Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Шупашкарти 35 ҫулти арҫыннӑн васкавлӑ медпулӑшу фельдшерне ҫӗҫӗпе тапӑннӑшӑн явап тытма тивӗ.
Ку раштавӑн 15-мӗшӗнче пулнӑ. Хӗрарӑм пӗрле пурӑнакан арҫын валли васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ: лешӗ эрех ытлашши ӗҫнӗ те, ӑна япӑх пулса кайнӑ.
Тухтӑрсем арҫынна йӗркене кӗртнӗ. Анчах вӑл вара тӳрех ҫӗҫӗ ярса тытнӑ та 39 ҫулти фельдшер ҫине сиксе ӳкнӗ. Медбригадӑн пӗр пайӗн балкон ҫинче пытаннӑ, пӗри вара подъезда чупса тухнӑ та полицие шӑнкӑравланӑ.
