Шупашкар хулин администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх Красноармейски ҫак кунсенче Ҫӗнтерӳ кунне палӑртакан хӑйне майлӑ палӑкпа пуянланнӑ. 76 миллиметрлӑ девизи тупине ялти Мухтав монумӗнчӗпе ҫуммӑн вырнаҫтарнӑ.
Тӑван Ҫершывӑн Аслӑ вӑрҫинче тупӑ чи анлӑ усӑ куракан хӗҫ-пӑшалсенчен пӗри пулнӑ. Вӑрҫӑ хыҫҫӑн та вӗсемпе самай хушӑ усӑ курнӑ. Хӑш-пӗр ҫӗршывсенче ҫак кӑрал паянхи кун та тивӗҫлӗ вырӑн йышӑнса тӑрать.
«Вӑрҫӑ палӑкне Чӑваш Республикине Курган облаҫӗнчен ҫитернӗ. Тупӑна вырнаҫтарас ӗҫ-пуҫ ака уйӑхӗн вӗҫӗнчех пуҫланнӑ. Ҫӗнтерӳ кунӗ тӗлнелле палӑка майлаштарса лартассине вӗҫленӗ», — пӗлтереҫҫӗ хула администрацийӗн пресс-службинче.
Ял таврашӗнче ҫавӑн йышши палӑксене лартасси ӳсекен ӑрӑва паттӑрлӑх туйӑмне ӳстерессе, тӑван ҫӗршыва юратма вӗрентессе, чунӗсенче ҫирӗплетме пулӑшасса шансах тӑрас килет.