Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +5.2 °C
Ҫиччӗ виҫ те пӗрре кас.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Юрӑпа ташӑ ансамблӗ Раҫҫейри хуласенче концерт кӑтартӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 13.04.2026 12:37 | 44 хут пӑхнӑ
Культура
Юрӑпа ташӑ ансамблӗн сӑнӳкерчӗкӗ
Юрӑпа ташӑ ансамблӗн сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗ кӗҫех Раҫҫейри хуласене гастрольпе тухса кайӗ. Ҫула вӑл «Чӑваш тӗнчи» театризациленӗ концерт программипе тухӗ.

Гастроль ака уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Чӗмпӗр хулинче пуҫланӗ. Тепӗр кунне пултарулӑх коллективӗ асӑннӑ облаҫри Димитровград хулинче пулӗ.

Ака уйӑхӗн 23-мӗшӗнче ансамбль Чулхулари «Газ» культура ҫурчӗн сцени ҫине тухӗ. Тепӗр кунне, ака уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, Пенза облаҫӗнчи Неверкино ялӗнче концерт кӑтартӗ. Ака уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Хусанти куракансем Чӑваш Енри профессилле коллективӑн пултарулахӗпе киленӗҫ.

Сцена ҫине харӑсах 50 артист тухӗ, концерт вӑхӑтӗнче вӗсем 10 ытла тум ылмаштарса тӑхӑнӗҫ. Йышра тӗрлӗ конкурс лауреачӗсем, ят-сума тивӗҫнӗ ытти сцена ӑсти пулӗ.

#концертсем, #ансамбльсем, #Хусан, #Димитровград, #Пенза, #Чулхула, #Чӗмпӗр, #Неверкино, #артистсем, #гастроль

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/suvargazeta
 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем