Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +15.3 °C
Тиркекене тирӗк тӗпӗ лекет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Трак енӗн хӑйӗн талисманӗ пур

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аксар Чунтупай 05.02.2013 17:52 | 1434 хут пӑхнӑ
Трак ен талисманӗ (авторӗ — А.М.Иванов)
Трак ен талисманӗ (авторӗ — А.М.Иванов)

Район депутачӗсен пиллӗкмӗш суйлаври Пухӑвӗн черетлӗ ХХI ларӑвӗнче район талисманне йышӑнчӗҫ.

Красноармейски районӗ хӑйӗн символикисемпе пуян, унӑн гербӗпе ялавӗ тата гимнӗ пур. Кунсӑр пуҫне мӗн пур 9 ял тӑрӑхӗнче те ҫав элемсем пур.

Трак енсем кунпа ҫеҫ чарӑнман, малалла кайма шут тытнӑ. «Ялти туризма аталантарасси», «Красноармейски районӗн яш-кӗрӗмӗ: 2011–2020 ҫулсем» тӗллевлӗ программӑсене пурнӑҫласа районӑн талисманне палӑртас тата туса хатӗрлес енӗпе уҫӑ конкурс палӑртнӑ пулнӑ. Район администрацийӗнче икӗ уйӑх хушши пирӗн района халалланӑ, хӑйне евӗр мелӗпе (стилӗпе) пурнӑҫланӑ, маларах ытти тупӑшусене тӑратман ӗҫ-сувенирсене йышӑннӑ. Пӗтӗмпе конкурса 19 ӗҫ тӑратнӑ пулнӑ.

Талисмана палӑртас тӗлӗшпе райадминистрацин фойинче ҫав ӗҫсенчен конкурс йӗркеленӗ, курава хутшӑннисем, куракансем вӑл е ку ӗҫшӗн хӑйсен сассисене пама пултарнӑ.

Талисмана палӑртас тӗлӗшпе конкурс комиссийӗ мӗн пур ӗҫсене пур енлӗн тишкерсе хакланӑ. Каярах комиссипе районта пурӑнакансен шухӑшӗ пӗр килнӗ. Пурне те «кӗмӗл тӗслӗ шлем, хӗрлӗ кӗпе тӑхӑннӑ (район символӗсен элеменчӗсемпе илемлетнӗ), пиҫиххи ҫыхнӑ, ӑна «Трак Упи» наци ялавӗн элеменчӗсемпе илемлетнӗ, («Трак ен Упи») «упа» килӗшнӗ. Ҫак ӗҫе Красноармейски вӑтам шкулӗнче ӳнер ӗҫне вӗрентекен А. М. Иванов пурнӑҫланӑ.

Упа — вӑй тата паттӑрлӑх палли. Чӑваш халӑх историйӗнчен ҫакӑ паллӑ: пирӗн ҫар пуҫӗсем хушшинче хӑйсен йӑхташӗсене ҫӗнӗ ҫӗрсем ҫине илсе каякансем те сахал мар пулнӑ. Атӑлҫи Пӑлхар ҫӗршывӗн чылай хулисемпе ялӗсене аркатса тӑксан, унти халӑх ҫӗнӗ ҫӗрсене куҫса кайнӑ. Пирӗн тӑрӑха, авӑ, Упи-паттӑр йӑхташӗсемпе куҫса килнӗ.

Шлем — ӗлӗк вӑрҫӑра пуҫ аманасран тӑхӑннӑ металран тунӑ ҫӗлӗк, хӳтӗлев символӗ, истори, культура, наци тата вырӑнти ытти йӑласене пӗлтерет.

Пиҫиххи — кӗпе-тумтир ҫинчен ҫыхмалли япала ҫеҫ мар, пысӑк паллӑ. Арҫын пиҫиххийӗ ар аталанса ҫитнине, унӑн вӑйӗпе паттӑрлӑхне палӑртать. Ахальтен мар пиҫиххи ҫине хӗҫ е укҫа хутаҫҫи ҫакнӑ. Кӗпе районӑн гербӗпе тата ялавӗпе пӗрешкел, вӑл упан чысӗпе мӑнаҫлӑхне палӑртать.

Талисман-сувенирпа районта иртекен мӗн пур мероприятисенче усӑ курӗҫ.

#Красноармейски районӗ, #Красноармейски

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://chuv-krarm.3dn.ru/
 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем