Иртнӗ юнкун, карлачӑн 23-мӗшӗнче, Шупашкарти «6х7» ӳнер галерейинче Красноармейскинчи алӗҫ ӳнерӗн «Пӳрнеске» кружокӗн куравӗ уҫӑлнӑ.
«Всем место под сияньем небесным» (чӑв. Тӳпе йӑлтӑравӗ пурин валли те) курава уҫнӑ май Чӑваш Республикин Халӑх пултарулӑх ҫурчӗн директор ҫумӗ Тамара Шамсеева ҫак ача-пӑча ушкӑнне пысӑк хак парса хакларӗ, вӗсем чӑннипех те «халӑх ача-пӑча кружокӗ» ята тивӗҫлине пӗлтерчӗ. Галерейӗн куравӗсене тӑтӑш хутшӑннӑшӑн тав хучӗсемпе чыслама та манмарӗ.
Ку куравра эсир ачасем тӗрленӗ алшӑллисемпе, вӗсем хатӗрленӗ теттесемпе, пуканесемпе тата ытти тӗрлӗ ӗҫсемпе паллашма пултаратӑр. Вӑл нарӑсӑн 11-мӗшӗччен ӗҫлет.
«Пӳрнеске» кружока тӗрлӗ ӳсӗмри ачасем ҫӳреҫҫӗ. Хӑйсен ӗҫӗсенче вӗсем йывӑҫпа та, пирпе те, ҫӑмпа та ӗҫлеҫҫӗ. Кружока Жанна Михайлова ертсе пырать. Вӗсен ӗҫӗсем чылай куравсене хутшӑннӑ — республика шайӗнчисене те, патшалӑх шайӗнчисене те. Тӗнче анлӑшӗпе иртнӗ куравсен дипломӗсемпе те вӗсем мухтанма пултараҫҫӗ.