Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +7.3 °C
Ӗнен сӗчӗ чӗлхе вӗҫӗнче.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Культура

Культура

Ҫамрӑк сӑвӑҫ Ольга Австрийская «Туслӑх кӗперӗсем» поэзи тата поэзи куҫарӑвӗсен Пӗтӗм тӗнчери ҫамрӑксен конкурсӗн наставникӗ пулнӑ.

Ҫак конкурс икӗ тапхӑрпа иртнӗ: малтан Ольга хӑйӗн чӑвашла тата вырӑсла сӑввисене ярса панӑ. Унтан 6 авторӑн хайлавӗсене чӑвашла куҫарнӑ.

Ольга Австрийская ҫак пултарулӑх тупӑшӑвне пӗрремӗш хут хутшӑннӑ.

Палӑртса хӑварар: Ольга Чӑваш кӗнеке издательствинче редакторта ӗҫлет.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/nikamran
 

Культура
Наци вулавӑшӗн сӑнӳкерчӗкӗ
Наци вулавӑшӗн сӑнӳкерчӗкӗ

Ҫитес эрнере, утӑ уйӑхӗн 30-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче Мӗтри Кипекӗн кӗнекине хаклама пуҫтарӑнӗҫ. Унта чӑваш литературине юратакан кашни ҫынах кайма пултарать.

Хатлава пухӑннисем «Паттӑрсем хыпарсӑр ҫухалмаҫҫӗ» кӗнекене хаклӗҫ.

Хӑтлав Чӑваш Республикин Наци библиотекин конференц-залӗнче (119 каб.) иртӗ. Вӑл 11 сехетре пуҫланӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://chgign.ru/a/news/6231.html
 

Культура
chuvbook.ru сӑнӳкерчӗкӗ
chuvbook.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш кӗнеке издательствинче Раиса Воробьеван «Ҫутӑ ӗмӗтсем» кӗнеки пичетленсе тухнӑ. Кун пирки издательство редакторӗ Ольга Иванова пӗлтернӗ.

Кӗнекене шкул ҫулне ҫитмен тата кӗҫӗн классенче вӗренекен ачасем валли ҫырнӑ сӑвӑсем кӗнӗ.

Автор сӑввисене вырӑсла Светлана Гордеева куҫарнӑ. Редакторӗ – Ольга Иванова, ӳнерҫи – Наталия Андреева. Тиражӗ – 1000 экземпляр.

 

Кӳршӗре

Кӗркунне Шупашкара Третьяков галерейинчи картинӑсене илсе килӗҫ. Чӑваш Енре пурӑнакансем Сергей Ивановӑн «Приезд иностранцев» тата «Девушка в красной шубке», Константин Коровинӑн «У открытого окна. Портрет дочерей Ф.И.Шаляпина» ӗҫсемпе паллашма пултарӗҫ.

Курав Шупашкарта, Ӳнер музейӗнче, авӑн-раштав уйӑхӗсенче ӗҫлӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-194537172_22793
 

Культура
chgign.ru сӑнӳкерчӗкӗ
chgign.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн ӑслӑлӑх ӗҫченӗсем вӑтам ӗмӗрте хула пулнӑ вырӑнта шырав ӗҫӗсем ирттереҫҫӗ.

Археологи эткерлӗхӗллӗ ҫав вырӑн Шупашкарти Ҫеҫпӗл урамӗнчи 14-мӗш сурт адреспа вырнаҫнӑ.

Тӗпчев ӗҫӗпе тӑрӑшаканӗсем - Н.С. Мясников, Е.П. Михайлов, Л.В. Сивова ӑслӑлӑх ӗҫченӗсем. Вӗсемпе пӗрле И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн тата И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн студенчӗсем те ӗҫлеҫҫӗ.

Археологи эткерлӗхӗллӗ ҫав вырӑн тӗлӗнче XVI-XVII ӗмӗрсенче йывӑс Кремль пулнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://chgign.ru/a/news/6230.html
 

Культура
Культурӑпа ӳнер институчӗн сӑнӳкерчӗкӗ
Культурӑпа ӳнер институчӗн сӑнӳкерчӗкӗ

Ӗнер Чӑваш Ене Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи культурологсем килсе ҫитнӗ. Кун пирки Чӑваш Енӗн Культурӑпа ӳнер институчӗ халӑх тетелӗнчи старницӑра хыпарланӑ.

Экспедиципе ҫула тухнӑ культурологсем Шупашкарпа тата маларах эпир асӑнса хӑварнӑ аслӑ шкулпа паллашнӑ. Хӑнасене халӑх художество пултарулӑхӗн кафедри уйрӑмах кӑсӑклантарнӑ.

Хӑнасем института этнос енчен капӑрлатнине хакланӑ, Креативлӑ индустри шкулне пахаланӑ. Вӗсем наци сӑн-сӑпатне ӳнерпе дизайнри хальхи вӑхӑтри ҫӗнӗлӗхсене тӗпе хурса усӑ курма пӗлнине ырланӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/feed?w=wall-1559050_26738
 

Культура
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Ҫурла уйӑхӗн 2-мӗшӗнче, 10 сехетре, Улатӑрта вырӑс культурин «Звучи, российская глубинка!» Пӗтӗм Раҫҫейри фестивалӗ иртӗ.

Вырас наци культурин уявӗнче ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗнчи пултарулӑх коллективӗсен пултарулӑхӗпе паллашма май килӗ.

«Золотой колчан» конкурс та иртӗ. Унта халах промыслисен ӑстисен ӗҫӗсемпе паллашма тата туянма май килӗ.

Мероприятие йӗркелекенсенчен пӗри, Чӑваш Енри Вырӑс культурин центрӗн председателӗ Татьяна Ежова палӑртнӑ тӑрӑх, ку вӑл тӗрлӗ наци хушшинчи туслӑха кӑтартса паракан уяв та пулӗ.

 

Ӳнер
chuvdram.ru сӑнӳкерчӗкӗ
chuvdram.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Утӳ уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Чӑваш академи драма театрӗнче Хальхи ӳнерӗн II чӑваш биеннали уҫӑлнӑ.

Марина Карягина журналист халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинчен пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш биенналин теми - «Ҫич ҫунатлӑ ҫурт», вӑл Чӑваш Ен культуринчи «кил-ҫурт» ӑнлава пур енлӗн кӑтартать.

«Раҫҫейӗн тӗрлӗ регионӗнчен пухӑннӑ 50 ытла ӳнерҫӗ хӑйӗн ӗҫӗнче кил-ҫурта культурӑн пӗр пайӗ, астӑвӑм тата философи символӗ пек тӗпчесе пире паллаштараҫҫӗ. Ӳнерҫӗсем кунта мифсемпе халапсене, авалтан килекен йӑласене, эпир пурӑнакан вырӑнӑн — пире ялан "кил!" тесе кӗтекен килӗн - хальхи уйрӑмлӑхӗсене тӗрлӗ меслетпе чӗртсе тӑратаҫҫӗ», — хыпарланӑ Марина Карягина.

Мероприяти ҫурла уйӑхӗн 10-мӗшӗнче хупӑнӗ. Унпа тунтикунсӑр пуҫне кашни кунах 12 сехетрен пуҫласа 20 сехетчен паллашма май килӗ.

 

Персона
Театрпа капелла сӑнӳкерчӗксемпе усӑ курса Таисия Ташней хатӗрленӗ коллаж
Театрпа капелла сӑнӳкерчӗксемпе усӑ курса Таисия Ташней хатӗрленӗ коллаж

Чӑваш Енри икӗ пултарулӑх ӑсти хисеплӗ ята тивӗҫнӗ. Хушӑва республика Элтеперӗ Олег Николаев иртнӗ эрнере алӑ пуснӑ.

Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн тӗп режиссёрне Дмитрий Михайлова «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ» хисеплӗ ят панӑ. Ун пек ята Шупашкарти «Классика» капелли» концерт учрежденийӗн тӗп дирижёрӗ Владимир Петров та тивӗҫнӗ.

 

Ял пурнӑҫӗ
chgign.ru сӑнӳкерчӗкӗ
chgign.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн историпе енӗпе ӗҫлекен ӑслӑлӑх ӗҫченӗн Е.В. Сергееван «Чувашское сельское сообщество во второй половине XIX – начале XX века в половозрастном измерении» кӗнеки пичетленсе тухнӑ.

Унта XIX ӗмӗрӗн иккӗмӗш ҫурринчи - XX ӗмӗрен пуҫламӑшӗнчи чӑваш ялӗсенчи пурнӑҫ ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Этнографие тата ял ҫемйинчи социаллӑ тытӑма уйрӑмах тимлӗх уйӑрнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://chgign.ru/a/news/6224.html
 

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, [10], 11, 12, 13, 14, 15, 16, 17, 18, 19, 20, ... 479
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (28.10.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, 6 - 8 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эсир ку эрнере тӗтре ӑшӗнчи кӗпер тӑрӑх чупнӑ пекех: ҫул курӑнмасть пулсан та вӑй кӗнине туятӑр. Пӗчӗк утӑмсем пысӑк кӑтартусем патне илсе ҫитереҫҫӗ. Плансем тӑрук улшӑнни хӑрушӑ мар, хӑш чухне планланинчен урӑхларах тусан та юрать. Эрне вӗҫӗнче эсир тӗрӗс ҫул ҫинче пулнине туятӑр.

Юпа, 28

1868
157
Архипов Дмитрий Архипович, «Константинопольти чӑвашсем» очерка ҫырнӑ ҫыравҫӑ ҫуралнӑ.
1903
122
Тимофеев Павел Тимофеевич, паллӑ вӑрман ерчетӳҫи ҫуралнӑ.
1918
107
Митрофанов Иван Митрофанович, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ.
1922
103
Воробьёв Алексей Александрович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1932
93
Анатолий Юман, чӑваш ҫыравҫи, журналисчӗ ҫуралнӑ.
1936
89
Овчаров Виктор Викторович, сӑвӑҫ, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
1969
56
Резюков Николай Андреевич, Н.И.Ашмарин профессорӑн ӗҫне малалла тӑсаканӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуть те кам тухсан та
хуҫа арӑмӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа тарҫи
хуҫа хӑй
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
кил-йышри арҫын