Шупашкарӑн туризм карттине пичетлесе кӑларнӑ. Кун пирки Туризма аталантармалли агентство пӗлтернӗ.
Асӑннӑ кӑларӑмра хулари мӗнпур паллӑ вырӑнсене тата туристсен тӗп маршручӗсене кӑтартнӑ. Унпа паллашсан кӑсӑклӑ вырӑнсем пирки пӗлме май килӗ.
Пирӗн республика туристсене илӗртмессипе нумай ӗҫлеҫҫӗ. Чӑваш Енпе ытти тӑрӑхри ҫынсем те килсе ҫӳреҫҫӗ.
Шупашкарти шкул ачисем Раҫҫейри паллӑ юрӑҫ Олег Газманов умӗнче юрланӑ. 5-мӗш гимназири ҫамрӑк юрӑҫсем иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ.
«Питӗ кӑткӑс композици. Эсир пултартӑр!» - ҫапла мухтанӑ Раҫҫей халӑх артисчӗ пирӗн ентешсене.
Сӑмах май, ҫак ачасем хӑйсен ушкӑнне йӗркелеме ӗмӗтленеҫҫӗ. Юрӑ авторӗ – Дмитрий Еремеев. Унӑн композицийӗпе кӑсӑкланма пуҫланӑ, ӑна ытти проектра юрлама автортан ирӗк ыйтаҫҫӗ.
Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗ лартнӑ «Главный вопрос» спектакль «Раҫҫейри театр постановкисен ылтӑн фондне кӗнӗ».
1000 спектакльтен 300-шне суйланӑ. Оперӑпа балет театрӗн постановки – вӗсен йышӗнче. «Ылтӑн фондри» спектакльсен телеверсийӗ пулать, вӗсене Раҫҫейри пӗтӗм ҫын курма пултартӑр.
Сӑмах май, Рустам Сагдиевӑн цифра оперине «Ылтӑн маска» премие илме тӑратнӑ.
Чӑваш халӑх поэчӗн Петӗр Хусанкайӑн тӑван тӑрӑхӗнче кӑҫал пуҫласа «Хусанкай вулавне» ирттернӗ.
Тутарстанри Элкел районӗнчи Сиктерме ялӗнче нумаяхьпулмасть поэтӑн сӑввисем чӑвашла ҫеҫ мар, вырӑсла, тутарла тата акӑлчанла янӑранӑ.
Поэт ҫуралнӑранпа 118 ҫул, вӑл леш тӗнчене уйралса кайнаранпа 55 ҫул ҫитсен те унӑн сӑввисене ватти-ветти юратса вулать. Унӑн сӑввисене чехла, румынла, хрантсусла, вьетнамла та куҫарнӑ.
Ҫӑварни вӗҫленсе пырать. Шупашкарти Николаев паркӗнче хӗле 3 метр ҫӳллӗш сӑмаварпа тата Илемпи ятлӑ чӑваш пикипе ӑсатасшӑн. Пушӑн 1-2-мӗшӗсенче унта «Сударыня Масляница» анлӑ уяв иртӗ.
Сӑмаварпа сӑн ӳкерӗнме пулать. Илемпи хӑйӗн кӗлеткипе, чаплӑ тумӗпе тӗлӗнтерӗ. Паллах, икерчӗпе те сӑйланма май пулӗ.
Ҫак эрнере Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче «ЧУВАШИЯ. XX век» наци драматургийӗн лабораторийӗн иккӗмӗш тапхӑрӗ ӗҫленӗ. Проект кураторӗсем — Александр Вислов, Екатерина Морозова тата Ольга Тургай — хатӗр текстсене сӳтсе явса авторсене сӗнӳ-канаш панӑ.
Лабораторин иккӗмӗш тапхӑрӗнче сӗннӗ текстсене карта лартса пӗтерме йышӑннӑ. 2026 ҫулта вара режиссер лабораторийӗ ӗҫлӗ, вӑл чи лайӑх текстсене куракана экскиз евӗр кӑтартма май парӗ.
«Драматургсен конкурсӗ хӑйӗн ӗҫне режиссер лабораторийӗ пулса маллала тӑҫни савӑнтарать. Финал тӗлне эпир 3 пьесӑлла пуласса шанатпӑр», – тенӗ Александр Вислов.
Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрта ӗнер Ҫӑварни уявне ирттернӗ. Вӑл Стрелоксен 324-мӗш дивизийӗнче вырнаҫнӑ «Манӑн социаллӑ центр» клубра иртнӗ. Мероприятие Екатерина Ворошилова тата Оксана Николаева специалистсем хатӗрленӗ.
Ҫӑварние пуҫтарӑннисем сӗтел тулли апат-ҫимӗҫ хатӗрленӗ. Тутлӑ икерчӗпе, ытти апат-ҫимӗҫпе сайланнипех ҫырлахман, тӗрлӗ вӑйӑ ирттернӗ, чӑвашла юрласа та ташласа савӑннӑ.
«Паянхи уярра эпӗ ҫамрӑк чухнехи Ҫӑварние аса илтӗм. Чӑвашла юрӑсем шарантарса чуна йӑпатрӑмӑр», — тенӗ тава тивӗҫлӗ канури Галина Деомидова.
Йӗпреҫ округӗнчи Хурамал ялӗнче ҫӗнӗ клуб хута яраҫҫӗ. Ку ӗҫе Канашри «Строитель» тулли мар общество строителӗсем пурнӑҫлаҫҫӗ.
Хальхи вӑхӑтра стенана хӑпартаҫҫӗ, пушар резервуарӗсене тӑваҫҫӗ, канализаци юхса тухмалли вырӑна, таса шыв резервуарне хатӗрлеҫҫӗ. Подрядчик культура ҫурчӗ таврашӗнчи территорие те хӑтлӑлатӗ.
Клубра 150 ҫын валли вырӑн, сцена, артистсен пӳлӗмӗ, вестюбель-фойе, гардероб тата унта ӗҫлекенсен пӳлӗмӗсем пулӗҫ.
К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунне уявлама чӗнет. Пуш уйӑхӗн 8-мӗшӗнче унта «Ҫурхи кулӑш миххи» спектакль-концерт иртӗ.
«Кулленхи ӗҫсене хӑварса кӑмӑл-туйӑмпа илем тӗнчине путӑр. Сирӗн юратнӑ артистсем сцена ҫине илемлӗ юрӑ-ташӑпа, шӳтлӗ халапсемпе тухӗҫ. Кашни юрӑ, кашни ташӑ, кашни ӑшӑ сӑмах ҫак концертра йӑлт сире валли пулӗ», — тесе йыхравланӑ анонсра.
Концерт хыҫҫӑн парнепе савӑнтарма шантараҫҫӗ.
❗️«Варкӑш» литература клубӗнче Олеся Михайловӑн кӗнекине пахаланӑ
«Варкӑш» литература клубӗнче Олеся Михайловӑн «Пӗрремӗш ҫӗнтерӳ» кӗнекине хӑтланӑ. Вӑл – унӑн пӗрремӗш кӗнеки. Кӑларӑм 2024 ҫулта Чӑваш кӗнеке издательствинче пичетленсе тухнӑ.
«Кӗнеке ҫырасси – питӗ йывӑр ӗҫ. Пӗрре ларсах пулмасть. Тен, марафон чупса тухасси ҫӑмӑлрах та пуль», – тенӗ ҫамрӑк ҫыравҫӑ.
Палӑртмалла: Олеся – армрестлинг енӗпе Раҫҫей спорт мастерӗ, Европа чемпионӗ.
Кӗнекене сӳтсе явнӑ чухне автор яка ҫырнине, лайӑх ӳкерчӗксем тума пултарнине палӑртнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (14.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Егоров Николай Егорович, чӑваш ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |