Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -14.7 °C
Ӗҫчен ҫыннӑн ыйхи кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Культура

Культура
Чӑваш Енӗн Культура министерстви халӑх тетелӗнче вырнаҫтарнӑ видеоран илнӗ скриншот
Чӑваш Енӗн Культура министерстви халӑх тетелӗнче вырнаҫтарнӑ видеоран илнӗ скриншот

Чӑваш Енри маттур ачасем республика шайӗнче кӑҫалхипе виҫҫӗмӗш хут иртекен «Асам» фестивале хутшӑнма хатӗрленеҫҫӗ.

Республикӑри шкул театрӗсен конкурсӗнче ачасем сцена ҫине хӑйсем лартнӑ ӗҫсемпе тухӗҫ. Малтан вӗсене муниципалитет шайӗнче пахалӗҫ. Муниципалитет шайӗнчи конкурс юпа уйӑхӗн 14-мӗшӗччен пырӗ. Унта суйласа илнисем республикӑри фестивале хутшӑнӗҫ.

Сӑмах май каласан, кӑҫалхи фестиваль теми — Тӑван ҫӗршывӑн хӳтӗлевҫин ҫулталӑкӗ тата Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 80 ҫул ҫитни.

Камсем ҫӗнтернине раштав уйӑхӗн 5-мӗшӗнче пӗлтерӗҫ.

 

Культура
chuvdram.ru сӑнӳкерчӗкӗ
chuvdram.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Ӗнер, юпа уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, Чӑваш академи драма театрӗнче Театр ӳнерне юратакансен клубӗн пӗрремӗш пухӑвӗ иртнӗ.

«Чӑннипех те уҫӑ калаҫу пулчӗ пирӗн! Хальхи чӑваш драматургийӗ тата унӑн пуласлӑхӗ, театрӑн репертуарӗнчи спектакльсем ҫинчен калаҫрӑмӑр, малашнехи аталану ҫул-йӗрӗ пирки пӗрле шухӑшларӑмӑр», — пӗлтернӗ культура учрежденийӗ халӑх тетелӗнчи хӑйӗн пабликӗнче.

Чӑваш драматургийӗ тата спектакльсем пирки чуна уҫса калаҫнӑ, артистсен ҫӗнӗ ӑрӑвне епле ӳстересси пирки те сӑмах хускатнӑ.

Тӗлпулӑва Марина Карягина поэт, сценарист, драматург тата журналист ертсе пынӑ. Театр директорӗ Елена Николаева та унта хутшӑннӑ.

Ҫитес тӗлпулу чӳк уйӑхӗн 1-мӗшӗнче 16 сехетре иртӗ. Унта «Карчӑксем качча каяҫҫӗ» спектакле сӳтсе явӗҫ.

 

Вӗренӳ
chuvdram.ru сӑнӳкерчӗкӗ
chuvdram.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш академи драма театрӗнче «Нарспи» спектакль премьери пулассине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ-ха. Ӑна авӑн уйӑхӗн 26-27-мӗшӗсенче кӑтартмаллаччӗ. Анчах премьерӑна раштав уйӑхне куҫарнӑ. Ҫавӑн сӑлтавне театр сайтӗнчи хыпарта ӑнлантарса тӑман. Премьерӑна курма раштав уйӑхӗн 5-6-мӗшӗсенче йыхравлаҫҫӗ.

Аса илтерер: ҫӗнӗ ӗҫ режиссерӗ – Адыгейӑри Данна Афаунова. Тӗп рольсене Григорий Петров тата Елизавета Казначеева ҫамрӑк артистсем калӑплӗҫ.

 

Культура

Паян Чӑваш Енӗн наци вулавӑшӗнче Алексей Кулешовпа тӗлпулу иртӗ.

33-ри ҫамрӑк арҫын Кӑнтӑр Африкӑра пулса курни ҫинчен каласа кӑтартӗ. Тӗрӗссипе, вӑл 119 ҫӗршывра пулнӑ, Раҫҫейӗн кашни регионне тенӗ пек ҫитсе курнӑ. Алексей пилӗк континентра пурӑннӑ, Япӑх пӳртсенче чухӑнсем хӗсӗнсе пурӑнакан вырӑнсенче тата керменсенче пурӑнса пӑхнӑ. Ҫамрӑк арҫыннӑн чи юратнӑ регионӗсенчен пӗри — Кӑнтӑр Африка. Ҫавӑнпа вӑл унта пӗрмай каять.

 

Культура
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче ҫак кунсенче Ӗпхӳри ҫамрӑксен театрӗн спектаклӗсене кӑтартӗҫ. Пушкӑртстанри артистсем пирӗн патра виҫӗ кун пулӗҫ: юпа уйӑхӗн 2-4-мӗшӗсенче.

Паян куракансене «Всем кого касается» спектакль кӑтартӗҫ, ыран — «Богатырь Степан Ромашкин» юмах, шӑматкун — «Аленький цветочек».

Юпа уйӑхӗн 16-18-мӗшӗнче Чӑваш ҫамрӑкӗсен театрӗн спектаклӗсене Ӗпхӳри куракансем хаклама пултарӗҫ.

 

Культура
Марина Карягина страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк
Марина Карягина страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк

Нумаях пулмасть Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнчи «Варкӑш» литература клубӗнче Николай Мордяков (Мӑрчак Кули) сӑвӑҫӑн «Юр ҫийӗн кӑвар» кӗнекине пахаланӑ. Кун пирки Марина Карягина журналист, поэт халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ.

«Тавралӑха тӗлӗнекен ача куҫӗпе пӑхма манман ӳнерҫӗн, сӑвӑҫӑн шухӑшлавӗпе тӗнчекурӑмӗ хӑйне евӗрлӗ, ҫавӑнпах ӗнтӗ унӑн йӗркисенче — кӗтмен танлаштару, илемлӗ сӑнарлӑх, тарӑн шухӑш...», — ӑшшӑн паллаштарнӑ виҫӗ йӗркерен тӑракан сӑвӑсен автор пултарулӑхӗпе Марина Карягина.

 

Культура
culture.cap.ru/press_center сӑнӳкерчӗкӗ
culture.cap.ru/press_center сӑнӳкерчӗкӗ

Пирӗн республикӑра купсасен пурнӑҫӗпе паллаштаракан кӗнеке пичетленсе тухнӑ. Вӑл «История купечества Чувашии» ятлӑ.

Юпа уйӑхӗн 2-мӗшӗнче, 14 сехетре, ҫав кӑларӑма Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче хӑтлама пуҫтарӑнӗҫ. Унта ӑслӑлӑх, вӗрентӳ, культура тата ӳнер ӗҫченӗсем пырса ҫитмелле.

Чӑваш Енри купсасен паллӑ династийӗсен йышӗнче Астраханцевсем, Ефремовсем, Волчковсем, Забродинсем, Таланцевсем тата ыттисем пур. Вӗсем культурӑпа экономика аталанӑвне нумай тӳпе хывнӑ. Апла пулин те купсасен историне хальччен тарӑннӑн та тӗплӗн тӗпчемен иккен.

 

Культура
culture.cap.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк
culture.cap.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк

Паян, юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, Канаш районӗнчи Аслӑ Пикшикре культура ҫурчӗ уҫнӑ. Ҫӗнӗрен мар-ха. Пуррине тӗпрен юсаса ҫӗнетнӗ, капӑрлатнӑ, хитрелетнӗ, пуянлатнӑ хыҫҫӑн.

Юсав ӗҫне ирттерме пурӗ 25 миллион тенкӗ ытла тухса кайнӑ. Ҫуртӑн ҫивиттине пӗтӗмпех ылмаштарнӑ, хальхи вӑхӑтри алӑксемпе чӳречесем вырнаҫтарнӑ, маччасемпе урая ылмаштарнӑ. Акт залне ҫӗнӗ йышши оборудованипе сӗтел-пукан хӑтлӑх кӳреҫҫӗ.

Юсаса ҫӗнетнӗ культура ҫуртне уҫнӑ ятпа ирттернӗ уява тавралли культура ҫурчӗсенчи тата шкулсенчи пултарулӑх ушкӑнӗсем пырса ҫитнӗ. Тата, паллах, тӳре-шара саламланӑ.

 

Культура
vk.com/dramteatr21 сӑнӳкерчӗкӗ
vk.com/dramteatr21 сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ пӗлтӗр чӑннипех те сумлӑ фестиваль пуҫарса ячӗ. Ӑна СССР халӑх артистне Вера Кузьминана халалланӑ. Аса илтерер: унӑн ячӗ — «Чӗкеҫ».

Асӑннӑ ятпа театрта хӑй вӑхӑтӗнче Борис Чиндыков пьеси тӑрӑх ҫавӑн ятлӑ моноспектакль лартнӑччӗ. Ӑна драматург ятарласа Вера Кузьмина валли тесе ҫырнӑ.

Кӑҫал, чӳк уйӑхӗнче, Наци театрӗсен халӑхсем хушшинчи «Чӗкеҫ» фестиваль иккӗмӗш хут иртӗ. Чӳк уйӑхӗн 12-мӗшӗнче сцена ҫине Калмӑк Республикинчи Б. Басангов ячӗллӗ наци драма театрӗ тухӗ.

 

Персона
vk.com/dramteatr21 сӑнӳкерчӗкӗ
vk.com/dramteatr21 сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн артисчӗ Евгений Урдюков театр ӳнерне аталантарас ӗҫе курӑмлӑ тӳпе хывнӑшӑн тата пултарулӑх ӗҫӗнче тухӑҫлӑ тӑрӑшнӑшӑн Чӑваш Республикин Элтеперӗн Тав хутне тивӗҫнӗ.

Ҫак маттур артист Шӑмӑршӑ районӗнчи Ҫӗнӗ Чӗпкас ялӗнче 1989 ҫулта ҫуралнӑ. 2011 ҫулта вӑл Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер инстиутутӗнчен вӗренсе тухнӑ та эпир маларах асӑннӑ театрта ӗҫлеме пуҫланӑ.

 

Страницӑсем: 1 ... 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, [14], 15, 16, 17, 18, 19, 20, 21, 22, 23, 24, ... 490
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эсир тӑва та тепӗр май ҫавӑрма хатӗр. Анчах хӑш чухне чӑтӑмлӑрах пулса плансене каярахпа пурнӑҫлама тивӗ. Ҫынпа хутшӑннӑ чухне компромисс тупма ӑнтӑрӑр, кашни утӑма шутласа тӑвӑр — васкаса йышӑнусем тума кирлӗ мар. Канмалли кунсенче сире интереслӗ паллашусемпе тӗлпулусем кӗтеҫҫӗ.

Нарӑс, 05

1921
105
Ярдыкова Зоя Дмитриевна, театр актриси, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
1926
100
Ананьев Николай Ананьевич, хирург-травмотолог, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ тухрӑрӗ ҫуралнӑ.
1932
94
«Ҫӗнӗ пурнӑҫ» (халӗ «Ҫӗнтерӳшӗн») хаҫатӑн пӗрремӗш кӑларӑмӗ тухнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа тарҫи
хуҫа хӑй
хуҫа арӑмӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуть те кам тухсан та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
кил-йышри арҫын
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем