Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Чӑваш Ен Элтеперӗн пулӑшуҫи пулнӑ хӗрарӑм республика Правительствин вице-премьерӗ пулса тӑнӑ. Кунта сӑмах Наталия Воскресенская пирки пырать. Хушӑва республика Элтеперӗ Олег Николаев паян, юпа уйӑхе н22-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ.
Наталия Воскресенская 2026 ҫулхи пуш уйӑхӗн 2-мӗшӗнченпе Чӑваш Енӗн Элтеперӗн пулӑшуҫи пулса ӗҫленӗ. Вӑл кадрсене хатӗрлессишӗн яваплӑ пулнӑ, республикӑра «Кадрсем» наци проектне пурнӑҫа кӗртес енӗпе тимленӗ. Унччен ҫак хӗрарӑм И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче хушма пӗлӳ паракан пай пуҫлӑхӗнче тӑрӑшнӑ.
Паян, ав, ӑна Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумӗ пулма ҫирӗплетнӗ. Ку должноҫре вӑл ӑслӑлӑх енӗшӗн яваплӑ пулӗ.
Наталия Валерьевна ЧПУран 2002 ҫулта экономист пулма вӗренсе тухнӑ. Экономика наукисен кандидачӗ.
