Ҫӑвӑн 23-мӗшӗнче Трак енре РФ Патшалӑх Думине Чӑваш Енрен суйланнӑ депутат, Раҫҫей парламенчӗн Ют ҫӗршыв ӗҫӗсен комитечӗн председателӗ Константин Иосифович Косачев пулнӑ. Малтанах Мускав хӑни хӑйӗн пулӑшаканӗпе, ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗпе А. Разумовпа, республика парламенчӗн депутачӗпе, Шупашкарти коопераци институчӗн ректорӗпе В. Андреевпа пӗрле район администрацийӗн пуҫлӑхӗ В. Александров, район пуҫлӑхӗ В. Григорьев ертсе пынипе «Хӗрлӗ Сурӑм» (Красное Сормово) хуҫалӑхра, «Чулхула Газпромтрансгаз» ТМЯО филиалӗнче — Заволжски ЛПУМГра пулса курнӑ, вӗсенчи ӗҫ-хӗлпе паллашнӑ. Кӑнтӑрла ҫитеспе К. Косачев районти активпа тӗл пулнӑ.
Малтанах хӑнасем Яманак тӑрӑх ҫӳренӗ, «Хӗрлӗ Сурӑм» ТМЯО сӗт-ҫу ферминче пулса курнӑ.
Асӑннӑ хуҫалӑх Трак енри ял хуҫалӑх предприятийӗсем хушшинче ҫирӗп те тӗреклӗ аталанса пыраканнисенчен пӗри. Вӑл 2008 ҫултан Чӑваш Енри чи лайӑх 100 хуҫалӑх шутне кӗрет. Иртнӗ ҫулхи сӗт пахалӑхӗн кӑтартӑвӗсемпе асӑннӑ общество республикӑра виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑннӑ. Кунта сухаламан пӗр ҫӗр лаптӑкӗ те ҫук. Ҫулленех ҫӗнӗ техника туянаҫҫӗ, уй-хир тата выльӑх-чӗрлӗх продукчӗсен кӑтартӑвӗсем ҫуллен-ҫул ӳссе пыраҫҫӗ.
Чӑваш халӑхӗн ӗҫпе наци тата культура йӑли-йӗркине малалла ҫирӗплетсе пырас, Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫисен ҫар мухтавне тата паттӑрлӑх историне илемлӗх хатӗрӗсемпе пропагандӑлас, ҫамрӑксене патриотла ӳстерес, тӑван ене хисеплесе юратма вӗрентес тата сывӑ пурнӑҫ йӗркине анлӑрах сарас тӗллевпе кӑҫалхи ҫӗртмен 4-мӗшӗнче, шӑматкун, Краноармейски ялӗнче, вӑрман ҫывӑхӗнчи «Факел» стадионта «Акатуй-2011» ирттереҫҫӗ.
Хальхинче ӑна Раҫҫей космонавтикин ҫулталӑкне тата хамӑр ентеш — Совет Союзӗн Геройӗ В.В. Васильев ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине халаллаҫҫӗ.
«Акатуй» ирттерме район администрацийӗн пуҫлӑхӗн йышӑнӑвӗпе йӗркелӳ комитетне туса хунӑ, унӑн председательне район администрацийӗн пуҫлӑхӗн экономика ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен ҫумне, ял хуҫалӑх, экономика тата обществӑлла инфратытӑм аталанӑвӗн управленийӗн начальникне И.В. Степанова суйланӑ.
Красноармейскинчи Халӑх пултарулӑх ҫурчӗ ҫумӗнчи «Юхӑм» драма коллективӗ куракансем умне ҫӗнӗ премьерӑпа тухрӗ. Артистсем Анатолий Чебанов ҫырнӑ икӗ пайлӑ «Тарҫӑ» камите лартса пачӗҫ.
Камит сюжечӗ паянхи пурнӑҫпа тачӑ ҫыхӑннӑ. Ӗҫсӗр тӑрса юлнӑ арҫыннӑн арӑмӗ чикансемпе явӑҫса килтен тухса каять. Унӑн ирӗксӗрех ӗҫ шырама тивет. Пӗр пуян ҫемьене тарҫӑ кирлӗ иккен. Анчах та хӗрарӑм-тарҫӑ кирлӗрех иккен вӗсене. Ҫавӑнта вырнаҫать те арҫын ӗҫлеме. Хӗрарӑм тумне тӑхӑнса ӗҫлет вӑл унта. Тем тӗрлӗ мыскара курса пӗтет вара.
Кулӑшла самантсем чылай камитре. Юрӑ-кӗвӗ те сахал мар. Курма-пӑхма аван.
Кун пек япала ҫитменлӗхсӗр пулмасть ӗнтӗ. Артистсем хӑйсен сӑмахӗсене манса кайни, кирлӗ мар ҫӗрте ытлашши пауза туни, музыка ӑнӑҫлах марри — камит хаклавне кӑшт ӳкерет. Ҫапах та, пӗтӗмӗшле илсен, премьера ӑнӑҫлӑ пулса тухнӑ.
К.И.Васильева режиссер-постановщик лартнӑ ку пьесӑна. Куракансем ӑна тата халӑхран тухнӑ Трак ен артисчӗсене ӑшшӑн алӑ ҫупса саламларӗҫ.
Чӑваш чӗлхине лайӑх пӗлекен ачасен «Ҫамрӑк ӑсчах — 2011» вӑйӑ конкурсӑн иккӗмӗш куҫӑм тапхӑрӗ акан 21-мӗшӗнче муниципалитетӑн пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан Красноармейски иккӗмӗш вӑтам шкулӗнче иртрӗ. Унта пӗрремӗш куҫӑмсӑр тапхӑрта ҫӗнтернӗ 68 вӗренекен хутшӑнмаллаччӗ. Шел пулин те, вӗсенчен 21 вӗренекен ҫеҫ иккӗмӗш тура килме май тупнӑ. Вӗрентекенсемпе вӗренӳ органӗсен яваплӑ ҫыннисем тӑрӑшнӑ пулсан майне тупма пулатчӗ пуль-ха... Ҫапах та Районсем хушшинчи V «Ҫамрӑк ӑсчах» инҫет вӑйӑ конкурс ӑнӑҫлӑ иртрӗ теме пулать. Финала 4 район ачисем (Красноармейски, Элӗк, Сӗнтӗрвӑрри тата Комсомольски) хутшӑнма пултарчӗҫ. Вӗрентекенсене тавах уншӑн. Тӑкаклӑ инҫе ҫула илсе тухса ачасен пӗлӗвне тӗрӗслес тата аталантарас текен вӗрентекенсем вӗсем. Ҫӗнтерӳҫӗ паллӑ. Вӑл — Красноармейски районӗнчи Трак чӑваш-нимӗҫ гимназийӗнче 10 класра вӗренекен Маркова Анна (вӗрентекенӗ — Кузьмина Юлия Егоровна).
Акан 25-мӗшӗнче Упи кану центрӗнче Раҫҫей парламентаризмне йӗркеленӗренпе 105 ҫул ҫитнине халалласа пысӑк уяв иртрӗ. Ҫавна май Мӑн Ҫавал шыв тӑрӑхне Мускав хӑнисем — Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Думин депутачӗсем, парламентри «Тӳрӗ кӑмӑллӑ Россия» фракци депутачӗсем А. Г. Аксаков, Думӑн бюджет комитечӗн членӗ В. А. Лекарева, парламентӑн обществӑлла пӗрлешӳсен комитечӗн председателӗн ҫумӗ А.В. Кузьмина тата Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗ И. Ю. Моляков килчӗҫ.
Мускавран килнӗ хӑнасем малтанах Упири пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкулӑн историпе краеведени музейӗнче пулса курчӗҫ. Кунта курмалли, пӗлмелли питӗ чылай. Ленин орденне тивӗҫнӗ, СССР Аслӑ Канашӗн депутачӗ пулнӑ К. И. Горинана уйрӑм вырӑн уйӑрнӑ. Чӑваш Енӗн Министрсен Канашӗн пуҫлӑхӗнче ӗҫленӗ, республикӑн, РСФСРӑн Аслӑ Канашӗн тӗрлӗ созывӗсен депутачӗ пулнӑ, каярах Раҫҫей парламенчӗн пӗтӗмӗшле пайне ертсе пынӑ Л.П. Прокопьев пирки те материал чылай.
Ака уйӑхӗн 18-22-мӗшӗсенче педагогсен чӑвашла хатӗрленӗ сайчӗсен конкурсӗ пулчӗ. Ӑна Чӑваш чӗлхин кунне халалласа Чӑваш Республикин вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерстви, Вӗренӳ институчӗ, Чӑваш чӗлхин инҫет вӗренӳ центрӗ ирттерчӗҫ. Пиллӗк кун хушшинче сасӑлава 469 ҫын регистрациленнӗ. Вӗсенчен 19-ӑшӗ сасӑлава хутшӑнас темен, 30-ӑшӗ хӑйсен сассине пӗр сайта та паман. Пӗрремӗш вырӑна 114 сасӑ пухса Краснормейскинчи 2-мӗш шкулта ӗҫлекен Виталий Михайлович Михайлов тухнӑ, иккӗмӗш вырӑнта — Йӗпреҫри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан 2-мӗш номерлӗ вӑтам шкулта ӗҫлекен Ядрицова Алена Андреевна (101 сасӑ), виҫҫӗмӗш вырӑнта — Канаш хулинчи пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан 6-мӗш вӑтам шкулта тӑрӑшакан Нина Спиридоновна Ершова (65 сасӑ).
Саламлатпӑр!!!
Трак енти Красноармейски иккӗмӗш шкулӗн 6-мӗш класс вӗренекенӗсем Чӑваш чӗлхин вунӑ кунлӑхне хутшӑннӑ май В.М.Михайлов вӗрентекен ертсе пынипе Шупашкарти Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче пулса курчӗҫ. Унта музейри экскурсовод ертсе пынипе чӑваш ӳнерҫӗ классикӗсен ӗҫӗсемпе паллашрӗҫ. Уйрӑмах вӗсене А.Кокель, М.Спиридонов, Н.Сверчков, Н.Овчинников ӗҫӗсем килӗшрӗҫ. Кунсӑр пуҫне Валерий Бобков художникӑн Чернобыльти атом электростанцийӗнчи хӑрушӑ инкек ҫинчен ӳкернӗ сӑрӑллӑ сӑнӗсемпе паллашрӗҫ.
Ачасене кӳршӗллӗ Тутарстан маҫтӑрӗн Александр Ивановӑн чеканка мелӗпе тунӑ ӳкерчӗкӗсем те тӗлӗнтерчӗҫ.
Шкул ачисем Шупашкарти канӑва аван ирттерчӗҫ. Вӗсем «Макдональдс» кафене кӗрсе апатланма та пултарчӗҫ.
Трак енри шкулсенче чӑваш чӗлхи вункунлӑхӗ пуҫланчӗ. Акӑ, Красноармейски иккӗмӗш шкулӗнче те администраципе творчествӑлла ӗҫлекен вӗрентекенсен ушкӑнӗн пӗрлехи ларӑвӗнче чӑваш чӗлхи вунӑ кунлӑхӗн ӗҫ планне ҫирӗплетрӗҫ. Унта И.Я.Яковлев Аслӑ Вӗрентекене халалласа уроксем иртӗҫ. Класс тулашӗнче вара «Юхма Мишши ҫыравҫӑн нумай енлӗ таланчӗ» рефератсен конкурсӗ, «Юхма Мишши — чӑвашсен паллӑ ҫыравҫи» электронлӑ хаҫатсен конкурсӗ, Яков Ухсай поэзине юратакансен «Акӑш тӗкӗ евӗр эс ҫемҫе…» илемлӗ вулав ӑмӑртӑвӗ, сӑвӑ ҫыракансен «Чӑваш чӗлхи — анне чӗлхи» литература конкурсӗ, Трак тӑрӑхӗнче ҫуралнӑ Совет Союзӗн Геройӗ В.В.Васильев ҫуралнӑранпа 100 ҫитнине халалланӑ «Мӑн Шетмӗ паттӑрӗ» викторина пулӗ. Шкул вулавӑшӗнче вара ачасем И.Я.Яковлев, Я.Г.Ухсай тата М.И.Ильин (Юхма Мишши) хайлавӗсемпе паллашӗҫ.
Акан 21-мӗшӗнче шкулта Республикӑмӑрти районсем хушшинчи V «Ҫамрӑк ӑсчах» вӑйӑ конкурс иртет.
Республикӑри районсем хушшинчи «Ҫамрӑк ӑсчах — 2011» вӑйӑ конкурсӑн пӗрремӗш куҫӑмсӑр турӗ вӗҫленчӗ. Ӑна Красноармейски районӗнчи вӗрентӳ пайӗн информаципе методика центрӗ ҫумӗнчи чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекенсен меслетлӗх ушкӑнӗ йышӑннипе ирттернӗ. Ушкӑн ертӳҫи — З.П.Михайлова. Вӑйӑ конкурс авторӗ тата ӑна пуҫарса йӗркелесе пыраканӗ — В.М. Михайлов.
Конкурс акан 1-мӗшӗнчен пуҫласа 14-мӗшӗччен пычӗ. Унта хутшӑнакансен «Ҫамрӑк ӑсчах» вӑйӑ конкурс сайтӗнче 35 ыйтуран тӑракан тест ыйтӑвӗсем ҫине онлайн (тӳрӗ ҫыхӑнура) хуравламаллаччӗ. Сайта пурӗ 382 ача кӗрсе ӗҫе пурнӑҫлама ҫырӑннӑ. Вӗсенчен 262-шӗ тест ыйтӑвӗсене хуравланӑ. Тулли хурав памашкӑн 230 ача ҫеҫ пултарнӑ. Вӗсенчен вӑйӑ конкурсӑн куҫӑм (иккӗмӗш) турне хутшӑнма 68 ача ирӗк ҫӗнсе илнӗ. Вӗсен ятлӑхне http://chuvsite.ucoz.ru/ сайтран уҫласа илме пулать.
Пиллӗкмӗш ҫул ӗнтӗ Чӑваш чӗлхи кунне халалласа Трак ен — Красноармейски тӑрӑхӗнче тӑван чӗлхепе литература вӗрентекен педагогсен творчествӑлла ушкӑнӗ йӗркеленипе (ертӳҫи — Михайлова З.П.) чӑваш чӗлхипе грамматикине лайӑх пӗлекен ачасем хушшинче «Ҫамрӑк ӑсчах» вӑйӑ-конкурс иртет. Проект авторӗ — Красноармейски иккӗмӗш шкулӗнче чӑваш сӑмахлӑхне вӗрентекен Михайлов Виталий Михайлович аслӑ категориллӗ учитель, Раҫҫей пӗтӗмӗшле вӗрентӗвӗн хисеплӗ ӗҫченӗ. Конкурс материалӗсен рецензенчӗ — Вӗренӳ институчӗн чӑваш чӗлхипе литератури кафедрин пуҫлӑхӗ Виноградов Ю.М. профессор.
Акӑ, 2011 ҫулхи акан 1-мӗшӗнче районсем хушшинчи «Ҫамрӑк ӑсчах-2011» V инҫет вӑйӑ-конкурс пуҫланать. Вӑйӑ конкурс йӗркине ҫакӑнта тупма пулать: http://aschah.chuvash.org/blog/index.php?entryid=3
Вӑйӑ конкурс икӗ турпа иртет. Пӗрремӗш тур — куҫӑмсӑр тур. Вӑл инҫет майпа «Ҫамрӑк ӑсчах-2011» вӑйӑ-конкурсӑн сайчӗ урлӑ иртет, ака уйӑхӗн 14-мӗшӗччен пырать. Иккӗмӗш тур — куҫӑм тур.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Рамстедт Густав Ион, паллӑ финн чӗлхеҫи, алтай чӗлхе верентӗвӗн никӗсне хываканӗсенчен пӗри вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |