Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Макӑрман ачана чӗчӗ памаҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: гастроль

Культура
Чӑваш академи драма театрӗ халах тетелӗнчи хӑйӗн пабликӗнче вырнаҫтарнӑ сӑнӳкерчӗк
Чӑваш академи драма театрӗ халах тетелӗнчи хӑйӗн пабликӗнче вырнаҫтарнӑ сӑнӳкерчӗк

Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче Абхази артисчӗсен пултарулӑхне хаклама май килӗ. Унти сцена ӑстисем пирӗн республикӑна пуҫласа килӗҫ.

Абхазинчи С. Чанба ячӗллӗ патшалӑх драма театрӗ пирӗн патӑмӑра «Женитьба» камитпе килсе ҫитӗҫ. Спектакле авӑн уйӑхӗн 26-мӗшӗнче кӑтартӗҫ.

Асӑннӑ ӗҫе Николай Гоголӗн вилӗмсер пьеси тӑрӑх лартнӑ. Анчах режиссёр унти ӗҫ-пуҫа Сухум хулинчи (вӑл — Абхазин тӗп хули) евӗр кӑтартма шут тытнӑ. Сцена ҫинчи ӗҫ иртнӗ ӗмӗрӗн 90-мӗш ҫулӗсенче пулса иртӗ.

Режиссёрсен кун пек чӑрсӑрла пултарулӑхне хаклакансем театра ҫитсе камите хӑйсен куҫӗпе курма пултарӗҫ. Сӑмах май каласан, режиссёрсем классика хайлавӗсене ҫӗнетме тӑрӑшни сисӗнет. Ун пеккине Шупашкарти Вырӑс драма театрӗнче те асӑрхама пулать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall-96482380_14548
 

Культура
Юрӑпа ташӑ ансамблӗн сӑнӳкерчӗкӗ
Юрӑпа ташӑ ансамблӗн сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗ кӗҫех Раҫҫейри хуласене гастрольпе тухса кайӗ. Ҫула вӑл «Чӑваш тӗнчи» театризациленӗ концерт программипе тухӗ.

Гастроль ака уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Чӗмпӗр хулинче пуҫланӗ. Тепӗр кунне пултарулӑх коллективӗ асӑннӑ облаҫри Димитровград хулинче пулӗ.

Ака уйӑхӗн 23-мӗшӗнче ансамбль Чулхулари «Газ» культура ҫурчӗн сцени ҫине тухӗ. Тепӗр кунне, ака уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, Пенза облаҫӗнчи Неверкино ялӗнче концерт кӑтартӗ. Ака уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Хусанти куракансем Чӑваш Енри профессилле коллективӑн пултарулахӗпе киленӗҫ.

Сцена ҫине харӑсах 50 артист тухӗ, концерт вӑхӑтӗнче вӗсем 10 ытла тум ылмаштарса тӑхӑнӗҫ. Йышра тӗрлӗ конкурс лауреачӗсем, ят-сума тивӗҫнӗ ытти сцена ӑсти пулӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/suvargazeta
 

Культура

Чӑвашсене ҫутта кӑларнӑ Иван Яковлев ҫуралнӑранпа 175 ҫул ҫитнине халалланӑ мероприятисене ирттернӗ май чӑваш артисчӗсем Мускава гастрольпе тухса кайӗҫ. Вӗсем ҫӗршывӑн тӗп хулинчи А.С. Пушкин ячӗллӗ драма театрӗнче (вӑл Тверь бульварӗнче вырнаҫнӑ) спектакльсем кӑтартӗҫ.

Ака уйӑхӗн 28-мӗшӗнче, 19:00 сехетре, Иоаким Максимов-Кошкинский пьесипе «Вӗри юнлӑ ҫемҫе чун» (Константин Иванов) драмине кӑтартӗҫ, 29-мӗшӗнче — Ухсай Яккӑвӗ пьеси тӑрӑх лартнӑ «Шуйттан чурине».

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере ан васкӑр, кашни шухӑша практикӑра тӗрӗслӗр. Финанс ыйтӑвӗсемпе, иккӗленӳллӗ сӗнӳсемпе питӗ асӑрханӑр. Юратнӑ ҫынпа пӗлтерӗшлӗ калаҫу пулма пултарӗ, ӑна ӑнланма тӑрӑшӑр.

Чӳк, 01

1896
130
Элле Кузьма Васильевич, паллӑ чӑваш историкӗ ҫуралнӑ.
1930
96
Баранова Сарра Леонтьевна, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1930
96
«Социализм ҫулӗпе» (халӗ «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ») хаҫатӑн пӗрремӗш кӑларӑмӗ тухнӑ.
1933
93
Сапожников Геннадий Игнатьевич, чӑваш ӑсчахӗ ҫуралнӑ.
1934
92
Абрамов Яков Абрамович, пӗрремӗш чӑваш депутачӗ вилнӗ.
1958
68
Абрамов Валентин Александрович, литература тӗпчевҫи ҫуралнӑ.
1960
66
Антонов Иван Захарович, чӑваш ҫыравҫи, журналисчӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
2012
14
Петров Пётр Варфоломеевич, чӑваш сӑрӑ ӑсти ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа тарҫи
кил-йышри арҫын
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа арӑмӗ
хуҫа хӑй
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуть те кам тухсан та