
Ҫак кунсенче пирӗн ҫӗршывра «Ключевое слово» пӗтӗм Раҫҫейри X общество премине илме заявкӑсем йышӑнаҫҫӗ. Документсене чӳк уйӑхӗн 13-мӗшӗччен тӑратмалла.
Конкурса ҫӗршыври нумай чӗлхелӗхе сарас енӗпе туса ирттерекен пуҫарушӑн хавхалантарас тӗллевпе ирттереҫҫӗ. Кӑҫал премие сакӑр номинаципе пама пӑхса хӑварнӑ:
«Лучшие цифровые проекты» (чӑв. Чи лайӑх цифра проектсем) — мобильлӗ приложенисемшӗн, машина куҫарушӑн, компьютер программишӗн, домен ятсемшӗн;
«Лучший издательский проект» (чӑв. Чи лайӑх издательство проекчӗ);
«Лучший научный проект» (чӑв. Чи лайӑх ӑслӑлӑх проекчӗ);
«Лучшая социальная инициатива» (чӑв. Чи лайӑх социаллӑ пуҫару);
«За сохранение языков коренных малочисленных народов» (чӑв. Сахал йышлӑ тӗп халӑхсене упраса хӑварассишӗн);
«За особые заслуги» (чӑв. Тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн);
«Лучший блог» (чӑв. Чи лайӑх блог);
«Социально ответственный бизнес» (чӑв. Социаллӑ яваплӑ услам).

Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗн артисчӗсем юлашки вӑхӑтра пултарулӑх каҫӗ ирттерме пуҫларӗҫ. Аса илтерер: маларах ун пеккине Алёна Николаева тата Наталья Мингазова йӗркеленӗччӗ. Ҫывӑх вӑхӑтра концерта Валентина Кокотанова йыхравлать.
Валентина Кокотанова хӑйӗн пултарулӑх каҫне «Поёт душа – живёт Россия!» (чӑв. Чун юрлать — Раҫҫей пурнать) ят панӑ. Мероприяти чӳк уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх культура институтӗнче иртӗ. Вӑл 18 сехет те 30 минутра пуҫланӗ.
Юрӑпа ташӑ ансамблӗпе пӗрле артист халӑх тата автор юррисене шӑрантарӗ. Сӑмахран, «Я лечу над Россией», частушки под гармонь «Матаня», «Что за песни распевают на Руси», «Тополя» тата ыттисем янӑрӗҫ. Вӗсем культура эткерлӗхӗн тӗнче фондӗнчи юрӑсем шутланаҫҫӗ.

Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче Максим Михайлов ячӗллӗ Пӗтӗм тӗнчери XXXVI опера фестивалӗ пуҫланнӑ. Ӑна 1991 ҫултанпа Чӑваш Енре ҫуралнӑ опера юрӑҫи ячӗпе ирттереҫҫӗ.
Фестиваль Мария Фомичева Петр Чайковскин ҫӗнӗлле лартнӑ «Евгений Онегин» опера премьерипе уҫӑлнӑ. Фестиваль программине тӗнче репертуарӗнчи хайлавсем, наци оперисем, цифра проекчӗсем кӗнӗ. Шкул ачисемпе студентсем валли уйрӑм постановкӑсем пулӗҫ, вӗсем билетсене «Пушкин карттипе» туянма пултарӗҫ. Программӑра гала-концерт тӗп вырӑн йышӑнать. Унта Раҫҫейри Наци филармони оркестрӗ те (Владимир Спиваков тата Раҫҫей халӑх артистки Хибла Герзмава ертсе пыраҫҫӗ) хутшӑнать.
Пӗтӗм тӗнчери опера фестивалӗ чӳк уйӑхӗн 22-мӗшӗччен пырӗ. Пурне те хапӑлласа кӗтеҫҫӗ!

Чӑваш Республикинче «Литературӑллӑ Чӑваш Ен: 2025 ҫулхи кӗнеке» конкурс старт илнӗ. Ӑна ЧР Наци вулавӑшӗ ЧР Культура министерстви, Раҫҫей Ҫыравҫӑсен пӗрлӗхӗн регионти уйрӑмӗ, Чӑваш кӗнеке издательстви тата Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ пулӑшнипе йӗркелет.
Унта 2025 ҫулта чӑвашла тата вырӑсла пичетленсе тухнӑ кӗнекесем хутшӑнаҫҫӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсене темиҫе номинаципе палӑртӗҫ. Тӗслӗхрен, «Чи нумай вуланакан кӗнеке», «Ачасемпе ҫамрӑксем чи нумай вуланӑ кӗнеке», «Литература критикӗсемшӗн чи лайӑх кӗнеке»,«Вулав лидерӗ» тата ыттисем.
Онлайн-сасӑлав ЧР Наци вулавӑшӗн сайтӗнче раштав уйӑхӗн 10-мӗшӗччен пулӗ. Ҫав вӑхӑтрах ҫыравҫӑсемпе тӗлпулусем, ҫӗнӗ кӑларӑм хӑтлавӗсем тата куравсем пулӗҫ.
Ҫӗнтерӳҫӗсен ячӗсене раштав уйӑхӗнче пӗлтерӗҫ.

Шупашкарта, юпа уйӑхӗн 6-7-мӗшӗсенче «Петров вулавӗсем» пӗтӗм Раҫҫейри ӑслӑлӑхпа практика конференцийӗ 25-мӗш хутчен иртнӗ. Унта хутшӑнакансене саламланӑ чух республикӑн культура министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ Татьяна Казакова ӑшӑ сӑмах нумай каланӑ. Сӑмах май каласан, конференцие пуҫласа ирттерме хӑй вӑхӑтӗнче шӑпах вӑл нумай тӑрӑшнӑ иккен.
Чӑваш Енӗн наци музейне вӑл Петров-Тинехписен ҫемйин йӑх несӗлӗпе паллаштаракан паха ӗҫе парнеленӗ. Михаил Петрович Петров-Тинехпи — Татьяна Казакован ват асламӑшӗн (тен, кукамӑшӗн-тӗр. Вырӑсла хыпарта «прабабушка» тенӗ) тӑван пиччӗшӗ (тен, шӑллӗ-тӗр. Вырӑсла хыпарта «брат» тенӗ) иккен.
Пӗтӗм ҫӗршыври ӑслӑлӑхпа практика конференцийӗ Чӑваш Енӗн наци музейӗнче иртнӗ.

Самар тӑрӑхӗнчи чӑвашсем тӑван халӑхӑмӑрӑн йӑли-йӗркине асра тытма тӑрӑшаҫҫӗ. Унти «Шанчӑк» ансамбль халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ тӑрӑх, юпа уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Чӳклеме ирттерӗҫ.
Вӑл «Автоград» культура центрӗнче 12 сехетре пуҫланӗ. Унта чӑвашсен апат-ҫимӗҫӗн куравӗ те уҫӑлӗ, концерт та кӑтартӗҫ. Уява кӗрсе курма укҫа тӳлемелле мар.
Сӑмах май каласан, «Шанчӑк» чӑваш ансамбльне Любовь Абдиязова ертсе пырать. Любовь Алексеевна коллективӗ — Тӗрӗк халӑхӗсен пӗтӗм тӗнчери фольклор фестивалӗн дипломанчӗ, Нурлатра иртекен чӑваш культурин «Уяв» пӗтӗм Раҫҫейри фестивальне пӗрмай хутшӑнать. Ытти тӗрлӗ мероприятире те ӑна хапӑл туса йышӑнаҫҫӗ. 2016 ҫулта коллектив халӑх ансамблӗ ята тивӗҫнӗ.

Юпа уйӑхӗн 20-21-мӗшӗсенче Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче издательство продукцийӗн тата электрон ресурссен куравӗ ӗҫлӗ. Ӑна «Библиотечные фонды: проблемы и решения» (чӑв. Библиотека фончӗ: ыйтусем тата вӗсене тата парасси) пӗтӗм Раҫҫейри XIX ӑслӑлӑхпа практика конференцийӗ иртнӗ май йӗркелӗҫ.
Курав ҫӗршывӑн вулавӑшӗсене, кӗнеке кӑларакан тата ӑна сутакан организацисене пӗр-пӗринпе паллаштаракан лапам пулса тӑрӗ.
Экспозицие федераци шайӗнчи тата регионсенчи 15 издательствӑпа паллаштарӗҫ. Федераци шайӗнчисенчен ҫаксем: «Инфра-М» компани ушкӑнӗ, «АСТ», «Речь», «Рипол Классик», «Омега-Л» издательствӑсем, «Феникс» суту-илӳ центрӗ, «Азбука», «Детская литература», «Архипелаг» тата «КноРус». Чӑваш Енри издательствӑсенчен вара ҫаксем: Чӑваш кӗнеке издательстви, «Новое время» типографи; унсӑр пуҫне Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн, ЧПУн тата Врачсен пӗлӗвне ӳстерекен институтӑн редакципе издательство пайӗсем.

Чӑвашсем пӗтӗм тӗнчери флешмоба хутшӑннине эпир унччен пӗлтернӗччӗ-ха. Аса илтерер: Born From Culture вырӑсла куҫарсан «Рождённый культурой» (чӑв. Культура ҫуратни) флешмоб – тӗнче тетелӗнчи вирус тренд. Унта хутшӑнакан тӗнчери халӑхсем хӑйсен наци тумне, ташшине, спорт енӗсене кӑтартакан видеороликсем кӑтартаҫҫӗ.
Роликра — «Уяв», «Илемпи», «Сувар» ансамбльсем, Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗн ача-пӑча студийӗ, «Горница» фолк-шоу тата Августа Уляндина, Виталий Адюков, «Глянец» ушкӑн, Элтияр Александров, Эллада Данилова тата Анна Черкесова. Вӗсене тумлантараканӗ – Эрпике Хотиновская.
МАХри «Первый чувашский» каналта пӗлтернӗ тӑрӑх, ку клипа ӳкерме 400 пин тенкӗ ларнӑ.

Юпа уйӑхӗн 15-мӗшӗнче — Пӗтӗм тӗнчери ял хӗрарӑмӗсен кунӗ. Кӑҫал ҫав куна пирӗн республикӑра пуҫласа ирттерӗҫ. Ун пек Хушӑва республика Элтеперӗ кӑларнӑ. Чӑваш Енри ял хӗрарӑмӗсен кунне халалласа культура учрежденийӗсенче тӗрлӗ мероприяти ирттереҫҫӗ. Шупашкарти Ю. Гагарин ячӗллӗ вулавӑшра ӗнер, юпа уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, «Хозяйка своей земли» (чӑв. Хӑй ҫӗрӗн хуҫи) портрет-каҫ ирттернӗ. Унта Чӑваш академи драма театрӗн артисчӗсене чӗннӗ.
Вулавӑшри тӗлпулӑва театрӑн тӗп режиссерӗ, Чӑваш Республикин халӑх артисчӗ Наталия Сергеева тата Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Надежда Кузьмина хушӑннӑ.
Вулавӑшри каҫра ял хӗрарӑмӗн тӗрлӗ енлӗ сӑнарне уҫса панӑ май театр сцени ҫинче вӑл епле пулни пирки калаҫнӑ.

Паян, юпа уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн артисчӗсем Коми Республикине гастрольпе тухса кайнӑ.
Сыктывкар хулинче юпа уйӑхӗн 7-9-мӗшӗсенче вӗсем икӗ спектакль тата пӗр юмах кӑтартӗҫ.
Чӑваш артисчӗсем Коми Республикин наци музыкӑпа драма театрӗн сцени ҫине тухӗҫ. Чӑваш артисчӗсем унта «Хуркайӑк ҫулӗ» тата «Куйкӑрӑш» спектакльсем, кунсӑр пуҫне тата ачасем валли лартнӑ «В поисках Большой Медведицы» юмах кӑтартӗҫ.
Коми Республикине артистсем «Большие гастроли» (чӑв. Пысӑк гастроль) федераци проекчӗпе килӗшӳллӗн ҫул тытнӑ. Асӑннӑ проектпа пирӗн патӑмӑра та тӗрлӗ тӑрӑхри артистсем час-часах спектакльпе килсе ҫӳреҫҫӗ. Ҫакӑ куракансене ытти театр пултарулӑхӗпе паллашма май парать.
