
К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ спектакль курма ӳлӗмрен иртерех пыма чӗнет. Тӳрех палӑртса хӑварар — яланах мар, канмалли кунсенче ҫеҫ.
Аса илтерер: театрта эрне варринче спектакльсем 18 сехет те 30 минутра пуҫланаҫҫӗ, шӑматкунсерен — 18 сехетре. Пӗр-пӗр артистӑн юбилей каҫӗ пулсан сцена ҫине ҫур сехет маларах тухаҫҫӗ.
Театрӑн ҫӗнӗ сезонӗнче канмалли кунсенче спектакльсем 17:00 сехетре пуҫланӗҫ. Чӑваш артисчӗсен пултарулӑхне хаклакансен. спектакль курма ҫӳреме юратакансен малашне ҫакна асра тытмалла, унсӑрӑн спектакле кая юлса ҫитӗн. Кая юлсан вара театра кӗртмеҫҫӗ. Мӗншӗн кӗртменни паллӑ ӗнтӗ: спектакль пынӑ вӑхӑтра залра утса ҫӳрени артистсене те, куракансене те кансӗрлет.

Ҫак кунсенче Шупашкарта Чӑваш халӑх поэчӗн Валери Туркайӑн «Ҫиле хирӗҫ. Е ҫиҫӗм пек ҫиҫсе иртни» ятлӑ ҫӗнӗ кӗнеки кун ҫути курнӑ. Унта пурӗ 384 страница. Асӑннӑ кӗнекере сӑмах мӗн пирки пынине унти хӑшпӗр уйрӑм сыпӑксен ячӗсем те уҫса параҫҫӗ: «Анне», «Шкул алӑкӗ яри уҫӑлсан», «Историпе филологи факультечӗ», «Иосиф Дмитриев», «Геннадий Айхи», «Аркадий Айдак», «Андриян Григорьевич Николаев», «Писательсен союзӗ. Пропаганда бюровӗ», «ГИТИС» т.ыт.те.
Ҫак кӗнекене ҫырнӑ чухне сӑвӑҫ 1980 ҫултанпа хӑй кунсерен тенӗ пек тултарса пыракан кун кӗнекипе анлӑн усӑ курнӑ.

Чӑваш артисчӗсем «Мы были, есть и будем» (Эпир пулнӑ, пур, пулатпӑр) ятлӑ юрӑ ҫырнӑ, илемлӗ клип ӳкернӗ.
Аса илтерер: ку юрра ҫырма республика Правительствин пуҫлӑхӗ Сергей Артамонов хушнӑ. Кун пирки эпир те маларах хыпарланӑччӗ.
Республика Правительстви ырланӑ проекта паллӑ юрӑҫсемпе коллективсем хутшӑннӑ.
Юрра Петӗр Хусанкайӑн сӑввине тӗпе хурса ҫырнӑ. Ӑна вырӑсла та, чӑвашла та ҫырнӑ.
Сӑвӑ авторӗ — Наталья Сахарова, кӗввине – Андрей Коноплев.
Клипа ӳкерме «Глянец» тата «Приданое» ушкӑнсем, Августа Уляндина, Егор Матвеевский, Алексей Московский, Алексей Шадриков, Денис Павлов, Маргарита Финогентова, Владимир Ашмарин, Ольга Пеганова, Pegana, Вячеслав Дик, «5 октав» студи тата «Вирьял» ансамбль хутшӑннӑ.

Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗнче шкул ачисем чӑваш дневникӗпе усӑ курма пултарӗҫ. Ӑна «Чӑваш Ен» издательствӑпа полиграфи комплексӗнче пичетлесе кӑларнӑ.
Чӑваш дневникне Чӑваш Енӗн Экономика аталанӑвӗн министерстви тата Президент гранчӗсен фончӗ ырланипе, «Воскресение» ыркӑмӑллӑх фончӗ пулӑшнипе кун ҫути кӑтартнӑ. Ку вӑл ҫутӗҫ проекчӗ шутланать.
Дневника икӗ чӗлхепе: чӑвашла тата вырӑсла — пичетленӗ. Дневник страницисенче чӑваш чӗлхипе, паллӑ ентешӗмӗрсемпе, паллӑ вырӑнсемпе, йӑла-йӗркепе, культура эткерлӗхӗпе кӗскен паллаштарнӑ.
Проект авторӗ — Анастасия Анохина.
Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев калашле, тӑван ҫӗре юратасси хамӑр тымара, тӑван чӗлхене, историпе культурӑна хисепленинчен пуҫланать. Апла пулсан, чӑваш дневникӗ ку енӗпе пӗлтерӗшлӗ кӑларӑм тесе калама пулать. Ара, чӑх пӗчӗккӗн сӑхсах тӑранать теҫҫӗ мар-и?

Раҫҫейри писательсен союзӗн Чӑваш Енри уйрӑмӗн правленийӗ нумаях пулмасть ларӑва пуҫтарӑннӑ. Калем ӑстисен ларӑвӗ «ЛитХаб» литература клубӗнче (ун пекки те пур иккен) иртнӗ.
Раҫҫейри писательсен союзӗн Чӑваш Енри уйрӑмӗн правленийӗ «Контактра» халӑх тетелӗнчи хайӗн страницинче пӗлтернӗ тӑрӑх, унта пӗрлешӗвӗн пайташӗсене аттестаци витӗр кӑларас ыйтӑва сӳтсе явнӑ.
Правлени пайташӗсем кун йӗркинчи ыйтӑва сӳтсе явнӑ май палӑртнӑ ӗҫсене васкасарах туса ирттерме йышӑннӑ. Документсене хатӗрлес ӗҫе те хӑвӑртлатмалла.
Писательсен союзӗн регионти уйрӑмӗнче хыпарланӑ тӑрӑх, документсене малтанласа пӑхса тухассине ку уйӑхра вӗҫлемелле.
Аса илтерер: республикӑри пӗрлешӗве Сергей Павлов ҫыравҫӑ ертсе пырать.

Ҫурла уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Чӑваш Енри ҫыравҫӑсем Йошкар-Олара иртнӗ темиҫе литература мероприятине хутшӑннӑ.
«Патша Кокшайскӗн Кремлӗ» культурӑпа истори комплексӗнче кӗнеке уявӗ иртнӗ. Ҫармӑссен II кӗнеке фестивальне кӗнеке кӑларакансемпе кӗнеке вулама юратакансем пуҫтарӑннӑ. Кӑҫалхи мероприятие «Пӗрле вулатпӑр — пӗрлӗхре пурӑнатпӑр» девизпа йӗркеленӗ. Унта Чӑваш Ен делегацийӗн йышӗнче Чӑваш кӗнеке издательствин редакторӗ Ольга Федорова хутшӑннӑ.
Кӗнеке уявне кайнисем Мускаври Игорь Караулов поэтпа тата Севастопольти Платон Беседин писательпе тӗлпулӑва хутшӑннӑ. Унта Чӑваш Енри вырӑсла ҫыракан авторсем: Александр Шпаннагель тата Светлана Гордеева поэтсем — пулнӑ. Йошкар-Оларан вӗсем хавхаланса таврӑннӑ.

Шупашкар хулинче «Илемпи» мода тата илем конкурсӗ иртӗ. Унпа килӗшӳллӗн тумтир дизайнерӗсен конкурсне йӗркелӗҫ.
Йӗркелӳҫӗсем тумтир ӑстисене хӑйсене тата коллекцие кӑтартма чӗнеҫҫӗ. Вӑхӑт нумай юлман – конкурс ҫурла уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Шупашкар хулинчи «Каскад» суту-илӳ центрӗнче пулӗ. Кӑҫалхи тема – «Коммерци моди». Коллекцин хальхи трендсене уҫса памалла, пысӑк пахалӑхпа уйрӑлса тӑмалла. Кунсӑр пуҫне рынока илсе тухса вӗсене сутмашкӑн шухӑшсем сӗнмелле,
«Кашни кӑтарту – хӑвӑра кӑтартмалли май. Подиума тухни – пултарулӑх шухӑшне коммерци проектне ҫавӑрма май паракан шанчӑк», — ҫапла палӑртаҫҫӗ йӗркелӳҫӗсем.

Чӑваш поэчӗсем Пӗтӗм тӗнчери «Туслӑх ҫыранӗсем» конкурсра палӑрнӑ. Кун пирки МАХри «Хыпар - Вести Чувашия» канала вуласа пӗлтӗмӗр.
Унта хыпарланӑ тӑрӑх, Л. Север ячӗллӗ «Туслӑх ҫыранӗсем» Пӗтӗм тӗнчери поэзипе куҫару конкурс-фестивалӗ Ростов облаҫӗнче кӑҫал 11-мӗш хут иртнӗ. Унта Раҫҫейри тӗрлӗ регионтан тата ют ҫӗршывсенчен сӑвӑҫсем хутшӑнаҫҫӗ, пӗр-пӗрин хайлавӗсене тепӗр чӗлхене куҫарассипе ӑмӑртаҫҫӗ иккен. Тӗп номинацире Ҫӗрпӳ округӗнчи Кӗҫӗн Тивӗш ялӗнче пурӑнакан Дмитрий Трофимов финалистсен шутне кӗнӗ. Чӑваш кӗнеке издательствин редакторӗ, РФ Писательсен союзӗн членӗ Ольга Австрийская (Иванова) вара наставник пек хутшӑннӑ. Вӗсен куҫарӑвӗсем ятарлӑ кӗнекере пичетленсе тухӗҫ.
Конкурсӑн ытти номинацине хутшӑнакан та сахал мар пулнӑ. РФ Писательсен союзӗн пайташӗ Галина Матвеева «Эпир пӗрле» номинацире – 3-мӗш, «Ачалӑха илсе каякан ҫул» номинацире 1-мӗш вырӑн ҫӗнсе илнӗ.

Хӗрлӗ Чутай тӑрӑхӗнчи Тралькасси клубӗнче ачасене ҫӑм арлама вӗрентнӗ. Ку ӗҫе хӑнӑхтараканни — Галина Еремеева.
«Кӗнчеле йывӑҫҫипе е ятарлӑ урапапа арлатпӑр. Кӗнчеле ҫӑмха юпинчен е туратӗнчен, лаппинчен, пуҫӗнчен, ҫӑмхинчен, кантринчен тӑрать. Кӗнчеле туралли те, хӑма пуҫли те пулать. Ҫӑмхана кӗнчеле пуҫне ҫӳхе кантрапа ҫыхса вырнаҫтаратпӑр та сулахай алӑри пуҫ, шӗвӗр тата вӑта пӳрнесемпе сӗвем хыҫҫӑн сӗвем туртса кӑларатпӑр, ҫӑма сылтӑм алӑри палӑртнӑ пӳрнесемпе пӗтӗрсе арлатпӑр, ҫӳхе ҫипе йывӑҫ йӗке тавра авӑратпӑр. Хыҫҫӑн ҫӑмхаран каллех сӗвем кӑларса, авӑрнӑ ҫиппе сыпӑнтарса пӗтӗретпӗр, ҫӑма авӑра-авӑра ҫӳхе ҫип тӑватпӑр, ӑна йӗке тавра ерипен ҫавӑратпӑр», – каласа кӑтартнӑ хӗрарӑм «Хресчен сасси» хаҫат корреспондентне.

Шупашкар хулинчи Трактор музейне эсир халь ҫине кайса курнӑ-и? Унта чӑн-чӑн гигант вырӑн тупнӑ.
Ҫӗнӗ экспонат – совет тапхӑрӗнче ПКТ-2 йывӑр путепрокладчик. Унччен ҫак 20 тонна таякан машина РФ Инкеклӗ лару-тӑру министерствин Чӑваш Енри тӗп управленийӗнче ӗҫленӗ. Халӗ ав тивӗҫлӗ канӑва кайнӑ та Трактор музейӗнче вырӑн тупнӑ.
Музей ӗҫченӗсем каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, ПКТ-2 трактора МАЗ-538 грузовике тӗпе хурса тунӑ. Унӑн тивӗҫӗ – ҫул ҫук ҫӗрте ҫул тӑвасси: вӑрманта, шурлӑхра… Машинӑн икӗ кабина, ҫавна май вӑл каялла та, малалла та пӗр пек хӑвӑртлӑхпа кайма пултарать. Вӑл нумайран та сехетре 45 ҫухрӑм хӑвӑртлӑхпа ҫӳрет. Йывӑр ҫулсем ҫинче ҫӳрес енӗпе вара вӑл гусеницӑллӑ трактортан пӗрре те кая мар. Пӗр сӑмахпа, совет тапхӑрӗнчи инженерин чӑн-чӑн хӑвачӗ!
