтарать, наци характерне, культурине, халӑхӑн хӑйне евӗрлӗхне кӑтартса парать.

«Сувары» мифологи ярӑмӗ оригиналлӑ 10 листран тӑрать иккен. Вӗсене художник акрил сӑрӑпа ӳкернӗ.

Ӗҫсенче чӑн пурнӑҫпа метафора пӗрлешсе каяҫҫӗ.

Костюм, тӗрӗ, керамика тата литература сӑнарӗсем урлӑ художник культура астӑвӑмӗн пуянлӑхӗ пирки шухӑшлать, наци темине хальхи вӑхӑтри ӳнер урлӑ уҫса парать.

 

Кӑсӑклӑ Кӳршӗре

Отпуск пуҫланчӗ те пӗрремӗш кунхинех Чикмене ҫитсе курас терӗм. Тӗллевӗсем темиҫеччӗ. Чи малтанах эп ку хулара пӗрре те пулман. Анчах вӑл чӑваш культурипе тачӑ ҫыхӑннӑ темелле. Мӗн калас та, юнашарти ялсемех Чикме уесне кӗнӗ. Шупашкар уесне мар, самай инҫетри Чикме хулине пӑхӑннӑ. Тепӗр тӗллев — паром хакне пӗлесси. Чӑн та, эп хама валли чылай ҫулҫӳрев планласа хурса. Вӗсенчен иккӗшӗ Чикме урлӑ иртеҫҫӗ. Ҫавна май паром мӗнле ӗҫленине пӗлесси маншӑн питӗ кирлӗ. Виҫҫӗмӗш тӗллев пек Чикмене каякан ҫулсене пӑхса тухасси пулчӗ. Унта ман мӗнле те пулин ҫитмеллех вӗт...

Ҫул ҫинчи кӗтменлӗхсем

Ку ҫулҫӳреве пурнӑҫланӑ чухне сиксе тухнӑ йывӑрлӑхсен шутне ҫул ҫинче сиксе тухнӑ кӗтмен япаласене кӗртмелле. Вӗсем темиҫе.

Пӗрремӗшӗ — ҫулсене пӗлменни. Чикмене мӗнле ҫитмеллине эп аван пӗлетӗп-ха. Анчах квадроциклпа ҫӳренӗ чухне асфальтпа сахалтарах ҫӳремелле. Асфальтпа ҫӳресен унӑн резини хӑвӑрт пӗтет. Машшин резинипе танлаштарсан вӑл ҫемҫерех, ҫавна май асфальт ӑна хӑйра пек ҫисе ярать.

Малалла...

 

Культура
МАХри "Хыпар - Вести Чувашия" каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк
МАХри "Хыпар - Вести Чувашия" каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк

Чӑваш Енре пурӑнакансемпе унӑн хӑнисем Ҫӗрпӳ ярмӑрккинче савӑнма пултарӗҫ.

Йӑлана кӗнӗ ҫак ярмӑрккӑ утӑ уйӑхӗн 2-5-мӗшӗсенче иртӗ. Хӗрарӑмсен Тихвин мӑнастирӗ патӗнчи лапама ҫав кунсенче суту-илӳпе аппаланса пурӑнакансемпе пӗрлех юрӑ-ташӑ ӑстисем пуҫтарӑнӗҫ. Спорт вӑййисем те пулӗҫ.

Программӑпа тӗплӗнрех эсир ҫак хыпар патне сӑнӳкерчӗк евӗр вырнаҫтарнӑ афишӑна тишкерсен каллашма пултарӑр.

Ҫак йӗркесен авторӗ, акӑ, «Тымар» фестивале палӑртса хӑварасшӑн. Вӑл утӑ уйӑхӗн 4-мӗшӗнче ярмӑрккӑн тӗп сцени ҫинче (Пролетари урамӗ, 1-мӗш ҫурт) 14 сехет те 30 минутран пуҫласа 16 сехет те 30 минутчен пырӗ. Ӑна Раҫҫейри халӑх пӗрлӗхӗн тата Чӑваш Енри халӑх туслӑхӗн ҫулталӑкне халаллӗҫ. Унта вокал ӑстисем, хорегорафи коллективӗсем, инструментсен ансамблӗсем хутшӑнӗҫ.

 

Культура
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче мюзикл хатӗрлеҫҫӗ. «Провинция» ятлӑскере куракансем юпа уйӑхӗнче ҫитсе курма пултарӗҫ.

Мюзикла лартма Культура пуҫарӑвӗсене пулӑшакан президент фончӗ тата Культурӑна, туризма тата спорта аталанма пулӑшакан «Арабеск» коммерцилле мар организаци пулӑшаҫҫӗ.

Утӑ уйӑхӗн 2-мӗшӗнче филармонире премьера ҫинчен каласа кӑтартма журналистсене тата музыковдесене пухаҫҫӗ. Пресс-конференци 14 сехетре пуҫланӗ. Унта пырса ҫитнисен ыйтӑвӗсене «Арабеск» директорӗ Евгения Аксакова, филармони директорӗ Максим Матросов, Самарӑри Андрей Колесников композитор, Екатеринбургри илемлӗх ертӳҫи Сергей Пантыкин, Дмитрий Миронов режиссёр, Кристина Игнатьева тата Ирина Гаврилова хореографсем, ҫипуҫ художникӗ Екатерина Тонюшкина хуравлӗҫ.

 

Культура
Ҫамрӑксен театрӗн сӑнӳкерчӗкӗ
Ҫамрӑксен театрӗн сӑнӳкерчӗкӗ

Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ черетлӗ сезона вырӑсла спектакльпе хупӗ. Куракансене вӑл утӑ уйӑхӗн 2-мӗшӗнче «Денискины рассказы» ача-пӑча камитне пырса курма чӗнет.

93-мӗш театр сезонне хупма суйласа илнӗ ӗҫ — совет саманинчи ача-пӑча литературин классики. Денис Кораблев ятлӑ арҫын ача ҫинчен Виктор Драгунский драматург аллӑ ҫул каялла ҫырнӑ.

Спектакле лартакан режиссёр, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Дмитрий Михайлов пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл икӗ ӑрӑва танлаштарса пӑхас тенӗ. Аслисем: «Эпир ун пек пулман. Пирӗн вӑхӑтра ачасем урӑхла пулнӑ», — теме юратаҫҫӗ-ҫке-ха. Ачасем пурте пӗрех тесе шухӑшлать режиссёр.

Мӗнех, спектакль епле пулса тухнине ӑна кайса курсан хаклама май килӗ.

 

Страницӑсем: 1 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, [12], 13, 14, 15, 16, 17, 18, 19, 20, 21, 22, ... 518
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Малашлӑхра тупӑш паракан проектсене пуҫӑнма лайӑх вӑхӑт. Эрне варринелле вӑй-хал, хастарлӑх чакма пултарӗ, ҫавӑнпа вӑя тӗрӗс пайласа усӑ курма пӗлӗр.

Юпа, 18

1940
86
Панкратов Николай Иванович, Социалистла Ӗҫ Паттӑрӗ ҫуралнӑ.
1940
86
Шупашкарта К.В. Иванов ячӗллӗ литература музейне уҫнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа арӑмӗ
хуҫа хӑй
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
кил-йышри арҫын
хуҫа тарҫи
хуть те кам тухсан та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть